
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви 5 автобус тытса тӑма 41 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Кунта сӑмах пӗр район центрӗнчен тепӗр район центрне хутлакан автобуссем пирки пырать. Аса илтерер: республикӑра реорганизаци тесе темиҫе районти пульницӑна пӗр-пӗринпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Халӑх ку пуҫарӑва ырласа йышӑнманран, ҫӳреме меллӗ мар тесе пӑшӑрханнӑран пульницӑсене пӗрлештернӗ район центрӗсенчен ҫынсене автоубуспа турттарма йышӑннӑ.
Автобуссем валли 41 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн, маршрутсене тытса тӑма хыснана 19 миллион тенке кайса ларӗ. Ку вӑл ҫур ҫулта.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑсене пӗрлештерсен 19 миллион тенкӗ укҫа перекетленмелле. Анчах автобус ҫӳретме те йӳнӗ мар.

Вӑрмар районӗнче 15 ҫулти яш пакунлисенчен мопедпа тарса ӳкес тенӗ. Пуҫне шлем тӑхӑнман ҫамрӑка ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑрханӑ. Пакунлисене курсан ача тарса ӳкес тенӗ. Дежурствӑна тухнӑ патруль ачана тытса чарнӑ-чарнах.
Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи ача амӑшӗ иккен. Йӗркене пӑсни ҫинчен тӗрлӗ хут ҫырнӑ хыҫҫӑн мопеда ятарлӑ штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.
Унсӑр пуҫне 15-ри ачан амӑшӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна правасӑр ҫынна транспорта шанса панӑшӑн явап тыттарӗҫ.
Сӑмах май каласан, правасӑр ҫамрӑксем мопедпа ярӑнса ҫӳренине кирек хӑш ялта та курма пулать. Транспорчӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫинче шутланса тӑрсан та вӗсемпе ҫул ҫитмен, правасӑр яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ярӑнса ҫӳрет.

Чӑваш Ен ертӳҫисем тата тепӗр икӗ района центрне автобуспа ҫыхӑнтарма шантарнӑ. Аса илтерер: маларах вӗсем Елчӗкрен Патӑрьеле автобуссем ҫӳретме пуҫлас ӗмӗтлине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Куславккаран Сӗнтӗрваррине автобус ҫӳретме пуҫлас пирки хыпарланӑ.
Кун пек йышӑну тума шантарни районти больницӑсене тепӗр муниципалитетсенчисемпе пӗрлештерес ӗмӗтпе ҫыхӑннӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ҫине тӑрсах халӑха ӳкӗте кӗртме хӑтланать, ҫыннисем хавхаланас вырӑнне кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больниципе унти медицина центрне, стоматологи поликлиникине тата Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринчи район больницсене пӗрлештересшӗн иккен.

Елчӗкри тата Шӑмӑршӑри район пульницисене республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви Патӑрьел районӗнчипе пӗрлештересшӗннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫак ыйтӑва сӳтсе явма Елчӗкре пуҫтарӑнсан ҫынсем Патӑрьеле епле кайса килмелле тесе те ыйтнӑ.
Республикӑн транспорт министрӗ Максим Петров Елчӗкрен Патӑрьеле автобус ҫӳреме пуҫлӗ тесе шантарнӑ. Хыснаран ун валли 20 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ-мӗн. Ҫул ҫинче икӗ автобус ҫӳрӗ. Пӗрремӗш рейс ирхи 7-ре ҫула тухӗ, каҫхи — 17 сехетре. Автобус сехетре пӗрре пулмалла иккен.

Чӑваш Енӗн транспорт управленийӗ «Скорпион» ятлӑ ятарлӑ автомобиль туяннӑ. Ӑна Ӗпхӳри трамвайпа троллейбус управленийӗ туса кӑларать иккен. Машинӑна предприяти 16,9 млн тенкӗ парса илнӗ.
«Скорпион» автомобильте мастерской пур, вӑл троллейбуссене ҫӳреме кирлӗ лини ванса кайсан юсама май парать. Автомобиль 40 градус сивӗрен пуҫласа 40 градус шӑрах таран ӗҫлеме пултарать.

Чӑваш транспорт управленийӗ 61-мӗш тата 62-мӗш троллейбуссене «Звениговский» аш-какай комбиначӗ патне ҫити ҫӳретме килӗшмен. Асӑннӑ комбинат Ҫӗнӗ Шупашкарти промзонӑра вырнаҫнӑ.
Тӗрӗслемелле мелпе унта троллейбуссем ярса пӑхнӑ, анчах халӑх сахал ҫӳренӗрен парахӑҫлас тенӗ. Ҫитменнине тата предприяти рабочисене хӑйӗн транспорчӗпе турттарать.
Ҫапла вара 61-мӗш троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Иваново микрорайонне ҫитет, ь62-мӗш маршрут — Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ завод патӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Иваново микрорайон патне ҫити.

Чӑваш Енре 6 пин ытла водитель таксире ӗҫлет иккен. Кун пирки республикӑн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ. Анчах асӑннӑ йышран йӗркене пурте пӑхӑнмаҫҫӗ-мӗн.
Таксистсене пула ҫул ҫинче инкексем те пулса иртеҫҫӗ. Кӑҫал ун пек пӑтӑрмах 10 хут пулнӑ, ҫав шутран виҫҫӗшӗнче пассажирсем шар курнӑ.
Республикӑн Транспорт министерстви 112 терӗслев ирттернӗ, йӗркене пӑснӑ 141 тӗслӗхе тупса палӑртса административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Вал е ку таксие суйланӑ чухне лицензи пуррине шута илме сӗнеҫҫӗ.

Шупашкарти «Рашча» автостанци патӗнче туалет кирли пирки хула ҫыннисем хула администрацине ҫырса янӑ. Анчах унтисем вӑл вырӑн автостанци е автовокзал мар, ахаль чарӑну ҫеҫ тесе хуравланӑ.
«Рашча» чарӑнура маршруткӑсем тӑма пуҫланӑранпа чылай ҫул ӗнтӗ. 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ салари автостанцие хупнӑ хыҫҫӑн маршруткӑсем ҫавӑнта чарӑнса лараҫҫӗ.
Анчах унта хула ертӳҫисем биотуалет лартасшӑн мар, «Coffeeoke» общество апатланӑвӗн точкинче туалет пур, унта кӗрсе тухма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.

«Университет — Кӳкеҫ» маршрутпа хутлакан 153-мӗш автобус сехетре пӗр рейс тӑвӗ.
Асӑннӑ маршрутпа ҫӳреме республикӑн Транспорт министерстви Мари Элти «Фортуна» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӗве авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ирхи пӗрремӗш рейс 6 сехет те 50 минутра ҫула тухмалла, каҫхи юлашки рейс — 19 сехет те 50 минутра. Пӗтӗмпе 12 рейс пулӗ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Канашра икӗ ача маршрутка урапи айне пулнӑ.
Улттӑмӗш класра вӗренекен икӗ арҫын ача ҫуран ҫӳрекенсене касмалли вырӑнтан, анчах светофор ҫук ҫӗртен, каҫма тӑнӑ. Ачасем электросамокатпа пулнӑ. Вӗсем маршрутка урапи айне лекнӗ.
Арҫын ачасенчен пӗри суранланнӑ, тепри урине хуҫнӑ.
Инекек вӑхӑтӗнче маршруткӑра ҫынсем пулман. Транспорт техникӑна юсаттарма кайма тухнӑскер пулнӑ.
