Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сиплев

Республикӑра

Улатӑрти ачасем Кубань тӑрӑхне канма тухса кайӗҫ. Унти «Термы» сиплев ҫурчӗ Чӑваш Енри ачасене ыркӑмӑллӑх шучӗпе сиплет. Кубань тӑрӑхӗ 25 ҫемьене йышӑнӗ. Унта сусӑр ачасене илсе кайӗҫ. Организаци ыр кӑмӑллӑхҫӑсем пулӑшнипе ӗҫлет. Вӗсенчен пӗри – Александр Удодов усламҫӑ.

Проекта Мускаври «Ҫветтуй Лука» фонд, Вырӑс православи чиркӗвӗн Улатӑрти епархийӗ йӗркеленӗ.

Улатӑрта сусӑр 200-е яхӑн ача пурӑнать. Вӗсемпе тӗллевлӗӗҫлекен чи ҫывӑх учреждени те 200 километрта, Шупашкарта, вырнаҫнӑ. Улатӑрти епархи ҫумӗнче йӗркеленӗ центр 25 сусӑр ачашӑн тӑван кил евӗр пулса тӑнӑ. Унта ачасемпе логопед, психолог, дефектолог, массажист, физкультура инструкторӗ ӗҫлеҫҫӗ. Арт-терапи тата хореографи енӗпе занятисем иртеҫҫӗ, театр тата хор кружокӗсем пур. Улатӑрти виҫӗ ҫемье Краснодар тӑрӑхӗнчен канса килнӗ те ӗнтӗ.

 

Сывлӑх Патшалӑх шучӗпе Крымра каннисем
Патшалӑх шучӗпе Крымра каннисем

Чӑваш Енри сусӑрсем сывлӑха Крым тӑрӑхӗнче ҫирӗплетеҫҫӗ. Патшалӑх шучӗпе курорта кайма ҫӗршыв хыснинчен Чӑваш Ене 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Раҫҫейри Крымра чи малтан каннисенчен пӗри — Арибзян Багаутдинов. «Унта питӗ лайӑх сиплентӗм», — тенӗ вӑл. Лайӑхпа асра юлни шутӗнче сакси пылчӑкне, бишофит ваннине, углекислӑ ваннӑна, массажа, лайӑх апатлантарнине, хӑтлӑ номерсене палӑртнӑ. Ҫыннисем кӑмӑллине те асӑрханӑ арҫын.

Чӑваш Енрен патшалӑх шучӗпе курорта Рудольф Рахимов та лекнӗ. Крымран ҫак икӗ арҫын туслашса таврӑннӑ. Халӗ вӗсем пӗр-пӗринпе час-часах курнӑҫаҫҫӗ.

Канма кайма путевкӑна кӑна мар, ҫул укҫине те патшалӑх саплаштарать. Ҫак программӑпа Чӑваш Енри 329 ҫын сипленӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министерстви унти чӗрепе юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен, вар-хырӑм, нерв тытӑмӗн тата шӑмӑсен чирӗсенчен сиплекен санаторисене суйланӑ.

 

Республикӑра

«Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗ тӳресемпе вӗсен ҫемье членӗсене чикӗ леш енче сипленме чарасси пирки пуҫарнине сӳтсе явнӑ вӑхӑтра республикӑри парламентарисене ют ҫӗршыври клиникӑсен VIP-карттисене ярса панӑ», — тесе ҫырать хӑйӗн блогӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев.

Швейцари почтин штампне ҫапнӑ хитре конвертсене «Тӗнчери чи лайӑх клиникӑсенче сипленесси» буклет тата ылтӑн картта чиксе янӑ иккен.

«Швейцари фирминчен мӗне кура кун пек илпеклӗх-ши?» — пуҫ ватать Евсеев депутат. «Тен, ку вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн делегацийӗ Швецари Конфедерацине кайса килнин ахрӑмӗ?» — тесе шухӑшлать депутат.

Чӑн та, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн йышӗ Швейцарие ӗҫлӗ виҫитпа кайнӑччӗ-ха.

Евсеев хӑй патне килсе выртнӑ ылтӑн карттӑна чикӗ леш енчи сиплев кирлӗ ҫынна пама хатӗррине пӗлтерет. Анчах картта чӑннипе суйи пирки кӑна вӑл аптӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yevseyevdima.livejournal.com/
 

Пӳре чирӗпе аптӑракансем ӳлӗмрен ятарлӑ центрта сипленме пуҫлӗҫ. Вӑл паян Шупашкарта уҫӑлнӑ.

Центра хута ярассишӗн вуншар миллион тенкӗ хывнине палӑртнӑ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Ҫынсем хӑтлӑ та хальхи условиллӗ пульницӑсенче сипленччӗр тесе юлашки икӗ ҫулта 5 миллиарда яхӑн укҫа хывнине палӑртса хӑварнӑ вӑл. «Б. Браун Авитум Руссланд» компанин тӗп директорӗ Тйаги Судханшу ҫапла центрсем уҫассипе хӑйсем пысӑк опытлӑ пулнине асӑннӑ. Тӗнчере 250 ытла пулсан, Чӑваш Енрине шута илсен Раҫҫейре 18-а ҫитнӗ. Ҫынсемшӗн кунта чи савӑнӑҫли — чирлисене хысна шучӗпе сиплӗҫ.

Сӑнсем (16)

 

Шӑмӑ чирӗпе аптӑракансем малашне Шупашкартах сипленме пултарӗҫ. Унпа 50 ҫултан аслӑраххисенчен кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм тата кашни пиллӗкмӗш арҫын аптӑрать иккен.

Асӑннӑ сывлӑх сиплев учрежденийӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Остеопороз центрне хута янӑ. Чире малтанхи паллӑсем тӑрӑхах тупса палӑртма унта ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. «Центрта тӳлевсӗрех йышӑнатпӑр, ӑна валли район пульнцисенчи терапевт ҫырса панӑ направлени кӑна кирлӗ», — тесе пӗлтернӗ диспансер ертӳҫи Татьяна Маркелова.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 24

1937
87
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
82
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та