Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Тӑван амӑшне вилмеллех хӗненӗскере ҫирӗп йӗркеллӗ колоние тӑхӑр ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын 77 ҫулти амӑшне тискеррӗн хӗненӗ, кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен, ҫав шутра — пуҫӗнчен те, ҫапнӑ. Йывӑр сурансене чӑтайман ватӑ хӗрарӑм — ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Ниҫта та ӗҫлемен, амӑшӗн пенси укҫипе ҫисе-ӗҫсе пурӑннӑ арҫын хӑйне ҫуратнӑскере унччен те ҫутӑ кун кӑтартман иккен, хӗненӗшӗн ӑна 10 талӑклӑха хупса хуни те пулнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫитес тӑхӑр ҫула унӑн йӗплӗ пралук леш енче ирттерме тивӗ.
Раштав каҫӗнче Улатӑр районӗнчи чукун ҫул каҫҫи патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Халӗ ҫав арҫынна таптаса хӑварма пултарнӑ водителе шыраса тупнӑ, тытса чарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хыпарлать.
Чиркӳ праҫникӗн кунӗнче Алтышево поселокӗнчи чукун ҫул каҫҫи тӗлӗнче 42 ҫулти ентешӗн виллине асӑрханӑ, ҫывӑхрах ҫӑмӑл автомобиль пайӗсем выртнӑ. Полици ӗҫченӗсем арҫынна машина таптаса хӑварма пултарнине палӑртнӑ, ҫавӑнпах таврари ялсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Нимӗнле информацисӗрех йӗрке хуралҫисем авари кам айӑпӗпе пулма пултарнине ӑнкарнӑ. Атрать ялӗнче ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗ пулнӑ вырӑнта юлнӑ пайсемсӗр Renault Logan машинӑна курнӑ. Унӑн 27 ҫулти хуҫи Раштавра ҫула тухнине, анчах никама та ҫапса хӑварманнине каланӑ. Каярахпа аса илнӗ-мӗн: чукун ҫул урлӑ каҫма тӑрсан темӗскере пырса тӑрӑннӑ. Ун чухне вӑл машинӑран тухса та пӑхнӑ имӗш, анчах нимӗн те курман.
Палӑртмалла, ку тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра пурӑнакан арҫын ача ӗнер кӑнтӑрла, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, киле таврӑннӑ – хваттерте вара пушар алхаснӑ.
17 ҫулти арҫын ача шӑп ҫав вӑхӑтра шкултан ҫитнӗ. Хваттере кӗнӗ те тӗпелте ҫулӑм ялкӑшнине курнӑ. Вӑл тӳрех пушарнӑйсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Юрать, пушарта никам та шар курман. Ҫулӑм тӗпелти сӗтел-пукана, техникӑна тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» нумай алхасма паман – 5 минутранах ҫулӑма сӳнтернӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ рашчинче йӗлтӗрпе ярӑнма килнӗ арҫын вилнӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Инкек паян 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Ватӑ ҫын рашчана йӗлтӗрпе ярӑнма килчӗ. Вӑл мӗншӗн вилнине пӗлместӗп», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ. РФ Следстви комитечӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ведомство арҫын вилнӗ тӗслӗхре криминал ҫукки пирки хыпарлан
Шупашкарти 202-мӗш ача пахчинче ӗҫлекенсене тата мӗн пур ачана ппр тӑхтаса тӑмасӑр эвакуацилеме тивнӗ. Кун пирки паян, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.
«Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчинче ют япалана иртнӗ кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Ҫавна май шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗнчен мӗн пур ӗҫчене тата унта ҫӳрекен 215 ачана урама илсе тухнӑ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем иккӗленӳ вӑратнӑ япалана тӗрӗсленӗ те пурне те лӑплантарнӑ. Хайхи ҫав япала ача-пӑча вылямалли раци пулнӑ иккен.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ эрнере хула ҫыннисен хӑрушлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ултӑ пӑтӑрмаха шута илнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна хӑйӗн арӑмне пусмӑрланӑшӑн, мӑшкӑлланӑшӑн тата ирсӗрле ясар шухӑшне чӑна ҫавӑрнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчех арӑмне хӗненӗ, пуҫӗпе холодильник ҫумне темиҫе хутчен ҫапӑнтарнӑ, унтан ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Унпа та ҫырлахман — мӑшкӑлланӑ, ирсӗрле ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Ҫав кун упӑшки арӑмне пирвайхи хут асаплантарма иккен, унччен те ун ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Кашнинчех — ӳсӗрле. Арҫынна ҫавӑн хыҫҫӑнах тытса чарнӑ, хупса хунӑ. Апла пулин те вӑл паянхи кун та хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть.
Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ пӑхса тухса йышӑну кӑларӗ.
Паян ирпе Шупашкарти Ленин район сучӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем ыйтнине пӑхса тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем «Биологилле тасатмалли сооруженисем» предприятин пуҫлӑхӗн Сергей Анисимовӑн тата Шупашкарти «Ордер» тулли мар яваплӑ обществӑн Ольга Филиппован хваттерӗсене ухтарма ыйтнӑ. Суд тӗпчевҫӗсен ыйтӑвне тивӗҫтерни пирки «Коммерсантъ» кӑларӑм хыпарланӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова Чӑваш Енӗн Экономика министерствине ертсе пынӑ, республика вице-премьерӗ пулнӑ Владимир Аврелькинпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ имӗш.
Министра, аса илтерер, хыснаран субсиди панӑ чухне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе вӑхӑтлӑха арестленӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова тата ыттисем пулӑшнипе 20 миллион тенкӗ ытла субсидие саккуна пӑсса хыснаран уйӑрнӑ-мӗн.
Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу машинин водительне вӗлернӗ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кун кунлакан арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа ҫапӑҫса кайнӑ, вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан арӑмне васкавлӑ медпулӑшун фельдшерӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ. Хӗрсе кайнӑ арҫын сунар пӑшалне йӑтнӑ та васкавлӑ медпулӑшу подстанцине кайнӑ. Анчах унта алӑк хупӑ пулнӑ. Хайхискер фельдшер тухасса кӗтсе тӑнӑ.
Кӗҫех алӑк уҫӑлнӑ, пӑшал тытнӑскер арҫын мӗлкине курсан пенӗ. Анчах ҫав ҫын фельдшер мар, васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ пулнӑ. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Шел те, Ҫӗнӗ ҫул уявӗ инкексӗр иртмен. Уяв умӗн пӗр кун маларах Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ, унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре ялти пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. 58 ҫулти кил хуҫи тата унӑн тӑван пиччӗшӗ (1958 ҫулта ҫуралнӑскер) пушартан тухайман. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав кунах Канаш районӗнчи Шӑхасанта та ҫурт ҫуннӑ. Унта пушар каҫхи 10 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Юрать, кил хуҫи урама тухайнӑ, унӑн алли тата пичӗ пиҫсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар тухнинче вӑл хӑй айӑплӑ: асӑрханмасӑр пирус туртнӑ.
Каласа хӑвармалла: 2018 ҫулта республикӑра 925 пушар пулнӑ, вӗсенче 78 ҫын вилнӗ, 87-шӗ суранланнӑ. 352 ҫынна пушартан ҫӑлма май килнӗ.
Шупашкар районӗнче М-7 автотрасса ҫинче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем ҫӑмӑл машинӑна чарнӑ. Транспорт хатӗрне пӑхса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра 18 килограмм ытла гашиш асӑрханӑ, ӑна тӗп тумашкӑн йӑлтах туртса илнӗ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫав ҫӑмӑл автомобиль рулӗ умӗнче Пушкӑртстан Республикинче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл наркотик унӑн иккенне тунман, хӑй сӑмахӗпех ҫирӗплетнӗ. Арҫын наркотике пысӑк партипе туяннӑ та Чӑваш Енре, Мари Республикинче тата Тӗмен облаҫӗнче ваккӑн сутнӑ иккен. Наркомансен аллине ҫав наркотик вӑрттӑн вырӑнсене хунӑ хутаҫсем урлӑ лекнӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла: вӑй питти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна судченех хупса хума йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.