«Пысӑк укҫа-и вӑл е пӗчӗк укҫа-и?» — тесе тек укҫа шутласа ҫӳретчӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пыракан камитсенчен пӗринчи сӑнар. 600 миллион тенкӗ пирки те тӗрлӗрен хаклама пулать-тӗр-ха. Апла-и, капла-и, анчах ҫав укҫана Канаша монохуласене модернизацилес тӗллевпе федераци хыснинчен уйӑрса пани, мӗн тесен те, ырӑ хыпар.
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче унта монохуласене модернизацилес енӗпе тӑрӑшакан ӗҫ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унччен вӑл «Аталану тата тулаш экономика ӗҫ-хӗлӗн банкӗ» патшалӑх корпорацийӗн ертӳҫин ҫумӗпе, монохуласене модернизацилессипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫипе Ирина Макиевапа тӗлпулнӑ, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ».
Канаш пирки каласан, федераци хыснинчен килекен 600 миллион тенке «территорие аталантарма» ярӗҫ. Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр монохуласене ун пек тӗллевлӗ укҫа маларах лекнине пула шута илнӗ ӗҫсӗрлӗх виҫине Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 хута яхӑн, Улатӑрта 5 хута яхӑн чакарма май килнӗ.
Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен, пенси ӳсет. Ку вӑл ватлӑхпа илекеннин страховани пайне, сусӑрлӑхпа илекеннине, тӑрантарса пурӑнакана ҫухатнипе тӳлекеннине пырса тивет. Пенсие потребитель хакӗ хӑпарнине кура ӳстерме йышӑннӑ.
Пенсипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва ҫӗршывӑн правительстви кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пуснӑ.
Пенсин пӗр балне (ун пекки те пур халӗ) ырантан 71 тенкӗ те 41 пуспа хакламалла тунӑ. Иртнӗ уйӑхра вӑл 64 тенкӗ те 10 пуспа танлашнӑччӗ. Пенсин страховани пайне ҫирӗплетнӗ тӳлев виҫи 3935 тенкӗрен 4383 тенкӗ те 59 пуса ҫитнӗ. Ҫапла вара пенсин страховани пайӗ 11,4 процент хӑпарать.
Ватлӑхпа илекен пенси пирӗн республикӑра вӑтамран 1200 тенкӗ ӳссе 11 пин те 600 тенкӗпе танлашмалла. Камӑн мӗн чухлӗ хӑпарасси унчченхи пенси виҫинчен килет.
Анчах ку пӗтӗм ҫӗршыва пырса тивекен хыпар мар. Тӑваттӑмӗш ача ҫуратсан ипотека тӳлевӗнчен хӑтарма мӑкшӑсем йышӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ регион пуҫлӑхӗ Владимир Волков регионти депутатсем патне янӑ Ҫырура палӑртнӑ. Ҫемьери тӑваттӑмӗш ача усрава илнӗ пепке пулсан та ипотека парӑмне каҫарӗҫ.
Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ипотекӑн 30 процентне саплаштарса парӗҫ. Ҫӗнӗ йӗркене Мӑкшӑ Республикинче кӑҫалтанах вӑя кӗртесшӗн.
Мӑкшӑсем унччен йышӑннӑ саккунсемпе ачаллӑ ҫемьесене ипотека кредитне тӳлеме регион ахаль те пулӑшнӑ-ха. Пӗрремӗш е иккӗмӗш ача ҫуралсан ипотека парӑмӗн 10 процентне тӳлесе пулӑшнӑ, виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗшӗшӗн — 20 процент. Пиллӗкмӗш ҫуралсан мӗнпур парӑма регион хӑй ҫине илнӗ.
Регионти амӑш укҫи ҫемьере миҫе пепке пулнинчен килет. Виҫҫӗмӗш ачашӑн, индексацие шута илсен, вӑл 111 пин тенкӗ тухать. Тӑваттӑмӗшӗшӗн — 133 пин, пиллӗкмӗшӗшӗн тата ун хыҫҫӑнхисемшӗн те тӳлеҫҫӗ — 166 пин тенкӗ.
Панкрута кӗрсе ӳкнӗ Чӑваш Енри предприятисем РФ Пенси фончӗ умӗнче темиҫешер миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку укҫа виҫи 223 мллион тенкех ҫитнӗ. Кунта пени те кӗрет, тӗп парӑм та. Юлашкинчен асӑнни 140 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне панкрутри предприятисемпе уйрӑм усламҫӑсен хисепӗ 320-е ҫитсе кайнӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри Уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси страхованийӗпе Атӑлҫи пир-авӑр компанийӗ, Етӗрнери тимӗр япаласен савучӗ, «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен обществи, Муркаш районӗнчи «Ударник» федерацин унитарлӑ предприятийӗ, Шупашкарти «Электровӑй» электрооборудовани савучӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» муниципалитет предприятийӗ, Канаш районӗнчи «Керамика» тулли мар явпалӑ общество уйрӑмах пысӑк парӑмлӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче 35 ҫула ҫитмен 38 педагог ӗҫлет. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫамрӑк педагогсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Ӑна ҫамрӑк педагогсен юхӑмне сарас, вӗсен професси ӑсталӑхне ӳстерме май туса парас, ҫамрӑк вӗрентекенсене районти шкулсенче ҫирӗплетес тӗллевпе йӗркелени пирки ӗнентереҫҫӗ.
Йӗркелӳ пухӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И. Григорьев шкулсенче ҫамрӑк вӗрентекенсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Ҫамрӑк кӑна та мар, пултаруллисем, хастаррисем. Шкулсенчи педагогсем ватӑлса пыраҫҫӗ. Ӗҫлеме тин ҫеҫ ура ярса пуснисене кӑҫалтан район хыснинчен уйӑхсерен 2-шер пин хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Вӑл укҫана 2 ҫул парса тӑрӗҫ.
Укҫа-тенкӗ пирамидисен вӑхӑчӗ хыҫа юлнӑн туйӑнать те, анчах вӗсем вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӑйсен пирки аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑй вӑхӑтӗнче МММ пеккисенчен шар курнӑччӗ. Анчах каярах та ҫынсенчен кулакансем тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе кӗҫех суд пулмалла.
Республика прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «Гарант-Кредит» потребитель обществи ҫынсене улталанӑ. Ӑна пула 2 пин ытла шар курнӑ. Асӑннӑ фирма 2002–2007-мӗш ҫулсенче укҫа-тенкӗ пирамиди йӗркеленӗ. Укҫа-тенке экономикӑн пысӑк тупӑшлӑ отрасльне яма шантарнӑ, анчах сӑмахпа ӗҫ пӗр килмен.
Ултавҫӑсем 2 пин ытла ҫынна 159 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.
Ача пособийӗ илекенсен йышӗ республикӑра килес ҫул ӳсмелле. Ҫакӑн пирки «Чебоксарские новости» хаҫат пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен тӳлекен пособие тивӗҫес тесен мӗн чухлӗ тупӑш кирлине палӑртнӑ. Кӑҫал ҫав сумма ҫемьери кашни ҫын пуҫне вӑтамран 15 пин те 309 тенкӗ ларнӑ пулсан, килес ҫултан унӑн виҫи 16 пин те 481 тенкӗрен иртмесен виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен пособи парса тӑрӗҫ.
Уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне вӑтамран ҫавӑн чухлӗ тенкӗ лартма чылайӑшне йывӑррине шута илсен, пособи илекенсен шучӗ, чӑн та, ӳсесси куҫкӗрет.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паллӑ мар ҫынсене тата килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен виллисене пытармалли укҫа-тенкӗ виҫине палӑртнӑ, кун пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, пӗр ҫынна пытарма организаци 4882,54 тенкӗ илӗ. 130,87 тенки документсене хатӗрлеме кайӗ.
Постановленире палӑртнӑ тӑрӑх, ку пурнӑҫланассишӗн Шупашкар хула администрацийӗн ҫумӗ Максим Семенов яваплӑ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
ЧР Правительство ҫуртӗнче сауна пулнине пӗлсен обществӑра кун пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӗ те калаҫаҫҫӗ.
Ку ӗҫ пирки тӗнче тетелӗнче чылай информаци тухрӗ, кун ҫинчен федераци телеканалӗ те кӑтартрӗ. Шӑв-шав шӑпланман-ха.
Халӗ кунпа федерацин монополипе кӗрешекен служба кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ведомствӑна подрядчике палӑртнӑ чухне саккуна епле пӑхӑнни интереслентерет.
Монополипе кӗрешекен службӑн ҫивӗч куҫӗ тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗ, «Капиталлӑ строительствӑн республикӑри управленийӗ», тата виҫӗ министерство — Пурлӑх, Финанс, Строительство министерствисем — лекнӗ.
Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсем сауна тумашкӑн илнӗ кредита саплаштармашкӑн кӑна республикӑри хыснаран 100 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ.
Ӗнерпе паян «Сбербанк» банкомачӗсем патӗнче ҫын кӗпӗрленнине курма пулать. Мӗн пулнӑ? Малтанах нимӗн те ӑнланма ҫук. Пурте тӗнчери лару-тӑрӑва пула банкомат укҫа пама пӑрахать тесе шухӑшланӑ-мӗн.
Сас-хура кӑна иккен. Чӑннипе, паян банкомат умӗнче кӑна мар, банкра та ҫын хӗвӗшнине курма тӳр килчӗ. Ҫынсем «Сыхланакана Турӑ сыхлать» тенӗ пулмалла та банкоматсем патне чупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти хӑш-пӗр банкоматсем патӗнче черет тӑрсах укҫа илнӗ тет.
Надежда Кузьминан юлташӗ банкра ӗҫлет ав. Лешӗ ӑна ӗҫтешӗсем банк картточкинчи укҫана илнине пӗлтернӗ. Тӗнчери финанс лару-тӑрӑвӗ йывӑр пулнӑран блокировка тума пултарӗҫ имӗш. Ҫапла вӑл та хӑйӗн укҫине кайса илнӗ — килте упрама лӑпкӑрах.
Анчах «Сбербанк» пӗлтернӗ тӑрӑх, «блокировка» пирки — суя. Ҫынсем банкоматсенчен укҫа нумай илнӗрен унта купюрӑсем пӗтнӗ. Паянтан пуҫласа хушма офиссем нумайрах ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫакна ҫынсем корточка ҫинчи укҫана паспортпа илме пултарччӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.