Чӑваш Енри пичет кӑларӑмӗсене Раҫҫуйӗн Йифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви субсидипе пулӑшма пултарать.
Укҫана тивӗҫес тесен Ятарлӑ лапам урла электрон заявка памалла. Документсене нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йышӑнма тытӑнна ӗнтӗ, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ярса памалла.
Пирӗн республикӑра пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсене Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ юбилей медалӗсем пама пуҫланӑ. Паян ӑна Шупашкарта пурӑнакан Надежда Лабузова тивӗҫнӗ.
Ун патӗнче паян хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов тата Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина пулнӑ.
Надежда Лабузова 1936 ҫулта Смоленск тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Хӑйсен ялне нимӗҫсем ярса илнине те вӑл аван астӑвать. Шупашкара Костромари технологи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкара направленипе килнӗ. Кунти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫлесе ӗмӗрленӗ.
Халӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ халӑх тетелӗсенче ларать. Унтах вӗсем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗсене те татса пама тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере кӑна, раштав уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче, халӑхран 1758 ҫыру килсе ҫитнӗ. Вӗсене патшалӑх пабликӗсем йышӑннӑ.
Халӑх тетелӗсенче ҫынсен ыйтӑвне вӑтамран 3 сехет те 26 минутра хуравлаҫҫӗ. Ку енӗпе уйрӑмах хастар муниципалитетсен йышӗнче — Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Шупашкар муниципаллӑ округӗ.
Ҫитес ҫулхи ута уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикара коммуналлӑ пулӑшу хакӗ ӳсӗ.
Хулара пурӑнакансем электроэнергишӗн 1 кВТ/сехетшӗн 4 тенке те 96 пус тӳлеме пуҫлӗҫ е хак 12,5 процент хӑпарӗ. Ку вал электроплита ҫуккисен ҫавӑн пек пулӗ. Электроплиталлисен 3 тенкӗ те 47 пус (хальхинчен 12,3 процент нумайрах) тӳлеме тивӗ.
Ҫутанҫанталак газӗшӗн хак 10 процент ӳсӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяшшӑн
62 тенкӗ те 73 пус (5,0 процент нумайрах) тӳлеме тытӑнӗҫ, ялтисем — 73 тенке те 16 пус.
Чӑваш Енре «Земство кульура ӗҫченӗ» программа ӗҫлесе кайӗ. 50 пин ҫын таран пурӑнакан ял-салана ӗҫлеме каякан культура ӗҫченӗсем 1 миллион тенкӗ илме пултарӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ЧР Культура министерстви нормативлӑ документсене хатӗрлет. Вакантлӑ должноҫсен списокне хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Паян Шупашкар хулинчи сусӑрсен килӗнче прокурорсем пулнӑ. Пӗтӗм ҫын патне ҫитнипе ҫитменнине пӗлместпӗр те, анчах хулари Калинин районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхакан сусӑрсем патӗнче пулнӑ.
Роман Лащ прокурорпа унӑн пулӑшуҫисем сусарсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
«Сусарлӑх — приговор мар, эпир аптӑраса та, пуҫа усса та ларасшӑн мар», — тенӗ Татьяна Арутина инвалид социаллӑ центра тата надзор органӗн ӗҫченӗсене тӗлпулушӑн тав тунӑ май.
Шупашкарта пурӑнакансене реклама баннерӗсем килӗшмен. Кун пирки Регион управленийӗн центрӗ пӗлтернӗ.
Хулари Марков урамӗнче пурӑнакансем картлашкапа анса хӑварнӑ чухне реклама баннерӗсем кансӗрленине систернӗ. Вӗсем анса хӑпаракансене чӑрмантараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене илсе пеме ыйтнӑ.
Сӑмах 8-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе ача пахчи хушшинчи тимӗр картлашка пирки пырать иккен. Шӑпах ҫавӑн ҫине реклама баннерӗ вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӗсене пуҫтарса илнӗ.
Федерацин ӗҫ служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн ҫӗршывра декретри 14 ытла хӗрарӑм «Демографи» нацпроектпа килӗшӳллӗн вӗренсе тухнӑ.
Ҫамрӑк амӑшӗсем персоналпа ӗҫлекен специалиста, бухгалтера, социаллӑ сферӑри психолог, информресурс енӗпе специалиста, маркетплейссен аналитикне, программиста, графика дизайнера вӗренсе тухаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Дмитрий Лукьянов патшалӑх пулӑшнипе ритуаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫлеме тытӑннӑ.
Арҫын социаллӑ контрактпа усӑ курнӑ. Ку вӑл уншӑн питӗ лайӑх тӗкӗ пулнине усламҫӑ хавхаланса пӗлтернӗ. Вӑл малашне те ҫав енӗпе тимлесшӗн.
Ритуаллӑ пулӑшу кӳрессипе Дмитрий ҫулталӑка яхӑн ӗҫлет.
Программа пирки вӑл ӗҫлӗх центрӗнче ыйтса пӗлнӗ. Унӑн ҫемйи социаллӑ контрактпа усӑ курма пултарнӑ. Хыснаран илнӗ 350 пин тенке кирлӗ ҫӗре ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл онлайн-мелпе вӗренсе тухнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑмсене ирхи апата чӗнеҫҫӗ.
Терӗссипе каласан, ку вӑл апатланас тӗллевпе ирттерекен мероприяти мар-ха. Ун пек ятпа пысӑк шайри тӳре-шара та ӗҫлӗ тӗрлӗ мероприяти те ирттеркелет.
Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти Ҫемье центрӗнче нумай ачаллӑ хӗрарӑмсене пухса пурнӑҫа епле улӑштарма май пурри ҫинчен сӳтсе явма йышӑннӑ. Модераторӗ — Ирина Васильева, вӑл ҫиче ача амӑшӗ!
Унта лекес тесен 8 (8352) 51-02-68 телефонпа шӑнкаравласа ҫыранмалла. Центр 324-мӗш Стрелоксен дивизийӗнчи 21-меш А ҫуртра вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |