Пирӗн спортсменсем чӑннипех те маттур! Тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Акӑ нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Хусанти «Ак Барс» керменте ушу енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗн первенствипе чемпионачӗ иртнӗ. Тупӑшӑва Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри, Удмурт Республикинчи, Сарӑту, Киров, Самар облаҫӗсенчи, Пермь енӗнчи тата ытти тӑрӑхри 300 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑрту виҫӗ дисциплинӑпа иртнӗ: таолу, чуаньтун тата саньда. Пирӗн спортсменсем саньда дисциплнӑра тӑватӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. 15–16 ҫулсенчи ушкӑнра Виктория Никонова (56 килограмм тайман виҫе категорийӗнче) тата Руслан Семенов (70 килограмчченхи виҫе категорийӗнче) ҫӗнтернӗ. Аслисен йышӗнче Юлия Арсентьева тата Максим Николаев маттур пулнӑ.
Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫавӑн пекех таолу дисциплинӑра палӑрнӑ. Вӗсем 3 ылтӑн, 3 кӗмӗл тата 5 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн пуш, ака уйӑхӗсенче ушу енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне тата первенствине хутшӑнмашкӑн спортсменсене суйлӗҫ.
Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑннӑ Алексей Пантелеймонов раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑх йӑтса чупнӑ факела савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори музейне парнеленӗ.
Алексей Пантелеймонов ҫав аслӑ шкулта вӗренет, Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Университет ректорӗ Андрей Александров каччӑна XI Паралимпиадӑра ӑнӑҫу суннӑ. Алексей унта волонтер пулӗ. Парнеленӗ факел студентсене лайӑхрах вӗренме, спортпа туслашма хӗтӗртӗ.
Унччен, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, Яманакра йӗлтӗрпе чупас енӗпе район турнирӗ иртнӗ. Спортсменсем пӗртӑван Анатолий, Алексей, Виталий Львовсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Унта Олимп факелне Шупашкарта йӑтса чупнӑ Алексей Пантелеймонов та хутшӑннӑ.
Каччӑ факела ЧПУ музейне парнеленине ырламалла ҫеҫ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче Раҫҫей чемпионӗн А.В. Горшковӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кире пуканӗ йӑтас енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ.
Турнира Канаш районӗнчи Янкӑлч шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ: А.Романова, М.Подилкина, С.Шемякина, В.Филиппова. Вӗсен маттурлӑхне палӑртмалла. Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Янкӑл шкулӗн команди 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ушкӑн ертӳҫи Валерий Филиппов та хӑйӗн виҫе категорийӗнче 1-мӗш вырӑн илнӗ.
Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Светлана Ермакова пуҫлӑх йӗлтӗрҫӗсем валли ҫулсерен ӑмӑрту ирттерет иккен. Хальхинче те халӑх йышлӑ пухӑннӑ.
Тупӑшӑва кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри, Тутар Республикинчи Пӑва районӗнчи спортсменсем те пырса ҫитнӗ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн чемпионӗсемпе призерӗсем Денис Ермолаев, Дарья Ермолаева, Евгений Карпов, Елена Иванова, Кирилл Степанов та пулнӑ. Ҫавсемпе Шӑмалак шкул ачисем — Светлана Сергеева, Роман Романов, Семен Львов, Ирина Матвеева — тивӗҫлипе тупӑшнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Александр Ермолаев йӗлтӗрҫӗсене хӑй ятӗнчен парнесемпе хавхалантарнӑ. Александр Гаврилов усламҫӑ тутлӑ апатпа хӑналанӑ.
Ӗнер, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе спорт шкулне тата ухӑпа перес енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулне Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 9а ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курма ирӗк парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Пухӑннисем вӑй-хал культурин тата сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса хоккей лапамӗ пулнӑ вырӑнта — 27-мӗш шкул патӗнче — тӑвассишӗн сасӑланӑ.
— Малтан хоккей лапамӗ пулнӑ вырӑнта теннис корчӗсем (теннисла вылямалли лапамсем) тӑвӗҫ. Унта вӑй-хал культурипе тата спортпа кӑсӑкланакан ҫамрӑксем вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗҫ, — ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти Мускав район администрацийӗн пресс-службинче.
Халӗ проекта хатӗрлеҫҫӗ, ун хыҫҫӑн пордрядчике палӑртӗҫ.
— Лапам ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртес, хитрелетес ыйтӑва аукцион пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн татса парӗҫ, — тенӗ спорт шкулӗн элчелӗсем.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Хӗллехи Олимп вӑййисене тата Ҫӗршыв хӳтӗллевҫисен кунне халалласа спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртусенче предприятисемпе организацисем, ял тӑрӑхӗсен командисем, спорта юратакансем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пневматика пӑшалӗпе тӗл перессипе, тенниспа, дартс, кире пуканӗ йӑтассипе, ишессипе, шашкӑпа тата шахматпа выляссипе вӑй виҫрӗҫ, юлашкинчен волейбол вӑййи вылярӗҫ. Ӑмӑртусем командӑсем тата уйрӑм спортсменсем хушшинче иртрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем кашни вӑйӑрах нумайӑн, хӑшӗ-пӗрисене асӑнса хӑварар.
Ишессипе Ю.Пирогова (район пульници), А.Кучекеева (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), Н.Шипеева (Штанаш ял тӑрӑхӗ) малта пулчӗҫ. Арҫынсем хушшинче В.Михуткин (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), И.Сатлайкин (Штанаш ял тӑрӑхӗ) тата А.Сидоров(Хӗрлӗ Чутай райповӗ) ҫӗнтерчӗҫ.
Ушкӑнсем хушшинче малти вырӑнта Питӗркасси ял тӑрӑхӗ пулчӗ, унтан Хӗрлӗ Чутай ял администраци спортсменӗсем вырнаҫрӗҫ. Пульница коллективӗн спортсменӗсем — 3 вырӑнта.
Дартс вӑййи выляссипе командӑсене илес пулсан, малтисем — район администраци чысне хӳтӗлекенсем, 2-мӗшсем — «Хастар» спорткомплекс ӗҫченӗсем, 3-мӗшсем — Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем.
Шупашкар кӳлмекӗнче автомобиль спорчӗ енӗпе Чӑваш Енӗн уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта хамӑр республикӑри автомобилистсемсӗр пуҫне Мари Элти тата Киров облаҫӗнчи харсӑрсем килсе ҫитнӗ. Ҫапла вара 59 экипаж пухӑннӑ. Пӑр трасса ҫине пухӑннисем «моноприводлӑ», «тулли приводлӑ», «спорт» тата «ирӗклӗ» класс енӗпе тупӑшнӑ.
Старта тӑнисем хушшинче хӗрарӑмсем те пулнӑ. Тольяттинчи заводӑн «саккӑрмӗш ачин» рулӗ умӗ умне ларнӑ Марина Леонтьева, хӑй каланӑ тӑрӑх, «техника сӑлтавне пула» тупӑшуран тухса ӳкнӗ пулин те ӳлӗмрен та ӑмӑртма палӑртать. Ҫитес вӑхӑтра вӑл пуш уйӑхӗнче Раҫҫейӗн Кубокӗн финалне хутшӑнас тесе ӗмӗтленет.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта ски-кросс енӗпе ӑмӑрту пуҫланнӑ. Тупӑшӑва уҫмашкӑн Сочири хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Муратова ҫитнӗ.
Ӑмӑрту Энергетиксен урамӗнче вырнаҫнӑ сӑрт-ту йӗлтӗрӗн центрӗнче 11:00 сехетре пуҫланнӑ. Елена Муратова унта хутшӑнакансене саламласа ӑнӑҫу суннӑ.
— Чи кирли — хӑвӑра шанӑр, вара пӗтӗмпех пулать. Сирӗнтен кашниех тӗллеве пурнӑҫлама пултарнине пӗлетӗп. Эппин — малалла! — тенӗ могулҫӑ.
Ӗнер фристайл енӗпе (слоуп-стайл) ӑмӑрту пулнӑ. Вӑл та «Вертикаль» сӑрт-ту йӗлтӗрӗн центрӗнче иртнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче Валерий Албутова асӑнса волейбол турнирӗ иртнӗ. Валерий Албутов Аслӑ Арапуҫ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, Чечня вӑрҫине хутшӑннӑ.
Турнира Валерин тӑванӗсем тата ял-йыш пуҫарма сӗннӗ. Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Секретов, ял тӑрӑхӗн депутачӗ, спорт ветеранӗ Арсентий Иванов сӑмах илнӗ.
Турнира 6 команда хутшӑннӑ: Шупашкарти «Вадюк» тулли мар яваплӑ общество, «Букет Чувашии», Аслӑ Арапуҫри «Школьники», «Аслӑ Арапуҫ ҫамрӑкӗсем», «Аслӑ Арапуҫ шкулӗн вӗрентекенӗсем», Шупашкарти ЧР ШӖМӗн «Динамо».
Валерий Албутовӑн амӑшӗ тата арӑмӗ турнир йӗркелӳҫисене тата унта хутшӑнакансене тав тунӑ. Турнирта «Динамо» 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна «Вадюк» тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑна «Букет Чувашии» тухнӑ.
Сӑнсем (28)
Сочире иртекен Олимп вӑййинче паян юлашки ӑмӑртусем иртӗҫ. Ҫав шутра хоккей финалӗ те. Унта Швеципе Канада тӗл пулӗҫ.
Паянпа ӗнер Раҫҫей ушкӑнӗ пурӗ 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнине шута илсе пирӗннисем медальсен йышӗпе те ушкӑнсен тупӑшӗвӗпе те чи малти вырӑна тухрӗҫ. Уйрӑмах паян тухӑҫлӑ пулчӗ теме пулать — йӗлтӗрпе 50 ҫухрӑма чупассипе пирӗн арҫынсем пӗтӗм малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Мала Александр Легков тухрӗ, иккӗмӗш вырӑна — Максим Вылегжанин, виҫҫӗмӗшне — Илья Черноусов.
Паянах олимп вӑййине чыслӑ уяв ирттерсе хупӗҫ. Вӑл 20 сехетре пуҫланмалла. Олимп вӑййине уҫни илемлӗ те кӑсӑклӑ пулнине шута илсен хупни те япӑхах мар пек пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.