Чӑваш Енре лавкка шучӗ нумайланнӑ. Пӗлтӗр сутӑ тӑвакан, халӑха пулӑшу паракан 409 объект ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ е юсанӑ хыҫҫӑн туянакансене тепӗр хут йышӑнма пуҫланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономиника министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хайхи объектсенчен 272-шӗ — ваккӑн сутакан лавккасем, 66-шӗ – кафе-апатланмӑш таврашӗ, 69-шӗ – йӑлари пулӑшупа тивӗҫтерекен салонсем.
Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, потребитель рынокӗнчи объектсен шучӗ, унчченхи ҫулхипе танлаштарсан, 9,7% ӳснӗ. Унсӑр пуҫне лавкка-салонсем уҫӑлни пӗлтӗр суту-илӳ тытӑмӗнче 1778 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панӑ.
Палӑртса хӑварар, паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 6 пине яхӑн суту-илӳ вырӑнӗ, йӑлари пулӑшупа тивӗҫтерекен 2300 ытла салон, халӑха апатлантаракан 1100 кафе-ресторан ӗҫлет.
Йӗркелӗх хуралҫисем Шупашкарта пурӑнакан арҫынран 200 ытла кӗленче суя эрех туртса илнӗ. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») портал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службин хыпарӗ тӑрӑх пӗлтернӗ.
Хайхи усламҫӑ суя эрехе ялан туянакан ҫынсене кӑна сутнӑ пулин те полици ӗҫченӗсен темиҫе ҫӗрте упранӑ продукцие тупса палӑртма тата туртса илме май килнӗ. Унсӑр пуҫне пакунлисем контрафактлӑ алкоголь продукцине кам кӳрсе панине те пӗлме пултарнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар арҫынни суя акциз маркиллӗ 200 ытла кӗленче шурӑ эрехсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавна май следстви управленийӗ ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем халӗ ӑна хӗрсе кайсах тӗпчеҫҫӗ. Халӑхра суя эрехе саккунсӑр майпа сарнӑ арҫын айӑплавран хӑтӑлаймӗ.
Яланах ҫапла. Суя эрех-сӑра сутакансем Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн чӗрӗлсе тухаҫҫӗ. Ку тапхӑрта, пурте шуйханнӑ хушӑра, саккунлӑ мар тавара та сутса укҫа тума пулать-ҫке-ха. Ҫакна пакунлисем те шута илмеҫҫӗ мар. Паян Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен уйрӑмӗн ӗҫченӗсем рейда тухнӑ та тӳрех сутлӑха саккунсӑр кӑларнӑ тавара тупса палӑртнӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗсем сакӑр ангарта тӗнчипе паллӑ фирмӑсем ячӗпе кӑларнӑ 90 курупка эрех, коньяк, виски тата шампань эрехӗ асӑрханӑ, вӗсене пурне те суя акциз маркисемпе туса кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхра 60 кӗленче сӑмакун тата 600 фанфурик пулнӑ. Усламҫӑ ҫав таварсене йӳнӗ хакпа сутнӑ.
Йӗпреҫри «Пятерочка» лавккара юрӑхсӑра тухнӑ таварсем сутнӑ. Ҫакна прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май хуҫине — тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӗве — судпа айӑпланӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернипе килӗшӳллӗн, хайхи лавккара темиҫе кӑлтӑк та асӑрханӑ. Акӑ, сӑмахран, сентресем ҫинчех усӑ курма юранӑ вӑхӑт иртнӗ сӗт юр-варӗ, канфет-печени, ҫӑкӑр-булка, шӑнтнӑ пулӑ выртнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхри тӑватӑ торта хӑҫан пӗҫерсе кӑларни паллӑ пулман.
Тӗрӗссипе вара ҫакӑ – саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни. Ҫапла майпа тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура ӗҫченӗсем тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӳ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ вара пӗрлешӗве 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ҫак арҫын 1 399 тенкӗ тӑракан парфюм шывне вӑрланӑ. Шупашкарти Калинин районӗн сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрла Скворцов хушаматлӑ арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ «Магнит Косметик» лавккана кӗнӗ. Хайхискер «Lacost Natural» парфюм шывне кӗсьене чикнӗ те алӑк патне утнӑ. Сутуҫӑ ӑна таваршӑн тӳлеме ыйтнӑ, ку вара хӑлхине те чикмен.
Ҫакна пула унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Мӗншӗн приговор ҫав тери ҫирӗп-ха? Нивушлӗ парфюм шывӗ вӑрланӑшӑн 7 ҫул кирпӗч шутламалла? Арҫынна ҫирӗп айӑплама сӑлтав пулнӑ-мӗн. Вӑл унччен судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.
2008 ҫулта Ижевск «Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑркка» иртнӗ. Ҫак мероприятие ирттересси унтанпа йӑлана кӗнӗ, халь унта 14 ҫӗршыв хутшӑнать.
Шупашкарта иртекен ярмӑрккана Раҫҫейри 70 предприяти хутшӑнӗ. Унта Каспи сельдне, пичкере тӑварланине, вӑлча, Якути пуллине илсе килӗҫ. Ярмӑрккана килекенсем аш-какай, вырӑс кӑмакинче пӗҫернӗ хур, аҫтӑрхан майӑрӗпе хатӗрленӗ кролик, пӑши какайӗнчен тунӑ кӑлпасси тата ытти ҫимӗҫе тутанма пултарӗҫ.
Абхазири, Беларуҫри шурӑ сыра, Сербири ҫырлапа кӑмпана, техӗмлӗ чей, пыл, мӑйӑр таврашӗ те туянма май пулӗ.
Ҫимеллисӗр пуҫне тумсем те пулӗҫ. Ярмӑркка «Мегастрой» гипермаркет умӗнче юпа уйӑхӗн 25–29-мӗшӗсенче иртӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 25-мӗшӗччен таварсен хакӗ епле вылянине Чӑвашстат тишкернӗ, пӗтӗмлетӗве Чӑваш Енӗн Экономика министерстви хӑйӗн сайтӗнче пичетленӗ. Ӑна тишкерсен куллен кирлӗ хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хакланни курӑнать.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ тапхӑрта кишӗр 22% (6,5 тенкӗ), ҫӗр улми 21% (4,6 тенкӗ), пуҫлӑ сухан тата панулми 15% (3,8 тата 13,4 тенкӗ), купӑста 14% (1,9 тенкӗ), сахӑр 14% (5,6 тенкӗ), хуратул 5% (2,1 тенкӗ), вермишель 3% (1,1 тенкӗ) йӳнелнӗ.
Сысна какайӗн, кӑлпассин, ӳсен-тӑран ҫӑвӗн, хӑйман, тӑварӑн хакӗсем вара улшӑнман.
Ҫав вӑхӑтрах чӑх ҫӑмарти хакӗ 14% таран ӳснӗ. Унсӑр пуҫне тӑпӑрчӑ — 6,7 тенкӗ, чей — 18,1 тенкӗ, 1 тата 2-мӗш сортлӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр — 1 тенкӗ, шӑнтнӑ пулӑ — 3 тенкӗ, сыр 6,6 тенкӗ хакланнӑ.
Паян Шупашкарти темиҫе учреждение йӗрке хуралҫисем пӗр харӑс пырса кӗни паллӑ. Кун пек сисчӗвленнин сӑлтавне официаллӑ органсем пӗлтернине хальлӗхе курмарӑмӑр.
«ПроГород» кӑларӑм пӗлтернине ӗненсен, йӗрке хуралҫисем ҫавӑрса илнӗ учрежденисенче полицейскисем, васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, й темиҫе учреждение мина хунӑ сӑмах йӗрке хуралҫисене ирхи 11 сехетре ҫитнӗ имӗш. Мина хунӑ тенисен шутӗнче «Дом торговли», «Звездный», «Рябинка», «Шупашкар», «Лидер» тата «Восточный» суту-илӳ ҫурчӗсене асӑннӑ. Тет хыҫҫӑн кайсан Шупашкар хула администрацийӗнчен, «Эльбрус» бизнес-центртан, «Раҫҫей», «Атӑл» тата «Чӑваш Ен» хана ҫурчӗсенчен ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ имӗш.
Шупашкарӑн Мускав районӗнче эрехе саккуна пӑсса сутакансене тӗрӗслемелли рейдсем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Кун пирки асӑннӑ районӑн официаллӑ сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Ҫӗрле эрех сутма чарнине аса илтернӗ май кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 12 протокол ҫырнине палӑртнӑ.
Чӑн та, ҫӗрле эрех таврашне кафесемпе ресторансенче ҫеҫ сутма юрать, кӗленче тыттарса яракан лавккасем Раҫҫейӗн Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунне пӑсаҫҫӗ. Маларах ку енӗпе саккуна улшӑнусем кӗртнӗччӗ, кунӗн-ҫӗрӗн эрех сутса ларакансем тӗлӗшпе йӗркене хытарнӑччӗ.
Шупашкар хулин Мускав районӗ яваплӑ специалистсемпе йӗркеленӗ ятарлӑ рейдсенче асӑрханӑ пӑтӑрмахсем пирки протоколсене суту-илӳ точкисен хуҫисен ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та Шупашкарта кӑна мар, республикипех «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫлӗ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Кӑҫал ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Шупашкарти пур микрорайонта та ял хуҫалӑх продукцийӗпе сутӑ тӑвӗҫ.
Аса илтерер: пӗлтӗр ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Ҫав тапхӑрта 1736 тонна ял хуҫалӑх продукцине сутнӑ. Пӗтӗмпе 21,9 миллион тенкӗлӗх сутнӑ. Ҫав шутра ҫынсем 1343 тонна ҫӗрулми туяннӑ. Ытти пахча ҫимӗҫе – 393 тонна.
Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче ватӑ тата сусӑр ҫынсене тавара тӳлевсӗрех киле ҫитерсе параҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |