Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спектакльсем

Культура

Шупашкарти ватӑсем иртне эрнекун пӗрле пуҫтарӑнса Чӑваш академи драма театрне спектакль курма кайнӑ. Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен хастар ватӑсем, кӗмӗл волонтёрсем, Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакле пӑхса савӑннӑ.

«Ку спектакле эпӗ виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ куртӑм. Маншӑн чӑваш чӗлхи тӑван чӗлхе мар пулин те спектакль тыткӑнламаллипех тыткӑнларӗ. Тӗлӗнсе каймалла! Пурне те пысӑк тав!», — хавхаланса калаҫнӑ, сӑмахран, Людмила Тимошкина ятлӑ хастар ватӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Сӑнавлӑ театр 2024 ҫулта аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗ ҫине тухнӑ.

Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче театра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Дмитрий Капустин ертсе пыма тытӑннӑ. Вал репертуара тата учрежденин фирма стильне ҫӗнетнӗ. Театра ҫамрӑксем ҫӳреме юратаҫҫӗ.

Пӗлтӗр театр 8 премьера сцена ҫине кӑларнӑ. Пӗлтӗр ҫурта тултан тата шалтан юсаса ҫӗнетнӗ. Театра хальхи вӑхӑтри сасӑ, ҫутӑ, видеопроекци оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ.

Учреждени ребрендингне ылмаштарнӑ, логотипа авангард стилӗпе хатӗрленӗ. Театр тӗрлӗ лапама тухса имерсилле стпектакльсем те лартма пуҫласшӑн.

 

Персона

Ӗнӗр, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илӗмлӗх ертӳҫин Валерий Яковлевӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Унпа раштавӑн 23-мӗшӗнче 11-13 сехетсенче Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче сыв пуллашӗҫ.

Ҫав кун театрта мероприятисем пулмӗҫ. Билетсене сайтра е театр кассинче каялла пама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvdram
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри культура ҫуртӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Чунӑм, Лиза-Акулина» спектакль кӑтартнӑ.

Аса илтерер: асӑннӑ ӗҫе Александр Пушкинӑн «Барышня-крестьянка» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Романтикӑлла камите лартассипе Светлана Зверева художник, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Галкин композитор, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова хореограф ӗҫленӗ. Спектаклӗн режиссёрӗ — Наталия Сергеева. Спектакль валли Пушкин хайлавне Лидия Филиппова чӑвашла куҫарнӑ.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑн тӗп хулинче Мускаври театр спектаклӗсене кӑтартаҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Мускав облаҫӗнчи драмӑпа камит театрӗ хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартать. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Лопе де Вегӑн «Собака на сене» камитле мюзиклне кӑтартнӑ, паян — Антон Чеховӑн хайлавӗпе лартнӑ «Любовь? Любовь! Любовь…» ӗҫе. Ыран, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ногинскри Дидье Каронӑн детективлӑ, психологилле историне, «Фальшивая нота» спектакле курма чӗнеҫҫӗ.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӳнер каҫӗ» иртӗ.

Ҫавна май унта 16 сехетре чӑваш халӑх пултарулӑхне халалланӑ тӳлевсӗр мастер-классем пуҫланӗҫ. Вӗсенчен пӗри – чӑваш халӑх ташшипе, тепри – халӑх юррипе. Унсӑр пуҫне театр музейӗ тӑрӑх экскурси иртӗ.

Каҫхине вара Леонид Андреевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль кӑтартрӗҫ.

 

Персона
Марина Карягинӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягинӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Марина Карягинӑн «Ҫӗн Кун ачи» пьеси тӑрӑх Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче спектакль лартнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Сӑмах май каласан, ҫитес уйӑхра, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, театрта ҫав спектакле курма пулать.

Аса илтерер: пьесӑна автор Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа ҫырна.

Пьесӑн тулли вариантне вулас тесен кӗнеке хальлӗхе авторта пур. Ӑна Марина Карягина почта урлӑ та ярса парайӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнарта «Евгений Онегин» моноспектакль кӑтартнӑ.

Моноспектакле Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» сӑвӑлла романӗ тӑрӑх Дмитрий Михайлов режиссёр лартнӑ.

Ӗҫе курма зал тулли халӑх пуҫтарӑннӑ. Ҫамрӑксем уйрӑмах йышлӑ пулнӑ: Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн студенчӗсем, шкул ачисем; учительсем, театра юратакан ытти ҫын.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Уҫӑ театр» проекта хута ярӗ.

Проекта хутшӑнакансем валли режиссёрсемпе, культурӑри тата литературари экспертсемпе тӗлпулусем иртӗҫ. Ӑсталӑх сехечӗсем те йӗркелеме палӑртнӑ.

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Шуйттан чури» мистикӑллӑ драма кӑтартӗҫ. Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх спектакле епле лартни ҫинчен Наталия Сергеева режиссёр тата тӗп сӑнарсене калӑплакан Алексей Герасимов тата Евгений Урдюков каласа кӑтартӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2023-2024 ҫулсенчи пултарулӑх сезонӗнче Чӑваш Енри патшалӑх театрӗсемпе концерт учрежденийӗсем 58 премьера лартнӑ. Ҫав учрежденисене 821,6 пин ҫын пырса курнӑ.

Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, куракансем Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ спектакльсемпе концертсене, Борис Полевойӑн «Повесть о настоящем человеке», Марина Карягинӑн «Ҫӗн Кун Ачи» ӗҫӗсемпе лартнӑ спектакльсене, Юрӑпа ташӑ ансамблӗн «Ҫул хыҫҫӑн ҫул, 100 ҫул ӑнӑҫлӑ иртнӗ» программӑна уйрӑмах килӗштенӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 49
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ вӗренӗве тарӑнлатассипе, юридици тата ют ҫӗршыв ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тумалли пӗлтерӗшлӗ самант. Пӗрисем унчечнхи чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем экзамен ӑнӑҫлӑ тытӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара килӗшнӗ ҫыннӑн чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тума хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр те вӗсемпе хӑвӑра кирлӗ пек усӑ курӑр.

Ҫурла, 11

1977
48
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын