Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Тяпте ялӗнчи хӗрарӑм хӑй саккуна хирӗҫле ӗҫ туни ҫитмен, ывӑлне тӗрӗс ҫултан пӑрса янӑ. Халӗ суд хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 10 ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ, ывӑлне — 9 ҫӳллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние.

42 ҫулти хӗрарӑм наркотик хурса ҫӳресе укҫа тума сӗнекене тӗнче тетелӗнче тупнӑ. Кун пек хӑтланма хӑй килӗшнипех ҫитмен, 21 ҫулти ывӑлне те ҫапла тума вӗрентнӗ.

Амӑшӗпе ывӑлӗ тӑван тӑрӑхӗнче наркотик илнӗ те ӑна пӗчӗк хутаҫа тултарса Канашра пурӗ 29 вырӑна хурса тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Улатӑр хулинче 16 ҫулти каччӑ мотоциклпа ҫапӑнса вилнӗ. Ку инкек ӗнер каҫхине 22:40 сехетре пулнӑ.

Каччӑ мотоциклпа пысӑк хӑвӑртлӑхпа пырса бетон юпа ҫине пырса ҫапӑннӑ. Шел те, шлем та унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.

Ҫакӑ паллӑ: мотоцикла ӑна ашшӗ-амӑшӗ икӗ эрне каялла илсе панӑ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян каҫхине Сӑр юханшывӗнче 69 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.

Арҫын Етӗрне округӗнчи Стрелецки ялӗнче пурӑннӑ. Вӑл Етӗрне хулине килсен Сӑр юханшывӗнче шыва кӗме шутланӑ. Анчах, шел те, ку инкекпе вӗҫленнӗ.

Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тупса ҫыран хӗррине кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9041
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче пушарнӑйсем 20 вӗллене ҫӑлнӑ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑҫхине пулнӑ.

Пушар ял хӗрринчи никам та пурӑнман ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма 8 ҫӑлавҫӑ, икӗ техника сӳнтернӗ. Вӗсем кӳршӗре вырнаҫнӑ утара ҫӑлса хӑварнӑ. Унти 20 вӗллене ҫунса кайма паман.

Ҫӗрле вара Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫутӑ лампочки ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл юрӑхсӑра тухнӑскер пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
novo-sibirsk.ru сайтри сӑн
novo-sibirsk.ru сайтри сӑн

Шупашкарта икӗ кунра 2 ача чӳречерен ӳкнӗ. Телее, аманнӑ кӑна. Иккӗшне те прульницӑна илсе кайнӑ, вӗсене тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ.

Ӗнер каҫхи 8 сехетре Ҫӗнтерӳ тӳремӗнчи ҫуртри 3-мӗш хутри чӳречерен 5 ҫулти арҫын ача тухса ӳкнӗ. Паян ирхине вара Хевеш урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра 3-ри ача чӳречерен ӳкнӗ. Вӑл чӳрече айӗнче ҫӗр ҫинче выртнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Вӑл та 3-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫакӑ паллӑ: хаттерте 2014 тата 2017 ҫулсенче ҫуралнӑ тепӗр икӗ ача пулнӑ, вӗсен амӑшӗ вара ирхине ӗҫе тухса кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарти Коммуналлӑ Слобода урамӗнче ача аварие ҫакланнӑ.

Амӑшӗ 5 ҫулти хӗрӗпе юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ҫӑмӑл машина тӗлне лекнӗ.

Ҫакӑ паллӑ: 39 ҫулти водитель урӑ пулнӑ, алкотестер 0 кӑтартнӑ. Машина айне лекнисем — Шупашкара урӑх хуларан килнӗскерсем.

Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

 

Пӑтӑрмахсем
 t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче карас ҫыхӑнӑвӗн вышки ҫуннӑ. Инкек сӑлтавӗ — электрообрудовани юсавсӑрлӑхӗ.

Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вут-ҫулӑм телекоммуникаци шкапӗнче алхаснӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешенкесем ҫулӑма хӑвӑрт сӳнтернӗ, ҫавна май пысӑк тӑкак тӳсмен.

 

Пӑтӑрмахсем
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ирхине Шупашкара каллех Украинӑн икӗ беспилотникӗ тапӑннӑ.

Пӗри «ВНИИР»-ӑн пушӑ ларакан ҫурчӗ тӑррине ӳкнӗ (вӑл ҫӗртме уйӑхӗнче БПЛА ӳкнӗ хыҫҫӑн ӗҫлеме чарӑннӑ), тепри Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи хута каякан склада сиенлетнӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ ҫынсем пулман, службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе Чӑваш Енре мобильлӗ интернет ҫук. Ку ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13946
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ӗнер Шупашкар ҫывӑхӗнче Вӑрнар ҫулӗ ҫинче 85 ҫулти старике машина ҫапса кайнӑ.

Ватӑ арҫын «Мебельщик» чарӑну патӗнче «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине «Хендай» пырса кӗнӗ. Старике тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем темле тӑрӑшсан та унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.

Ҫакӑ паллӑ: водитель ӳсӗр пулман. Вӑл руль умӗнче 25 ҫул ытла ларать.

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Шомикри иртернат-ҫурт директорӗ пулнӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 187-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.

Экс-директор интернатра пурӑнакан ҫынсен пенсийӗн пӗр пайӗпе усӑ курнӑ, вӗсем валли тавар туяннӑ пек туса суя килӗшӳсем тунӑ. Хӗрарӑм ватӑсене 420 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 114 ҫынна улталанӑ.

Хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ... 455
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрнен пӗрремӗш ҫурринче лайӑх шухӑшсем кӑна пулччӑр, ку сире усса кайӗ. Мӑнкӑмӑллӑх тата кӗвӗҫӳ туйӑмӗ пирки манӑр — вӗсем ним лайӑххине те илсе килмӗҫ. Йӑнӑшсене йышӑнма пӗлӗр, урӑх ҫын ҫине ан йӑвантарӑр. Тен, лайах хыпар илтетӗр, ку харпӑр пурнӑҫа ырӑ улшӑнусем илсе килӗҫ. Шанчӑка ан вӗҫертӗр — ӑнӑҫу сирӗн алӑра.

Нарӑс, 17

1903
123
Васянка Никифор Тарасович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1922
104
Владимиров Евстафий Владимирович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи, тӑлмач, философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть