2017 ҫулта тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли укҫа виҫи ӳсет. Кун пирки ЧР Строительство министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ЧР Правительствинче ку ыйту тавра калаҫнӑ. Ларура тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли укҫана ӳстерме йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн саккунпа килӗшӳллӗн пӗр тӑваткал метршӑн 6,08 тенкӗ тӳлемелле.
Аса илтерер: халӗ нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 5,8 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Правительстви ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева уйӑхсерен тӳлекен преми виҫине ӳстерме йышӑннӑ. Ку йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ҫирӗплетнӗ.
Министрсен Кабинечӗ патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсене уйӑхсерен паракан преми виҫине ӳстермелли пирки йышӑннӑ. Оклад пурин те унчченхи пекех юлнӑ.
Элтеперӗн те оклачӗ ӳсмен. Ку 56626 тенкӗпе танлашать. Уйӑхсерен паракна преми коэффициенчӗ вара хӑпарнӑ: 2,25-рен 2,46-а ҫитнӗ. Ҫапла майпа Михаил Игнатьевӑн премийӗ 139 пин тенке ҫитнӗ. Унччен вӑл 127 пин тенкӗ пулнӑ. Ҫапла майпа Элтепере уйӑхсерен 195 пин тенкӗ шалу илет.
Сӑмах май, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта тӳре-шаран вӑтам ӗҫ укҫи 33 пин тенкӗпе танлашнӑ.
«Юрма» агрохолдингра тата Чӑлха харпӑкӗнче парӑмсем пысӑк. Ҫавна май вӗсенче сивӗ шыва чарса лартма йышӑннӑ.
«СУОР» компанин пӗр объектӗнче сивӗ шыва вӑхӑтлӑха пама чарнӑ ӗнтӗ. Асӑннӑ организацисем парӑма ку эрне вӗҫӗнче татма шантарнӑ-ха. Унсӑрӑн «Водоканал» АУО вӗсене сивӗ шыв пама пӑрахӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Юрма» агрохолдингӑн парӑмӗ 2,6 миллион тенкӗрен иртнӗ. Чӑлха харпӑкӗн вара сахалрах — 929 пин тенкӗ.
Шыв пама пӑрахни - парӑмсене татма хистени. «Водоканал» ку мелпе сайра хутра ҫеҫ усӑ курать – парӑма татма ыйтнин усси пулмасан.
Федераци хыснинчен укҫа илес тесен регионсен ертӳҫисен хӑш-пӗр йывӑрлӑха шухӑшласа кӑларма тивет. Rambler News Service пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Эпир пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ӗҫлетпӗр. Эпӗ Антон Германовича (сӑмахӗ РФ финанс министрӗ Силуанов пирки пырать) калатӑп: тӗрӗссӗн ӗҫлеме пайталлӑ мар тетӗп, финанс министрӗ илттӗр, укҫа уйӑртӑр тесен йывӑрлӑха шухӑшласа кӑлармалла. Йӑлтах лӑпкӑ, тӑнӑҫлӑ пулсан укҫа памасан та пултараҫҫӗ. Калаҫҫӗ: эсир ахаль те лайӑх пурӑнатӑр, хӑвӑрах пурӑнӑр», — ҫапла цитатӑланӑ RNS Михаил Васильевич сӑмахне.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах пирӗн республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина Чӑваш Ен Михаил Игнатьев Элтеперпе РФ финанс министрӗ Антон Силуанов хушшинчи туслӑ хутшӑнупа мӑнаҫланма пултарнине палӑртса хӑварнӑ.
Ленинград блокади Ҫӗнӗ Зеландири укҫа ҫине куҫнӑ.
5 долларлӑ укҫана пирӗн ҫӗршывӑн историйӗнчи паллӑ пулӑма куҫарнӑ ҫын — Чехинчи Ниса ҫинчи Яблонец хулинче Монета тата медальер профессилле аслӑ шкулӗнче пултарулӑхне туптанӑ Асамат Балтаев. Вӑл Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, скульпторӑн, гравировщикӑн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ. Кун пирки «Золотой червонец» (чӑв. Вунӑ тенкӗллӗх ылтӑн укҫа) ылтӑн нумизматика порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх Idel.Реалии сайт пӗлтернӗ.
200 штук тиражпа кӑларнӑ укҫан пиччӗн енче Аслӑ Британи патша майрин Иккӗмӗш Елизаветӑн портречӗ сӑнланнӑ. Портрета Иен Рэнк-Бродли ӑсталанӑ. Сулахай енне Чехин Монета картишӗн элемне ӳкерсе хунӑ. Тӳнтер енне Ленинграда тӑшманран авиаци хӳтӗленине ӳкернӗ.
Арбитраж сучӗ Упрдор «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа тивӗҫтернӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳри кӗпере пӗлтӗр аран-аран хута ячӗҫ. Кайран тепӗр пайне тума тытӑнчӗҫ. Ӑна Пушкӑрт Республикинчи «Стройблоктехнологи» тума тытӑннӑ. Кӗпере 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хута ямалла. Тен, вӑл ӑна туса та пӗтерӗ.
Кӗпер патне пымаллине Сарӑтури «Волгомост» тумалла пулнӑ. Вӑл вара утӑн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑ. Ҫапла «Прикамье» Упрдор килӗшӗве пӑрахӑҫлама тавӑҫ тӑратнӑ. Кунсӑр пуҫне аванс шыраса илме ыйтнӑ. Арбитраж сучӗ йӑлтах тивӗҫтернӗ.
Халӗ заказчикӑн ҫӗнӗ подрядчик шырама тивӗ. Вырӑнти влаҫ халӑха асӑрхаттарнӑ ӗнтӗ: кӗпер кӑҫалах пулмӗ.
Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе ирттерекен конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем 2,2 миллион тенке тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи юпан 18-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Канашӑн усал шыҫӑпа кӗрешекен юхӑмӗ 2,2 миллион тенке тивӗҫнӗ.
Организаци усал шыҫӑпа чирлекен хӗрарӑмсене пулӑшать. Хӗрарӑмсен канашӗ ятарлӑ сайтсенче тӑванӗсем валли вӗренӳ программисене хатӗрлет.
Конкурсра тивӗҫнӗ укҫа-тенке чирлӗ хӗрарӑмсене чирленӗ вӑхӑтра тата хыҫҫӑн психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшмалли проекта пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗрте тӑкаклӗҫ.
Ҫак кунсенче, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Хушупа килӗшӳллӗн, Пӗтӗм Раҫҫейри танлаштарӑмсене кӗнӗ е вӗрентӳ ӗҫӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ шкулсене 1 миллион тенкӗ преми парса хавхалантарӗҫ.
Преми пама тытӑнассине директорсемпе вӗрентекенсем ыйтнипе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев ҫапла палӑртнӑ: укҫан хавхалантарни шкулсене ташлаштарӑмсене кӗме хӗтӗртӗ.
Аса илтерер: республикӑри темиҫе шкул нумаях пулмасть ТОП-500 тата Топ-200 танлаштарӑмсене кӗнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери премие Ольга Тургайпа Олег Цыпленков тивӗҫнӗ.
Ольга Тургая чӑваш прозине тата журналистикине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, «Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля» (чӑв. Михаил Ҫеҫпӗл ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери преми лауреачӗсем) кӑларӑма хатӗрлесе пичетленӗшӗн тата чӑваш театр ӳнерне аталантарма пулӑшнӑшӑн преми тивӗҫнӗ.
Олег Цыпленкова республикӑри ҫамрӑксене патриот воспитанине парассипе чылай ҫул ӗҫленӗшӗн, тӑван халӑхӑмӑр аваллӑхра пурӑннӑ вырӑнсене илсе кайса ҫӳренӗшӗн, чӑваш кинематографне аталантарнӑшӑн суйласа илнӗ.
Ҫеспӗл Мишши премине 1966 ҫулта ҫирӗплетнӗ. 50 ҫул каялла йышӑннӑ премин пӗрремӗш лауреачӗсем — Леонид Агаков ҫыравҫӑ, Юрий Збанацкий украина ҫыравҫи (вӑл «Ҫеҫпӗл» роман ҫырнӑ), Чӑваш академи драма театрӗн артистки Нина Григорьева. Премие вӗсем 1967 ҫулта тивӗҫнӗ. 1996 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши премине Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ валеҫет.
Рио-де-Жанейрора иртнӗ Олимп ваййине хутшӑннӑ чӑваш спортсменкине Ирина Калентьевӑна тата унӑн тренерне республика хыснинчен укҫа уйӑрса хавхалантарма йышӑннӑ. Хушӑва паян Чӑваш Ен Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Аса илтеретпӗр, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка финиша 17-мӗш ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ирина Калентьева юлашки вӑхӑтра Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗлесе пурӑнчӗ. Асӑннӑ республикӑри Олимп резервӗн шкулӗнче вӗренекен велочупуҫӑсемпе тӗл пулнӑ чух Ирина Калентьева тӑван тӑрӑхне кӳренсе калаҫнӑ. Тӗнче кубокне пилӗк хутчен ҫӗнсе илнӗ, тӗнче чемпионатӗнче икӗ хутчен мала тухнӑ, 2008 ҫулхи Олимп ваййинче бронза медале тивӗҫнӗ спортсмен Чӑваш Еншӗн 20 ҫул ытла ӑмӑртӑва хутшӑннине аса илнӗ май: «Официаллӑ ҫынсенчен мана пӗр ҫын та Риори Олимпиада умӗн ӑнӑҫу сунмарӗ», — тенӗччӗ.
Маларах асӑннӑ хушура Олимпиадӑна хутшӑннӑ Ирина Калентьевана 50 пин тенкӗ, унӑн тренерне Алексей Семенова 25 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |