Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тавар

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри EMRA бренда Раҫҫейри «Знай наших» (чӑв. Пирӗннисене пӗл) бренд йышне лекнӗ. «Потребитель таварӗсем» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра бренд иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Компани шӑл тасатмалли паста, ҫӑвара чӳхемелли, шӑл тасатмалли щеткап туса кӑларать. «Эмра» таварне тӗрлӗ маркетплейсра, Wildberriesран пуҫласа «Золотое яблоко» (чӑв. Симӗс панулми) таранах тупса илме пулать.

«Предприятие эпир 2020 ҫулта уҫрӑмӑр. Унччен эпир ике тӗрле продукци кӑларна пулсан паян 45 тӗрлӗ. Эпир чи лайӑх технологисене пурнӑҫа кӗртетпӗр тата чи лайӑх стоматологсемпе ӗҫлетпӗр», - тенӗ компанире.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын маркетплейсра ӗҫлесе илес тенӗ те укҫасӑр юлнӑ.

32 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне хушма укҫа ӗҫлесе илме сӗнсе ҫырнӑ ҫыру мессенджерсенчен пӗринче ҫитсе выртнӑ.

Кунне 15-шер пин тенкӗ таран хушма укҫа тума пулать тесе ӗнентернӗ хайхисем. Ҫапла путӑр тесен нумаях та кирлӗ мар-мӗн, тавар айне «килӗшет» текен паллӑ лартмалла тата хӑш-пӗр продукцие туянмалла. Тӑкака ӗҫ укҫипе пӗрле саплаштарма шантарнӑ.

Арҫын 164 пин тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Укҫана каялла тавӑрма май килмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/6458
 

Экономика
t.me/ntrk21nactv видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/ntrk21nactv видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗнче туса илекен продукци тӗнчипех ӑсаннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: Чӑваш Ен продукцийӗн пысӑк пайӗ Польшӑна (мӗнпур экспортран 33,8%), Китая (24,6%), Германие (9,3%), Сербие (6,8%), Таджикистана (4,3%), Белоруссие (4,3%) каять. Унсӑр пуҫне Монголи, Туркменистан, Израиль, Молдави, АПШ, Таджикистан, Йемен, Канада, Ирак, Азербайджан туянать.

Чӑваш Ен ытти ҫӗршывпа та килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кунти предприятисем хӑйсен таварне Великобритание тата Ҫурҫӗр Ирландие, Вьетнама, Дание, Индонезие, Кубӑна, Таиланда ӑсатасшӑн. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть ют ҫӗршывсенчи Раҫҫей пайташӗсем Чӑваш Енри ӗҫлӗ ҫынсемпе сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/ntrk21nactv/2573
 

Пӑтӑрмахсем
РФ ШӖМӗн Шупашкарти пайӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
РФ ШӖМӗн Шупашкарти пайӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти полицейскисем Красноярскри хӗрарӑма тытса чарнӑ.

Ҫамрӑк хӗрарӑм пирӗн ҫӗршывра усӑ курма юраман халӑх ушкӑнӗнче страница уҫнӑ. Унта вӑл хӗрарӑмсем валли тӗрлӗ тавар сутни ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.

Пӗлтерӳ тӑрӑх тавар туянас ӗмӗтлисем тупӑннӑ. Вӗсем укҫан пӗр пайне куҫарса панӑ.

Анчах сутуҫӑ тавара ярса паман. Красноярск хӗрарӑмӗ ҫавӑн пек майпа 10 хутчен улталани паллӑ. Пурӗ 30 пин тенкӗ ытлалӑх.

Йӗрке хуралҫисене вӑл ҫынсене улталанӑшӑн ӳкӗнетӗп, урӑх ун пек хӑтланмӑп тесе ӗнентерме хӑтланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/5581
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 15

1910
115
Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1913
112
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ