Республикӑн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ҫитес ҫул валли ҫул укҫине хӑпартассине пӑхса тухмассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл пассажирсене турттарассин тарифӗсене пӑхса тухма заявлени пулманнипе сӑлтавланӑ. Ырӑ хыпара REGNUM информаци агентстви пӗлтерет.
Общество транспортӗнчи хаксене унччен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑччӗ. Троллейбусри хак ун чух 1 тенкӗ хӑпарса 15 тенке ҫитрӗ, Шупашкарти «маршруткӑсенче» 16 тенкӗрен тӳрех 20 тенке ҫитерчӗҫ. Шупашкар тӑрӑх автобуспа ҫӳреме 16 тенкӗ тӳлемелле.
Ҫул укҫине хӑпартнине пире, пассажирсене, турттарма тӑкаклипе сӑлтавларӗҫ. Кун пирки ЧР конкурентлӑ политика тата тариф службине Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем, «Чӑвашавтотранспорт» предприяти тата уйрӑм виҫӗ перевозчик пӗлтернӗ. Тарифсене ҫирӗплетекен ведомство шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, чӑн та, тӑкаклах пулса тухма пултарнӑ. Хака ӳстермесен Шупашкарти троллейбус предприятийӗ кӑҫал 124 миллион тенкӗ тӑкак курма пултаратчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти — 20 миллион тенкӗ, «Чӑвашавтотранс» — 185 миллион тенкӗ.
Синоптиксем юнкун Чӑваш Ен ҫийӗн тӗтре карса илессе малтанах систернӗ. Ҫӑра тӗтре Шупашкар ҫийӗн ытларикун каҫхинех аннӑ. Ҫавна май Мускавран Шупашкара вӗҫекен самолет хӑйӗн курсне улӑштарса урӑх еннелле кайнӑ.
Ӗнер 20 сехет тӗлне вырӑн-вырӑнӑн ҫӑра тӗтре карса илнӗ. Ҫавӑнпа Мускавран килекен самолет Шупашкара анса ларайман. Командир Хусанта анса ларма шухӑшланӑ.
Ахаль чухне самолет Шупашкара 20 сехет те 15 минутра ҫитет. Ӗнер пассажирсем Хусанта 20 сехет те 50 минутра анса ларнӑ. Анчах 21 сехет ҫурӑ ҫитнӗ — пассажирсем самолетрах ларнӑ-ха, хыпар кӗтнӗ.
22 сехетре пассажирсем тӗнче тетелӗнче хӑйсене автобуса лартнине пӗлтернӗ. Анчах улталанӑ иккен. «Мӗнле пултаратӑр — ҫапла ҫитӗр», — тенӗ вӗсене.
Ҫак ҫын ҫул ҫинче шар курнӑ. Ку хӑйӗн айӑпӗпе мар-ха. Маршрутка водителӗн тимсӗрлӗхне пула вӑл пуҫне суранлатнӑ.
Ку иртнӗ эрнере пулнӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 44 ҫулти арҫынна тепӗр ҫынна суран кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Ҫав кун 68 ҫулти пассажир самаях вӑйлӑ аманнӑ. Ҫӗмӗрле хулине кӗнӗ чухне водитель чарӑнса ҫынсене антарнӑ. Анчах алӑк хупӑ-и е ҫук-и — лайӑх пӑхман вӑл — малалла хускалнӑ. Ҫавӑн чухне автобусран ватӑ арҫын тухса ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чылай конкурспа акци йӗркелеме палӑртнӑ. Акӑ халӗ пурне те арт-конкурса хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Унта урапана е чӑрӑша чи ӑста илемлетекенсене палӑртӗҫ.
«Ҫӗнӗ ҫул караванӗ» конкурс раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ. Илемлетнӗ урапасене колонни Наци вулавӑшӗ патӗнчен тапранса кайӗ те Воробьев композиторсен урамне, Мускав проспектне, К.Иванов, Ярославль урамӗсене ҫитӗ, Хӗрлӗ тӳремре чарӑнӗ. Конкурса хутшӑнакансен ураписене хитрелетмелле.
Конкурсҫӑсене 11 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 250 литр бензин парса чыслӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн — 150 литр, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 100 литр парӗҫ. Заявкӑсене раштавӑн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Ҫавӑн пекех Шупашкарта чи илемлӗ чӑрӑша суйлӗҫ. «АРТ-Елка» конкурса ӗҫсене раштавӑн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ӗҫсене ҫак адреспа килсе памалла: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33\9-мӗш ҫурт. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре чыслӗҫ.
Инҫе ҫула пысӑк тиевлӗ машинӑпа тухакан водительсене ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемеллине хирӗҫ пулса акцие тухнине, вӗсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче черетлӗ хутчен акци йӗркеленине пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, водительсем чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патне пухӑннӑ. 12 тоннӑран ытларах таякан фурӑсен водителӗсем ҫав эрнере иккӗмӗш хут акцие тухнӑччӗ.
Темле пулсан та саккунне йышӑннӑ. Шупашкарта паян «Платон» тытӑмпа ӗҫлекен «штрафомобиле» асӑрханӑ. Вӑл урапа йывӑр тиевлӗ машинӑсен номерӗсем тӑрӑх пӗрлӗхлӗ базӑна кӗрсе вӑл е ку урапа ҫул ҫӳренӗшӗн укҫа тӳленипе тӳлеменнине палӑртать. Мобильлӗ ку комплекссем стационарлисем вырӑнне пулӑшу кӳреҫҫӗ. Стационарлисем хальлӗхе Калуга тата Мускав облаҫӗсенче кӑна пур-мӗн.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Мускавра апатланни пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗнсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Пысӑк шайри пуҫлӑх ҫӗршывӑн тӗп хулине апат ҫиесшӗнех кайман-ха. Тата хырӑм выҫҫине ирттересшӗн ӑна-кӑна ҫыртса илни пирки мар-ха хыпарӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер Мускавра «Транспорт эрни — 2015» мероприятие хутшӑннӑ май Раҫҫей Федерацийӗн транспорт министрӗ Максим Соколов йӗркеленӗ ӗҫлӗ ирхи апатланӑва хутшӑннӑ. Унта регионсен ертӳҫисем, патшалӑх влаҫ органӗсен представителӗсем тата та ытти официаллӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ.
«Транспорт эрнинче» тӳре-шара транспортпа ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкерме тӗллев лартать-мӗн. Чӑваш Енре ку мероприятие Михаил Игнатьев Элтеперпе пӗрле ҫул-йӗрпе транспорт хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов хутшӑнать.
Сӑнсем (20)
Шупашкарти троллейбуссенче хальтерех вӑхӑтра сасӑпа пӗлтернӗ чухне чӑваш чӗлхин пайне самаях чакарнине ҫынсем сисрӗҫ. Ку тӗлӗшпе «Ирӗклӗх» пӗрлӗх ҫырусем те яма ӗлкӗрнӗ. Нумай пулмасть вӗсем патне Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратуринчен хуравланӑ — Шупашкарти «Чӑваш троллейбус управленийӗ» УМП чӑн та «Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен» саккуна пӑснине палӑртнӑ. Прокуратура троллейбус управленине тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене юсама сӗннӗ.
Ак, нумаях пулмасть ҫак ӗҫ курӑна та пуҫланӑ. 20-мӗш тата 4-мӗш номерлӗ троллейбуссенче чӑн та чӑваш чӗлхи анлӑрах янрама пуҫланӑ. Унччен вырӑсла ҫеҫ пӗлтернӗ «Асӑрханӑр, алӑксем хупӑнаҫҫӗ» пӗлтерӗве те чӑвашла калама пуҫланӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра троллейбуссемпе автобуссенче ҫакӑнса тӑракан транспортпа усӑ курмалли йӗркене те чӑвашла куҫарма палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарти маршрут ГАЗелӗсемпе ҫавӑн йышши ытти машинӑра чарӑнусен ятне калама тытӑнӗҫ. Хальлӗхе ҫакна сӑнавлӑ мелпе туса пӑхӗҫ. Ун валли ГЛОНАСС е ГЛОНАС/GPS тытӑмӗпе усӑ курӗҫ.
Чӳречисене тӗксӗм ҫут хутпа ҫыпӑҫтарнӑ машинӑсенче ларса пынӑ чух та чарӑнусене курса-ӑнланса илме, чӑн та, йывӑр. Тӑрса пынӑ чухне вара е пӗшкӗнсе пӑхма хӑтланмалла, е ларакансенчен ыйтмалла.
«Чарӑну ячӗсене мӗншӗн каламаҫҫӗ?» — тесе ҫынсем текех кӑмӑлсӑрланатчӗҫ. Ҫӗнӗ пуҫару пирки Шупашкар хула влаҫӗсем ҫынсен ыйтӑвне илтрӗҫ темелле. Чарӑну ячӗсене 33, 42, 44, 46, 48, 50, 52, 56, 59-мӗш маршрутсенче малтанласа каласа пӑхӗҫ.
Ҫӗнӗлӗхе маларах чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртесси пирки сӑмах тухнӑччӗ. Халӗ вӑл сӑнав мелӗпе пуҫланатех.
Дальнобойщиксем ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемеллине хирӗҫ пулса акцие тухнине пӗлтернӗччӗ. Водительсем черетлӗ акци йӗркеленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 11-12 сехетсенче Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патне пухӑннӑ вӗсем. 12 тоннӑран ытларах таякан фурӑсен водителӗсем ку эрнере иккӗмӗш хут акцие тухнӑ ӗнтӗ.
Гагарин палӑкӗ патне 100 яхӑн ҫын пухӑннӑ. Иртен-ҫӳрен вӗсене чарӑна-чарӑна пӑхнӑ, плакатсене вуланӑ. Сӑмах май, кунашкал акцисем ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ЧР Транспорт министерстви 12 тоннӑран ытарах таякан водительсем укҫа тӳлеме тытӑннине пӗлтерет. Укҫа федераци ҫул-йӗр фондне кӗме пуҫланӑ ӗнтӗ.
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти троллейбуссен хӑш-пӗр маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче комисси ларӑвӗ иртӗ.
Унта 1-мӗш тата 12-мӗш маршрутлӑ троллейбуссене пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Промтрактор — Университет» маршрутпа 1-мӗш номерлӗ 34 троллейбус ҫӳрӗ. Вӗсен хушши 4 минут пулӗ.
20-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗ те улшӑнӗ. Ӑна «Маштехникум» чарӑну таран тӑсма сӗннӗ. Ҫапла майпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫынсем ҫӗнӗ кӑнтӑр районне пӗр троллейбуспах ҫитме пултарӗҫ. 20-мӗш номерлӗ троллейбуса 7-рен 17-е ҫитерӗҫ. Вӗсен хушши 6 минут пулӗ.
Ҫавӑн пекех 7-мӗш номерлӗ троллейбуса Алькеш поселокне ҫити тӑсма сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.