Чӑваш Енре Раҫҫей спорт мастерӗсен йышӗ ҫак кунсенче тата йышланнӑ. Кӑҫал кӑна ку ята 34 спортсмена панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн спорт министрӗ Павел Колобков темиҫе кун каялла Чӑваш Республикинчи тӑватӑ спортсмена вӑл ята пама хушу кӑларнӑ.
Ҫакна та палӑртмалла. Спорт мастерӗн ятне тивӗҫес тесен хушу кӑларса унта ал пуснипех май килмест. Малтан спортсменсен хӑйсем суйланӑ спорт енӗпе Раҫҫейре е ун тулашӗнчи ӑмӑртусенче норматива тултармалла.
Ҫак кунсенче Раҫҫей спорт мастерӗн ятне илнисем ҫаксем: Полина Петухова кикбоксёр, Вера Лоткова, Станислав Никифоров тата Олег Петров самбистсем.
Чӑваш Енри кикбоксинг ассоциацийӗнче ӑсталӑхне туптакан Полина Петухова Тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернине ҫу уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Полина Петухова К-1 пайра вӑй виҫнӗ. Полина ҫавӑнта тӗнче класлӑ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Унччен кикбоксинг енӗпе ку норматива Чӑваш Енри икӗ спортсмен: Алексей Соловьев тата Александр Федоров — ҫеҫ пурнӑҫланӑ.
Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки РФ спорт министрӗ Павел Колобков хушӑва алӑ пуснӑ.
Хушура Чӑваш Енри тӑватӑ спортсмена Раҫҫей спорт мастерӗн ятне парасси пирки каланӑ. Вӗсен йышӗнче Полина Петухова кикбоксер, Вера Лоткова, Станислав Никифоров тата Олег Петров самбистсем.
Сӑмах май, кӑҫал кунашкал хисеплӗ ята пирӗн республикӑри 34 спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр икӗ спортсмен вара тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗн ятне илнӗ.
«Подмосковье сегодня» кӑларӑм ҫырнине ӗненсен Раҫҫей штангин «патша майрине» Татьяна Каширинана Шупашкарта йывӑр атлетика енӗпе иртекен ҫӗршыв чемпионатне ирӗксӗр янӑ пулса тухать.
Ногинскри Татьяна Каширина спортсменка чи нумай титуллӑ штангистка пулнӑ май вӑл тӗнче чемпионатне кайма унчченех ирӗк илнӗ. Чӑваш Енре иртекен ҫӗршыври чемпионата килме ӑна ӑмӑрту сумне ӳстерессишӗн чӗнсе илнӗ имӗш. Вӑл тата унӑн тренерӗ Владимир Краснов Раҫҫейӗн йывӑр атлетика федерацийӗн президенчӗ ыйтнине хирӗҫлеме хӑяйман-мӗн.
Татьяна Каширина Шупашкарти ӑмӑртӑва хутшӑнма хӑтланса ҫывӑх вӑхӑтра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче иртекен тӗнче первенствине хатӗрленеймесӗр юлма пултарать тесе шухӑшлать эпир маларах асӑннӑ кӑларӑм.
Чӑваш Енри спортсмен Польшӑра иртекен Пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсене хутшӑнма тивӗҫ пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Чикӗ леш енчен ырӑ хыпар килнӗ. Пирӗн ентеш ӑмӑртура чи лайӑххи пулнӑ.
Тупӑшӑва 111 ҫӗршыври 3,5 пин атлет хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Алексей Германов ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче ӑмӑртнӑ.
Кунсӑр пуҫне гимнаст тепӗр номинацире вӑй виҫнӗ. Унта вӑл пиллекмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Алексей Германов тӑван тӑрӑха таврӑнсан та канаймасть. Унӑн Европа чемпионатне хатӗрленмелле. Вӑл вара Италире иртӗ.
Шупашкарта пулӑ тытма юратакансем вӑй виҫӗҫ. Республикӑн тӗп хулинче ку енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ. Ӑна ЧР Спорт министерстви тата Раҫҫейри пулӑ тытакансен спорт федерацийӗ йӗркелӗ.
Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑна Атӑл хӗрринче йӗркелӗҫ. Унта Раҫҫейри регионсенчен командӑсем хутшӑнӗҫ. Ушкӑнра 8 ҫын таран пулӗ.
Пирӗн республика чысне икӗ команда хӳтӗлӗ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче официаллӑ тренировка пулӗ. Тепӗр кунхине – 1-мӗш тур, ҫурлан 20-мӗшӗнче – 2-мӗш тур.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацийӗнчи Кӗрешӳ спорчӗн федерацийӗн президентӗнчен Михаил Мамиашвилирен Тав ҫырӑвӗ килнӗ. Мамиашвили пирӗн тӑрӑхра кӗрешӳ спортне аталантарма тата пысӑк шайри кӗрешӳҫӗсем хатӗрлеме витӗм кӳнӗшӗн Михаил Игнатьева ырласа ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Германири Дортмунд хулинче хӗрсем хушшинче ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе Европа шайӗнче юниорсен ӑмӑртӑвӗсем иртнине аса илтернӗ. Унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Раҫҫей спортсменӗсем пӗтӗмпе пухмача 18 медаль пуҫтарнӑ. Ылтӑн медале тивӗҫекенсенчен пӗри Чӑваш Ен спортсменки — Мария Кузнецова. Хӗрсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртусенче унӑн ҫитӗнӗвӗ чи ӑнӑҫли пулнӑ.
Ҫак кунсенче Польшӑри Вроцлаве хулинче Пӗтӗм тӗнчери 10-мӗш вӑйӑсем иртеҫҫӗ. Унта спортсменсем Олимпиада программине лекмен дисциплинӑсемпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш Енрен унта хутшӑнма Алексей Германов аэробист тивӗҫнӗ. Вӑхӑтӗнче ҫав яша Чӑваш Ен Элтеперӗ стипендийӗпе те хавхалантарнӑччӗ. Ӳркенмен тата спортпа ачаранпах туслӑ каччӑ Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Оксана Дьячук патӗнче пултарулӑха туптать.
Алексей Германов Пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсене унччен те хутшӑннӑ. 2013 ҫулта Колмубинче вӑл ташӑ гимнастикипе кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ, гимнастика платформинче - бронза.
Пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсене тӑватӑ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ. Ӑна йӗркелесе ирттерме Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ пулӑшать.
Пӗтӗм тӗнчери официаллӑ тупӑшусенче пирӗн ҫӑмӑл атлетсем икӗ ҫула яхӑн ҫӗнтермен. Нумаях пулмасть вара Клавдия Афанасьева ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Европа ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ. Вӑл 20 ҫухрӑмлӑ дистанцие хӑвӑрт утса ылтӑн медаль илнӗ.
Клавдия нейтраллӑ ялавпа тупӑшнӑ. Малтанах вӑл майӗпен утнӑ, кайран хӑвӑртлӑха ӳстернӗ. Юлашкинчен Испанири Мария Персран иртсе кайнӑ. Мария финиша иккӗмӗш ҫитнӗ.
Клавдия Польшӑри Быдгоще поселокӗнче иртнӗ ӑмӑртура дистанцие 1 сехет те 31 минут та 41 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Сӑмах май, 21 ҫулти пике Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренет.
Паян Канаш районӗнче лашапа ӑмӑртакансем тупӑшнӑ. Вӗсем Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсен спартакиади умӗн иртнӗ.
Тӳре-шаран ӑмӑртӑвӗ пуҫланиччен Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Канаш районӗнчи лашасемпе тупӑшу йӗркеленӗ. Вӗсем вӑкӑр, така тата хур выляттарнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче камсем ҫӗнтернине тата маларах асӑннӑ выльӑх кама тивнине асӑнман. Тӳре-шара ӑмӑртӑвӗ пирки каласан вӗсем мини-футбол, хутӑш эстафетӑра (кунта чупса тата велопед ҫине ларса ҫӗнтерӳшӗн талпӑннӑ) тата вӗрен туртассипе тупӑшнӑ.
Ӑмӑртӑва уҫма республика Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, культура министрӗн ҫумӗ Иван Архипов хутшӑннӑ.
Шӑмӑршӑри шкулта ӗҫлекен вӗрентекен Константин Кусаинов кире пуканӗ йӑтас енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивале тата Казахстанӑн кире пуканӗн триатлонӗ енӗпе йӗркеленнӗ пӗрремӗш уҫӑ чемпионатне хутшӑннӑ.
Константин Кусаинов ачасене вӑй-хал культурине вӗрентет. Вӑл 100 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Кире пуканне тӗртсе ҫур сехетре 385 хутчен ҫӗкленӗ вӑл. Унччен кӑшт маларах вара «Олимпийское троеборье» хусканура мала тухнӑ. Ҫапла майпа Шӑмӑршӑ арҫынни икӗ наградӑна тивӗҫнӗ.
Халӗ Константин Кусаинов кирек пуканӗн триатлонӗ енӗпе иртекен Пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑна хатӗрленет. Вӑл Беларуҫри Витебск хулинче иртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |