Чӑваш наци конгресӗ тепӗр конкурс пуҫарнӑ — хальхинче вӑл Сочире иртекен олимп вӑййипе ҫыхӑннӑ. XXII Хӗллехи Олимп вӑййинчи хӗрӳ кӗрешӗве телекуравпа сӑнанисӗр, пирӗн спортсменсен ҫитӗнӗвӗшӗн савӑннисӗр пуҫне пурне те Улӑпиадӑна хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Ҫитес шӑматкун, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра «Улыпиада» (чӑв. Улӑпиада) спорт уявӗ иртмелле. Вӑл тӑрӑха ҫитме йывӑртарах пулӗ ӗнтӗ, ҫавна май ҫак конкурса пурте хутшӑнччӑр тесе ятарлӑ фото- тата видеосӑнсен пайне те йӗркеленӗ. Унта хутшӑнас тесен сирӗн ҫав кун хӑвӑра спортпа туслӑ пулнине сӑн ӳкерсе е видеора кӑтартмалла. Йӗлтӗрпе тухсан та, ҫунашкапа пулсан та аван пулнине пӗлтерет ЧНК сайчӗ. «Чи кирли: ҫак самантра эпир пурте — Улӑп йӑхӗнчен тухнӑ пӗтӗм чӑваш! — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн кар тӑрӑпӑр, хамӑр ҫӗршыв спортсменӗсемпе пӗрле пулнине уҫҫӑн палӑртӑпӑр!», — тесе палӑртнӑ.
Сӑнсемпе видеосене конгреса кӗртсе пама, е электронлӑ адреспа (congress21@mail.ru) ярса пама пулать. Вӗсене кайран Чӑваш наци телекуравӗпе кӑтартӗҫ.
Нарӑсӑн 15–16-мӗшӗсенче Йӗпреҫ районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ аэродром патӗнче сноукайтинг енӗпе республикӑри ӑмӑрту иртмелле. Спортӑн ҫак енӗ виндсерфинга, серфинга и вейкбординга пӗрлештерет темелле.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тикӗс мар вырӑнсемпе — хирсемпе вӑрмансем, ҫырма-ҫатра урлӑ — тупӑшма тивӗ. Пӗтӗмӗшле инҫӗш 40 ҫухрӑмпа танлашмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тупӑшу икӗ дивизионта иртӗ: йӗлтӗрпе тата сноубордпа.
Хӗрарӑм биатлонистсем паян пире тепӗр медальпе савӑнтарчӗҫ. Унччен конькипе тупӑшакан Ольга Граф бронза медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Халӗ, ав, тепӗр Ольга медальлӗ пулса тӑчӗ. Вӑл та Ольга, анчах Вилухина биатлонистка.
Спринта Екатерина Шумиловӑна тепӗр спортсменка ӑнсӑртран йӗлтӗрпе лектерчӗ те чупнӑ ҫӗрте персе анчӗ, туйине те хуҫса пӑрахрӗ, винтовки те ванса кайрӗ. Финиша вӑл 60-мӗш ҫитрӗ. Ольга Зайцева — 28-мӗш. Бронзӑна илеймӗ-ши тесе шаннӑ Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Яна Романова 19-мӗш вырӑна тухрӗ.
Пӗрремӗш вырӑнта — Словаки биатлонистки Анастасия Кузьмина. Тӗрӗссипе, вӑл Раҫҫей спорстменкиех-ха, Словакишӗн ӑмӑртать. Бронза медале Украина биатлонистки Вита Семеренко ҫӗнсе илчӗ.
Нумай пулмасть кӑна кӑна Раҫҫей спортсменӗсем пуҫласа медале тивӗҫрӗҫ. Ӑна илсе килекенни — конькипе тупӑшакан Ольга Граф. Вӑл 1983 ҫулта Омск хулинче ҫуралнӑ, национальноҫӗпе — нимӗҫ.
Ӑмӑртӑва пуҫламӑшӗнчен пуҫласа пӑхакансем Юлия Скокова ҫӗнтерессе те малтанласа шанчӗҫ-тӗр. Ара, тупӑшӑва вӑл та начар мар пуҫларӗ-ҫке. Анчах кайран старта вӑйлӑраххисем тухрӗҫ. Ҫапла вара Юлия Скокова 9-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Екатерина Шихова — 21-мӗш.
Ылтӑн медаль хуҫи — Голланди спортсменӗ Ирен Вюст. Виҫӗ пин метра вӑл 4.00,34 минутра чупса тухрӗ. 4.01,95 минутра ӗлкӗрнӗ Чехи спортсменӗ — Мартина Сабликова кӗмӗл медаль хуҫи.
Арҫынсен скиатлонӗ те питӗ хумхантармалла иртрӗ. Шел те, пирӗн Максим Вылегжанин финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗ, ҫапла вара ӑна бронза лекмерӗ.
Олимп вӑййин фольклор программине «Ҫавал» ансамблӗн юрри-ташшине кӗртнӗ иккен. Программӑра халӑх юрри-ташши ҫеҫ пулмалла-мӗн. Кун пирки йӗркелӳҫӗсем ыйтнӑ. Тепӗр тӗп услови фонограммӑсӑр юрламалли.
Пӗрремӗш концерта «Ҫавал» нарӑсӑн 16-мӗшӗнче кӑтартӗ. Кайран кунсерен темиҫешер хут сцена ҫине тухмалла.
Олимп вӑййи ячӗпе иртерекен концерта кайма артистсем валли тиртен ӑшӑ тумтир ҫӗлеттернӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалласа акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем районти 5-6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче интеллектуаллӑ марафон ирттерчӗҫ. Марафона Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӗн виҫӗ ушкӑнӗ, Питӗркасси тата Атнар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем, Шулю, Тури Ҫӗрпӳкасси тата Штанаш тулли мар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Программӑна Наталия Артемьева ертсе пычӗ. Командӑсем пухӑннисене хӑйсемпе акӑлчан чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Унтан кашни команда спорт тата сывӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ вӑйӑсенче тупӑшрӗ: Олимпиада символӗн пилӗк ункине парӑнтарма сӑвӑ калама, физкультура тума та тӗрлӗ конкурссем витӗр тухма тиврӗ ачасен.
Хӗрлӗ Чутайри 5-мӗш класра вӗренекенсем «Тухтӑр сӗнӗвӗсем» сценка лартса пачӗҫ, витаминсемпе паллаштарчӗҫ. 11-мӗшӗнчи Анжела Патьянова, Любовь Катюкова тата Юлия Инжебейкина хаваслӑ кӗвӗпе пухӑннисене ташлаттарчӗҫ. Командӑсенчи вӗренекенсем марафонта хӑйсем акӑлчан чӗлхине лайӑх пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.
«Вега» центрта республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин психоневрологи интерначӗсенче сипленекенсем хушшичне спортӑн хӗллехи енӗпе республикӑри фестивалӗ иртнӗ.
Спорт уявне психоневрологи диспансерӗсенчи 6 ушкӑн тата ӑс-тӑн енчен аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫурчӗн 1 ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Фестивале уҫма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Александр Медюков хутшӑннӑ.
Ӑмӑрту спортӑн виҫӗ енӗпе иртнӗ: йӗлтӗрпе тупӑшассипе, вӗрен туртассипе, армреслинг енӗпе. Ушкӑнпа пӗтӗмлетсен Вӑрнар районӗнчи Калининри психоневрологи интерначӗн ушкӑнӗ мала тухни палӑрнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Муркаш районӗнчи Шомикри интернат ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — ӑс-тӑн енчен аталанса ҫитеймен ачасен Кӳкеҫри интерначӗ.
Сӑнсем (10)
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта шахмат турнирӗ иртрӗ. Ӑна Пучинке ялӗнчи «Красный партизан» (чӑв. Хӗрлӗ партизан) колхоз хуҫалӑхне 28 ҫул ертсе пынӑ Андреев Гурий Андреевича халалласа ирттерчӗҫ. Турнира йӗркелесе пуҫарса яраканӗ тата спонсорӗ — Владимир Гурьевич усламҫӑ, Гурий Андреевичӑн ывӑлӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, ӗҫлесе пурӑнать, «Аратрика» стройфирмӑн тӗп директорӗ.
Пӗрремӗш хут ҫак турнир Гурий Андреевич ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Йӗпреҫ поселокӗнчи шахмат клубӗн членӗсем тата Пучинке ял тӑрӑхӗнчи ҫак вӑййа кӑмӑллакансемпе шкулта вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен турнира Владимир Гурьевич хӑй вӗренсе тухнӑ тата ӗҫленӗ тӑван шкулӗнче ирттерме палӑртнӑ. Паян ӑмӑртура 40 ытла вӗренекен ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме тупӑшрӗ. Судья тивӗҫне Гурий Андреевич мӑнукӗ, Андреев Андрей, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Университечӗн энергетикӑпа электротехника факультечӗн 5 курс студенчӗ чыслӑн пурнӑҫларӗ.
Иртнӗ шӑматкун ветеран йӗлтӗрҫӗсемпе спортӑн ҫак енне юратаканcем республика Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ.
Ӑмӑрту Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче иртнӗ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенчи, Шупашкар, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Красноармейски районӗсенчи тата Мари Элти 120 ҫын йӗлтӗр сырса пухӑннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗршывра та халиччен ирттермен спартакиада йӗркелӗҫ. Унта ветерансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем спортӑн тӗрлӗ енӗпе тупӑшӗҫ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисен хастарлӑхне ҫула кура 12 ушкӑна пайласа палӑртнӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче Джамалия Баранова, Николай Федоров, Владислав Васильев (Шупашкар районӗ), Наталья Кузьмина, Александр Антонов, Валерий Матвеев (Шупашкар), Сергей Павлов (Канаш хули), Юрий Мануйлов (Куславкка районӗ), Виктор Серенков (Улатӑр хули), Николай Алексеев (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Михаил Ямолкин, Александр Антонов (Мари Эл) палӑрнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Росинка» физкультурӑпа спорт центрӗнче «Чемпионсен каҫӗ» иртнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иртнӗ ҫулхи спорт сезонне тишкернӗ. Мероприятие спорт федерацийӗсемпе организацийӗсен ертӳҫисене, пултаруллӑ спортсменсемпе тренерсене йыхравланӑ. «Чемпионсен каҫне» Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Михаил Васильевич иртнӗ ҫула республика спорт енӗпе тивӗҫлипе вӗҫленине палӑртнӑ. Спортпа тата физкультурӑпа туслисен шучӗпе пӗлтӗр Чӑваш Ен Раҫҫейре малта пыракан виҫӗ регион шутне кӗнӗ.
Физкультурӑпа спорта аталантарассине пысӑк тӳпе хывнисенчен пӗрисем тӗрлӗ хисепе тивӗҫнӗ. Европа шайӗнче ҫӗнтерекен йывӑр атлетсене хатӗрлекен, Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) спорт комплексӗн тренер-преподавателӗ Зиновий Неопалимский «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» пулса тӑнӑ.
Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн Фэйр плэй (акӑлчанран ӑна «ултавсӑр вӑйӑ» тесе куҫарма пулать) Раҫҫейри комитечӗн дипломӗпе Шупашкарти Олимп резервӗн сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе спорт шкулӗн трнерне Галина Малована наградӑланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |