Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: транспорт

Ҫул-йӗр

Паян Алексей Ладыков постановлени алӑ пусса хӑш-пӗр автобуссемпе маршруткӑсен ҫулӗсене улшӑнусем кӗртнӗ.

1-мӗш автобус малашне Ҫӗнӗ Кӑнтӑрпа Ҫурҫӗр Анӑҫ микрорайонсене ҫыхӑнтарӗ, Ленин Комсомолӗн урамӗпе иртӗ. 2-мӗш автобус малашне Алькеша тарин ҫӳрӗ (хальхи вӑхӑтра унта 7-мӗш ҫӳрет). 8-мӗш маршрут «Финская долина» (чӑв. Финн айлӑмӗ) микрорайонти ҫынсене транспортпа тивӗҫтерӗ, Шупашкарӑн Кӑнтӑр Анӑҫпа Ҫурҫӗр Анӑҫ микрорайонӗсене ҫыхӑнтарӗ.

Маршруткӑсене илес пулсан 30-мӗш тата 65-мӗшсем малашне Дементьев урамӗне «Садовӑй» микрорайон таран ҫӳрӗҫ. 26-мӗш номерли вара «Ҫӗнӗ хула» тата «Радужнӑй» микрорайонсене транспортпа тивӗҫтерӗ. 34-мӗш, 40-мӗш тата 53-мӗш маршруткӑсене вара пӗтерме йышӑннӑ — вӗсемпе халӑх сахал усӑ курать имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75463
 

Хулара

Ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑваракан машинӑсене Шупашкарта штрафстоянкине ӑсатаҫҫӗ. Хула пуҫлӑхӗсем хушнипе ирттерекен мероприяти тӗллевне урамсене юртан тасатма кансӗрлекеннисене тиесе каяҫҫӗ.

Пӗр талӑкра, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче кӑна, Шупашкрати 18 урапа штрафстоянкӑна ӑсаннӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта 239 машина лекнӗ. Автомобильсене урапасене лартма юраман вырӑнтан куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Водительсем хӑйсен тимӗр «урхамахӗсене» Илпек, Ленинград, Пролетари урамӗсене, Тӗп пасар патне лартса хӑварма кӑмӑллаҫҫӗ иккен.

 

Раҫҫейре

Анчах хальлӗхе ку ыйтӑва татса паман-ха. Алиментпа парӑма кӗнисене водитель прависӗр вӑхӑтлӑха хӑварма ирӗк паракан саккун проектне Раҫҫей Федерацийӗн Конституци законодательстви тата патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет парламентӑн кӗҫӗн палатине пӗрремӗш вулавпа йышӑнма тесе ҫитернӗ.

Алимента тӳлеменнисене саккуна йышӑнса пӗтерсен алимент автомобильпе е караппа вӑхӑтлӑх ҫӳреме чарма тытӑнӗҫ. Кун пек тума суд приставӗсене ирӗк парӗҫ.

Енчен машина пурӑнма кирлӗ хатӗр шутлансан е ялан пурӑнакан вырӑнтан машинӑпа кӑна тухса ҫӳреме май пулсан, е парӑмҫӑ сусӑр пулсан тата парӑм виҫи 10 пин тенкӗрен иртмесен алиментҫӑна правасӑр хӑварма юрамӗ.

 

Экономика

Республикӑри организацисем пӗлтӗрхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче ӗҫленине тишкернӗ те хайхисем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗ таса тупӑш илнине палӑртнӑ.

382 организаци 13,4 миллиарда яхӑн тупӑш курнӑ, 168 компани 11,6 миллиарда яхӑн тӑкак тӳснӗ. Тирпейлекенсем уйрӑмах тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсем 478 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ. Курттӑммӑн тата ваккӑн сутакансем, автотранспорт тата йӑлари япала юсакансем те, пӗтӗмӗшле илсен, тупӑш илеймен. Вӗсен тӑкакӗ 297 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ял хуҫалӑх отраслӗ (тӗлӗнмелле те, савӑнмалла та) пуринчен ытла тупӑш курнӑ. Ҫак хисеп унта — 957,9 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Тӑкаклӑ предприятисен шучӗ йышланнӑ, вӗсен шучӗ 4,5 процент нумайланса 30,5 процента ҫитнӗ. Тупӑшсӑр ӗҫлекенсем транспортпа ҫыхӑнура (56,4%), ҫурт-йӗр фондне тытса тӑнӑ ҫӗрте (38,5%) уйрӑмах йышлӑ. Ял хуҫалӑхӗнче — сахал (4,8).

 

Хулара

Турра ӗненекенсем паян Кӑшарние кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем чиркӗве туртӑннине кура Шупашкарта общество транспорчӗн расписанине кӑшт раснарах йӗркелеме йышӑннӑ. Ку вӑл Атӑл хӗрринчи чиркӳсем патне ҫитерекен 22-мӗш тата 7-мӗш маршрутлӑ автобуссене пырса тивет.

7-мӗш номерлӗ автобус «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнуран Ҫветтуй Троицки мӑнастирӗ патне 22 сехетрен пуҫласа ҫурҫӗр иртни пӗрреччен хутлӗ.

7-мӗш автобусӑн хушма расписанийӗ:

«Чукун ҫул вокзал» чарӑнуран 22:00, 22:30, 23:00, 23:30, 24:00, 00:30 сехетсенче; «Мӑнастир» чарӑнуран: 22:15, 22:45, 23:15, 23:45, 00:15, 00:45 сехетсенче.

22-мӗш автобусӑн хушма расписанийӗ:

Чернышевский урамри «4-мӗш лицей» чарӑнуран 21:45, 22:10, 22:35, 23:00, 23:25, 23:50, 00:15 сехетсенче;

«Введени соборӗ» чарӑнуран 22:10, 22:35, 23:00, 23:25, 23:50, 00:15, 00:40 сехетсенче.

 

Хулара

Ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, халӑх тетелӗсенчен пӗринче хӗрсене ӳкерсе ҫӳрекен паллӑ мар художник сӑнне пичетленӗ. Пикесене вӑл троллейбусра ӳкерсе ҫӳрет имӗш. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан нумай ҫын курнӑ тесе ӗнентерет массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗри.

Александр Базаров ятлӑ диджей художник каччӑпа ларса пыракан хӗре ӳкернӗ тесе пӗлтернӗ. Ун шучӗпе, хӗр хӑйне ӳкернине сисе те ӗлкӗреймен. Паллӑ мар художника вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра курнӑ пек астӑвать иккен.

Фокус кӑтартакан Андрей Петров та художника общество транспортӗнче асӑрханӑ-мӗн. Вӑл 25–27 ҫулсенче, хӑй сухаллӑ, хӑлхине наушник чикнӗскер никама та асӑрхаман имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/773
 

Экономика

Кун пирки иртнӗ ҫул вӗҫӗнче «Известия» хаҫат «АвтоВАЗ» ертӳҫисем калани тӑрӑх пӗлтернӗччӗ.

Хӑш модель мӗн чухлӗ хӑпарасси унӑн комплектацийӗнчен тата моделӗнчен килет. Анчах лару-тӑру улшӑнмасси пирки никам та шантараймӗ.

Енчен хак 7 процент хӑпарсан машинӑна ҫакӑн чухле ҫитӗ:

87 лаша хӑвачӗллӗ двигательлӗ Гранта лифтбэк «норма» моделе + 24262 = 370862 тенке;

106 лаша хӑвачӗллӗ двигательлӗ Гранта лифтбэк «люкс» (вӑл механика курупкиллӗ, 16 клапанлӑ двигательпе) маркӑлли + 29365 = 448865 тенке;

Гранта седан «норма» (8 клапанлӑ двигательлӗ, ЭУРпа, шӑртанӑ дискпа) + 25431 = 388731 тенке;

Гранта седан «люкс» (механика курупкиллӗ) + 29372 = 448972 тенке;

Калина универсал «норма» (аудиохатӗрленӳллӗ) + 27027 = 413127 тенке;

Калина «Люкс» (механика курупкӑллӑ) + 30730 = 469730 тенке;

Приора универсал «Люкс» (механика) + 32781 = 501081 тенке;

Приора седан «Норма» (хускаличчен ӑшӑтмалли тытӑмлӑ) + 27468 = 419868 тенке;

Приора седан «Люкс» (механика, ӑҫта каймаллине кӑтартса пыраканскер) +32179 = 491879 тенке;

Пилӗк вырӑнлӑ Ларгус «Норма» + 29540 = 451540 тенке.

 

Раҫҫейре

Малашне Раҫҫей ҫыннисене хӗллехи шинӑсемпе раштав, кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсенче ҫӳреттермелле тӑвӗҫ. Вӗсене кашни урапа ҫине лартмалла пулӗ.

Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Таможня союзӗн техника регламенчӗ вӑя кӗнӗ. Унта ҫак нормӑсене ҫырнӑ-мӗн. Регионсене хӗллехи шинӑпа ҫӳремелли срока пысӑклатма ирӗк парӗҫ.

Регламентра палӑртнӑ тӑрӑх, транспортсем хӗллехи шинӑпа ҫӳреме тивӗҫ. Документ ҫулла хӗллехи шинӑсемпе ҫӳреме чарать. Палӑртмалла: техрегламент союзӑн пур пайташӗ валли те пӗрех: Беларуҫ тата Казахстан валли те.

Ҫак вӑхӑтрах Правительство постановленийӗ вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 4 миллиметртан пӗчӗкрех протекторлӑ хӗллехи шинӑпа ҫӳреме юрамасть. Куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ.

Асӑрхӑр: ҪҪХПИ ӗҫченӗсем халех хӗллехи шинӑсене тӗрӗслеме тытӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр

Ырантан Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем вӗҫме чарӑнӗҫ. Самолетсене ку линипе ҫӳреттернӗ «АК БАРС АЭРО» компани хӑйӗн ытти вӗҫевне те чарса лартассине пӗлтернӗ. Ҫакна унӑн хуҫисем самолетсене вӗҫтерме тӑкаклипе сӑлтавланӑ.

Раштавӑн ҫурринче аэрокомпани билет сутассине кӑралчӑн 12-мӗшӗччен сахаллатма йышӑннӑ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче вӑл асӑннӑ кун хыҫҫӑн вӗҫеве чарса лартма йышӑннӑ. Хыснаран субсидилекен программӑна хутшӑнма вӑл заявка тӑратманнине кура (Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве уҫнӑ маршрут шӑпах ҫав программӑпа килӗшӳллӗн пулса пыраканскер) рейссене вӑл ырантанах хутшӑнмасси пирки пӗтӗмлетме пулать.

«АК БАРС АЭРО» компани хӑй панкурта тухманнине, ӗҫе вӑхӑтлӑха кӑна чарнине ӗнентерет иккен. Тӗп сӑлтавӗ — тенкӗ хӑй хакне ҫухатни-мӗн.

Кӑҫал ҫав компани Шупашкартан 500 ытла рейс хутлаттарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче халӑха мӗнле ыйту ытларах канӑҫ памасть? Паллах, общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакӗ.

Ытларах чухне ӑна ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче хӑпартаҫҫӗ те нумайӑшӗ кун пирки халех пӑшӑрханать. Чӑваш Республикинчи конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва хальлӗхе пӑхса тухса пӑнчӑ лартман. Ӑна ҫитес ҫул пӑхса тухӗҫ.

ЧР Транспорт министерствин ҫӑлкуҫӗсем вара хаксем 2015 ҫулхи пӗрремӗш кварталта ҫавӑн пекех пуласса пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74983
 

Страницӑсем: 1 ... 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, [55], 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, ... 68
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем