Шупашкарти 122-мӗш ача-пӑча пахчинче «Ҫӑлтӑрпа зарядка» ирттернӗ. Шӑпӑрлансемпе тӗлпулӑва хӑвӑрт утассипе тӗнче чемпионки Алина Иванова пынӑ. А. Иванова — ҫӑмӑл атлетикӑпа СССРӑн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1992 ҫулта XXV Ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, марафон турнирӗсенче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Европӑра ҫӗнтернӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Шӑпӑрлансене спортсменка спортри ҫитнӗнӳсем пирки каласа панӑ, медальсемпе тӗрлӗ наградӑна кӑтартнӑ. Ачасем спортсмена кӑмӑлтан итленӗ, пӗрле сӑн та ӳкерӗннӗ. Унтан вӗсем «ҫӑлтӑрпа» зарядкӑна тӑнӑ.
Сӑнсем (7)
Куславкка хулинчи «Атӑл» спорт комплексӗнче район ентешлӗхӗн ертӳҫин, Юрий Зорин шӑл тухтӑрӗн (вӑл стоматологи кабинечӗсен хуҫи) парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейбол турнирӗ иртнӗ. Ун пек ӑмӑртӑва Зорин тухтӑр кӑҫалхипе 15-мӗш хут йӗркеленӗ.
Турнира арҫынсен ушкӑнӗсем: Шупашкартан «Попутчик», «Дент-а-мед», «Рэмисс», «Старко» ӗҫ коллективӗсен спортсменӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Ҫӗрпӳри тата Вӑрмарти пӗрлештернӗ командӑсем пырса ҫитнӗ. Малти вырӑна «Ремис» тухнӑ. «Старко» ушкӑнӗ — иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — ҫӗншупашкарсем. Чи лайӑх вылякансенчен «Старкори» Антон Львов мечӗке чи лайӑх ҫыхӑнтаракан волейболист ятне твиӗҫнӗ, «Рэмисри» Юрий Гордеев — чи лайӑх тапӑнакан тата ҫав ушкӑнри Илья Троицкий — чи лайӑх хӳтӗлекен.
Сӑнсем (103)
Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗччен пирӗн республикӑра спортпа сывлӑх вунӑ кунлӑхне ирттерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче ӑна 10-мӗшӗччен тесе палӑртнӑччӗ. «Вырсарникун эпир те Кӳкеҫри стадиона каяс терӗмӗр», — каласа пачӗ республикӑри хаҫатсенчен пӗринче ӗҫлекен ӗҫтешӗм. Икӗ хӗрне те ертсе кайнӑ-мӗн вӑл. Ара, вӑхӑтлӑх ярӑнма маларах коньки те, йӗлтӗр те панӑ иккен те, районти физкультурӑпа спорт комплексне хавас кӑмӑлпах уттарнӑ вӗсем. Вӗсемпе пӗрле пӗлӗшӗсем те пулнӑ. Прокатшӑн тесе кассӑра тӳлесе те хунӑ. Анчах йӗлтӗр илме тесе ҫав инвентарь паракан ҫурт патне васкани кӑлӑхах пулнӑ хайхисен: алӑк питӗрӗнчӗккине кура чека каялла тавӑрса пама тивнӗ.
«Килтен илсе пынӑ конькипе стадионти пӑр ҫинче ачасене ярӑнтарасшӑнччӗ те унта та кӗртмерӗҫ», — малалла каласа парать тусӑм. Вӑл каланӑ тӑрӑх, юра тасатса пӗтереймен иккен. «Ҫӗрле самай хулӑн ҫунӑскере пӗр ҫын ӑҫтан тасатса ӗлкӗртӗр», — текелесе тусӑм хӑй те алла кӗреҫе илсе хырма тытӑннине пӗлтерет. Юр тасатаканни ҫакна кура ҫемҫелнӗ — ачасене вунӑ минутлӑха ярӑнма ирӗк панӑ иккен. Сӑмах май, юр хыракан ҫынни пӑр хытманнипе те каток ҫине кӗртменнине пӗлтернӗ-ха — ара, маларах мӗн чул вӑхӑт ӑшӑ тӑчӗ те.
Урапасен ӑмӑртӑвӗпе кӑсӑкланакансем иртнӗ шӑматкун машинсен хӑвартлӑхӗпе Шупашкартах киленме пултарнӑ. Ӑна Шупашкарӑн Хӗвелтухӑҫ посёлокӗ ҫывӑхӗнче йӗркеленӗ иккен.
Урапасен ункӑллӑ ҫулӗ нефть базин управлӑхӗпе Ҫӗнӗ хула микрорайон хушшинче вырнаҫнӑ. Ун пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 1 700 метр, ҫул сарлакӑшӗ 12 метр. Тӑршшӗпе юрлӑ, пӑрлӑ тата тӑпраллӑ вырӑнсем пулнӑ. Урапасемсӗр пуҫне уйрӑммӑн мотоциклистсем тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех юрҫунасен пайӗ те пулнӑ. Кам мала тухни пирки хальлӗхе никам та хыпарламан-ха.
Шӑматкун, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Урапасен хӗллехи ӑмартӑвӗн 1-мӗш тапхӑрӗ иртнӗ иккен. Ӑна Чӑваш Республикин транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви тата Чӑваш автомобиль федерацийӗ йӗркеленӗ. Иккӗмӗш тапхӑрӗ хӑҫан пуласси пирки вара хальлӗхе шарламаҫҫӗ-ха.
Тӑвай районӗнче самбо енӗпе ӑсталӑха тин ҫеҫ туптама тытӑннисен «Пӗрремӗш чӗкеҫ» ятпа ӑмӑрту иртнӗ. Унта вырӑнти кӗрешӳҫӗсемсӗр пуҫне Канаш хулинчи тата Вӑрмар районӗнчи ачасем пырса ҫитнӗ.
27 килограма ҫитичченхисем хушшинче Вӑрмарти Даниил Петров пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри Даниил Григорьев, виҫҫӗмӗшӗнче — Тӑвайӗнчи Виталий Иванов. 34 килограма ҫитейменнисенчен Вӑрмарти Радий Туймуков, 38 килограмчченхисенчен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри Даниил Крылов, 50 килограмчченхисенчен Тӑвайӗнчи Игорь Табаков пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Хӗрачасенчен Вӑрмарти Наталья Кириллова ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑна Тӑвайӗнчи Яна Кузьмина ҫӗнсе илнӗ.
Сӑнсем (15)
Сурхурие халалласа ҫак кунсенче тӗрлӗ мероприяти ирттерекенсем пулнӑ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи арҫынсем волейболла выляма пуҫтарӑннӑ. Турнира Красноармейскинчи «Уют-Монтаж», «Динамо», «Дрим-тим», Чатукассинчи «Ункӑ», Кӗҫӗн Шетмӗри «Спартак» тата Еншик Чуллӑ ялӗн арӗсем пухӑннӑ. Турнир «Уют-Монтаж» вӑйлӑраххине кӑтартса панӑ. Кӗҫӗн шетмӗсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Чи лайӑх вӑйӑҫӑсене те палӑртнӑ. Вӗсен йышне «Ункӑ» ушкӑнри Николай Романов, «Дрим-тимри» Виктор Васильев, «Спартакри» Владимир Александров, «Уют-Монтажри» Андрей Ананьев лекнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата вӑййа хутшӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ.
Сӑнсем (13)
Ҫӗнӗ 2014 ҫула Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗлӗхпе кӗрет — пирӗн сайтра малашне республикӑра е ун тулашӗнче пулмалли мероприятисемпе паллашма май пулӗ. Вӑл пайӑн кӗске вариантне эсир сылтӑм юпара тупма пултаратӑр, туллине вара ятарлӑ страницӑра вырнаҫтартӑмӑр (каҫӑ пур — кӗрсе пӑхӑр).
Хальлӗхе (ҫак хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра) эпир Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар тата Канаш районӗсенчи мероприятисене кӗртрӗмӗр. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти концерт пирки, тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчи репертуара вырнаҫтартӑмӑр (хальлӗхе — пуҫламӑшне ҫеҫ-ха, туллин каярах кӗртӗпӗр). Тӳрех каласа хӑварас килет: район сайчӗсенче ку тӗлӗшпе информацие тӗрлӗ шайра кӗртнӗ. Енчен те Элӗк, Канаш тата Улатӑр районӗсенчисенче нумай пулсан, ыттисенче — сахалрах. Уйрӑмах Вӑрнар районӗн сайчӗ чухӑн пулчӗ — курӑмлӑ пайра нимӗн те ҫуккипе пӗрех (ҫав шутрах унта информаци пурри туйӑнать, анчах вӗсем темшӗн кунӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ палӑраҫҫӗ).
Хоккейла вылямалли вырӑнсем хуласемпе район центрӗсенче кӑна мар, ялсенче те йӗркеленеҫҫӗ. Терӗссипе пӗр-пӗр посёлокрах унашкалли ҫук пуль, Комсомольски районӗнчи Исемпелре вара кӑҫал туса лартнӑ.
Хӑйсем укҫипе, хӑйсен аллипе ӑсталаса лартнӑ. Катокне, сӑмахран, Кӗҫӗн Пӑлари шыва насуспа уҫласа шӑнтса лартнӑ. Хоккей лаптӑкӗнче каҫхине те выляма май пур — «Чӑвашпромэнерго» ӗҫченӗсен бригади (ертӳҫи юнашар ялтан, Тӗвенешрен) ятарласа ҫутӑ та карса тухнӑ.
Ялти хастарсен ӗҫне кура Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те айӑккинче тӑман — спортпа туслисем валли хоккей тумтирне туянса панӑ.
Раштавӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисемпе Юр пикесем, юмахсенчи ытти сӑнар чупма тухӗҫ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпе иртекен акци йӑлана кӗрекенскер теме те юрать. Чӑваш Енрен унта «Ман хыҫҫӑн чуп» ҫамрӑксен юхӑмӗн членӗсем тата ытти ҫамрӑк тухмалла. Тӗп критери — спорта юратни тата 18-тан пуҫласа 35 ҫула ҫитиччен пулни.
Асӑннӑ юхӑм пирки каласан, ӑна Екатерина Устинова ятлӑ хастар ертсе пырать. Юхӑм штабӗсем Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисенче тата Тӑвай районӗнче пур. Массӑлла чупусене шӑпах вӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ те иккен.
Чупӑва хутшӑнакансен Хӗл Мучи е Юр пике тумне, юмахри пӗр-пӗр сӑнар ҫи-пуҫӗ те юрать, тӑхӑнса пымалла. Старта тӑракансене 11 сехет те 30 минутра Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кӗтеҫҫӗ. Чупу 12 сехетре пуҫӑнмалла.
Ҫак кунсенче, раштавӑн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсар ҫывӑхӗнчи йӗлтӗр ҫулне хӗлле валли уҫнӑ иккен. Унта ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илсе тухакан ачасене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти юпӑнчине (накидкине) тӑхӑнтартнӑ пулнӑ. РФ АПК-ан 5.11 статьи тӑрӑх вара ачасене нимӗнле партишӗн те агитацилес ӗҫе хутшӑнтарма юраманни пирки пӗлтернӗ, яваплисене 2–3 пинлӗх штрафламалла тесе палӑртнӑ.
Саккуна пӑснине Чӑваш Республикинчи РПР-ПАРНАС политканашӗн пайташӗ Дмитрий Семёнов асӑрханӑ имӗш. Вӑл прокуратурана ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме ҫӑхав янӑ, саккуна пӑсакансене явап тыттарма каланӑ.
Айӑплисене ҫитес вӑхӑтра, тен, тупса палӑртӗҫ те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.