Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: синоптиксем

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫуллахи пек ӑшӑ кунсем пулӗҫ-ха. Малтанхи икӗ декадӑра сывлӑш темератури ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ. Уйӑх тӑршшӗпех 15-20 градус пулас шанчӑк та пур. Ҫӗрлесрен те шӑнтмӗ.

Авӑн уйӑхӗн 6-12-мӗшӗсенче, 23-30-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарать. Уйӑх пуҫламӑшӗнче вара чӑн-чӑн ҫулла хуҫаланӗ: 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Уйӑх варринче вара «карчӑк ӑшши» те килмелле.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк самаях сивӗ. Ирхине 7 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Анчах синоптиксем пире савӑнтараҫҫӗ: кӗҫех ӑшӑтӗ.

Паян ҫӗрле 4-9 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ыран кӑнтӑрла вара хӗвел тухӗ, ҫил лӑпланӗ. Сывлӑш 16-21 градус таран ӑшӑнӗ.

Эрне варринче 18-23 градус ӑшӑ пулӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче уяр пулӗ, термометр 23-25 градус таран кӑтартӗ. Канмалли кунсенче вара 28 градус таранах ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен те 13-14 градус пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Халӗ урамра кӗркуннехи пекех сивӗ. Синоптиксем вара пире савӑнтараҫҫӗ. Кӗр пуҫламӑшӗнче республикӑра ҫуллахи ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Канмалли кунсенче циклон килӗ, вырсарникун ҫумӑр ҫӑвӗ, 12-14 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ. Шӑматкун 13-19 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ.

Ытларикунран ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлӗ. Эрне варринче кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫурлан 31-мӗшӗнче – 25 градус таран. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче тата ӑшӑрах – 24-29 градус.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ ҫанталӑк авӑнӑн пӗрремӗш декади тӑршшӗпех тӑма пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере кӗр ҫывхарни сисӗнет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне пуҫламӑшӗнче 22 градус ӑшӑ тӑрӗ.

Юнкунран пуҫласа кӑнтӑрласерен 14-19 градус кӑна пулӗ, ҫӗрлесерен вара – 8 градус. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, канмалли кунсенче вӑйланӗ.

Шӑматкун каҫхине вӑйлах сивӗ пулӗ – пӗлӗтсен шайӗнче 0 градус кӑна тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла вӗҫӗнче-авӑн пуҫламӑшӗнче 25 градус таран е ытларах ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрне мӗнле пулӗ? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Паян ҫӗрле ҫумӑр ҫукаланӑ. Ҫапах тӑпрара нӳрӗк сахал-ха.

Эрне варриччен сывлӑш температури 23-28 градус пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун шӑрӑхланӗ – 28-33 градус таран ҫитӗ.

Канмалли кунсенче ҫанталӑк каллех уҫӑлтарӗ. Шӑматкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Малталӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче каҫсерен 8-9 градус кӑна ӑшӑ пулмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ нормӑран ӑшӑрах пулнӑ. Унччен синоптиксем канмалли кунсенче пирӗн пата ҫумӑр килессине, ҫанталӑк кӑштах уҫӑлтарассине пӗлтернӗччӗ. Анчах циклон тӑрук хӑйӗн ҫулне пӑрнӑ - вӑл хӗвеланӑҫ еннелле кайӗ. Чӑваш Енре вара, хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те, ҫитессинче те шӑрӑх ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Эрне варринче 30 градус таран шӑрӑх пулӗ. Кӑнтӑр районӗсенче - 34 градус таранах. Ҫӗрле те 18-20 градус ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗ ӑшӑ пуласса пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Ҫапах пӗлтӗрхи пек пулмӗ - ун чухне ҫурла уйӑхӗнче пӗр сивӗ кун та пулман. Ҫумӑр вара ытларах ҫӑвӗ.

Пӗрремӗш ҫурринче шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ, ҫумӑр сахал ҫӑвӗ. Ҫурлан 8-мӗшӗнченпе ҫумӑр ҫукалама тытӑнӗ те уйӑх вӗҫӗчченех хушӑран ҫукалӗ.

Уйӑх варринче сивӗтӗ. 20-мӗшӗ хыҫҫӑн ӑшӑ кунсем пулса илӗҫ. Кӗркуннехи ҫанталӑк яланхи пекех ҫурла вӗҫенче е авӑн пуҫламӑшӗнче хуҫаланма тытӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк палӑрмаллах уҫӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӗр кунлӑха кӑна. Ыран пирӗн региона антициклон ҫывхарма пуҫлӗ.

Эрне тӑршшӗпех кӑнтӑрла 21-29 градус ӑшӑ пулӗ. Хӑш-пӗр районта - 32 градус таранах. Ҫӗрлесерен те сывлӑш 17-19 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ.

Палӑртмалла: иртнӗ эрнекун ҫанталӑк рекорд лартнӑ: метеостанцире термометр 34,4 градус кӑтартнӑ. Ку, 2010 ҫулти ҫак кунпа танлаштарсан, 0,6 градус ӑшӑрах.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ҫак вӑхӑтра республикӑри хӑш-пӗр районта аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвать. Тин кӑна, 15 сехет ҫурӑра, Патӑрьел районӗнче хура пӗлӗтсем хупӑрласа илнӗ. Унта пӑр ҫунӑ.

Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, районта путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ.

Аса илтерер:синоптиксем паян ыран 34-36 градус шӑрӑх тӑрасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88813
 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк шӑрӑх - 27 градус. Ыран та ҫаплах тӑрӗ. Эрнекунпа шӑматкун вара пушшех те шӑрӑх пулӗ - 36 градус таранах. Кун пек шӑрӑх 2010 ҫултанпа пулман.

Кайран кӑшт уҫӑлтарӗ. Вырсарникун, тунтикун тата ытларикун 22-27 градус тӑрӗ. Ҫурлан 4-7-мӗшӗсенче каллех шӑрӑх хуҫаланӗ - 30 градус ытла пулӗ. Ҫитес вырсарникун вара - 38 градус.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑна ҫанталӑк уҫӑлтарӗ. Ун чухне 15-20 градус пулмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ... 53
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ