ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре санитари авиацийӗн вертолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ку 2020 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче пурнӑҫланмалла.
Санитари авиацийӗн вертолечӗсем Чӑваш Енри кӗрсе ҫӳреме йывӑр ялсене ҫитӗҫ, тухтӑрсем пациента пулӑшу парӗҫ. Сӑмах май, кунашкалли республикӑра унччен те пулнӑ: СССР вӑхӑтӗнче ҫак тӗллевпе пысӑках мар Ан-2 самолетсемпе усӑ курнӑ. Вӗсем ытларах чухне «Шупашкар – Улатӑр» маршрутпа вӗҫнӗ. Халӗ вара Чӑваш Енре санитари авиацийӗ ҫук.
Владимир Викторов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вертолетсем туянас, вӗсем валли анса лармалли 6 лапам тӑвас енӗпе калаҫусем иртеҫҫӗ.
Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫамрӑка амантнӑшӑн штрафланӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн «Hyundai Solaris» автомашинипе «А-151» автоҫулпа Ҫӗрпӳ район территорийӗпе васканӑ. Ҫулӗ те, ҫанталӑкӗ те начар пулнӑ. Руль умӗнчискер хирӗҫ ҫул ҫине асӑрхамасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл хирӗҫ килекен автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Колони ӗҫченӗн машининче пулнӑ 23-ри хӗр тата 24-ри каччӑ хытах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫавна сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
Колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-ха. Анчах вӑл унччен судпа айӑпланманнине, шар курнисене укҫа парса пулӑшнине, шар курнисем пусиле ӗе чарма ыйтнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынна суд штраф панипе ҫырлахнӑ. Ҫапла вара колони ӗҫченӗн 50 пин тенкӗ тӳлеме лекӗ.
Шупашкарти онкологи диспансерӗн — ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Ку пукана 41 ҫулти Алексей Казаков йышӑннӑ. Ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа коллектива паллаштарма ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов килнӗ.
Алексей Казаков онкодиспансерта 2015 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен вӑл тӗп тухтӑрӑн сиплев енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Алексей Александрович И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне «сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе пӗтернӗ, унтан «хирурги» тата «онкологи» специальноҫӗсемпе интернатурӑра вӗреннӗ.
Аса илтерер: онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ Лидия Воропаева суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене ыран ӗҫе велосипедпа кайма сӗнеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра ҫулсерен иртекен «На работу на велосипеде» (чӑв. Ӗҫе велосипедпа) акци пулӗ. Унта пирӗн республика та хутшӑнӗ.
Чӑваш Енӗн Физкультура тата спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци тӗллевӗ — пӗр-пӗр ӗҫпе велосипедпа кунсерен ҫӳреме меллине кӑтартса парасси. Ун валли ятарлӑ ҫипуҫ та, спортзалта хатӗрленни те кирлӗ мар.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, велосипедпа кашни кун ҫур сехет ярӑнниех сывлӑхшӑн усӑллӑ. Велосипедпа вӗҫӗм ҫӳрекенсем пульница хучӗпе ыттисенчен 15 процент сахал лараҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Велосипедпа 5 ҫухрӑм таран инҫӗше кайма уйрӑмах меллӗ. Ҫитменнине тата вӑл — экологи енчен сиенсӗр транспорт.
Вӑрнар районӗнчи тӗп пульницӑна кӳмери сусӑрсене кӗрсе тухма май ҫук. Ҫакна асӑннӑ тӑрӑхри прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.
Сиплев учрежденийӗ пандуссене вырнаҫтарма вырнаҫтарнӑ-ха, анчах ытла чӑнкине кура унта урапаллӑ ҫынна хӑпарса анма чӗр нуша иккен. Поликлиникӑна кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ пандуспа юнашар алӑпа тытӑнмалли те пулман.
Асӑннӑ учреждени кӑлтӑка пӗтерме тивӗҫлӗ мера йышӑнманнине кура прокуратура тӗп врач тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май надзор органӗ суда тавӑҫпах тухнӑ. Тавӑҫа сусӑрсен правине хӳтӗлесе ҫырнӑ. Пульницӑна саккун ыйтнине пӑхӑнма хистеме ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑлтӑка пӗтернине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Елчӗк районӗнче икӗ пӗчӗк ача инкеке лекнӗ. Вӗсем ҫывӑхри тарӑнах мар пӗвене путнӑ. Юлташсенчен пӗрне ҫӑлма май килнӗ. Теприн, 2013 ҫулта ҫуралнӑ шӑпӑрланӑн, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вилӗмрен ҫӑлӑннӑ ачан сывлӑхӗ те самаях хавшанӑ. Ӑна халӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сиплеҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи планеркӑра та ача вилӗмӗ пирки калаҫу пулнӑччӗ. Аса илтерер, Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта трактор кабинин хыҫалти чӳречинчен ача тухса ӳкнӗччӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине лекнӗ. Йывӑр суранланнӑскерӗн пурнӑҫне шурӑ халатлисем те ҫӑлса хӑварайман.
Шупашкарти пульницӑсенче черетлӗ хутчен Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче вӑл ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулӗ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Республикари клиника пульницин (Мускав проспекчӗ, 11-мӗш ҫурт) ҫынсене акушер-гинеколог тата невролог-эпилептолог йышӑнӗҫ. Вӗсем патне лекес тесен Call-центр урлӑ 45-95-58 номерпе шӑнкӑравламалла.
Хулари иккӗмӗш пульницӑра та Уҫа алӑксен кунӗ иртӗ. Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 53-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 1-мӗш номерлӗ поликлиникӑра кӑкӑр органӗсен флюорографине тутарма пулать. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен йышӑнӗҫ. Рентген пӳлӗмӗ вара ирхи 8-тан 13 сехетченех ӗҫлӗ. Акушер-гинеколог, невролог, травматолог, офтальмолог кӑнтӑрла иртни 14 сехетчен йышӑнӗҫ. Вӗсем патне лекес тесен электрон регистратура урлӑ малтанах ҫырӑнмалла.
Хулари тӗп пульницӑра невролог, офтальмолог, хирург, травматолог, уролог, эндокринолог, дерматолог, гинеколог, кардиолог, аллерголог, нефролог, ревматолог, пульмонолог, гастроэнтеролог, гериатр тата ытти хӑш-пӗр врач патне лекме май килӗ.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче «Частник» (чӑв. Уйрӑм ҫын) уйӑхлӑх иртет. Вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Профилактика мероприятине Гостехнадзор инспекцийӗпе Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ирттереҫҫӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче инспекторсем уйрӑм ҫынсем хӑйсен тракторӗсемпе тата мотоблокӗсемпе епле усӑ курнине хаклӗҫ.
Гостехнадзор инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри мӗнпур трактортан 60-а яхӑн проценчӗ — уйрӑм ҫынсен аллинче. Тракторсене тата хӑй тӗллӗн ҫӳрекен техникӑна теприсем тӗрӗслеттермеҫҫӗ. Ҫакӑ инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Юсавлӑ техника та асӑрханманнине каҫармасть. Вӑрнар районӗнче пӗчӗк ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри тимӗр укҫа ҫӑтса янӑ ачана пулӑшнӑ. Туртса кӑларса мар-ха. Пӗчӗкскере пульницӑна васкавлӑн ҫитерме.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар-Сурски» автоҫул ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ишек ҫывӑхӗнче, дежурствӑри инспектортан ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пӗр водитель пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл хӑйӗн виҫӗ ҫулти ывӑлӗ тимӗр укҫа ҫӑтса янине, Вӑрнар районӗнчи ҫемье пульницӑна кайма тухнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинче пӑкӑ кансӗрленӗ.
Ҫӳл-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн инспекторӗ, полицин капитанӗ Сергей Никифоров пӑтӑрмах пирки дежурство пайне пӗлтернӗ. Унтан вӑл ашшӗпе ывӑлне патруль машинине лартса Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ.
Вӑрнар районӗнче тӗлӗнмелле инкек пулса иртнӗ. Кун пирки ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Тӑваттӑри ывӑлне ашшӗ кабинӑна лартса хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Гостехнадзорӑн республикӑри инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Вязовский канашлурисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫавӑн чухне арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уйрӑм ҫынсем усӑ куракан техника тӗлӗшпе тимлӗх пушшех те кирлине асӑрхаттарнӑ. Паян, сӑмах май, республикӑра шута илнӗ 24,3 пин трактортан 61 проценчӗ — уйрӑм ҫынсен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |