Чӑваш Енри Гостехнадзорӑн Вӑрмар тата Куславкка районӗсенчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗн сехрине хытах хӑпартнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, пуҫиле ӗҫрен унӑн пӑрӑнма май килнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын унччен судпа айӑпланман, пысӑках мар преступлени тунӑ, ҫавна май уголовлӑ право мери йышӑннипе ҫырлахнӑ. Пуҫлӑха 40 пин тенкӗлӗх суд штрафӗ хурса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ пӗр ҫынна тракторист-машинист удостворенине вӗренмесӗрех тыттарнине пула сиксе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Экзамен тыттаракан хута Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗ хайхи ҫын экзамен тытнӑ евӗр шӑрҫаласа хунӑ. Унтан ӑна тракторист-машинист удостоверенине тыттарнӑ. Халӗ ҫав хута леш ҫынран туртса илнӗ ӗнтӗ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ 6-мӗш юсанмалли колонин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ судпа айӑпланнӑ май кирпӗч шутлакан 23 ҫулти яша хур кӑтартнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫамрӑка ыраттарнӑ, унӑн пичӗ ҫинче темиҫе шӑйрӑк пулнӑ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн колони ӗҫченне должноҫран кӑларнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ӗҫе прокуратура панӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ. Следствие Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн следователӗ тӗпченӗ.
Муркаш районӗнче 1970 ҫулхи арҫын хӑйӗн тӑван мар хӗрне вӑл 13-ре пулнӑ чух пусмӑрланӑ тесе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шӑв-шавлӑ историе ҫакланнӑ ҫемьере арҫын ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратни паллӑ. Унӑн арӑмӗ икӗ ачине ашшӗ мар арҫынпа — хӑйӗн упӑшки пулнӑ ҫынпа — пӑрахса хӑварнӑ иккен. Ачисем пирки маннӑскере Чулхула облаҫӗнче тупнӑ, ӑмӑшӗн правинчен хӑтарнӑ.
Тӑван мар ашшӗпе пурӑнакан хӗрача пӗр ҫулхине пӑтӑрмаха ҫакланнӑ тесе сас-хура тухрӗ. Ӑна ача уйлӑхӗнче пусмӑрланӑ иккен. Пуҫтахланнисенчен пӗри чапла вырӑн йышӑнакан этем ывӑлӗ-мӗн. Ачана пусмӑрланине тӗпченине РФ Следстви комитечӗ терӗслесси таранах хыпарланӑччӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан ҫемьере Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй та пулнӑччӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьен ҫурт-йер ыйтӑвне лайӑхлатма патшалӑх пулӑшнӑччӗ.
Халӗ ачисене пӗччен ӳстерекен арҫынна хӑйне айӑпласшӑн иккен. Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче судпа айӑпланни паллӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн экс-директорне бассейнра 9 ҫулти ача путса вилнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Вӑл суд умне кӗҫех тӑрӗ. Кун пирки «Честное СМИ» портал пӗлтерет.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ирттернӗ тӗрӗслевсем шкул директорӗ пулнӑ ҫыннӑн ӗҫӗнче нумай ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, тӳлевлӗ занятисем иртнӗ вӑхӑтра ӗҫлеме ишев инструкторне штата илмен, бассейна кирлӗ хӳтӗлев хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтермен. Иккӗмӗшӗнчен, тухтӑрсем енчен те тивӗҫлӗ сӑнав йӗркелемен.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хайхи бассейнра инкек пулнӑ: 9 ҫулти ача шыва анса кайнӑ. Ӑна бассейнра ишекенсем асӑрханӑ та туртса кӑларнӑ, анчах арҫын ачана ҫӑлса хӑварма май килмен: унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Полици ӗҫченӗсем тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет.
Хайхи ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын иртнӗ эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Пӗрремӗш май урамӗнчи 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 79 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Ун чухне пӑрӑнса кайман-ха вӑл, тивӗҫлӗ канурискере хӑйӗн машинине лартса унӑн тӑванӗсем патне леҫнӗ. Кайран вара йӗп пек ҫухалнӑ. Кайран тин тӑванӗсем хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнине кура васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ. Чӑнах та, унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ҫурӑм шӑмми суранланнӑ...
Палӑртса хӑвармалла, ҫул-йӗр инспекцийӗ ҫак пӑтӑрмаха курнисене полицие 73-11-62 е 89276675984 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем хваттер ҫунтарса янӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫапла майпа хӑй тунӑ преступлени йӗрне пӗтересшӗн пулнӑ. Хваттерте пушар тухни пирки кӳрши пӗлтернӗ.
Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи пӗр ҫуртра хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен тӗпелте кил хуҫин виллине тупнӑ. 37 ҫулти арҫыннӑн хулпуҫҫи ҫинче ҫӗҫӗпе суранлатнӑ йӗрсем пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак преступление тума пултарнӑ 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун вӗсем ҫӗрле хваттер хуҫипе эрех ӗҫнӗ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. 29-ти арҫын кил хуҫине ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ, лешӗ юн нумай ҫухатнӑран вилнӗ.
Кун хыҫҫӑн хӑна залри япаласене чӗртсе янӑ, тӗпелте газ плитине ҫутнӑ та алӑка питӗрсе тухса кайнӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен ҫаратнӑшӑн тата ют ҫын пурлӑхне чӗртсе янӑшӑн айӑпланнӑ. Вӑл тӗрмерен 2017 ҫулта тухнӑ.
Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан арҫын Магнитогорскри йӗрке хуралҫисене ура ҫине тӑратнӑ. Ҫавскер асӑннӑ хулари Карл Маркс проспектӗнчи чарӑнура сирпӗтмелли хатӗр пуррине пӗлтерсе шӑнкӑравланӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ те хӑрушшши нимӗн те тупса палӑртман.
Пустуй шӑнкӑравласа минретекен арҫынна та часах тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнар поселокӗнче пурӑнаканскер пулнӑ. «Znak.com» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, 34-ри вӑй питти «Красное& Белое» экспедиторӗнче ӗҫленӗ. Арҫынна пакунлисем килӗнче тытса чарнӑ. Суя хыпарпа шӑнкӑравласа хуйхатнӑскер ӳсӗр пулнӑ. Мӗн тӑвас, ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран ҫеҫ теҫҫӗ те... 34-ри экспедитор тӗлӗшпе пакунлисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта «Алза» строительство фирмин пуҫлӑхне тытса чарнӑ. Ӑна ултавлӑ ӗҫе хутшӑннӑшӑн тата укҫана тӗллевсӗр тӑкакланӑшӑн айӑплаҫҫӗ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, тулли мар яваплӑ ҫак пӗрлӗхе ертсе пыракан самай пысӑк укҫапа тӗллевсӗр усӑ курнӑ имӗш. Тытса чарнӑ хыҫҫӑн пуҫлӑх пуканне йышӑнакан арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, следствипе алла-аллӑн ӗҫлеме шантарнӑ. Ҫавна май ӑна хупса хуман: вӑхӑтлӑха килтен тухса ҫӳреме ҫеҫ чарнӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пӗлтӗр те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑччӗ. Ун чухне ӑна 72 ҫынна шалу вӑхӑтра паманшӑн явап тыттарма тӑнӑччӗ. Тӗпчев ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра пуҫлӑх пур ӗҫчен умӗнче те парӑма туллин татнӑ.
Канашра 6 султи хӗрача кӗске вӑхӑтлӑха ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, лешсем йӑпӑртлӑха кӑна тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗчӗкскер пушар тума ӗлкӗрнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канашри Ленин урамӗнчи 38-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Аслисем килте ҫук чухне хӗрача шӑрпӑк тупнӑ та япаласене чӗртсе янӑ.
Тӗтӗм йӑсӑрланнине чи малтан кӳрши асӑрханӑ. Вӑлах хваттере чупса кӗрсе хӗрачана урама илсе тухнӑ. Юрать, пӗчӗкскер шар курман. Ҫулӑм прихожӑйри стенасене сиенлетнӗ.
Каласа хӑвармалла: пӗлтӗр ачасен айӑпне пула 16 пушар тухнӑ, вӗсенче виҫӗ шӑпӑрлан аманнӑ.
Тӗнче тетелӗ пуррине кура ҫынсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне унта палӑртма пултарнине тахҫанах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Пур чухне те пӗлсех тӗрӗссине ҫыраҫҫӗ-и вӗсем, е ҫук-и — ҫакна татса калама хӗн. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) ӗнер Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫлекен пӗр пуҫлӑха ятласа ҫырнӑ. Унӑн сӑн ӳкерчӗкне те лартса хунӑ, ятне-шывне те асӑннӑ. Ҫынна пули-пулми айӑплама тӑхтас тенӗ енне унӑн ятне эпир ҫапах та асӑнмӑпӑр.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — пай пуҫлӑхӗ пулма ӑна шаннӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнче кадр выҫлӑхӗ пуҫланнӑ имӗш. Иртнӗ ҫул ҫынсене ӗсрен кӑларма пуҫланӑ пулать. Ҫӗнӗ пуҫлӑх ҫынсемпе ӗҫлеме пӗлмест тесе ӳпкеленӗ. Вӗренӳ пайӗнчи 4 штат единицинчен 3-шӗнче халӗ ҫын ҫук тесе ҫырнӑ. Ӗҫрен кӑларасран хӑранипе пост авторӗ хӑйӗн ятне кӑтартмассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.