Ҫак эрнере республика ертӳҫи яланхиллех тӗрлӗ муниципалитет тӑрӑх ҫӳресе вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар районӗнче пулнӑччӗ. Районти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли канашлу пуҫланиччен унти предприяти-организацисем тӑрӑх ҫӳремен вӑл: Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сиплев комплексне ҫеҫ кӗрсе тухнӑ. Тепӗр тесен, ҫав кун республика парламенчӗн черетлӗ сессийӗ иртрӗ те, ӗҫ кунӗнчи кашни минут шутлӑ пулнине тавҫӑрма кӑткӑс мар.
Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче Михаил Васильевич буфет патӗнче чарӑннӑ. Унта вӑл таурин энергетикне сутнине асӑрханӑ. Михаил Игнатьев ФСКра ун йышши шыв сутнинчен тӗлӗннӗ, ҫавӑншӑн вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ.
Татьяна Акимовӑшӑн Австрири Хохфильцен хулинче хӗрарӑмсен эстафети енӗпе енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш йӗлтӗр туййине хуҫнӑ, ун чухне хӑйӗн винтовкине ҫӗмӗрме пултарнӑ.
Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ. Пирӗн ҫӗршыв чысне Ольга Подчуфарова, Светлана Слепцова, Ирина Старых тата Татьяна Акимова хӳтӗленӗ. Пирӗн Татьяна старта тӑваттӑмӗш тухнӑ. Шел те, унпа ҫакнашкал пӑтӑрмах пулса иртнӗ.
Татьяна ӳкнӗ хыҫҫӑн пӑшӑрханнине ирттереймен. Вӑл винтовкӑран пенӗ чухне тӑватӑ хутчен йӑнӑшнӑ. Ӑмӑртура Германи пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кайран — Украина, Франци.
Чӑваш Енри ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗ Кристина Кускова Эрзурум хулинче иртнӗ хӗллехи Олимп фестивалӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑсталӑхне Шупашкарти спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче туптаканскер 7,5 ҫухрӑма парӑнтарса финиша чи малтан ҫитнӗ. 16 ҫулти Кристина дистанцие 19 минут 13,3 ҫеккунтра чупса тухнӑ. Ку — чи лайӑх кӑтарту. Пирӗн ентеш Раҫҫейри тата Финляндири спортсменсене хыҫа хӑварнӑ.
Ӑмӑртура медальсемшӗн 19 ҫӗршыври 44 спортсменка вӑй виҫнӗ. Сӑмах май, хӗллехи Олимп фестивалӗнче 14–18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем спортӑн тӑхӑр тӗсӗнче ӑмӑртаҫҫӗ: йӗлтӗр чупӑвӗ, трамплинран сикесси, сноуборд, сӑрт-ту йӗлтӗрӗ, эрешлесе ярӑнасси, керлинг, шотр-трек, хоккей.
Шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Лыжня России-2017» (чӑв. Раҫҫей йӗлтӗрӗ-2017) ятпа йӗлтӗрҫӗсен старчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Республикӑри министерствӑсемпе ведомствӑсенче тӑрӑшакансем те унта яланхиллех хастар хутшӑннӑ. Ҫулсерен йӗркелекен массӑллӑ спорт мероприятие пухӑнакансем мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарпа пӗрле лартнӑ сӑн ӳкерчӗксенче Хӗл Мучи тумӗ тӑхӑннӑ арҫынна та, чӑваш тумӗллӗ кинемие те асӑрхама тиврӗ. Капла капӑрланса йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑракан, ҫулне кура мар ӳрӗк хӗрарӑм ытти чухне те пулнӑччӗ. Кӑҫал тата пӗри, ҫамрӑках мар арҫын, ҫӑпата сырса йӗлтӗрпе тухнӑ. Тумпа ыттисенчен уйрӑлса тӑракансене хавхалантарнипе хавхалантарманни паллӑ мар — кӗске хыпарта ун пирки асӑнман.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявӗ иртнӗ. Кӑҫал, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкарта вӑл аэропорт ҫывӑхӗнче йӗркеленнӗ. Хальхинче спорт уявне 13,5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Чи малтан VIP-чупу пулнӑ. Унтан ыттисем старта тухнӑ. Финиша ҫитичченех вӗсемпе пӗрле хаски йытӑсем чупнӑ.
Спорта юратакансем 3, 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарнӑ. Чи аслӑ тата чи кӗҫӗн спортсменсем те парнеллӗ пулнӑ. Кӑҫал чи аслисем 84-ри Леонид Никифоровпа Вера Орлова пулнӑ. Чи пӗчӗкки вара — Шупашкарти 144-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Дарья Иванова. Вӑл 2,5 ҫулта кӑна.
Сӑмах май, кӑҫал пирӗн республикӑра «Йӗлтӗр йӗрӗ» старта пӗтӗмпе 60 пин ытла ҫын тухнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Австрири Хохфильценра биатлон енӗпе Тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова ӑмӑртнӑ.
Шел те, Татьяна хальхинче малти вырӑна йышӑнайман. Вӑл ӑмӑртура финиша 18-мӗш ҫитнӗ.
Пирӗн ентеш пӑшалтан персе виҫӗ йӑнӑш туни ура хунӑ. Спортсменсем тӑватӑ хутчен пенӗ: иккӗ выртса тата иккӗ тӑрса. Старта Раҫҫей командинчен пӗтӗмпе тӑватӑ спортсмен тухнӑ. Вӗсем 10 ҫухрӑма парӑнтарнӑ.
Раҫҫей спортсменкисенчен чи лайӑх кӑтартупа Ирина Старых палӑрнӑ. Вӑл финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Унтан — Татьяна Акимова. Светлана Слепцова — 24-мӗш, Ирина Услугина 39-мӗш пулнӑ.
Республикӑра шӑматкунсерен сывлӑх кунне тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Черетлӗ уяв нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулӗ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун республикӑра пурӑнакансем спорткомплекссене тӳлевсӗрех кайма пултараҫҫӗ. Ун чухне бассейнсем, спорт лапамӗсем, тренажер залӗсем, катоксем тӳлевсӗрех ӗҫлӗҫ.
Анчах пур спорткомплекса та тӳлевсӗр кӗртмеҫҫӗ. Списокпа ЧР Спорт министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Аса илтерер: Чӑваш Енре спорт кунӗсене 2013 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. 2014 ҫулта кунашкал акцие кашни уйӑхрах йӗркелеме тытӑннӑ.
Куславкка районӗнче урана ҫӑматӑ тӑхӑнса пӑр ҫине тухаҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, конькисӗр хоккей выляс йӑла вӗсем патӗнче аталанса пырать. Ҫӑматӑ ал-урана, кӗлеткен ытти пайне сиен кӳменрен спортсменсем хӳтӗленмелли тӗрлӗ хатӗр тӑхӑнмаҫҫӗ. Спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем — Куславкка районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Кунерти вӑтам шкулта зонӑри вӑйӑ иртнӗ. Унта Кӗнерти ачасемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Тӗрлемесри, Кармӑшри шкулсенчен пухӑннисем вылянӑ. Ҫӗнӗ тӗрлемессем пуринчен маттур пулнӑ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче зонӑри икӗ вӑйӑ иртмелле. Ун чух Энтри Пасар, Куснар, Кӗҫӗн Карач, Елчӗк шкулӗсенче вӗренекенсем пӑр ҫине тухӗҫ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче район центрӗнчи «Атӑл» комплексра вӑйӑн иккӗмӗш тапхӑрне пухӑнӗҫ: унта тӗп кубокшӑн кӗрешӗҫ.
Австринчи Хохфильценра биатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутӑш эстафета уҫнӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Татьяна Акимова та кӗнӗ. Вӑл ӑмӑртӑва хатӗрленни пирки пӗлтернӗччӗ. Татьяна хутӑш эстафетӑра чупнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗпе пирӗн ҫӗршыв команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Старта пӗрлештернӗ 25 команда тухнӑ. Хӗрарӑмсем 6-шар ҫухрӑм чупнӑ. Арҫынсем вара 7 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Раҫҫей команди тӑваттӑмӗш номерпе пулнӑ.
Пирӗн Татьяна Ольга Подчуфарова хыҫҫӑн чупнӑ. Вӑл пӑшалтан персе пӗр хутчен йӑнӑшнӑ. Татьяна «Матч ТВ» корреспондентне ӑна ӑмӑрту килӗшнине пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта «КЭС-баскет» ятпа шкулти баскетбол лигин регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Ҫавна май «Ҫӑлтӑрсен матчне» йӗркеленӗ. Унта «Бывшие школьники» (чӑв. Ӗнерхи шкул ачисем) тата сезонти чи вӑйлӑ вӑйӑҫӑсем пуҫтарӑннӑ.
«Ӗнерхи шкул ачисен» ушкӑнне Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ертсе пынӑ. VIP-дружинӑна ҫавӑн пекех физкультура тата спорт министрӗ Сергей Шелтуков, унӑн ҫумӗ Игорь Головин, Шупашкар хулин физкультура управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Малов, тата ыттисем кӗнӗ. «Ҫӑлтӑрсен» ушкӑнӗнче баскетбол енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1992 ҫулхи Олимп чемпионки Светлана Антипова тата хальхи вӑхӑтри ӑста баскетболистсем вылянӑ. Вӑйӑ VIP-команда 38:37 шутпа ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |