Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра референдум иртнӗ. Ҫынсен шухӑшне пухма йӗркеленӗ участоксем ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа каҫхи саккӑрччен уҫӑ пулнӑ. Сасӑлава 4 вырӑнта йӗркеленӗ: Шӑнкӑртамри 3 участокра тата Ксыл-Камышри 1 участокра. Рефрендума хутшӑнма тивӗҫҫисен списокне 4018 ҫынна кӗртнӗ.
Сасӑлава пынисен пӗртен пӗр ыйтӑва хуравлама тивнӗ: «2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни хуҫалӑхран ҫулталӑкне 1000 укҫа пуҫтарма эсир килӗшетӗр-и?» Вӑл укҫана вырӑнти ыйтусене татса пама ярасшӑн: каҫхине урамсене ҫутатса тӑма, йӑлари ҫӳп-ҫапа турттарма, автомобиль ҫулӗсене тытса тӑма, пушара хирӗҫ мероприятисем йӗркелеме. Ытларах пайӗ укҫа пуҫтарма килӗшнӗ.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек референдума пирӗн республикӑра пуҫласа ирттернӗ.
Вырсарникун, авӑнӑн 18-мӗшӗнче, республикӑра, Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсенче пекех, черетлӗ суйлав иртрӗ. Тӗнче тетелӗнче пӗр хыпар сарӑлчӗ — чӑвашла бюллетень ыйтнӑшӑн суйлава килнӗ ҫынна «провокатор» тесе айӑпланӑ. Чи малтанах кун пирки «Идель. Реалии» сайт пӗлтерчӗ, кайран вӗсем ҫине таянса хамӑр та хыпарларӑмӑр. Ӗҫ-пуҫ чӑннипе мӗнле иртнине пӗлес тесе эпир Илле Ивановпа ҫыхӑнтӑмӑр.
— Ырӑ кун, Илья Арсентьевич! Тӗнче тетелӗнчи информаци тӑрӑх сирӗнпе вырсарникун, сасӑлава кайсан, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ку тӗрӗс-и?
— Тӗрӗссипе каласан манпа нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухман. Такамсемшӗн пӑтӑрмах та пулӗ, маншӑн вара нимӗнле пӑтӑрмах та ҫук.
— Хыпара ӗненес пулсан эсир суйлава ҫитсен бюллетене чӑвашлине ыйтнӑ.
— Ку тӗрӗс ӗнтӗ. Ун пекки ытти суйлавсенче те пулнӑ. Малтан та эп чӑвашлине ыйткаласа курнӑ. Хӑш-пӗр чухне тӑван чӗлхепе ҫырса паманнине пула сасӑламанни те пулнӑ.
Пирӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи — чӑваш тата вырӑс чӗлхисем.
Ҫитес уйӑхра иртекен суйлава Шупашкарти сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене фотоаппаратлӑ телефонсемпе кайма хушнӑ имӗш.
«Чебоксары24» сайтра Глеб Постнов корреспондент пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хыпара ӑна ӑна республикӑн тӗп хулинчи сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенчи служащисем пӗлтернӗ. Телефонпа сасӑлав пӳлӗмӗнче усӑ курма, унпа бюллетеньре епле сасӑланине ӳкерсе илме хушнӑ пулать. Кайран ҫав сӑнӳкерчӗке санитаркӑсемпе медицина сестрисен, врачсен хӑйсен пуҫлӑхӗсене ярса памалла.
Енчен те ку хыпар тӗрӗсех пулсан, кун пек фактсене прокуратурӑна хӑюллӑнах пӗлтерме юрать, мӗншӗн тесен ҫакӑ — суйлав саккунне пӑсни кӑна мар, этем ирӗклӗхне хӗсӗрлени те.
Хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене кирлӗ-кирлӗ мар партисен агитацине — листовкӑсене, хаҫатсене — подъездсенче асӑрхасан та пӗлтерме хушнӑ тесе ҫырнӑ Глеб Постнов.
«Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑваттӑн кӗрешнине унччен ҫырнӑччӗ. Кандидатсемшӗн тӗнче тетелӗнче сасӑлама май пулнӑ. Ҫурлан 11-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫак хисеплӗ ята кама парассине сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер: кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулнӑ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хисеплӗ ята икӗ ҫынна пама йышӑннӑ. Ӑна Анатолий Леонтьев тата Николай Григорьев тивӗҫнӗ.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлава 19 пин ҫын хутшӑннӑ. Николай Григорьев — 37%, Анатолий Леонтьев — 36%, Майя Костина 15%, Алексей Яковлев 12% сасӑ пухнӑ. «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнисене ҫурлан 18-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине суйлать. Уншӑн пӗр эрне сасӑлаттараҫҫӗ.
Ку хисеплӗ ята камсем тивӗҫме пултарӗҫ-ха? «Эйм-инвест» АУОн тӗп директорӗ Анатолий Леонтьев, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш спортсменки, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев.
Кандитатурӑсене депутатсен комиссийӗн ларӑвӗнче пӑхса тухӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттерме тытӑнӗҫ. Сасӑлава та шута илӗҫ.
Сӑмах май, «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята ҫулталӑкне пӗр хутчен, хула кунӗ умӗн, параҫҫӗ. Кандидатсемпе паллашма тата вӗсемшӗн сасӑлама пулать: gov.cap.ru/vote.aspx?gov_id=81&id=955.
Швейцари ҫыннисем паян пурне те уйӑхсерен тӳлекен тупӑш (тепӗр май ӑна шантарнӑ никӗслӗ тупӑш теҫҫӗ) пирки сасӑлаҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх патшалӑх хӑйӗн гражданӗсене уйӑхсерен аслисене 2550 швеци франкӗ (пирӗннипе 170 пин патнелле пулать), ачасене 625 франк тӳлесшӗн. Ӗҫлекеннисене те ӗҫсӗррисене те.
Шантарнӑ тупӑша валеҫме пуҫлассине ытларах пайӗ йышӑнмасть тесе пӗлтереҫҫӗ. Хирӗҫлекенсен шухӑшӗпе тупӑш илнипе ӗҫ хушшинчи ҫыхӑну ҫухалнине пула пурнӑҫ япӑхланӗ. Политиксем те ку сӗнӗве ырламан. Ҫавах та сӗнӳшӗн 100 пин ҫын алӑ пуснине шута илсе ӑна сасӑлава кӑларнӑ.
Ку ыйтусӑр пуҫне референдумра халӑхӑн тата тепӗр тӑватӑ темӑна та татса пама тивӗ. Вӗсем комуналлӑ тӳлевпе тата таркайсене йышӑнассине ҫӑмӑллатассипе ҫыхӑннӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнче ачасем ӑсталанӑ чи лайӑх ӗҫе суйлаҫҫӗ. «Манӑн чӑваш сувенирӗ» конкурса Чӑваш Енри 150 ытла ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Халӑх тетелӗнче вӗсемшӗн сасӑлама пулать. Ҫак ссылкӑпа куҫмалла: https://vk.com/yasnatur?w=wall-113226386_71. Ачасене ӳсӗмне кура тӑватӑ категорие уйӑрнӑ: 7 ҫул тултарманнисем, 8-11 ҫултисем, 12-14 ҫултисем, 15-17 ҫултисем. Ҫапла ачасем хатӗрленӗ ӗҫсен тӑватӑ альбомне хатӗрленӗ.
Сасӑлава ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен 18 сехетчен иртет. Шкулта вӗренекен тата ача ҫурчӗсенче пурӑнакан шӑпӑрлансен хушшинче иртекен конкурс хӗллех пуҫланнӑ. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑннӑ.
Конкурса хутшӑнакансен «Ясна» этноэкологи комплексӗнче 20 процент йӳнӗрехпе канма май пур. Кашни ушкӑнра мала тухнисене тата тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра ҫӗнтернисене хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ячӗпе суйлава тухакансен хушшинче сасӑлав иртет. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи кӗркунне РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавӗ иртмеллине эпир хыпарланӑччӗ.
Тӳре-шарасемпе политиксем те сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ участокра сасӑланӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, вӑл вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ шутланать, Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вырнаҫнӑ участока кайнӑ. Ҫамрӑк ҫав депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, суйлав умӗнхи тапхӑр кандидатсемшӗн ҫӑмӑл марри конкуренци пысӑккипе ҫыхӑннӑ.
Халӑх та паянхи сасӑлава йышлӑ пынӑ-мӗн. Чӑн та, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакан паллаканӑмсем те унта кайнине пӗлтерчӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтармалла. Вӑл ӑҫта пулӗ тата ӑна кама халаллӗҫ? Халӑх суйлӗ.
Шупашкар «Раҫҫей мухтавӗн аллейи» проекта хутшӑнать. Проект йӗркелӳҫисем ҫӗршыва чапа кӑларнӑ ҫынсен палӑкӗсене тӳлевсӗрех вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсене пӑхӑртан хатӗрлеҫҫӗ. Сасӑлав акан 29-мӗшӗччен иртӗ. Хальлӗхе ытларахӑшӗ Иккӗмӗш Екатеринӑшӑн тата Владимир Высоцкишӗн сасӑланӑ.
Шупашкарта лартма пултаракан палӑксен списокӗ: Иккӗмӗш Кӗтерне (Шупашкарти ӳнер училищи умӗнче), Георгий Жуков («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Зоя Космодемьянская («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Петр Столыпин (К.Иванов урамӗнче), Александр Пушкин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Сергей Есенин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Василий Шукшин (Мускав проспектӗнче), Сергей Радонежский (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ умӗнче).
Палӑкшӑн хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлама пулать. Унччен ятарлӑ формӑна ҫырмалла.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫнелле тӳре-шара «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе хурав панӑччӗ — Улӑп палӑкне лартма ытлашшиех кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑччӗ.
Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат.
Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар.
Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ.
Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |