Канашра пурӑнакан 53 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине лексе пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкаравланӑ. Хайхи хӗрарӑм валютӑсен курсӗ улшӑннипе тупӑш тума сӗннӗ. Вӑл Канаш арҫыннине брокер счечӗ ҫине 250 доллар хума сӗннӗ, ку вара итленӗ.
Арҫын харпӑр кабинетра счет мӗнле улшӑннине сӑнаса тӑнӑ. Кайран ӑна тата нумайрах укҫа хума сӗннӗ. Унӑн укҫи пулман, ултӑ банка кайса 3,2 миллион тенкӗ кредит илнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче хайхискер счет ҫинчен укҫа ҫухалнине курнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑсене серепине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ултавҫӑсем — Чӑваш Ен тулашӗнчен.
Патшалӑх айӑплавҫи вице-премьер пулнӑ Владимир Аврелькина пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 6,5 ҫуллӑха яма ыйтать. Кунсӑр пуҫне ӑна патшалӑх тата муниципалитет службин должноҫӗсене 3 ҫул йышӑнма чарасшӑн.
Ку кӑна мар, патшалӑх айӑплавҫи Аврелькина класс чинӗнчен (вӑл 2-мӗш класри патшалӑх канашҫи) хӑтарма, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальсемпе орденсене туртса илме ыйтать.
Айӑплавҫӑсен версийӗ тӑрӑх, Владимир Аврелькин икӗ коммерци организацине оборудовани туяннӑ такакӑн пӗр пайне саплаштарма саккуна пӑсса субсиди панӑ. Ҫапла майпа вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫак коммерци организацийӗсене ытти фирма умӗнче «мала хунӑ». Тӑкак 23,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче В.Аврелькин ӑна саплаштарнӑ.
Шупашкарта дружинниксем валли укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнчи документра ҫырнӑ тӑрӑх, ку 3 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти халӑх дружини валли субсиди уйӑрасси пирки постановлени алӑ пуснӑ. Вӗсене 3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Палӑртмалла: халӑх дружинникӗсем Шупашкарти общество йӗркине сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха хӑйне илнӗшӗн айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакскер официаллӑ документсенче администрацире тунӑ пандус пирки суя суммӑсем кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн хыснинчен кун валли 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ, анчах пуҫлӑх ҫакна хӑйӗн тӗллевӗпе тӑкакланӑ.
Экс-пуҫлӑх судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
РФ Правительстви юлса аталакан 10 региона укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Кун пек регионсен йышне Чӑваш Ен те кӗнӗ. РФ Правительстви социаллӑ экономика кӑтартӑвӗсемпе кая юлса пыракан субъектсем валли икӗ тапхӑрпа 100 млрд тенкӗ уйӑрӗ.
Регионсене кӗҫех 50 млрд тенкӗ пайласа памалла. Кун пирки Марат Хуснуллин премьер-министр пӗлтернӗ. «Халӗ эпир ҫав регионсенчен программа ыйтса янӑ: ку укҫа ӑҫта тӑкакланать, проектпа смета джокументацийӗ пур-и? Вӑл е ку программӑна хӑҫан пурнӑҫлама палӑртнӑ?»
Хальлӗхе кашни региона миҫешер тенкӗ лекесси паллӑ мар. Аса илтерер: пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче кая юлса аталанакан регионсен йышне ҫаксене кӗртнӗ: Алтай, Тува, Карели республикисем, Курган облаҫӗ, Мари Эл, Алтай крайӗ, Псков облаҫӗ, Калмӑк Республики тата Чӑваш Ен.
Тӗнчипех коронавирус пирки калаҫаҫҫӗ. Китайра ку чирпе чирлекенсен йышӗ кашни кун ӳссе пырать. Шел те, вилекенсен йышӗ те нумайланать. Коронавируспа чирлисем хӑш-пӗр ҫӗршывра та пур. Раҫҫейре 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Чир сарӑлнӑ май мерӑсем пирки те самай калаҫаҫҫӗ.
Чӑваш Енре коронавируспа кӗрешме (профилактика тӗлӗшпе тата вӑл кунта ҫитсен) укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Республикӑн резерв фондӗнчен ку тӗлӗшпе 50 миллион тенке яхӑн тӑкаклама пултарӗҫ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Чӑваш Ене Китайран 9 ҫын килнӗ, вӗсене Кӳкеҫри пульницӑна карантина вырнаҫтарнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе вӗсен чир паллисене тупса палӑртман.
Карантин вӑхӑтӗнчи тӑкаксене «Сычуань-Чӑваш Ен» компани саплаштарма хатӗр. Ютран килнӗскерсем ӑшӑра пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫитереҫҫӗ, тухтӑр кунне икӗ хутчен тӗрӗслет.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисемпе тата фракци пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта Олег Николаев халӑхӑн тӗрлӗ категорине паракан социаллӑ тӳлевсене индексацилес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки Олег Николаев Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ республикӑн Ӗҫлев тата Финанс министерствисене маларах асӑннӑ тӗллевпе мӗн чухлӗ укҫа кирлине ҫывӑх вӑхӑтра шутласа пӑхма хушнӑ. Хыснана улшӑну кӗртнӗ чухне социаллӑ тӳлевсене индексацилеме укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн.
Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, инфляци пӗр вырӑнта тӑман, социаллӑ тӳлевсене вара виҫӗ ҫул ӗнтӗ индексацилемен.
Шупашкар районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫре тата Ишлейре искусственнӑй сийлӗ футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Унта ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те выляма май пулӗ.
Футбол уйӗ 60х100 метр калӑпӑшлӑ пулӗ. Уҫӑ трибуна ҫинче 100 ҫын вырнаҫӗ. Хутса ӑшӑнакан вырӑнта тренер пӳлӗмӗ, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм тата душ пулӗҫ. «Ҫӗнӗ футбол уйӗсем спортӑн ҫак тӗсне пирӗн районта аталантарма ҫӗнӗ хӑват парӗҫ», - тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре искусственнӑй сийлӗ 10 футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 500 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Шупашкарти пилӗк шкула ашшӗ-амӑшӗн укҫипе юсав тӑвӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, хыснаран та укҫа уйӑрӗҫ.
Шупашкарти 44-мӗш лицей, 39-мӗш, 56-мӗш тата 45-мӗш шкул, 2-мӗш пуҫламӑш шкул пуҫаруллӑ хысна программине хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал шкулсене юсама тата хӑтлӑлатма 13 миллион тенкӗ таран уйӑрӗҫ. Кирлӗ суммӑран 8-13 процентне ашшӗ-амӑшӗ хывӗ.
Тӗслӗхрен, 44-мӗш лицейре икӗ крыльцине юсӗҫ 300 пин тенкине ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен пухӗҫ. Ҫапла майпа шкула сусӑрсене те кӗмелли майсем туса парӗҫ.
56-мӗш шкулта спортзалпа хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме юсаса ҫӗнетӗҫ. 45-мӗш шкулта спорт лапамне юсасшӑн. 39-мӗш тата 2-мӗш шкулсенче те юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Ку ӗҫсене ҫуллахи каникулта пурнӑҫлӗҫ.
ЧР ШӖМӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин оперуполномоченнӑйӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна должноҫӗпе усӑ курнӑшӑн, юраман препаратсене сутма тӑнӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пӗлӗшӗ урлӑ 300 пин тенкӗпе усӑ курма юраман япаласем, 1 килограмм ытла, сутма хӑтланнӑ. Хайхискер хӗрарӑм патне киле укҫа илме пынӑ. 50 пин тенкӗ илсен арҫын лӑпланман – наручниксемпе усӑ курса татах ыйтнӑ.
Оперуполномоченнӑя халӗ тытса чарнӑ. Вӑл следовательсене каласа кӑтартма килӗшмен. Халӗ ӑна шалти ӗҫсен органӗсенчен ӗҫрен кӑларас, дисциплинарлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |