Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫатмапа пуҫӗнчен тата питӗнчен ҫапнӑ. Тимӗр ҫатма ачашламасть ҫав ӗнтӗ — арҫын пульницӑра сипленмеллех аманнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ӗҫекен ҫын никама та савӑнтармасть те, арӑм чӑтайман курӑнать. Упӑшкине тарӑхнипе вӑл алла тимӗр ҫатма ярса илнӗ. Унпа икӗ хутран кая мар ислетнӗ.
Аллине ирӗке янӑ хӗрарӑма нумаях пулмасть суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне икӗ ҫул тесе палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн упӑшки пульницӑра сипленнишӗн укҫа тӳлемелле. Обязательнай медицина фондне. 31 пин тенке яхӑн. Пульницӑра сипленнин тӑкакӗ ҫавӑн чухлӗ пухӑннӑ иккен.
Канаш районӗнче пӗр уйӑхри ачка пиҫсе кайнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килмен.
Пӑтӑрмаха паян иртнӗ ЧР Министрсен кабинечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Инкек пирки республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх инкек ытларикун Мӑкӑр ялӗнче пулнӑ. Йӗркеллӗ ҫемьере. Ҫемьере икӗ пӗчӗк ача иккен. Кил хуҫи арҫынни ӗҫлет, арӑмӗ ачасемпе ларать.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче хӗрарӑм пӗчӗк пепкине икӗ ҫулти ачипе пӳртре хӑварнӑ. Урама вӑл самантлӑха ҫеҫ тухса кӗнӗ-мӗн. Пӳрте кӗнӗ вӑхӑтра кӗҫӗннин сӑпки ҫунма пуҫланӑ. Ӳчӗ пиҫсе кайнӑ ачана пульницӑна васкавлӑн илсе кайни те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май паман.
Кӑҫал пирӗн республикӑра тулаш сӑлтава пула 30 ача вилнӗ.
Канаш районӗнче нумаях пулмасть 4 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Иртнӗ эрнере Маяк, Ушанар, Вӑрӑмпуҫ, Тури Юнтапа ялӗсенче ҫӗнӗ ФАПсем алӑкӗсене уҫнӑ.
ФАПсене хальхи йышши медицина оборудованийӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унта сусӑр ҫынсемпе те кӳмепе кӗрсе ҫӳреме пултараҫҫӗ: пандус пур. ФАПра медицина процедурисем, вакцинаци, профилактика мероприятийӗсем тума пулать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Елчӗк тата Комсомольски районӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑр районӗнчи пайне хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Усал хыпара илсе ҫитерекенни — 62-ри хӗрарӑмӑн хӗрӗ.
Хӗрарӑм Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче пурӑнаканскер иккен. Амӑшӗ килте ҫуккине хӗрӗ асӑрханӑ. Кӳршӗ ялта пурӑнаканскер шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 13-18-мӗшӗсенче ҫухалма пултарнӑ. Ял ҫыннисем ӑна юпан 14-мӗшӗнче курнӑ.
Хӗрарӑма Улатӑр районӗнчи мӗнпур йӗрке хуралҫисем, сунарҫӑсем, ҫынсем шырама пикеннӗ. Шывсӑр тата апатсӑр халтан кайнӑ хӗрарӑма вӑрманта, Первомайски поселокӗнчен 1,5 километрта, ӗнер асӑрханӑ. Вадим Элюков участковӑй, пуҫиле шырав пайӗн оперуполномоченнӑйӗ Александр Тюгашкин тата полицин лейтенанчӗ Ильдар Маннанов аякран хӗрлӗ тутӑр курнӑ. Хӗрарӑм сивӗ ҫӗр ҫинче выртнӑ. Вӑл хускалайман та. Хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта инкек пулса иртнӗ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочи тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫивиттинчен персе аннӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи прокуратурӑра тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Рабочисем Эльмен урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫивиттине юсанӑ. Арҫынсенчен пӗри ҫурт тӑрринчен йӑтӑнса аннӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек вырӑнне прокуратурӑра ӗҫлекенсем, РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата полицейскисем пырса ҫитнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Озон» тулли мар яваплӑ общество (вӑл — управляющи компани) уйрӑм усламҫӑпа килӗшӳ тунӑ. Уйрӑм усламҫӑн ҫурт ҫивиттине юсамалла пулнӑ. Ҫав ӗҫре тӑватӑ рабочи тимленӗ, вӗсенчен пӗри шар курнӑ.
Шупашкарта троллейбус водителӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 12.24 статйин 2-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Ку статья ҫул-йӗр правилисене пӑсакансене е транспорта тытса пынӑ чух ҫынсен сывлӑхне вӑтам сиен кӳрекенсене пырса тивет.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта «Пульница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар вырӑнта 1-мӗш маршрут троллейбусӗ ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑччӗ. Пӑтӑрмах 14 сехет те 38 минутра пулнӑччӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви суранланнисен йышӗ 31 ҫынна ҫитнине пӗлтерчӗ ӗнер. Шар курнисенчен 10-шӗ – ачасем.
Инкек сӑлтавне прокуратура та тӗрӗслеме тытӑннӑ. Вӑл та тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма пултарать.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫамрӑксен юн вӗри те, вӗсенчен хӑшӗсем нимрен те хӑрама пӗлмеҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне шухӑ тытма юратаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Пӗччен пуҫтахлансан юрӗччӗ, пӗрле тусӗ те пулнӑ.
Ҫул пӑрӑнчӑкӗсенчен пӗринче машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарма тӑнӑ. Ҫавна сиссен руль умӗнчи каччӑ малалла «шӑлтарнӑ». Тепӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче вӑл «Приора» машинӑна пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре 21-ри каччӑ кӑшт кӑна суранланнӑ. «Приорӑн» 23-ри водителӗ аванах аманнӑ, «Жигулинчи» 18 ҫулти пассажир вара вилмеллех шар курнӑ. Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ.
Йытта тӑватӑ ураллӑ тус тесе усракансенчен хӑшӗсем ҫак чӗрчуна ҫынран та ытларах юратаҫҫӗ-ши?
Ҫӗркаҫ, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫре пурӑнакан Андрей Максимов ятлӑ ҫамрӑка йытӑ тапӑннӑ.
Каччӑ Первомайски урампа пынӑ. «Гавань» лавкка тӗлне ҫитсен вӑл йытӑпа утакан арҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра каччӑ ҫине овчарка сикме пуҫланӑ. Кӗҫех ҫыртса та илнӗ. Йытӑ хуҫи ним те тӑвайман. Сӑмсалӑх тӑхӑнтартмалла тенине вӑл хӑлхана чикмен. Шар курнӑ каччӑ ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын Советски урамӗнчи 65-мӗш ҫуртра пурӑнать. Вӑл унӑн ятне те пӗлет.
Поста сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри йытӑ хуҫин хушаматнех асӑннӑ. Каччӑна тухтӑр патне кайса урнӑ чиртен укол тутарма тата йӗрке хуралҫисене заявлени ҫырса пама сӗнекенсем те тупӑннӑ. Хӑшӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫавӑн йышши унчченхи пӑтӑрмах пирки полицейскисене пӗлтернӗ, анчах усси пулман.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10 сехет те 15 минутра Шупашкарти пӗр урамра ватӑ хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен курнӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анестезиологи тата реанимаци бригади вырӑна 5 минутранах ҫитнӗ.
Хӗрарӑма медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ, анчах ҫул ҫинче вӑл сывлама пӑрахнӑ. Сергей Кузнецов тухтӑр унӑн клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ. Реаниматологсем пӗр тӑхтамасӑр пациента пулӑшма пуҫланӑ.
Ватӑ хӗрарамӑн ӳпкине искуственнӑй майпа сывлаттарнӑ, чӗрине массаж тунӑ, юн тымарӗнчен эмелсем янӑ. Телее, тухтӑрсем ватӑ хӗрарӑмӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать-мӗн.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче харӑсах икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку савӑнӑҫ Вырӑскасси тата Таяпа Энтри ялӗсенче пурӑнакансем патне ҫитнӗ.
Нумаях пулмасть Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Унта Хирти Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем те сывлӑхне тӗрӗслеттерме ҫӳрӗҫ. ФАП фельдшерӗ 430 ытла ҫынна пӑхса тӑрӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӑлӑртнӑ тӑрӑх, подряд организацийӗсем ӗҫе пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра тунӑ. Ҫӗнӗ ФАПсенче сывлӑха тӗрӗслеттермешкӗн условисем ҫителӗклӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |