Шупашкарта хула ҫыннисем ыйтнипе Атӑлӑн пӗр ҫыранӗнчен тепӗр ҫыранне транспорт ҫӳретме пуҫлӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен управленийӗ хыпарлани тӑрӑх Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтерет.
Юханшыв тӑрӑх ҫӳрекен трамвайсене уҫма хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе йышӑнни пирки палӑртнӑ.
Йӑлӑма икӗ направленипе каҫма май килӗ: «Шупашкар — Сосновка — Шупашкар» тата «Шупашкар — Сулахай енчи пляж (Октябрьски поселокӗ) — Шупашкар».
Ҫула «МО» йышши виҫӗ теплоход тухмалла. Вӗсем 150 ҫын ытла каҫарма пултараҫҫӗ. Халӑх питех те йышлӑ пулсан «Мускав» йышшисене те ҫула кӑларма пултараҫҫӗ. Аслисен билетшӑн 65 тенкӗ тӳлемелле, 5–10 ҫулхи ачасен — 33 тенкӗ, 5 ҫулчченхисемшӗн укҫа тӳлеттермӗҫ.
Шыв транспорчӗ ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен ҫӳреме пуҫламалла.
Сосновкӑна Шупашкартан теплоходсем 6:30, 10:00, 14:00 (шӑматкунпа вырсарникун), 17:40 сехетсенче хускалмалла. Лерен — 7:00, 10:20, 14:20 (шӑматкунпа вырсарникун), 18:00 сехетре. Пляжа каякансем Шупашкартан 9:00, 12:30, 16:00 (шӑматкунпа вырсарникун), 18:40 сехетре хускалма пултарӗҫ, леш енчен – 9:20, 12:50, 16:20 (шӑматкунпа вырсарникун), 19:00 сехетсенче.
Прокуратура ыйтнипе суд «Автолайн» тулли мар яваплӑ обществӑна Шупашкарти 54-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳреме чарнӑ.
Шупашкарти Калинин район прокуратури нумаях пулмасть «Автолайн» тулли мар яваплӑ общество ҫак енӗпе йӗркене пӑснине асӑрханӑ. Шупашкар хулинче пассажирсене турттарассипе ятарлӑ йышӑну пур иккен. Унпа килӗшӳллӗн хулари маршрута пӗр-пӗр ҫынна париччен конкурс ирттермелле. Ун хыҫҫӑн хула администрацийӗ конкурс ҫӗнтерӳҫипе килӗшӳ тӑвать те ӑна маршрута тытса тӑма ирӗк парать.
Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче ун пек килӗшӗве хула администрацийӗ «Крокус Авто» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх хайхи обществӑн 54-мӗш маршрута тивӗҫтермелле пулнӑ. Анчах маршрут ҫинче «Автолайн» тулли мар яваплӑ обществӑн транспорчӗ хутланӑ. Ку вара йӗркене пӑсни пулать. Ҫапла вара «Автолайна» ҫав маршрут ҫинче ӗҫлеме чарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Ҫимӗкре тата ваттисен кунӗнче транспорт мӗнлерех ҫӳресси пирки алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче ирхи 7 сехетрен пуҫласа каҫхи 7-ччен Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Ю.Фучик урамӗ таран, Карачура масарӗ патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн патне ҫити, пассажир автобусӗсене, пассажир тата тиев турттармалли ирӗк пур ҫӑмӑл таксисене, ятарлӑ транспорта ҫеҫ ҫӳреме ирӗк парӗҫ.
Трансортсем Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи тӳремре тӑрӗҫ. «Чӑвашавтотранс» ертӳлӗхне 14-мӗш номерлӗ 40 автобусран кая мар, 10-мӗш номерлӗ 6 автобуса яхӑн, 249-мӗш номерлӗ 30 автобусран кая мар яма сӗннӗ.
ЧР Транспорт министерстви ҫу уйӑхӗн 30–31-мӗшӗсенче 232-мӗш номерлӗ маршрутка (Явӑшри ҫӑвана ҫити каять) тата 331-мӗш маршуртка (Карачура масарӗ таран ҫитӗ) схемисене тӑсӗҫ.
Ҫитес уйӑхран Чӑваш Енрен Мускава «ЮТэйр» авиакомпанин самолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. 70 вырӑнлӑ ATR 72 самолетсем вырсарникунсӑр пуҫне кашни кун хутлӗҫ.
Асӑннӑ авикомапанин регионти ертӳҫи пулса Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, авиацин генерал-лейтенанчӗ Николай Гаврилов ертсе пырать иккен.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Николай Гавриловпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ иккен. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ авиарейс уҫасси пирки калаҫса татӑлни ҫинчен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Мускавран самолет Внуково аэропортран шӑматкунсӑр пуҫне кашни кунах 21 сехет те 10 минутра хускалӗ. Шупашкартан 7 сехет те 30 минутра, вырсарникунсӑ пуҫне, вӗҫсе кайӗ. Билет хакӗ 3 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Пурнӑҫ вӑйлӑ тапса тӑрать те этемӗн вӗҫӗмех таҫта васкас, пур ҫӗре ҫитес-ӗлкӗрес килет. Кун пек чухне инҫе ҫула автобусра е пуйӑсра темиҫешер сехет силленсе пырса ҫыннӑн вӑхӑта сая ярас килмест. Кун пек чух ҫитес ҫӗре самолетпа вӗҫтерсен вӑхӑта самай перекетлеме пулать.
Паянхи куна илсен Шупашкарти аэропортран Мускаври Домодедово, Внуково аэропортсене, Симферополе, Петӗре, Ӗпхӗве, Самара тата Турцинчи Антали хулине ҫитме пулать. Шупашкартан вӗҫекен самолетсен расписанийӗпе аэропорт сайтӗнче паллашма пулать. Телефонпа шӑнкӑравласан та ҫын хӑйне кӑсӑклантаракан информацие, ҫав шутра — ӑҫта ҫтме билет мӗн чухлӗ туни пирки те, уҫӑмлатайӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 301-241, 301-487.
РФ Сывлӑх министерствин ҫӗнӗ хушӑвӗ ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, малашне профессионал водительсене те, ҫав шутра харпӑр усламҫӑсене те, рейса тухас умӗн тухтӑр тӗрӗслӗ. Пассажирсене тата сиенлӗ тиев турттаракансен вара рейс хыҫҫӑн та тӗрӗсленме тивӗ.
Тӗнче тетелӗнчи канашлура ҫынсем ҫакна ырласа йышӑннӑ. Сисчӗвленмелли пурах ҫав. Ав нумаях пулмасть Шупашкарти Эльмен урамӗнче 37-мӗш маршрут водительне тытса чарнӑччӗ. Ҫынсене ир-ирех ӳсӗр турттарнӑ-мӗн вӑл.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен кунашкал медтӗрӗслевсене хӑйсен укҫипе ирттерме тивӗ. Медиксен лицензиллӗ пулмалла. Тӗрӗслеве ятарлӑ службӑсен водителӗсем, васкавлӑ шӑнкӑравпа ҫула тухаканскерсем, ҫеҫ хутшӑнмасан та пултараҫҫӗ.
Ведомство хушӑвӗнче тӗрӗслев мӗнле иртессине те палӑртнӑ: ӳт температурине, чӗре мӗнле тапнине, юн пусӑмне виҫӗҫ, ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслӗҫ.
Алкотестер юнра алкоголь пулманнине ҫирӗплетет, анчах тухтӑр иккӗленет пулсан водителӗн шӑкне анализ тума пултарӗҫ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерме пулӑшӗ.
Юлашки вӑхӑтра Крыма канма каякансем нумайланни сисӗнет. Чӑннипе, унта ҫитсе килесси халӗ йывӑрах мар. Унччен ҫынсем Крыма Мускав урлӑ ҫитнӗ. Халӗ вара ҫурмаутрава ҫитме тата ҫӑмӑлрах пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти аэропортран Симферополе вӗҫме май килӗ. Ку ӗҫе «Ямал» авиакомпани хӑйӗн ҫине илӗ. Симферополе тунтикунсерен тата шӑматкунсерен СRJ-200 самолетпа вӗҫме май пулӗ.
2 сехет ҫурӑ вӗҫмелле унта. Самолет сывлӑша 19 сехет ҫурӑра хӑпарӗ. Шупашкара каялла 18 сехет те 40 минутра ҫитӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр енне вӗҫмешкӗн 12 пин те 200 тенкӗ кирлӗ. Авиарейссем авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Мускава икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Билетсене халех туянма пулать — паянтан сутма тытӑннӑ ӗнтӗ.
«Мускав–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ҫӗртмен 1-мӗшӗнче тухӗ, Хусантан Мускава — ҫӗртмен 2-мӗшӗнче.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Мускавран 23 сехет те 10 минутра хускалать, Хусана тепӗр кунне 10 сехет те 45 минутра ҫитет. Хусантан вӑл 17 сехет те 10 минутра тухса тӗп хулара тепӗр кун ирхи 5 сехет те 38 минутра пулӗ.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Муром, Навашино, Сергач, Канаш, Вӑрмар, Ешӗлвар станцисенче чарӑнӗ. Апла пулсан Чӑваш Енри ҫынсен те икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме май килӗ.
Билет хакне малтанласа плацкарт вакунти евӗрех — 1550 тенкӗ — шантараҫҫӗ. Каярах ҫын епле ҫӳрени тӑрӑх ылмашма пултарать.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Шупашкарти троллейбуссенче салам хучӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫак транспортра ҫак эрне хушшинче ҫакӑнса тӑрӗҫ — акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен.
Уйрӑммӑн каласа хӑварас пулать — салам хучӗ ҫине чӑваш сӑвӑҫисен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла пӗлекен кашни ҫын вӗсене троллейбусра вулама пултарать.
«Ирӗклӗх» — чӑваш чӗлхине аталантарас тата сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлӗхӗ. Вӗсем ҫак акцисем ирттернипе палӑрнӑ: «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарнипе, тӗрлӗ кӑтартмӑшсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтарнипе (т-х: «Кайиччен ҫутта сӳнтерӗр») тата ыт. те. Пӗрлӗх час-часах тӗрлӗ учрежденисене чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗнекен ҫырусем ҫырать.
Ку хыпара эпир пӗр-пӗр савута рекламӑлас тесе ҫырмастпӑр-ха. Сӑмахӗ — хамӑр ҫӗршывра кӑларакан автомобиль рынокне аталантарасси пирки пырать. Реклама тесе шухӑшласран машина ятне те калама тӑхтаса тӑрӑпӑр. Хамӑр ҫӗршыври автомобиль савучӗсенчен пӗрин Шупашкарти салонӗ машинӑна ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа туянма май пуррине пӗлтерет. Патшалӑх кредитӑн 9,33 процентне саплаштарать иккен.
Сӑмахран, банк кивҫене 14,83 процентлӑ ставкӑпа парать. Ҫав процентран 9,33 процентне субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫыннӑн кредита 5,5 процентпа кӑна тӳлемелле.
Кредитпа туянас тесен машина хакӗн 20 процентӗнчен кая мар тӳлемелле. Кивҫене 6 уйӑхран тытӑнса 36 уйӑх таранлӑх параҫҫӗ.
Кирек епле кредит илес пулсан та паспорт тата тупӑша кӑтартакан справка ыйтаҫҫӗ. Кунта та ҫаплах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.