Нумайӑшӗ пысӑк ҫемье ҫинчен ӗмӗтленет. Анчах та паянхи куна укҫа-тенкӗ пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑннӑ майӑн ҫамрӑк мӑшӑрсем ытларах пӗр е икӗ ача пуррипех ҫырлахаҫҫӗ. Ҫак лару-тӑрӑва улӑштарас тӗллевсемпе патшалӑх ҫулсерен ҫемьесене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантрас тесе ятарлӑ ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗртет.
Ытларикун, утӑн 23-мӗшӗнче Раҫҫей Минтручӗ регионсемпе пуху ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче йышӑннӑ «Виҫҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене шӑпӑрлансем виҫӗ ҫул тултариччен кашни уйӑхра укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес пайӗпе Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫа кӗртмелли тӑвӑмсем ҫинчен» 66-мӗш хушӑвне пурнӑҫламалли ҫинчен калаҫнӑ.
Чӑваш Республикинче саккун кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченех пурнӑҫа кӗнӗ. Унта виҫҫемӗш е хыҫҫӑнхи шӑпӑрлан ҫуралнӑ (е усрава илнӗ) ҫемьесене уйӑхсерен укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫинчен сӑмах пырать.
— Республикӑра тупӑшсен кӑтартӑвӗ тӑрӑх ҫемьери кашни ҫын пуҫне уйӑхне 13 477 тенкӗ лекмессӗн, ҫемье ятарлӑ пособи илме пултарать. Пособи укҫа-тенкине вара ача виҫӗ ҫул тултариччен тӳллесе пырӗҫ, — палӑртаҫҫӗ Минсывлӑхӑн пресс-службинче.
«М-7» федераци ҫулне юсаса ҫӗнетнӗ чух 43 миллион тенке айккинелле ярӑнтарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен тӗпчевҫӗсем. Ҫакӑнта «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин (юсав ӗҫӗпе шӑпах ҫав предприяти тимленӗ иккен) тӗп директорӗ Александр Волков явӑҫнах тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тата укҫана вӑрлама май панӑ схемӑна должноҫри ытти ҫын та хутшӑнма пултарнӑ-тӑр теҫҫӗ-мӗн.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Чӑвашавтодорӑн» гендиректорне икӗ уйӑхлӑха арестленӗ.
Ку пуҫиле ӗҫе кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Ун чухне 30 миллион айккинелле янӑ пуль тесе шухӑшланӑ. Халӗ, ав, 43 миллион пирки асӑнаҫҫӗ. Правӑна сыхлакан органсенчи ятне асӑнман ҫӑлкуҫ хӑш-пӗр портала пӗлтернӗ тӑрӑх, улталаса вӑрланӑ укҫа хисепӗ тата пысӑкрах пулма пултарать имӗш.
Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе ҫӑмӑллӑхлӑ кредит парассине ҫӗршывра агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗ пирки калакан наци проектне йышӑннӑ хыҫҫӑн тытӑнчӗҫ. Банкран илекен ахаль кредитпа танлаштарсан, унӑн процент ставкине субсидиленӗ май, процентне сахалтарах тӳлемелле. Шӑпах ҫакӑ илӗртет те ҫынсене. Ара, курттӑм укҫа пур чухне те тупаймастӑн-ҫке. Кун пек вара харӑс илсе пӗчӗккӗн татса пыма пулать.
Улатӑр районӗнче пурӑнакансем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӑмӑллӑхлӑ условипе паракан кивҫене 56,5 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Чуварлей, Атрать, Ҫӗнӗ Энтриел, Ҫӗнӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем уйрӑмах хастар-мӗн. Кивҫене кам выльӑх-чӗрлӗх хуралтисене юсаса ҫӗнетме, кам выльӑх-чӗрлӗх туянма тӑкаклать.
Республикӑра выльӑх тухтӑрӗсен йышӗ 20 процент чакмалла. Ҫапла вара 232 специалист ӗҫсӗр юлать. Йыша чакарнине пула перекетленнӗ тупрана юлнӑ 988 ветеринарӑн шалӑвне ӳстерме ярасшӑн иккен. Вӑл 23 процент таран хӑпармалла-мӗн.
Пӗрисен шучӗпе, выльӑх тухтӑрӗсен йышне чакарнишӗн ку отрасльти ӗҫ пахалӑхӗ япӑхланмалла мар. Ҫак шухӑша, сӑмахран, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов палӑртнӑ. Республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев вара выльӑх-чӗрлӗх тытакансене штата чакарнине пула йывӑрлӑха кӗртсе ӳкермелле мар тесе асӑрхаттарнӑ. Ветслужбӑсен районти уйрӑмӗсен пуҫлӑхӗсем вара йыша чакарттарасшнӑ пулман иккен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫе аван пӗлекен специалистсем ахаль те сахал. Вӗсем пӑхса тӑракан ялсем пӗр-пӗринчен инҫетре вырнаҫнӑ.
Штата чакарнине яваплисем ялта выльӑх шучӗ чакнипе те сӑлтавлаҫҫӗ иккен. «Пилӗк ялта 100 ӗне тытакан районсем те пур», — тесе ӑнлантарнӑ Патшалӑхӑн ветеринари службин регионти пуҫлӑхӗ Геннадий Яковлев.
Тӑлӑхсемпе ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ (кунта тӗрлӗ сӑлтава пула, сӑмахран, эрех-сӑрана хӑйсен тӗпренчӗкӗсенчен мала хунишӗн ашшӗ-амӑшӗн правине туртса илнисен е ҫав правана хӗснисен ывӑл-хӗрӗ кӗрет) ачасене ҫемьере ӳстересси юлашки ҫулсене патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗсенчен шутланать. Ара, кил ӑшшине нимӗн те ҫитмесси каламасӑрах паллӑ-ҫке.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку тӗлӗшпе черетлӗ Хушу кӑларнӑ. Тӑлӑхсемпе ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнисене патшалӑх енчен пулӑшу кӳрессипе хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен калакан ҫав документра усрава илекен ҫемьесене пӗр хутчен пособи тӳлессине те пӑхса хӑварнӑ. Тӗрӗссипе, ун пек тӳлев пирки пӗлтӗрхи кӗркуннех саккун кӑларнӑччӗ. Маларах ӑна 300 пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ. Хальхи Указра унӑн виҫине 75 пин тенкӗ ӳстерме йышӑннӑ. Тупрана ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма, ачан сывлӑхне ҫирӗплетме е сиплеме, ачана вӗрентме яма юрать.
Ӗнер, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, темиҫе банкрах виҫҫӗ суя хут укҫа палӑртнӑ. Пӗри 5 000 тенкӗлӗскер (БА 5876960 сериллӗ), унпа алӑк сутакан предприяти менеджерӗ усӑ курасшӑн пулнӑ. Теприсем — 1 000 тенкӗлли (АЛ 3851404 сериллӗ) тата 5 000 тенкӗлли (ЕК 2744361 сериллӗ). Ку суя укҫасене банка Шупашкарти пӗр коммерци компанийӗн ӗҫченӗсем тыттарнӑ иккен.
Хальхи вӑхӑтра тӗрӗслев ӗҫе пырать. Тӗпчев вӗҫленнӗ май пуҫиле ӗҫ те, тен, пуҫарӗҫ.
Вулаканӑмӑрсем, асӑрхануллӑ пулӑр. Суя укҫан уйрӑмлӑхӗсемпе банксен стенчӗсенче паллашӑр. Сирӗн алла лексен те, тепӗр ҫынна улталама ан васкӑр, ку ӗҫре полици ӗҫченӗсене чӗнсен вырӑнлӑрах пулӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлама пулӑшакан фонд нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсама тата ҫынсене ишӗлекен ҫуртсенчен куҫарма укҫа-тенкӗ уйӑрассине чарса лартни пирки кӑҫалхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Regnum информаци агентстви хыпарланӑччӗ. Ҫапла тума вӑл регионсен унчченхи отчечёсене тишкернӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ иккен. Укҫана хӗссе хунӑ 42 субъекчӗ шутне Чӑваш Ен те лекнӗччӗ. Кӑлтӑка пӗтерменсене асӑннӑ фонд хӑй уйӑрнӑ тупрана каялла шыраса илессипе те хӑратнӑччӗ. Анчах кӑлтӑксене пӗтерсен финанслассине тепӗр хут пуҫарма пулнӑччӗ.
Халӗ пирӗн республикӑна савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурстене юсама тата ҫынсене ишӗлекен ҫурстенчен куҫарма кӑҫал валли «кӗмӗл» ыйтнине вӑл ырланӑ, укҫапа пулӑшма пулнӑ. Ҫапла вара пирӗн республикӑна 935,21 миллион тенкӗ килмелле, Чӑваш ен вара хӑйӗн хыснинчен 708,55 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Тупра 22 муниципалитет пӗрлешӗвӗнчи (ансатрах каласан, районпа хулари) 119 ҫурта юсама; 23 районпа хулари ишӗлекен 246 ҫуртран ҫынсене куҫарма май парӗ.
«Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ», — теме юрататчӗ хӑй вӑхӑтӗнче кукамай. Ун чух самани урӑхларахчӗ те ялти мӗнпур арҫын вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗнче ӗҫлетчӗ, хӗрарӑмӗсем вара — е фермӑра, е хирте. Сенӗк-кӗреҫе йӑтса ҫӳресси ман валли мар тесе ӗҫ тиркекенсем те пурччӗ-ха, паллах. Хӑшӗсем (сӑмахӑм хамӑр тӑрӑхрисем, Шупашкар районӗсем пирки пырать) ҫӗвӗҫ пулса тӑрӑшнине астӑватӑп. Паян йӑлт урӑхла — арӗ-арӑмӗ ҫичӗ ютра тӑрӑшать. Ҫапла-ҫапла. Хӗрарӑмӗсем те ачисене кукамӑш-асламӑшӗсемпе пӑрахсах Мускавалла е ытти хуланалла тапса сикеҫҫӗ. «Пыл сӗрнӗ-им унта?» — тесе каланине хайхисем кӑмӑлсӑрланса йышӑнаҫҫӗ. «Ялта ӑҫта ӗҫлемелле? 5 пин укҫашӑн-и?» — касса татаҫҫӗ ун йышшисем туххӑмрах.
Официаллӑ цифрӑсем тӑрӑх ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 453 ҫын ют региона тухса кайнӑ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтеркен служба 9 тӑрӑхри 15 организаципе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Ҫав шутра Мускав хулипе облаҫӗ, Чулхула, Волгоград, Амур, Воронеж облаҫӗсем, Тутар, Саха республикисем, Чукотка автономи округӗ пур.
Тӗрӗссипе калас пулсан, ҫичӗ юта ҫӳрекенсем тата та йышлӑ-ха.
Чӑваш Енри строительсем ҫичӗ ютра вӑтамран 35 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ иккен.
Пурнӑҫӗ укҫа ҫинче тытӑнса тӑракан пулса кайрӗ те унсӑр пӗр утӑм тӑваймӑн. Халӗ, ав, пӗчӗк ачаллисене шиклентерекен хыпар пӗлтереҫҫӗ — ача пахчишӗн тӳлев кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пилӗк хут ӳсме пултарать имӗш. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Людмила Швецова саккун кӑларакансен президиумӗн паянхи ларӑвӗнче каланӑ иккен.
Кун пек хӑрушлӑх вӗренӳ ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн сиксе тухать иккен. Тӗпренчӗкӗсем ача пахчине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ вӗренӳ пулӑшӑвӗшӗн мар, шӑпӑрлансене пӑхнӑшӑн тӳлеме ӳлӗмрен пуҫлӗ. Ку вӑл ылмашусем кӗртнӗ саккунпа килӗшӳллӗн. Унта ҫӑмӑллӑхҫӑсен категорине палӑртасса палӑртнӑ мӗн-ха. Сӑмахран, тӑлӑхсене, сусӑрсене асӑннӑ. Анчах федералсем регионсенче ҫӑмӑллӑхҫӑсен йышне кӗртнӗ хӑш-пӗр йыша та сирсе хӑварнӑ иккен. «Нумай ачаллисем пирки те асӑнман», — тенӗ тӗлӗнсе вице-спикер. Ҫапла вара вӑл татӑклӑ йышӑну тӑвиччен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма сӗнсе чӗнсе каланӑ.
Инвестици хывас тӗлӗшпе муниципалитетсем пӗлтӗр епле ӗҫленине пӗтӗмлетнӗ. Ӑна 16 тӗп тата 4 хушма енпе хакланӑ. Районсенчен малти вырӑна красноармейскисем тухнӑ иккен, иккӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗ. Хуласенчен вара Шупашкар мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ хутпа кӑна мар, премипе те чыслаҫҫӗ. Красноармейски районне, сӑмахран, 975,5 пин тенкӗ тивӗҫӗ, Шупашкар районне – 525 пин. Шупашкар хули вара миллион тенкӗллӗ пулса тӑрӗ.
Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра экономика министрӗ Алексей Табаков пӗлтернӗ-мӗн. Сӑмах май, Михаил Васильевич районсемпе хуласен ӗҫне хаклас меслет тӗрӗслӗхӗ пирки иккӗленнине палӑртнӑ. Конкурса палӑртакан кӑтартура муниципалитетсенчен килмен ӗҫ кӑтартӑвне те шута хураҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.