Етӗрне районӗнчи Пионер лапамӗнчи йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачипе инкек сиксе тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӑл ача — асӑннӑ районти Урпашран.
Аса илтеретпӗр, ӑмӑрту кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех пулнӑ. Спорт ӑмӑртӑвне пынӑ ҫиччӗмӗш класс хӗрачин пуҫ мимине юн кайнипе пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана малтан Етӗрнери пульницӑна илсе кайнӑ, кайран реанимобильпе Шупашкара куҫарнӑ. Константин Ишутов блогер ку инкек пирки пӗлтернӗ май ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ку факта пытарасшӑн текен шухӑша палӑртнӑччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм, республикӑн спорт министрӗ ку инкек пулнине ҫирӗплетнине хыпарлать. Унтан та ытларах — министерство ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑрать имӗш, тӗпчевҫӗсем те инкек пулнӑ факта тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Ен Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен кунне ирттерӗ. Ӑна Раҫҫейӗпех йӗркелеҫҫӗ.
Уяв нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ. Ун чухне чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ӑна 2014 ҫулта Сочире иртнӗ Олимп вӑййисем хыҫҫӑн ирттерме тытӑннӑ. Халӗ те уява ӑна халалласа йӗркелеҫҫӗ.
11 сехетре «Олимпийский» стадионта «Лед нашей надежды» (чӑв. Пире шанчӑк паракан пӑр) мероприяти иртӗ. Ҫав вӑхӑтрах ветерансем йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртӗҫ.
10-11 сехетсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче конькипе тӳлевсӗрех ярӑнма май пулӗ. 11 сехетре уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. 16 сехетре пӑр ҫинче ташӑ каҫӗ иртӗ. «Олимпийский» стадионта та ташӑ каҫӗ пулӗ. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ.
Иртнӗ эрнекун Етӗрне райадминистрацинче районти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртрӗ. Канашлура кулленхи ӗҫсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Стрелецки ял тӑрӑх пуҫлӑхне Александр Недопивцева ҫуралнӑ кунпа саламласа малашне те ял тӑрӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Канашлу хыҫҫӑн пухӑннисем «Сӑрҫум» ВХСК ирттернӗ шахмат турнирне хутшӑннӑ. Хӗрарӑм ертӳҫӗсенчен чи ӑста шахматҫӑ ята Кӑкшӑм ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Маргарита Кольцова ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вырӑнта — Пушкӑрт ял тӑрӑх ертӳҫи Светлана Яковлева, 3-мӗшӗ — Мӑн Чураш ертӳҫи Любовь Соколова. Арҫынсем хушшинче 1-мӗш вырӑнта Етӗрне район администраци ертӳҫи Владимир Кузьмин, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсенче — Хучаш ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Святослав Кузьмин тата Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Виталий Абрамов.
Чӑваш Ен автоспортсменӗ Череповец хулинче иртнӗ трек чупӑвӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑрту, хӗллехи трек чупӑвӗ енӗпе Раҫҫей кубокӗ, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ.
Айрат Заргиров финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Вӑл — Комсомольски районӗнчен. Кубокӑн тепӗр тапхӑрӗсем Ижевск хулинче - нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ӗренпур хулинче — нарӑсӑн 14-мӗшӗнче иртӗҫ. Финал вара Череповец хулинче пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулӗ.
Сӑмах май, Айрат Заргиров ралли-кросс енӗпе монокубок ҫӗнсе илнӗ. Халӗ трек тата пӑр чупӑвӗсемпе ытларах кӑсӑкланать. Каҫал тӑрӑхӗн спортсменне пӑр чупӑвӗ енӗпе иртекен Раҫҫей кубокӗнче те, тен, курма пултарӑпӑр. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртет.
Етӗрне районӗнчи Пионер лапамӗнче йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачипе инкек сиксе тухнӑ.
Ӑмӑртӑвӗ кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех пулнӑ-ха. Унта Хӗл Мучи те хутшӑннӑ тесе ҫырнӑ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче. Хӗл Мучисӗр пуҫне спорт уявне тӗрле тӳре-шара та пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов.
Спорт уявӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачин пуҫ мимине юн кайнипе пульницӑна илсе кайнӑ. Кун пирки Константин Ишутов блогер ӗнер пӗлтернӗ. Ачана малтан Етӗрнери пульницӑна илсе кайнӑ, кайран реанимобильпе Шупашкара илсе килнӗ. Блогер ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрача халӗ те сывалса пӗтеймен-ха.
Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министерствинче паянтанпа ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Республикӑн пӗрлештернӗ спорт ушкӑнӗсене хатӗрлекен Ардалион Игнатьев ячӗллӗ центра 2014 ҫултанпа ертсе пынӑ Борис Атаманова министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ.
Борис Атамонов спортшӑн ҫӗнӗ ҫын мар. Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра 1958 ҫулта ҫуралнӑскер вӑл 1983 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗ пулса тӑнӑ. 8 пин метра чупассипе Пӗтӗм Раҫҫейри кросра Чӑваш Ен тата Раҫҫей чемпионӗ ята тивӗҫнӗ.
Вӗренме вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче ҫӑмӑл атлетика секцийӗнче ӑсталӑха туптанӑ, Волгоградри физкультура инситутне вӗренсе пӗтернӗ.
19 ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗллӗ 3-мӗш шкул пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта шахмат енӗпе Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртӑвне ирттерме палӑртнӑ. Кунашкалли пирӗн республикӑра 10 ҫул пулман.
Йӗркелӳ комитечӗ ирттернӗ пухӑва ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, РФ шахмат федераци правленийӗн председателӗн ҫумӗ Александр Ткачев, шахмат федерацийӗн регионти уйрӑмӗн президенчӗ Михаил Мельник хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ака уйӑхӗн 10–13-мӗшӗсенче ирттерӗҫ. Вӑл Раҫҫейри Гран-прин 14 тапхӑрӗнчен пӗри пулӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта 200 спортсмен хутшӑнмалла.
Ӑмӑртӑва хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта 10 VIP-гроссмейстер хутшӑнма палӑртнӑ. Ӑмӑрту «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртӗ. Ӑна тӳрӗ эфирта тӗнче тетелӗнче курма май пулӗ.
Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнче хӑйне евӗр ӑмӑрту иртӗ. Ҫук, спортсменсем тупӑшмаҫҫӗ унта. Хальхинче ҫӑмӑл урапасем ӑмӑртӗҫ. Вӗсем кӑна мар, тракторсем те тупӑшӑва хутшӑнӗҫ.
Автоспортсменсем пилӗк класпа тупӑшӗҫ: малти привод, хыҫалти привод, тулли привод, ирӗклӗ класс тата «Тракторсем» класс.
Малтанах унта хутшӑнакансене регистрацилӗҫ. Вӑл 9 сехетре пуҫланӗ те 11-те пӗтӗ. Ралли кроса Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗ йӗркелет.
Чӑваш Енри паллӑ сурдобадминитонистсен, Раҫҫӗйӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗсен Михаил Ефремовӑн тата Анастасия Седован ҫемйинче хӗр ҫуралнӑ.
Анастасия Седова та, Михаил Ефремов та Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑчапа спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Ҫавӑнта вӗреннӗ чух пӗр-пӗринпе паллашнӑ та. Малтан тренировкӑсене пӗрле ҫӳренӗ, унтан вӗсем тӗрлӗ ӑмӑртӑва пӗрле кайма пуҫланӑ.
Паянхи куна Михаил Ефремов Сурдлимп вӑййисене виҫӗ хутчен хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче вӑл пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫав шутран иккӗшӗ — ылтӑн.
2009-мӗш тата 2013-мӗш ҫулхи Сурдлимп вӑййине Анастасия Седова та хутшӑннӑ. Сурдлимпиадӑна пуҫласа хутшӑннӑ чух Анастасия Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пуринчен кӗсӗнни пулнине пӑхмасӑрах пӗччен тупӑшура чи вӑйлӑ вунӑ спортсменка йышне лекнӗ. 2013 ҫулта вара пулас мӑшӑрӗпе пӗрлехи разрядра вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Биатлон енӗпе ӗҫлекен тренерсен штабӗ Тӗнче кубокӗн улттӑмӗш тапхӑрне хутшӑнакан спортсменсене ҫирӗплетнӗ. Унта Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Татьяна Акимова (хӗр чухнехи хушамачӗ Семенова) лекнӗ.
Ӑмӑрту кӑрлачӑн 21–24-мӗшӗсенче Италири Антхольцра иртмелле.
Хӗрарӑмсенчен ушкӑна ҫвӑн пекех Екатерина Шумилова, Екатерина Юрлова, Ольга Подчуфарова тата Анастасия Загоруйко кӗнӗ.
Арҫынсенчен Антон Шипулин, Евгений Гараничев, Дмитрий Малышко, Алексей Волков, Максим Цветков, Алексей Слепов, Антон Бабиков медальсемшӗн тупӑшӗҫ.
Биатлона юратакансен юлашки вӑхӑтра пирӗн хӗрарӑм-биатлонисткӑсемпе мӑнаҫланмаллиех пулмарӗ-ха. Тӗнче кубокӗшӗн пынӑ виҫҫӗмӗш тапхӑр вӑхӑтӗнчи Словенири Поклюкри масс-стартра Ольга Подчуфарова виҫҫӗмӗш вырӑнпа савӑнтарнӑччӗ. Мӗнех, ентешӗмӗре ӑнӑҫу сунар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |