Ҫулсерен Раҫҫейре ҫӗр-ҫӗр ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилет. Шел те, Чӑваш Енре те кунашкал тӗслӗхсем пур.
Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр пирӗн республикӑра 250 ытла ҫын эрех ӗҫсе вилнӗ. Пӗтӗмпе вара 1044 ҫын эрех-сӑрапа наркӑмӑшланнӑ. Кусем – шута илнӗ тӗслӗхсем ҫеҫ. Пульницӑна пулӑшу ыйтма пыман ҫынсем вара мӗн чухли паллӑ мар.
2015 ҫулпа танлаштарсан, 2016 ҫулта эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен йышӗ 20 процент чакнӑ. 2015 ҫулта 1330 ҫын эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хӑйсене япӑх туйнӑ. 2016 ҫулта вара кунашкал 1044 тӗслӗхе шута илнӗ.
Пӗлтӗр эрехпе наркӑмӑшланса 257 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2015 ҫулта вара кӑштах нумайрах – 364 ҫын.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра право йӗркипе тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци ларӑвне ирттернӗ те унта тӗп ыйтусенчен пӗри халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫипе тивӗҫтересси пулнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫ укҫин парӑмӗ 6 организацире пухӑнса кайнӑ, 66,4 млн тенке ҫитнӗ. Нарӑс уйӑхӗнче парӑмӑн сахал мар пайне чакарма май килнӗ, хальлӗхе вӑл 16,5 млн тенкӗ тӑрса юлнӑ.
Хысна учрежденийӗсем парӑмлӑ мар. Ҫав вӑхӑтрах панкрута тухма хатӗрленекен предприятисен шӑпи вара пӑшӑрхантарать. «Оперативлӑ информацисемпе кулленех ӗҫлеме пӗлмелле. Граждансен прависене вӑхӑтра хӳтӗлемелле. Енчен те организацисен панкрута тухас хӑрушлӑх пулсан, ҫынсене те кун пирки пӗлтермелле. Тӑтӑшах ӗҫ коллективӗсемпе курса калаҫмалла, халӑха пӑтӑрмахран сирсе хӑварма тӑрӑшмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Чӑвашстат республикӑри ҫынсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутланӑ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫынсен шалӑвӗ, 2015 ҫулпа танлаштарсан, 6,9 процент ӳснӗ.
Пӗлтӗр республикӑра пурӑнакан ҫынсем вӑтамран 22736,3 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Ӑҫта вӑй хуракансем ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ-ха? Ӑслӑлӑх тӗпчевӗ енӗпе ӗҫлекен компанисенче (44,9 пин тенкӗ), финанс ӗҫӗн организацийӗсенче (37 пин тенкӗ), социаллӑ страхлав компанийӗсенче (34 пин тенкӗ), электрохатӗр кӑларакан предприятисенче (35,6 пин тенкӗ).
«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унӑн Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. «Чӑвашавтотранс» пуҫлӑхне суйламалли конкурс ҫывӑх вӑхӑтра иртмелле.
Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин предприятийӗ шутланакан «Чӑвашавтотранса» сыватасси ҫинчен шухӑшлать. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе турттарма тата автотранспорт туянма хыснаран ҫулсерен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑх енчен чылай пулӑшсан та унта укҫа-тенкӗпе экономика енчен йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ: тупӑш курасси иртнӗ ҫул унчченхинчен 5,6 процент сахалланнӑ, пассажирсене турттарасси юлашки тӑватӑ ҫулта 22 процент чакнӑ. Куншӑн предприятин менеджментне ӳпкелеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑ.
Ҫурт-йӗре регистрацилеменнисене ӳлӗмрен налук нумайрах тӳлеттерме тытӑнӗҫ. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, налук виҫине кӑҫалтан ӳстерӗҫ. Унччен, калӑпӑр, ҫӗршӗн 4 пин налук тӳленисем (кунти тӗслӗх Мускав облаҫӗ пирки пырать) малашне 8 пин кӑларса хурӗҫ.
Паян Раҫҫейре уйрӑм ҫурт-йӗр валли 16 миллиона яхӑн гектар ҫӗр уйӑрнӑ иккен. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫинче пӳрт хӑпартса лартнӑ, анчах ӑна регистрацилементен пурлӑх налукӗ хураймаҫҫӗ. Хыт-хура кашласа ларакан участоксем 5 миллиона яхӑн-мӗн.
Мускав облаҫӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви РФ Налук кодексне улшӑну кӗртме сӗнесшӗн: регистрацилемен пӳрт хуҫисене ҫӗр налукне пысӑклатнӑ коэффициентпа тӳлеттерме пуҫласшӑн. Кунта пахча тата дача ҫурчӗсене те кӗртме пултарӗҫ.
Сывлӑх сыхлавӗ валли оборудованипе ытти хатӗр-хӗтӗр илнӗ чух регионсем епле тӑкакланнине тишкерекенсем танлаштармалла мар япаласене танлаштарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, «Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленине эпир пӗлтернӗччӗ.
Район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер видеоконференцире Алла Самойлова комисси малалла ӗҫленине пӗлтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр сывлӑх сыхлавӗ валли 4 миллиард та 885 миллион тенкӗлӗх патшалӑх закупки пулнӑ. Конкурс ирттерсе илнине пула хысна тухӑҫлӑхӗ 600 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Чӑвашстат Чӑваш Енри халӑх йышне шутланӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра1235992 ҫын пурӑнать. Иртнӗ ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ку кӑтарту 1236628 ҫынпа танлашнӑ.
Республикӑра халӑх йышӗ чакса пырать. Хуласенче 766202 ҫын пурӑнать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 8138 ҫын ытларах. Ялсенче 469790 ҫын кун кунлать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 8774 ҫын сахалрах.
Халӑх ытларах Шупашкарта тӗпленнӗ: 489158 ҫын. Муниципалитетсен хушшинче чи нумай йыш – Шупашкар районӗнче (62415). Унтан - Ҫӗрпӳ районӗ (35991), Канаш районӗ (35726). Чи сахал йыш – Ҫӗмӗрле районӗнче (9127).
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Йӗпреҫ районӗнче пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллашма Шупашкартан пырса ҫитнисене вырӑнти тӳре-шара хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫ пирки отчетланӑ.
Республикӑран кайнисем те трибуна умне тухнӑ. Михаил Игнатьев обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗпе район Чӑваш Енре чи начарри пулнишӗн ӳпкеленӗ.
Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫи, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Малов йӗпреҫсене хӳтӗлеме пӑхнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатланури тавар ҫаврӑнӑшӗ чакнин сӑлтавӗнчен пӗри уйрӑлакансен хисепӗ 12 процент сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Николай Малов шучӗпе, ҫемьесем арканманнине кура «килте лайӑхрах та тутлӑрах пӗҫереҫҫӗ».
«Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Тӑван республикӑмӑр хыҫҫӑнхисем — Брянск облаҫӗ, Алтай, Ханты-Мансийск тата Тутарстан.
Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Экономика министерствин, Финанс министерствин, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн, Пурне те тивӗҫ медицина страхлав фончӗн территорири органӗн пайташӗсем хаҫат илсе кӑтартнине хаклӗҫ.
Кӑҫалхи хӗл сивӗ пуласси пирки унчченех калаҫрӗҫ. Ку тӳрре тухрӗ. Шартлама сивӗ шӑтӑртаттарать кӑна. Уйрӑмах – айлӑмра вырнаҫнӑ ялсенче. Унта ҫӗрлесерен сывлӑш температури 38 градус таран анни те пулнӑ. Юлашки 100 ҫулта Мусквра мӗнле хӗлсем пулнӑ. Хӑшӗсем асра юлнӑ?
1993-1994 ҫулсем — чи юрлӑ хӗл. Ун чухне сывлӑш температури темиҫе хутчен улшӑннӑ. Раштав, кӑрлач уйӑхӗсем ытти чухнехи пекех тӑнӑ. Анчах кӑрлач вӗҫӗнчен пуҫласа нарӑс варриччен сивӗтнӗ. Хӗле ӑсатма хатӗрленнӗ ҫеҫ — нарӑс вӗҫӗнче юр ҫума тытӑннӑ. Темиҫе кунра кӗртсем ӳссе ларнӑ – 3 ҫулти ача ҫӳллӗшех. Кунашкалли хальлӗхе пулман-ха.
1954-1955 ҫулсем — юрсӑр хӗл. Ун пекки те пулнӑ. Хӗлӗпе те 46 миллиметр хулӑнӑш юр ҫунӑ. Ҫанталӑк кӗркуннене аса илтернӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче ҫеҫ сивӗтнӗ. 1964, 1972, 1985 ҫулсенче те юр сахал ҫунӑ.
2010-2011 ҫулсенчи хӗл мускавсемшӗн тӑкаклӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн унта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Мускаври аэропортсем ӗҫлеменрен Мускав ҫыннисем малтанах палӑртса хунӑ ҫӗршывсене канма каяйман. Чукун ҫул вокзалӗнче те электроэнергипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |