Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

Спорт

Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Анжелика Сидорова ҫӳллӗше сиксе чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.

Чемпионат Мускавра нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ. Анжелика Сидорова 4.70 метр ҫӳллеше сикме пултарнӑ. 4.65 метра вӑл виҫҫӗмӗш хутӗнче ҫеҫ парӑнтарнӑ. 4.70 метра вара пӗрре сиксех каҫнӑ. 4.80 метра Анжелика илеймен. Ҫапах вӑл Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ.

Чемпионатра пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнисӗр пуҫне Анжелика Сидорова Раҫҫейӗн хӗллехи Гран-принче ҫӗнтернӗ. Унта шӑчӑпа сиксе вӑл 100 пин тенкӗлӗх чек илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65350
 

Спорт

Чӑваш спортсменкисем армрестлинг енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвне каймашкӑн путевкӑсем ҫӗнсе илнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 17-20-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнчи Раменское хулинче юниорсен хушшинче Раҫҫей тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта спортсменсем Европа тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсене каймалли путевкӑсемшӗн вӑй виҫнӗ.

Пирӗн спортсменсем мӗн пур виҫере палӑрнӑ. Эльмира Алеева тата Марина Ковалевская иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Анна Гаврилова вара пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ҫапла пирӗн хӗрсем Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Вӗсем ҫу уйӑхӗнче Румынире иртекен Европа ӑмӑртӑвне хутшӑнӗҫ. Юпа уйӑхӗнче вара Болгарие тӗнче ӑмӑртӑвне кайӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65347
 

Спорт Лана Прусакова
Лана Прусакова

Чӑваш Енри фристайл ӑсти Лана Прусакова ӗнер ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Лана Прусакова Норвегире иртекен ҫамрӑксен хӗллехи II Олимп вӑййине (вӑл нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 21-мӗшӗччен тӑсӑлӗ) хутшӑннӑ. Хӑй вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан, 15 ҫулта. Олимп резервӗн 2-мӗш ача-пӑчапа спорт шкулӗнче пултарулӑха туптаканскер ҫамрӑксен Олимп вӑййине пике слоупстайл (акӑлчанран ку сӑмаха ту хысакӗнчен йӗлтӗрпе ярӑнса анни тесе куҫарма пулать) енӗпе ӑмӑртнӑ. Ку дисциплинӑна Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви кӑткӑс тата пӑхма илемлисенчен пӗри тесе хаклать.

Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрне Лана Прусаковӑна фристайлӑн слоупстайл енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Никита Васильев ӑсталӑха туптама пулӑшнӑ.

 

Спорт Вячеслав Акимов
Вячеслав Акимов

Пирӗн ентеш биатлон марафонӗ енӗпе иртнӗ Раҫҫей емпионатӗнче чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Тӗмен облаҫӗнчи Уватра иртнӗ.

Тупӑшу ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Чӑваш спортсменӗ Вячеслав Акимов пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илсе чемпион ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

Вячеслав 40 ҫухрӑмлӑ дистанцире пӗрле вӗренекен Павел Магазаеева 30 ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ. Павел ӑмӑртура Чӑваш Ен тата Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗленӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тӗмен спортсменӗ Иван Печёнин тухнӑ.

Акимов 4 хутчен йӑнӑшнӑ. Тепӗр чӑваш спортсменӗ Павел Охотников вара дистанцие 9-мӗш вӗҫленӗ.

 

Спорт

Ҫӗрпӳ районӗнче те йӗлтӗр сырса старта тухнӑ. Анчах вӗсем пӗр кун маларах, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, ӑмӑрту ирттернӗ.

Спорт мероприятийӗ Олимп ҫулӑмне чӗртнинчен пуҫланнӑ. Ӑмӑртӑва 2,5 пин ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳсем вӑй-хал культурипе туслӑ пулма, спорта юратма чӗнсе каланӑ.

Олимп ҫулӑмне чӗртме республика шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусен призерне Артем Рахматова шаннӑ. Кун хыҫҫӑн старт пуҫланнӑ. Малтанах чи пӗчӗккисем 100 метр чупнӑ. Чи асли Константин Шаткин пулнӑ. Вӑл — 83 ҫулта. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарнӑ, парнепе савӑнтарнӑ.

Унччен малтан эпир 83-ри Вера Орлова та йӗлтӗр ҫине тӑни пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65337
 

Спорт

Ыран, эпир маларах пӗлтернӗччӗ, Раҫҫейӗпех йӗлтӗр ҫине тӑрӗҫ. Чӑваш Ен те «Йӗлтӗрӗ йӗрӗ — 2016» акцие хутшӑнӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: спорт уявне хутшӑнакансем кашни ҫулах чылаййӑн. Унта ватти те, вӗтти те хаваспах хутшӑнать. Вера Афанасьевнӑна чылайӑшӗ пӗлет. Вӑл наци тумне тӑхӑнса, ӗлӗкхи йӗлтӗре сырса тухнӑччӗ. Кӑҫал та вӑл йӑлинчен пӑрӑнас темен. Вӑл мероприятие хутшӑнмашкӑн заявка панӑ.

Вера Афанасьевна — 83 ҫулта. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле икӗ мӑнукне 4-ри Стефания Юрьевӑпа 2-ри Эмилия Юрьевӑна илет. Вӗсем ҫапла сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласшӑн.

Ахӑртнех, Вера Афанасьевна ыран «Йӗлтӗр йӗрӗ — 2016» акцире чи асли пулӗ.

 

Спорт

Чӑваш спортсменӗсем слоуп-стайл енӗпе иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ. Вӗсем тупӑшура малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Ӑмӑрту Ленинград облаҫӗнчи «Холотая долина» ту йӗлтӗрӗн курортӗнче иртнӗ. Наградӑсене тивӗҫессишӗн 34 каччӑ тата 30 хӗр тупӑшнӑ.

Чӑваш спортсменӗсем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Лана Прусакова хӗрсен хушшинче чи лайӑххи пулнӑ. Дмитрий Мулендеев вара иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Лана Прускова, ҫӗршыв чемпионки, темиҫе кунран ҫамрӑксен хӗллехи Олимп вӑййинче вӑй виҫӗ. Вӑл Норвегири Лиллехаммерта иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65332
 

Спорт

Нарӑс уйӑхӗн 4–7-мӗшӗсенче Алтай крайӗнчи Барнаул хулинче хӗрсемпе каччӑсен хушшинче кире пуканӗ йӑтас енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ, маттурлӑхӗпе палӑрнӑ.

Ӑмӑртӑва Шупашкарти 27-мӗш шкулта 9-мӗш класра ӑс пухакан Августина Павлова кайнӑ. Маттур хӗр унта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, Раҫҫей рекордне те ҫӗнетнӗ.

Ӑмӑртӑва пирӗн ҫӗршыври 37 регионти 400 ытла ҫӑмӑл атлет хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди пулнӑ. Августина тупӑшӑвӑн пӗрремӗш кунхинех ҫитӗнӳ тунӑ: пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Вӑл хӑйӗн виҫе категорийӗнче, 53 килограмм тайманнисен йышӗнче, Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Тени ялӗнче пурӑнакан ватти-вӗтти пӗрле пухӑнса спорт уявне пуҫтарӑннӑ. Вырӑнти тӳре-шара мероприятие нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑна вӗсем Спортӑн хӗллехи енӗсен кунне халалланӑ.

Спортӑн хӗллехи енӗсен кунне пирӗн ҫӗршывра икӗ ҫул каялла кӑна ирттерме йышӑнчӗҫ. Ӑна Сочинче иртнӗ Олимпиадӑна уҫнӑ кун палӑртаҫҫӗ.

Тенинче ҫӑматӑ пемелле тупӑшас шухӑша вӑл тӑрӑхри ял администрацийӗ тата хӗрарӑмсен вырӑнти канашӗ тытнӑ.

Ӑмӑртӑва пуҫтарӑннисене Тени ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Васильева саламланӑ.

Урана ҫӑматӑ тӑхӑннисем кӑна мар, урӑх йышши атӑ-пушмакпа пынисем те ялти спорт уявне кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Тени шкулӗнчи тӑххӑрмӗш класс ачисем юрӑ-ташӑпа хаваслантарнӑ.

 

Спорт

Елчӗк районӗнче ӗнер йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхри пӑхаттирсем кӑна мар, республикӑн тӗрлӗ районӗнчен пухӑннӑ.

Елчӗксем ку ӑмӑртӑва 29-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта хутшӑннӑ алла яхӑн вӑйпитти СССР спорт маҫтӑрӗсен Клементьевсен парнисемшӗн тупӑшнӑ.

Ӑмӑртӑва йывӑр атлетикӑн Елчӗк районӗнчи федерацийӗн ертӳҫи П.А. Скворцов, «Улӑп» спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Григорьев уҫнӑ. Тӗп тӳре пулса Б.Д. Клементьев хакланӑ.

Пӗрремӗш вырӑна Елчӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ. Иккӗмӗшӗнче — Кивӗ Эйпеҫ тӑрӑхӗнчисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Курнавӑш енчисем. Мала тухнисене Хисеп грамотисемпе кӑна мар, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ. Мала тухнӑ ушкӑна куҫс ҫӳрекен Кубок та лекнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, [89], 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, ... 150
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 07

1980
45
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
45
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй