Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.9 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: синоптиксем

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Паян тата ыран шӑрах пулӗ, термометр 30 градус таран кӑтартӗ. Юнкун вара хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Кӗҫнерникун тата эрнекун ҫанталӑк кӑшт уҫӑлтарӗ, термометр 24-26 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Шӑматкун та ҫавӑн пекех пулӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун та хушӑран вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннен юлашки эрни сивӗ тата ҫумӑрлӑ килӗ. Пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫине 30 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе термометр 10-15 градус кӑна кӑтартӗ. Ҫанталӑк ҫуллахи уйӑх пуҫламӑшӗнче ӑшӑтас шанчӑк пур.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫитес эрнере ҫанталӑк ҫуллахи пек ӑшӑтӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Анчах паян тата вырсарникун вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ.Тунтикунран вара уяртӗ. Тунтикунран пуҫласа юнкунччен 30 градуса яхӑн ӑшӑ пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче кӑнтӑрласерен 20 градус таран ӑшӑтӗ. Унтан кӑштах сивӗтӗ. Ҫу уйӑхӗн юлашки эрнинче вара термометр каллех 23-25 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

 

Республикӑра

Асӑрхануллӑрах пулӑр: республикӑра ҫитес кунсенче шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 15-19-мӗшӗсенче Шупашкарта сывлӑш температури климат норминчен 7 градус пысӑкрах пулӗ. Ку тапхӑрти норма вара – 12-13 градус ӑшӑ.

Мӗн те пулин сиксе тухсан васкавлӑ оперативлӑ служба номерӗпе шӑнкӑравлӑр: 112.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе республикӑра пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май вӑрман ҫывӑхӗнче тата ытти вырӑнта кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_18772
 

Ҫутҫанталӑк
biwork.ru сайтри сӑн
biwork.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗнчи йӑлана кӗнӗ «ҫӗмӗрт сивви» хӑҫан килӗ? «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере. Анчах, телее, нумайлӑха мар. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата каҫхине вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫав вӑхӑтра ҫил вӑйланӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра пӑр ҫума пултарӗ. Шӑматкун 12-17 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун та уяр тӑрӗ, анчах тата кӑштах сивӗтӗ.

Ҫӗрлесерен вара 2-7 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, хӑш-пӗр вырӑнта тӑм ӳкме пултарӗ. Ҫавӑнпа ӑшша юратакан пахча ҫимӗҫ калчине уҫӑ вырӑна лартма васкамалла мар. Тунтикун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, сывлӑш каллех 20 градус таран ӑшӑнӗ. Ытларикун тата юнкун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ.

Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫанталӑк 20 градус ытла ӑшӑ тӑрӗ. Канмалли кунсенче вара, ҫу уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче, 25 градус таран ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
35photo.pro сайтри сӑн
35photo.pro сайтри сӑн

Ку эрнере ҫанталӑк ҫуллахи пек ӑшӑ пулассине пӗлтернӗ «Ҫанталӑк 21» сайт.

Кӑнтӑрласерен термометр 23-35 градус таран кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – 28. Чи ӑшӑ кун кӗҫнерникун пулӗ, 30 ҫул каяллахи рекорд ҫӗнелме пултарӗ. Анчах каҫ енне вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун каҫхине те ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Канмалли кунсенче каллех ҫанталӑк пӑсӑлӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Кӑнтӑрласерен 9-14 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв кунӗсенчи канмалли кунсем хыҫҫӑнах ӑшӑ таврӑнӗ: ҫу уйӑхӗн 12-15-мӗшӗсенче 20 градус таран ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
supersnimki.ru сайтри сӑн
supersnimki.ru сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт ҫанталӑк хӑҫан ӑшӑтассине пӗлтернӗ. Анчах кӑштах чӑтма тивӗ.

Ыран кӑнтӑрлаччен каллех йӗпе юр ҫума пултарать, ҫил те вӑйланать. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн кӑна термометр 5-10 градус кӑтартӗ, анчах 0 градус пек туйӑнӗ. Вырсарникун та ҫиллӗ пулӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк 7-12 градус таран ӑшӑтӗ.

Тунтикун каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил те лӑпланмӗ-ха, самай вӑйлӑ вӗрӗ. Ытларикун вырӑнӑн-вырӑнӑн юр ҫума пултарать. Юнкун хыҫҫӑн тин ҫил лӑпланӗ, ӑшӑтма тытӑнӗ.

Сайт малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче ҫанталӑк 13-18 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫумӑр ҫукалани пахчара ӗҫлеме чӑрмантарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
chausynews.by сайтри сӑн
chausynews.by сайтри сӑн

Паян ҫанталӑк ака уйӑхӗнчи пек мар – хӗллене лекнӗ пекех. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юр татах ҫӑвӗ-ха.

Кӗҫӗр республикӑри ҫурҫӗр-анӑҫ енчи округсенче ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, 3 градус таран сивӗ пулӗ. Ытларикун вара чылай округра йӗпе юр ҫӑвӗ. Шупашкарта кӑнтӑрла хыҫҫӑн вӑйлӑ йӗпе юр ӳкме тытӑнӗ. Юр юнкун кӑнтӑрлаччен ҫума пултарӗ. Юнкун ҫӗрле самай, 3-8 градус таран, сивӗтӗ. Кӗҫнерникун ирхине уяртӗ, анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ. Канмалли кунсенче те пӑрлӑ ҫумӑр ҫума, аслати авӑтма пултарать.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе хӑҫан ӑшӑ пуласси паллӑ мар. Ҫитес эрнере те ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ, татах юр ҫума та пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Кӑҫал ҫулла, пӗтӗмӗшле илсен, сывлӑш температурипе климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ, ҫумӑр вара кӑшт ытларах ҫӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи ӑшши утӑ уйӑхӗ пулӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ытларах ҫӑвӗ. Ҫурла уйӑхӗ те ӑшӑ килӗ-ха, ун чухне те ҫумӑр самай ҫӑвӗ, анчах аслати сахалрах авӑтӗ. Ҫӗртме уйӑхӗ сывлӑш температурипе те, ҫумӑр тӗлӗшӗнчен те климат нормипе килӗшсе тӑрӗ: анчах кашни виҫҫӗмӗш кун тенӗ пек аслати авӑтӗ. Авӑн уйӑхӗ – ҫумӑрлӑ, юпа уйӑхӗ типӗ килӗ.

Ҫу уйӑхӗ те пӗтӗмӗшле илсен климат нормипе килӗшсе тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
rg62.info сайтри сӑн
rg62.info сайтри сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере ӑшӑ пулӗ. Хальлӗхе, паян, ӑмӑр ҫанталӑк, ыран ирхине вара ҫумӑр та ҫӑвӗ. Анчах ҫанталӑк сивӗтмӗ, пачах тепӗр май – ӑшӑтӗ: кӑнтӑрла хыҫҫӑн термометр 12-17 градус кӑтартӗ.

Юнкун уяртӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫавна пула сивӗрех пек туйӑнӗ. Ҫӗрле вара ҫил лӑпланӗ, анчах шӑнтма пултарӗ. Кӗҫнерникун тата эрнекун та уяр пулӗ. Эрнекун пушшех те ӑшӑтӗ: термометр 15-20 градус таран кӑтартӗ. Анчах канмалли кунсенче самаях сивӗтӗ, ҫумӑр та ҫукалӗ.

Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те ҫанталӑк сивӗрех пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
35photo.pro сайтри сӑн
35photo.pro сайтри сӑн

Хӗлле сыв пуллашма васкамасть-ха. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл паян хӑйӗн пирки тепӗр хутчен аса илтерӗ

Анчах Шупашкарта пурӑнакансен кӑна хӗллехи ҫанталӑка тепӗр хутчен курма тивӗ. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енче ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати те авӑтма пултарать. Ҫурҫӗр-тухӑҫ енчи округсенче вара, ҫав шутра Шупашкар хулинче те, каҫхине тата ҫӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ.

Тунтикун хӑш-пӗр округра ҫумӑр ҫукалӗ. Ытларикунран вара ҫанталӑк 13-18 градус таран ӑшӑтма тытӑнӗ, анчах ҫиллӗ пулӗ. Ҫил ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче кӑна лӑпланӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 58
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 28

1956
70
Тарасов Арсений Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем