Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан арҫын палламан ҫынпа туслашса улталаннӑ. Ҫакӑн пирки вӑл пакунлисене чун уҫнӑ. 34 ҫулти арҫын спорт матчӗ пуҫланичченех 20 пин тенкӗ выляса янӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Кӳкеҫ ҫынни палламан ҫынпа халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ тус хӑйӗнпе Питӗр ҫынни тесе паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи юлташсем спорт ӑмӑртӑвӗсене кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Тата вӗсен тепӗр пӗр пеклӗх те тупӑннӑ. Спорт матчӗсем пуҫланиччен ставкӑсем тума кӑмӑллаҫҫӗ.
Питӗрти тус Кӳкеҫ арҫыннине нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче укҫа хывма сӗннӗ. Ку килӗшнӗ. Спортӑн хӑш тӗсӗ пирки те, епле ӑмӑрту тесе те ыйтса тӑман. Укҫа куҫарсанах ҫӗнӗ тус ҫухалнӑ.
Виртуаллӑ тотализаторта улталаннӑ арҫын ҫӗнӗ тусне тупма пакунлисене ыйтнӑ.
Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫине ӳстерме 30 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрса панӑ. Ку укҫа – Раҫҫей правительствин медицина страхованийӗн фондӗнчен. Ку распоряжение Раҫҫей правительствин председателӗ Михаил Мишустин пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑҫал ҫак фондран Чӑваш Ен валли 29 миллион та 951 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫаран тухтӑрсене тата вӑтам медицина персоналне (ку йыша фельдшерсем, медсестрасем, акушерсем кӗреҫҫӗ тӗслӗхрен) ӗҫ укҫи тӳлӗҫ.
Палӑртса хӑварар: Раҫҫей правительствин медицина страхованийӗн фондӗнчен ҫӗршыври регионсем валли пӗтӗмпе 18,3 миллиард тенкӗ уйӑрса панӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑшӑн регионти оператора укҫа тӳлемест-мӗн. Парӑм самай пухӑннӑ: 239 миллион тенкӗ. Хальлӗхе халӑхӑн 84 проценчӗ кӑна регоператора укҫа тӳлет.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакансен 49 проценчӗ ҫеҫ ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑшӑн килекен квитанцисене тӳлет. Ҫӗмӗрле районӗнче ку кӑтарту- 51 процент. Ҫак районсем ку енӗпе кая юлса пыракансем.
Сӑмах май, «Экоцентр» республикӑри 1704 ял-саларан ҫӳп-ҫап илсе тухать. Ку ялсен 98,8 проценчӗ. Ыттисене, 21 яла, ҫӳп-ҫап турттаракан машина кӗреймест, унта ҫулсем ҫук.
Чӑваш Ене республикӑн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров килнӗ. Вӑл кунта килсен тӑван чӗлхе ыйтӑвӗ пирки те сӑмах хускатнӑ.
Николай Федоров Шупашкара килсен ЧР Наци вулавӑшӗнче пулса курнӑ. Николай Васильевич ҫитес вӑхӑтра тӑван чӗлхене вӗрентме, учебниксемпе преподавательсене хатӗрлеме хушма укҫа пулассине пӗлтернӗ. Ҫакна Конституцири тӳрлетӳ те, этнокультурӑна упрасси, тума хӗтӗртет.
«Хушма укҫа уйӑрса парӗҫ, хала ав ҫӗнӗ институт, тӑван чӗлхесене вӗренме тата аталанма пулӑшакан федераци фончӗ, туса хучӗҫ, ӑна эпӗ ертсе пыратӑп. Хальлӗхе унта пысӑках мар укҫа, 200 миллион тенке яхӑн», - тенӗ Николай Федоров.
Ҫулталӑкне ку тӗллевпе 2 миллиард тенке яхӑн уйӑрма палӑртаҫҫӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Альфа-банк карттисемпе усӑ курма май ҫуккине вӗсен хуҫисем асӑрханӑ. Банк карттисем банкӑн мобильлӗ приложенийӗнче те курӑнман. Ҫакӑн пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче, сӑмахран, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче, пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах пирки банк клиентсене маларах систерсе хуман иккен. Халӑх ушкӑнӗнче ҫынсем пӑшӑрханса ҫырнине курсан банк ӗҫченӗсем хӑш-пӗр карттӑ хуҫи пирки хыпар уҫӑ ҫӑлкуҫсенче сарӑлнине, ҫавна кура карттӑсемпе усӑ курма чарнине пӗлтернӗ.
Каярах Альфа-банкӑн пресс-службинче клиентсен укҫа ҫухатас хӑрушлӑх ҫуккине ӗнентернӗ.
«Карттӑсемпе усӑ курма чарнине пӑрахӑҫлатпӑр. Ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур карттӑна ҫӗнӗрен тӳлевсӗр кӑларӑпӑр», — шантарнӑ кӗҫех банк ӗҫченӗсем.
«Чӑвашкредитпромбанка» панкрута юри кӑларма пултарнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ кредит учрежденийӗн финанс тӑрӑмне тишкерекенсем. Банк лицензине туртса илнӗ вӑхӑтра кредит учрежденийӗн обязательстви унӑн активӗнчен 348 миллион тенкӗ пысӑкрах пулнӑ. Вӑхӑтлӑх администраци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, лицензие туртса иличчен банк активсене айккинелле юри яма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Сӑмахран, уйрӑм ҫынсене панӑ кредит 218 миллион тенкӗлӗх таврӑнман. Е тата банк ертӳҫисемпе ҫывӑх ҫынсене пурлӑх сутса 29 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫавӑн йышши тӗслӗхсене тата самай илсе кӑтартма пулать.
Аса илтерер: «Чӑвашкредитпромбанка» кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчи панкрут тесе йышӑннӑ. Конкурс управляющийӗ 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче отчет тӑвӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм пӳлӗм тара парасшӑн пулнӑ, анчах ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Нарӑсӑн 29-мӗшӗнче ун патне арҫын шанкӑравланӑ. Хайхискер урӑх хулара Инкеклӗ лару-тӑру министерствин тытӑмӗнче ӗҫлет-мӗн. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес вӑхӑтра 1,5 ҫуллӑха Ҫӗнӗ Шупашкара командировкӑна яраҫҫӗ, ҫавӑнпа ӑна пӳлӗм кирлӗ.
Хайхи ҫын 2 уйӑхшӑн тӳлесе хума шантарнӑ. Анчах хӗрарӑмӑн ведомствӑн бухгалтерӗпе ҫыхӑнмалла, унран реквизичӗсене пӗлмелле-мӗн.
Пӳлӗм хуҫине банкомат патне пыма, суя бухгалтерӑн телефон номерне карточка ҫумне ҫирӗплетме ыйтнӑ. Ку укҫа куҫарнине йӗрлеме кирлӗ имӗш.
Хайхи арҫын онлайн-банк тытӑмне кӗмелли май туса ҫак хӗрарӑм ячӗпе кредит илнӗ. Тӑкак 372 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Статистика акӑ мӗн кӑтартать: Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул ҫинче 39 чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви хыпарлать.
Пӗлтӗр аварире 39 тискер чӗрчун вилнӗ. 24 тӗслӗхре аваришӗн айӑплӑ ҫынсем паллӑ, вӗсенчен сунарҫӑсен ресурсне кӳнӗ тӑкака шыраса илмелле пулнӑ. ОСАГО полисӗ пур тӑк ҫак тӑкака страхлав компанийӗ саплаштарать.
Пӗлтӗр 29 чӗрчуна ҫул ҫинче ҫапса хӑварса пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Палӑртмалла: ҫак йыша саккуна пӑснӑ сунарӑҫем кӳнӗ тӑкака та кӗртнӗ.
Улатӑрта пӗр арҫын сутуҫа улталанӑ: суя укҫа тыттарса хӑварнӑ, унпа ҫимӗҫ туяннӑ тата сдача илнӗ.
Ку нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хайхи арҫын пылак ҫиме юратать пулмалла – кондитер ҫимӗҫӗсем сутакан павильона кӗнӗ. Вӑл пылак илсе тултарнӑ, 73 ҫулти сутуҫа суя укҫа тыттарнӑ.
Ватӑскер укҫана лайӑх пӑхман, суя пулнине уйӑрса илеймен. Ҫав укҫаран сутуҫӑ арҫынна 1500 тенкӗ сдача та панӑ. Аллинче суя укҫа пулнине кайран тин ӑнланнӑ вӑл – кун пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ пылак ҫиме юратакан ҫав арҫынна шыраҫҫӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре спорта тата вӑй-хал культурине аталантарас тӗллевпе тепӗр 414 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
ЧР финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма укҫан 132 миллион тенкине Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулне реконструкцилес ҫӗре ярӗҫ. Тепӗр 46 миллион тенкипе Шупашкарти «Энергия» стадиона ҫӗнетӗҫ. Унта футбол уйӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкаври тата Сӗнтӗрвӑрринчи стадионсене, Ҫӗнӗ Шупашкарти тепӗр стадион тумашкӑн 103 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Ытти укҫапа Владимир Путин наци проекчӗсенче палӑртнӑ ытти енпе тӑкаклӗҫ тата спорт шкулӗсен база техникине ҫирӗплетӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |