Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Францире сумлӑ «Тур де Франс» велочупу старт илет. Унта пирӗн ентеш Григорий Чернов та хутшӑнӗ.
Гриша велочупӑва хӗллех хатӗрленме тытӑннӑ. Ку унӑн пирвайхи опычӗ мар, 2014 ҫулта вӑл ҫакнашкал ҫула парӑнтарнӑ. Вӑл «В» категорире тупӑшӗ.
Велочупӑва Европӑри ҫӗршывсенчи 10 пин ытла ҫын хутшӑнӗ. АПШран та килӗҫ. Профессионалсем 3 тата 4 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ. Юлашки эрнере спортсменсен пӗр хутчен ҫеҫ канма юрать. Тур вӗҫӗнче кам пӗрремӗш ҫитет – ҫавӑ ҫӗнтерӳҫӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Польшӑра 23 ҫулчченхи ҫамрӑксен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европа чемпионачӗ пуҫланнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыври икӗ спортсменка лекнӗ. Анчах иккӗшӗ те вӗсем нейтралитет мелӗпе тупӑшаҫҫӗ.
Кристина Сивкова спринтра ӑмӑртӗ, Чӑваш Енри Клавдия Афанасьева вырсарни кун, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, старта тухӗ. 20 километра тупӑшма хӗрсем Мускав вӑхӑчӗпе 12 сехетре тӑрӗҫ.
Унта ҫӗнтерсен Чӑваш Енри хӗрӗн Лондонра ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен иртекен Тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче Клавдия ҫитӗнӗвне питех те шанаҫҫӗ. Унтисем каланӑ тӑрӑх, Европа стартне тӑракансенчен унӑн рекорчӗ — 1:26.37 чи лайӑххи. Сезонта та вӑл ыттисенчен лайӑх кӑтартупа( 1:28.29) палӑрнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ишевҫӗсенчен пуҫласа республикӑн тава тивӗҫлӗ тренерӗ ята тивӗҫнӗ Ростислав Надеждин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ, СССР физкультура отличникӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче ҫуралнӑскер пурнӑҫне спорта халалланӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче тӗрлӗ спорт шкулӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ: 1962–1967 ҫулсенче — Сӗнтӗрвӑрринче, 1967–1980-мӗшсенче — Шупашкарти «Спартак» ҫумӗнчи спорт шкулӗнче. 1996 ҫулччен тренер пулса ӗҫленӗ май та вӑл сахал мар ишевҫе хатӗрленӗ. ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 100 ытла пысӑк квалификациллӗ спортсмена туптанӑ Надеждин.
Спорта юратаканскер сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫсан та унпа туслӑ пулнӑ. Икӗ ҫул каялла вӑл Хусанта ветерансем хушшинче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче пӑхӑр ҫӗнтерӳҫи пулнӑ.
«Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи улшӑннӑранпа республикӑри чӑвашсем культура енне кӑна мар, спорт енне те тимлӗх уйӑра пуҫларӗҫ», — тесе пӗлтерет унти «Сувар» хаҫат.
Пичет кӑларӑмӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫамрӑкӗсен пуҫарӑвӗпе «ЧНКА» футбол командине йӗркелесе янӑ. Районсенче те тӗрлӗрен турнирсем ирттереҫҫӗ. Ҫуй уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Нурлат районӗнче П. Михеева халалласа аслисем хушшинче футбол турнирӗ пулнӑ,ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пӑвара ачасем «Сувар» хаҫат кубокӗшӗн ӑмӑртнӑ.
Хусанти чӑвашсен футбол команди те хастарлӑхпа палӑрать. Хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Хусанти чӑваш футболисчӗсем кашни эрнере вӑйӑсем ирттереҫҫӗ. Юлташла тӗлпулусенче йӑхташӑмӑрсем туслӑха ҫирӗплетеҫҫӗ.
Бурят Республикинче вырӑнти укҫана чӑваш спортсменӗсем валли уйӑрнипе кӑмӑлсӑр. Ку шӑв-шав нумаях пулмасть тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи мӑкӑртатуран «Московский комсомолец» хаҫата ҫитнӗ. Хаҫат журналисчӗ Сергей Данилов асӑннӑ регионти кӗрешӳҫӗсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру пирки ҫырнинче Улан-Удэ хулинче пурӑнакан Владимир Ширапов сӑмахне илсе кӑтартнӑ.
В. Ширапов ирӗклӗ майпа кӗрешекен бурят спортсменкисенчен Жаргалма Цыренова шанӑҫ панине палӑртнӑ. Анчах вӑл пысӑк шайри ӑмӑртусене хутшӑнаймасть иккен. Сӑлтавӗ Чӑваш Енри Вероника Чумиковӑпа Мария Кузнецова валли укҫа уйӑрнипе ҫыхӑннӑ имӗш. Пирӗн республика хӗрӗсем икӗ регионшӑн кӗрешӗве тухаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти пултаруллӑ спортсменсене аталантарма «кӗмӗл» ҫитсе пымасть-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах икӗ регион спортӑн маларах асӑннӑ енӗпе килӗштерсе ӗҫлессине алӑ пуссах ҫирӗплетни те паллӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ спортсмена Спорт арбитраж сучӗ дисквалификациленӗ. Вӑл ӑмӑртусене 4 ҫул хутшӑнаймӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Петр Трофимова антидопинг йӗркине пӑснӑшӑн дисквалификациленӗ – 4 ҫуллӑха. Срока 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен шутлама тытӑннӑ. Вӑл 2020 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗччен ӑмӑртусене хутшӑнаймӗ. 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ҫӗнсе илнӗ ӑнӑҫусене те пӑрахӑҫлӗҫ.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра Петр Трофимов Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ.
Ӗнер ҫӑмӑл атлетика енӗпе командӑсен хушшинче Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Тӳрех палӑртар: пирӗн ентеш Анжелика Сидорова, Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлекенскер, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑрту Сочири курорт хулара иртет. Унта 500 ытла ҫӑмӑл атлет хутшӑнать. Шӑчӑпа сикес енӗпе 13 спортменка вӑй виҫнӗ. Европа чемпионки, тӗнче чемпионачӗн призерӗ Анжелика Сидорова ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ку сезона 4 метр та 60 сантиметр ҫӳллӗшне сиксе уҫнӑ.
Малтан Анжелика 4 метр та 50 сантиметра парӑнтарнӑ. Унтан 10 сантиметр ҫӳлерех сикме пултарнӑ. 4 метр 70 сантиметра виҫӗ хутчен сиксен те парӑнтарайман. Ҫапах Анжеликӑн кӑтартӑвӗ – чи лайӑххи.
Чӑваш Ен спортсменӗ Никита Линник чӑннипех те маттур! Вӑл куҫ курманнисен хушшинче дзюдо енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче палӑрнӑ.
Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 36 регионти 100-е яхӑн спортсмен килнӗ. Пирӗн Никита 100 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Орлова та палӑртмалла. Вӑл 90 килограмм тайман арҫынсен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Дмитрий ку йышра чи вӑйлӑ пилӗк спортсмен ушкӑнне кӗнӗ.
Сӑмах май, Никита Линник пӗлтӗр Раҫҫей чемпионатӗнче пӗрремӗш хутчен пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хальхинче те вӑл ҫак медальпе савӑнтарнӑ.
Чӑваш спортсменки Татьяна Арясова Хусанти марафонра ҫӗнтернӗ. Ӑмӑрту ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. 3 ҫухрӑмлӑ дистанцие VIP-персона чупнӑ. Вӗсен йышӗнче Нюша юрӑҫ та пулнӑ.
Пин-пин спортсмен йышӗнче пирӗн ентеш мала тухнӑ. Вӑл 42,2 ҫухрӑма 2:31:12,49 кӑтартупа вӗҫленӗ. Куншӑн ӑна 200 пин тенкӗ парне парӗҫ.
Ӑмӑртура ҫурмамарафон та чупнӑ. 21,1 ҫухрӑмлӑ дистанцире пирӗн ентешсене ҫитекенни пулман. Пьедесталӑн виҫӗ картлашкине те вӗсем йышӑннӑ. 1-мӗш вырӑна – Наталья Пучкова, 2-мӗш вырӑна - Галина Иванова, 3-мӗш вырӑна Ирина Юманова тухнӑ.
Чӑваш Ени «Кикбоксинг ассоциацийӗ» общество организацинче ӑсталӑхне туптакан ентеш кикбоксинг енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернӗ.
Полина Петухова К-1 пайра вӑй виҫнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Полина тӗнче класлӑ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Палӑртмалла: унччен кикбоксинг енӗпе ку норматива Чӑваш Енри икӗ спортсмен ҫеҫ пурнӑҫланӑ: Алексей Соловьев тата Александр Федоров. Полина Петухова - виҫҫӗмӗш.
Халӗ пирӗн ентеш Польшӑра иртекен кӗрешӳ искусствисен Пӗтӗм тӗнчери вӑййисене хутшӑнма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл Македонири Скопье хулинче авӑн уйӑхӗн 2-10-мӗшӗсенче иртекен Европа ӑмӑртӑвне хутшӑнма ӗмӗтленет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |