Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Александр Протаповича спорта юратакансем пӗлеҫҫӗ. Ҫамрӑк спортсмен чылай ҫитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ.
Александр — хоккейҫӑ. «Сокол-96» командӑра выляканскер, халӗ Хусанти «Барс» командӑра тапӑнакан, Раҫҫейӗн ҫамрӑк хоккеистсен пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Ҫак команда Канадӑпа вылӗ. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, команда валли 34 хоккеиста суйланӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — хапхаҫӑ, 14-шӗ — хӳтӗлекен, 17-шӗ — тапӑнакан. Александр Протапович Канада командипе тапӑнаканра вылӗ.
Александр 19 ҫулта кӑна-ха. Кӑҫалхи сезонра вӑл «Ак Барс» хоккей лигин клубӗшӗн темиҫе матч вылянӑ.
Чӑваш спортсменӗсем ӑмӑртусенче ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Акӑ Олеся Игнатьева Питӗртен «Балтика кубокне» илсе килнӗ. Вӑл армрестлинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса мала тухнӑ.
Олеся Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл 60 килограмран ытларах таякан виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл тӗнчен икӗ хут чемпионкипе Наталья Торсеевӑпа тупӑшнӑ.
Олеся ӑна ҫӗнтерсе ылтӑн медаль илнӗ. Сӑмах май, чӑваш спортсменки 2013 ҫулта та кунашкал турнирта ҫӗнтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Комсомольскинче «Урожай» спорт обществин чемпионачӗ иртет. Унта Олеся Игнатьева та хутшӑнӗ.
Нумаях пулмасть хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионачӗ пуҫланнӑ. Вӑл Дохӑра юпа уйӑхӗн 22-31-мӗшӗсенче иртет.
Ӑмӑртӑва 100 ҫӗршыври 1300 яхӑн спортсмен пухӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне пирӗн ентеш Елена Свиридова (хӗр чухнехи хушамачӗ – Иванова) кӗнӗ.
Елена 200 метрлӑ дистанцире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл финиша 29,67 ҫеккунтра ҫитнӗ. Ҫапла майпа маттур спортсменка Европӑри рекорда ҫӗнетнӗ.
Елена каланӑ тӑрӑх, вӑл куншӑн питӗ хӗпӗртет. Ара, вӑл ывӑл ҫуратнӑранпа ҫулталӑк ҫеҫ ҫитнӗ-ҫке. Вӑл ҫак ҫӗнтерӗве ӑна халалланӑ.
Хальлӗхе Раҫҫей команди иккӗмӗш вырӑнта пырать. Чи малта – Китай. Виҫҫӗмӗшӗнче – АПШ тата Бразили.
Олимп вӑййисене, 2016 ҫулта Рио-де-Жанейрӑра иртекенскере, кам кайӗ? Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине тӑватӑ спортсмен кӗме пултарӗҫ.
Вӗсем — Ирина Калентьева маунтинбайкер, Татьяна Архипова марафонка, Елена Наговицына ҫӑмӑл атлетка тата Наталья Гольц. Олимп вӑййисене кайма пултаракан кандидатсене уйӑхсерен стипенди пама йышӑннӑ. 2016 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнчен 15 стипенди 30-шар пин тенкӗ пулӗ, 10 стипенди — 15-шер пин тенкӗ. Паралимп вӑййисене каякансене те стипенди параҫҫӗ.
Аса илтерер: Татьяна Архипова 2012 ҫулхи Ҫуллахи Олимпиадӑра хӑйӗн рекордне ҫӗнетсе медаль илнӗ.
Шупашкарта ҫӗкленекен маунтинбайк центрне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермелле. Вӑл тӗп хуламӑрти Шупашкар 500 ҫул ҫитнӗ ятпа хисепленекен культурӑпа кану паркӗнче вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра строительсем шалта хӑтлӑх кӗртессипе тимлеҫҫӗ. Маларах вӗсем шалта шыв тата канализаци, ӑшӑ пӑрӑхӗсем хурассипе ҫине тӑнӑ. Халӗ ҫак ӗҫсем вӗҫленнӗ.
Нумай функциллӗ центрта тренировка залӗ пиллӗк пулмалла. Бассейнне ачасене вӗрентмелли тесе пӗчӗкреххине тата аслисем валли 25 метр тӑршшине пӑхса хӑварнӑ. Медицина центрӗ те унтах вырнаҫӗ, вӗренӳпе методика пӳлӗмӗсем те, хӑна ҫурчӗ те, апатланмалли те.
Маунтинбайк центрӗнче 100х50 метрлӑ велодром, 20 метр ҫӳллӗш таран велотрасса, спайнлӑ пӗчӗк рампа тата ытти пулмалла.
Чӑваш Енре велоспорт-маунтинбайк енӗпе Атӑлҫи федераци округӗн чемпионачӗ иртнӗ.
Ӑмӑрту спортсменсен ӳсӗмне кура тӑватӑ ушкӑнра иртнӗ. 2001–2002 ҫулсенче ҫуралнӑ каччӑсемпе хӗрсем, 1999–2000 ҫулсенче кун ҫути курнӑ каччӑсемпе хӗрсем, 1997–1998 ҫулсенче ҫуралнӑ юниорсемпе юниоркӑсем тата 1996 ҫулта ҫуралнисем тата аслӑраххисем уйрӑммӑн тупӑшнӑ.
Ӑмӑртӑва 70 спортсмен килнӗ. Чемпионат пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, арҫынсемпе хӗрарӑмсен хушшинче Самар облаҫӗн спортсменӗсем — Максимпа Елена Гоголевсем — чи лайӑххисем пулнӑ. Пирӗн республикӑран финалистсен йышне Руслан Боредский, Татьяна Кузнецова, Марина Семенова кӗнӗ.
Чӑваш Енре чемпионсен ретне тепӗр ҫын тӑнӑ. Вӑл ҫамрӑк-ха, 12-ре ҫеҫ. Арҫын ача Мускав ҫывӑхӗнче сусӑрсен хушшинче лаша спорчӗ енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртуран ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Аркадий Давыдов Даун синдромӗпе аптӑрать. Унӑн тусӗ пур — Лидуси ятлӑ лаша. Вӑл лаша утланса чупассипе виҫӗ уйӑх кӑна кӑсӑкланать. Анчах палӑрма та ӗлкӗрнӗ вӑл.
Кӑҫал Мускав ҫывӑхӗнчи Котельники хулинче иртнӗ ӑмӑрту — юбилейлӑ. 10-мӗш хут йӗркеленӗ ӑна. Унта Раҫҫейри 250 пӗчӗк спортсмен тупӑшнӑ.
Лашапа туслашни — хӑйне евӗр терапи. Малтанах Аркадий та лашапа сипленес тӗллевпе туслашнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта йывӑр чирлӗ ачасем валли иппотерапи пӗрремӗш ҫул ҫеҫ ӗҫлемест. Лаша чирлӗ ачасен мышцисене ҫирӗплетме пулӑшать-ҫке.
Халӗ Аркадишӗн диагнозӗ — приговор мар. Вӑл тренировкӑсене пӑрахӑҫласшӑн мар. Аллинче савӑнса тытакан кубок уншӑн юлашки пулмасть ахӑртнех.
Юпа уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта 16 ҫул тултарман хӗрсем хутшӑннӑ. Ӑмӑртура пирӗн ентешсем палӑрма пултарнӑ.
Чемпионат ачасемпе ҫамрӑксен Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫейри 38 регионти 237 спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсем 11 виҫе категорийӗнче медальсемшӗн кӗрешнӗ.
Командӑсен пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чӑваш спортсменӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Кемӗр облаҫӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне вара — Хакас Республики.
Пирӗн республика чысне хӳтӗленӗ Надежда Кочкова, Екатерина Михайлова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Смирнова вара кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Марина Николаева, Виктория Александрова, Наталья Прокопьева, Алена Тимофеева хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӑхӑр медаль илнӗ.
Нумаях пулмасть Польшӑра Сётакан карате енӗпе тӗнче чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Сумлӑ ӑмӑртӑва пирӗн ентешсем те хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тупӑшӑва 22 ҫӗршыври спортсменсем хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине хӗвелтухӑҫ кӗрешӗвӗн федерацийӗн воспитанникӗсем Александр Аввакумов тата Никита Беловощев кӗнӗ.
Пирӗн ҫӗршыв команди пӗтӗмпе 25 медаль ҫӗнсе илнӗ: 12 ылтӑн, 4 кӗмӗл, 9 пӑхӑр. Ҫапла майпа пирӗн команда чи малти вырӑна йышӑннӑ. Чӑваш Ен спортсменӗ Александр Аввакумов кумитэ дисциплинӑра пӑхӑр медаль илме пултарнӑ. Никита Беловощев вара 5-мӗш вырӑна тухнӑ.
Нумаях пулмасть, авӑнӑн 23–26-мӗшӗсенче, Сочире ампутантсемпе кӳмепе ҫӳрекенсен пӗтӗм тӗнчери вӑййисем иртнӗ. Пирӗн спортра палӑрнӑ ентешӗмӗр унтан медальсемпе таврӑннӑ.
Спортсменсем спортӑн ултӑ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: ҫӑмӑл атлетика, ишесси, ухӑран пересси, сӗтелҫи теннисӗ, армспорт, тхэквандо.
Чӑваш Енрен унта пӗр спортсмен ҫеҫ хутшӑннӑ. Вӑл нумаях пулмасть декретран тухнӑ Елена Свиридова. Ӑна малтан Иванова хушаматпа пӗлнӗ. Елена 100 тата 200 метрсене чупса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ команди мала тухнӑ. Вӑл 102 ылтӑн медаль, 84 кӗмӗл тата 76 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Китайпа Польша тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |