Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ ята илессишӗн сакӑр ҫын тупӑшӗҫ, ҫав шутра — Праски Виттипе Анатолий Кипеч те. Ҫак хисеплӗ ята кама памаллине Шупашкар хула администрацийӗ сасӑлав ирттерсе палӑртма шут тытнӑ. Кашни ҫын хутшӑнма пултарать, ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра малта Праски Витти пыратчӗ.
Кандидатсем хушшинче:
* Мая Костина, тава тивӗҫлӗ СССР спорт мастерӗ, пенсионерка;
* Иван Долгушин, Чӑваш Енӗн тата тивӗҫлӗ промышленноҫ ӗҫченӗ;
* Анатолий Кипеч, халӑх ҫыравҫи;
* Лидия Христодулова, «Темлый дом» (чӑв. «Ӑшӑ ҫурт») тӑлӑхсене ӳстерекенсен клубӑн пайташӗ;
* Галина Петрова, Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ;
* Праски Витти, паллӑ чӑваш ӳнерҫи;
* Иван Мосунов, Ваттисен канашӗн пайташӗ, нумай ҫул депутат пулнӑскер;
* Юрий Коваленко, «Дорекс» управление йӗркеленӗскер.
Сасӑлав икӗ эрне пырӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансен вӗренӳ пахалӑхне хаклама сӗнеҫҫӗ. Ҫакна тӑвас тесен тӗнче тетелӗнче ирттерекен ыйтӑма хутшӑнмалла.
Республика ҫыннисем хӑш вӗренӳ организацийӗсене хаклама пултарӗҫ-ха? Списокра шкулсем, шкул умӗнхи вӗренӳ организацийӗсем, хушма пӗлӳ паракан организацисем, професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗсем. Пӗтӗмпе — 168 организаци.
Тӗнче тетелӗнчи ыйтӑма хутшӑнакансен вӗренӳ учрежденийӗн япӑх тата лайӑх енӗсем пирки калама кӑтартмалла. Сасӑлава пӗтӗмлетсен сӗнӳсене пӑхса тухӗҫ.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хута ярӗҫ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Унта хутшӑнас тесен каҫӑпа усӑ курмалла.
Шупашкарта виҫӗ ача пахчи валли, кӗҫех хута каяканскерсем валли, ят суйлани пирки хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче «Ҫӗнӗ ача пахчисене — ҫӗнӗ ят» акцие пӗтӗмлетнӗ. Акци вӑхӑтӗнче ҫынсем ҫӗнӗ ача пахчисем валли ятсем сӗннӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сасӑлава пӗтӗмпе 300 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хута каякан ача пахчисем валли 800 яхӑн ят сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ: «Мамонтенок», «Умка», «Капитошка», «Эврика», «Алые паруса», «Асамат», «Шевле», «Цветик-семицветик», «Золушка»…
Чылайӑшӗ суйланӑ ята ача пахчисене парӗҫ. «Радужнӑй» микрорайонти — «Радуга детства», «Новый город» микрорайонта — «Новоград», Алькешра «Антошка» ятлӑ пулӗҫ. Шел те, чӑвашла ятсенчен пӗрне те суйламан.
Шупашкарти депутатсем сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва «ҫавра сӗтелре» сӳтсе явӗҫ. Ку ыйтупа ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Халӗ пӗтӗмлетӗве «ҫавра сӗтелре» пӑхса тухӗҫ.
Сасӑлавра 6085 ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. 4547 ҫын Мускав вӑхӑчӗпех пурӑнасшӑн. Ыттисем сехет йӗппине куҫарассишӗн сасӑланӑ. Хӑшӗ-пӗри ыйтӑва хуравлама иккӗленнӗ.
Пуш уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ «ҫавра сӗтеле» ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, Общество палатин пайташӗсем, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ.
Палӑртмалла: 2015–2016 ҫулсенче Раҫҫейри чылай регион ҫуллахи вӑхӑт патне таврӑннӑ, сехет йӗппине маларах куҫарнӑ. Хӗллехи вӑхӑтпа пурӑнни тивӗҫтерменни пирки чылайӑшӗ кӑмӑлсӑрланать.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» ирттернӗ «Ҫулталӑк ҫынни – 2016» ыйтӑмӑн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Сасӑлав чылай вӑхӑт пычӗ — иртнӗ ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче пуҫларӑмӑр та ӗнер кӑна вӗҫлерӗмӗр.
«Ҫулталӑк ҫынни – 2016» номинацие эпир 2016 ҫул хушшинче пысӑк ӗҫсемпе палӑрнӑ ҫынсене кӗртрӗмӗр. Тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракансене тӑратрӑмӑр — унта тӳре-шара та, спорт ӑстисем те, чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем те пулчӗҫ. Кама тӑратнӑ — чӑннипех те пурте «Ҫулталӑк ҫынни» ята тивӗҫлисем. Мала тухманнисен «Шел те, эпӗ мала тухаймарӑм», — тесе ӳпкелешме кирлӗ мар. Сасӑлав халӑх суйлавне палӑртма ҫеҫ кирлӗ пулчӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ палӑртни вӑл пӗр япала, халӑх суйлани вара — тепӗр япала.
Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ май «Ҫулталӑк ҫынни – 2016» ята Мускавра пурӑнакан чӑвашсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсенчен пӗри вӑл — Мускаври пирӗн республикӑн элчелӗхе ертсе пынӑ Леонид Волков. Тепри — Мускаври пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Владимир Болгарский. Вӗсемшӗн халӑх пуринчен те ытларах сасӑларӗ. Леонид Волкова эпир «сӗтев илнӗ тесе айӑпланине хирӗҫ тивӗҫлӗн кӗрешнӗшӗн» тесе тӑратнӑччӗ. Унсӑр пуҫне, палӑртас пулать, элчелӗхе ертсе пынӑ вӑхӑтра Мускаври чӑвашсене вӑл чӑннипех те вӑйлӑ ҫӗклерӗ.
Яланхи пекех ҫулталӑк вӗҫленнӗ май эпир ҫулталӑк ҫыннине палӑртатпӑр. Ку ӗҫ пӗтӗмпех эсир хутшӑннипе пулсан иртет — камшӑн эсир ытларах сасӑлатӑр, ҫав ҫулталӑк ҫынни ятне тивӗҫӗ те. Номинантсем вара — ҫулталӑк хушшинче хӑйсем ӗҫӗпе палӑрнисем.
Вӗсен йышне кунта алфавит тӑрах палӑртрӑмӑр (хушаматсемпе):
Акапасар — сайтри хурал кӗтесӗнчи калаҫусене сӳнме паманшӑн.
Татьяна Акимова — биатлонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗшӗн.
Александр Блинов — наци телекуравӗнче чӑвашла вӗренмелли уроксем йӗркеленишӗн.
Владимир Болгарский — Крым ҫурутравӗ ҫумӗнчи Хӑнакурта (Фанагоринче) авал вырнаҫнӑ Аслӑ Пӑлхара хисеп туса чул вырнаҫтарнӑшӑн.
Леонид Волков — сӗтев илнӗ тесе айӑпланине хирӗҫ тивӗҫлӗн кӗрешнӗшӗн.
Никита Васильев — велосипедпа тӗнче касса ҫӳресе чӑвашсем пирки каласа панӑшӑн.
Юрий Исаев — вӗренӳ министрӗн пуканне йышӑнма тивӗҫнӗшӗн.
Дмитрий Моисеев — малтан «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ таран ӳсме, кайран тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама та хӑват ҫитернӗшӗн.
Вячеслав Оринов — культура министрӗн ҫумӗн пуканне йышӑннӑ хыҫҫӑн хастар ӗҫленишӗн, ҫамрӑксен театрӗ валли ҫурт тупса пама пултарнишӗн.
Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен Президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна хула мэрӗ Ирина Клементьева ертсе пынӑ.
Ларура сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Депутатсем хӑш-пӗр регионта кун тӗлӗшпе йышӑну тунине пӗлтернӗ. Шупашкарта та ку ыйтӑва халӑхпа канашласа татса парасшӑн. Ҫынсен шухӑшне пӗлес тӗллевпе Шупашкар хулин тата депутатсен пухӑвӗн сайчӗсенче сасӑлав ирттерме палӑртнӑ.
Чылайӑшӗ сехет йӗппине куҫармаллине палӑртсан депутатсем ку ыйтупа ЧР Патшалӑх Канашне тухӗҫ. Сӑмах май, сехет йӗппине куҫарас тӗлӗшпе унччен те ыйтӑм ирттернӗ. Анчах ятарласа сасӑ нумай пухнине кура ӑна чарса лартнӑ.
Шупашкар мэрне суйласси пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку должноҫе кам йышӑннӑ-ха? Хӗрарӑм.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пуҫлӑха депутатсен ятарлӑ комиссийӗ суйланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, ку тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шаннӑ. Сӑмах май, Леонид Черкесов хыҫҫӑн вӑл ку тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ.
Ирина Клементьева Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ, патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ. Малтан вӑл экономистра вӑй хунӑ. Ирина Всеволодовна «Чуваши-Мед» тӗп директорӗ вырӑнӗнче те ӗҫленӗ.
«Комсомольская правда» сайтра «Халӑх участковӑйне» суйлас енӗпе сасӑлав иртет. Вӑл вӗҫлениччен икӗ кун юлнӑ.
Унта пирӗн республика чысӗшӗн Сергей Ипатьев сасӑ пухать. Хальлӗхе вӑл 71-мӗш вырӑнта кӑна-ха. Уншӑн 125 ҫын сасӑ панӑ. Финала пӗтӗмпе 83 ҫын тухнӑ. Малти йӗркене Чечня Республикин ҫынни йышӑннӑ. Унтан — Тутарстанри участковӑй, кайран – Самар облаҫӗн ҫынни. Смоленск облаҫӗнчи тата Кабарда-Балкарти полицейскисем – юлашки вырӑнта.
Аса илтерер: «Халӑх участковӑйӗ» конкурс финалӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче старт илнӗ. Сергей Ипатьевшӑн сасӑлас тесен сайта кӗмелле.
Патшалӑх Думин депутачӗсене доверенноҫпа урӑх ҫыншӑн сасӑлама чарнӑ. Ҫак йышӑнӑва саккун кӑларакансем хӑйсем тунӑ.
Алена Аршинова депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне «халӑх тарҫисем» хӑйсем ҫеҫ ларура сасӑлама пултарӗҫ. Унччен парламентарие хӑйсен ӗҫтешӗшӗн шантару хучӗпе сасӑлама ирӗк панӑ. Кунашкал йӗркене иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех йышӑннӑ. Халӗ ӑна пӑрахӑҫланӑ.
Ку кӑна мар, депутат ларуна мӗнле сӑлтавсене пула килейменнине те палӑртнӑ: чирлесен «больничнӑй» илсен, Патшалӑх Думин официаллӑ делегацийӗпе ют ҫӗршыва кайсан, парламентӑн аялти палатин председателӗ региона командировкӑна ярсан, Патшалӑх Думин Канашӗн пайташӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласан.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |