
Паян, раштавӑн 15-мӗшӗнчен, Шупашкарта елка пасарӗсем ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем раштавӑн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ.
Пӗтӗмпе 15 вырӑнта чӑрӑш сутаҫҫӗ: Трактор тӑвакансен проспекчӗ («Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, 45-мӗш тата 71-мӗш ҫуртсем патӗнче), Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт, Ильбеков урамӗнчи 7/2-мӗш ҫурт, Хузанкай урамӗнчи 22-мӗш ҫурт, К. Маркс урамӗнчи 52-мӗш ҫурт, Павлов мичман урамӗнчи 39-мӗш ҫурт, Энтузиастсен урамӗ (31-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче тата «ДК Салют» чарӑну патӗнче), Эльгер урамӗ (фермерсен мини-пасарӗнче), Афанасьев урамӗ (суту-илӳ картишӗнче), Мускав проспектӗнчи 40-мӗш ҫурта («Ахазов урамӗ») чарӑну патӗнче, М. Горький проспекчӗ («Арктика» лавкка патӗнче).
Раштавӑн 20-мӗшӗнче вара Хӗрлӗ тӳремре Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

«Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санаторири кафене сутса яма шутланӑ.
Унӑн хакӗ – 15 750 000 тенкӗ. «Уралочка» кафе 339.1 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать. Вӑл Йӑламра, Санатори урамӗнче вырнаҫнӑ.
«Чӑваш Ен» Йӑлӑмри Сосновка поселокӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1977 ҫулта тума пуҫланӑ, 1984 ҫулта хута янӑ.

Шупашкарти Чапаев поселокӗнче «Атал» стадион умӗнче ларёксем уҫса тултарнӑ. Унччен унта маршруткӑсем хӑйсен рейсӗсене кӗтсе ларнӑ.
Темиҫе ҫул каялла Шупашкарта суту-илӳ павильонӗсене хупма тытӑнчӗҫ, ҫавна тӳре-шара киосксем хулана сӑнсӑрлатнипе сӑлтавларӗҫ. Халӗ, ав, каллех павильонсем уҫӑлма пуҫларӗҫ. Ӑна-кӑна тӗшмӗртекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсенче санитари нормине пӑхӑнса ӗҫлеме май ҫук, мӗншӗн тесен канализаци тата шыв ҫук. Ҫӗр лаптӑкне кама тата мӗнле майпа уйӑрса пани те иккӗлентерет тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Чӑваш Енри пӗр сутуҫӑ темиҫе мандарин вӑрланӑ икӗ ачана тӗлӗнсе каймалла майпа явап тыттарас тенӗ. Кун пирки Марина Ахмедова журналист, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен канаш членӗ Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.
11-ти арҫын ачапа 13-ри хӗрача сентре ҫинчи темиҫе мандарина вӑрланӑ. Ҫавӑншӑн сутуҫӑ вӗсене ҫын ҫук ҫӗре лартса кайнӑ. Унта вӑл пите зелёнка сӗртерттернӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн ӑна йӗрке хуралҫисем тупнӑ. Арҫын хӗрачаран каҫару ыйтнӑ, арҫын ачаран та каҫару ыйтнине пӗлтернӗ.
Вӑл 4 ача ашшӗ-мӗн. «Айӑпа кӗрсен хӑйӗн ачисене епле явап тыттарни пирки шухӑшлама та хӑрушӑ», — тесе ҫырнӑ Марина Ахмедова.

Чӑваш Енри фермерсен пӗрремӗш агромаркечӗ ута уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Кун пирки республика Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ.
Аса илтерер, агромаркет ячӗ - «Пехет». Вал «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗн цоколь хутӗнче вырнаҫӗ.
Унччен пушӑ пулнӑ лаптӑк калама ҫук илемленсе кайнӑ-мӗн. Унта халӗ - йывӑҫ витринӑсем, илемлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр, капарлатнӑ колоннӑсем. Унта кӗрсен чӑваш наци элемӗсем куҫа тӑрӑнаҫҫӗ. Вырӑнти художниксем чуна парса ӗҫленӗ.
«Пехет» 40 ытла фермер продукцине туянма май килӗ: аш-пӑшпа сӗт-ҫу, сыр, пыл, чей, пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми, ҫӑкӑр, пулӑ тата ытти те пулӗ. Унсӑр пуҫне халӑх промыслисемпе паллашма тата наци сувенирне туянма май килӗ.
Агромаркета 5-мӗш тата 13-мӗщ маршрутсемпе ҫитме меллӗ.

Шупашкарта ку уйӑхӑра «Пехет» агромаркет уҫӑлӗ. Вӑл «Каскад» суту-илӳ центрӗн цоколь хутӗнче пулӗ. Унта общество апатланӑвӗн 4 вырӑнӗ, 8 павильон, 76 фермер вырӑнӗ тата вырӑнти производительсем валли 12 яхӑн зона пулӗҫ.
Агромаркет уҫас шухӑш 2021 ҫултах ҫуралнӑ. Ӑна уҫма темиҫе хутчен те хӑтланнӑ, анчах каярах вӑхӑта куҫарса пынӑ. Хальхинче вара чӑнах та уҫӑлассине ҫирӗплетсе калаҫҫӗ.
Чӑваш Ен премьерӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп строительство ӗҫӗсем вӗҫленнӗ.

Чӑваш Енре ОЗОН компанин сортировка пункчӗ уҫӑлма пултарать. Ку хыпара Телеграмри «Пруинчен малтан» каналта пелтерне.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ ку ыйтӑва «Озон Холдинг» представителӗсемпе Санкт-Петербургра иртекен экономика форумӗнче сӳтсе явнӑ.
Пункта республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчен пӗринче хута ярасшӑн.

Шупашкарта общество транспорчӗн ҫӗнӗ чарӑнӑвне уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӑл «Каскад» суту-илу ҫуртне 30-мӗш атвоҫул енчен кӗнӗ ҫӗрте пулӗ.
Вырӑнта туса илекен апат-ҫимӗҫе сутакан агромаркет маларах асӑннӑ суту-илу ҫурчӗн цоколь хутӗнче пулӗ. «Пехет» ят панӑскерте 4,2 пин тӑваткал метр лаптӑк йышӑнӗ. Унта 4 обществӑлла апатлану точки уҫӗҫ, 8 павильон, 76 фермер вырӑнӗ пулӗ.
Агромаркета уҫиччен вӑхӑт нумай та юлман. «Концепцие ҫирӗплетнӗ, подрядчик ӗҫлет, сентерсене вырӑнта тавар туса илекенсене ҫирӗплетсе памалла. Анчах кунта килсе ҫӳрекенсене мелле пултӑр тесен тепӗр ыйтӑва татса памалла: агромаркетпа юнашар общество транспорчӗн ҫӗнӗ чарӑнӑвне уҫмалла», – тенӗ Чӑваш Енӗн Правительство пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов.
Чарӑну ятне е «Пехет» агромаркет, е «Каскад» суту-илу сурчӗ тесе ят парӗҫ. Ку ыйтӑва хула администрацийӗнчи ятарлӑ комисси татса парӗ.

Чӑваш Енре кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса каҫхине эрех сутма чарӑнӗҫ. Кун пек чару каҫхи 10 сехетрен пуҫласа ирхи 9 сехетчен пулӗ.
Суту-илӳ правилине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Ен Правительстви ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йышӑннӑ. Документа Министрсен Кабинечӗн пӳлӗмӗн председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Ҫӗнӗлӗх нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ, подъезд енчен кӗмелле тунӑ лавккасене тата цокольпе нӳхрепсенчи суту-илӳ залӗсене пырса тивӗ.

Ҫитес канмалли кунсенче Шупашкарта, ял хуҫалӑх ярмӑрккисем уҫӑлӗҫ. Вӗсем ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен кашни шӑматкунпа вырсарникун 9-14 сехетсенче ӗҫлӗҫ.
Ярмӑрккӑсем виҫӗ лапамра вырнаҫӗҫ: «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер урамӗнчи 11-мӗш «а» ҫурт умӗнчи фермер суту-илӳ речӗсенче.
