Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян 12 сехет те 45 минутра Тӑаай округӗнчи Тӗмер ялӗнче пушар тухнӑ. Килте аслисемсӗр пуҫне ачасем те пулнӑ.

Шел те, инкекре пӗр ача вилнӗ. Икӗ аслӑ ҫынна тата икӗ ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Ҫакна район прокуратури тӗрӗслесе тӑрӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхи 7 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал тата Ҫӗнӗ Выҫли ялӗсен хушшинчи ҫул ҫинче иномарка икӗ хӗрачана ҫапса кайнӑ. Вилмеллех. 2008 тата 2009 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем вырӑнтах вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: вӗсем ҫулпа утса пынӑ.

Иномарка рулӗ умӗнче 1998 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине Комсомольски округӗнче авари пулнӑ. Унта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкек Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче 7 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Чӗмпӗр енчен килекен «Форд Фокус» хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Газельпе» ҫапӑннӑ. Иномарка водителӗ вӑйлӑ суранланнӑ. Шел те, вилмеллех. «Газель» водительне пульницӑна илсе кайнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта 17 сехет ҫурӑра Совет урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 2-мӗш класс ачи машина айне пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача юраман вырӑнтан ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫавӑн чухне ун ҫине «Киа» пырса кӗнӗ.

Ачан пуҫӗ суранланнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ.

Сӑмах май, иртнӗ эрнекун Шупашкарта икӗ ача машина кустӑрми айне лекнӗ. Ун чухне 10 ҫулти хӗрача тата 9-ти ача шар курнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳре пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче интим-пулӑшу кӳрекен (ҫапла калӑпӑр ӗнтӗ) хӗр шыранӑ. Пӗлтерӗве ятарлӑ сайтра (ун пеккисем те пур-мӗн) тупнӑ.

Вӑл йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, малтан хӗрпе калаҫнӑ, вӑл прейскурантпа паллаштарнӑ, укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн пыма шантарнӑ.

Каччӑ укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн ун патне темле арҫын шӑнкӑравласа программа ванни пирки пӗлтернӗ, каччӑна тӑкака саплаштарма хушнӑ. Ҫапла майпа яш 30 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Улталаканни 18 ҫулти Сарту облаҫӗнчи каччӑ пулнӑ. Ӑна пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ӗҫпе комнадировкӑна кайса тытса чарнӑ. Вӑл хӗрарӑм тата арҫын сассипе хӑй калаҫнӑ иккен. Ҫӗрпӳ каччине вӑл укҫана куҫарса панӑ. Йӗрке хуралҫисем халӗ Сарту яшӗ ытти ҫынпа та ҫавӑн пек хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
news.rambler.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
news.rambler.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Google компани Раҫҫей ҫыннисене Раҫҫей номерӗсемпе Google-аккаунт йӗркелеме чарнӑ. Ҫакна «Эксплойт» Телеграм-канал асӑрханӑ.

Асӑннӑ канал авторӗсем пилӗк номерпе те аккаунт йӗркелеме хӑтланса пӑхнӑ. Кашнинчех «Этот номер нельзя использовать для подтверждения» (чӑв. Ҫирӗплетме ку номерпе усӑ курма май ҫук), — тесе асӑрхаттаракан ҫыру килнӗ. Ҫакӑ , тен, техника пӑтӑрмахӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫавӑн пирки пӗлтерекенсем нумай-мӗн

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче АПШра Раҫҫейре программӑсемпе тата IT-пулӑшупа усӑ курма чарма йышӑннӑ. Чару уйрӑм ҫынсене те пырса тивет.Чару авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенче вӑя кӗмелле. Google BigQuery сервиса авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен чарса лартассине пӗлтернӗ, Miro платформа та авӑн уйӑхӗн 12-мӗшенчен ӗҫлеме пӑрахӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри икӗ ҫын банк приложенийӗн номерне ылмаштарман пирки укҫасӑр юлнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йӗрке хуралҫисенчен 52 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн уйрӑм пӳлӗмӗпе усӑ курса 147 пин тенкӗ ытла укҫа вӑрланӑ. Арҫын унччен пӗр телефон номерӗпе усӑ курнӑ, ӑна банк приложенийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Кайран номерпе усӑ курма пӑрахсан номере ылмаштарман.

Ҫӗрпӳре пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм ҫавна пула 1,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пӗр арҫын пӗр яша тытса тӑрса хӑйӗн ывӑлне ҫапма хушнӑ, хӑй вӑл ҫав вӑхӑтра яша тытса тӑнӑ.

Ку пӑтӑрмах пирки тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хыпар сарӑлнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Скейт-паркра ярӑнакан яшсем пӗчӗк ачана пӑрӑнма ыйтнӑ-мӗн. Ҫакӑ ачан ашшӗне килӗшмен. Яшсенчен пӗрне вӑл ярса илнӗ те хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне яша ҫапма хушнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
https://мвд.рф/news/window/54870208/ сӑнӳкерчӗкӗ
https://мвд.рф/news/window/54870208/ сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын чӗрӗ юмана касса антарнӑ. Чӗрӗ йывӑҫа каснине асӑннӑ тӑрӑхри лесник асӑрханӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Тӑкак 1 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Йывӑҫ каснӑ ҫынна та кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын пулнӑ. Юманран вӑл хӗле валли вутӑ хатӗрлесшӗн пулнӑ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 17 сехет ҫурӑра «Вятка» ҫул ҫинче, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчерех, ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ.

«Тойота Камри» рулӗ умӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраканскер фура ҫине кӗрсе кайнӑ. Фура ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тӳнсе кайнӑ, ҫула пӳлсе хунӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, [34], 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, ... 433
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 20

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ.
1938
87
Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
1984
41
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та