Чӑваш Енӗн энерги тупӑшӗпе тивӗҫтерекен компанийӗн пресс-службин ертӳҫи Ирина Романова пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен компанийӗ республикӑра пӗчӗккӗн энергишӗн ҫӗнӗ майпа тӳллемелли май патне куҫма тытӑннӑ имӗш. Ҫапла вара халӑхӑн абонемент кӗнекипе тӳлес йӑлана пӑрахӑҫлама лекет. Малашне электричество энергийӗшӗн ятарлӑ штрих-кодлӑ квитанципе тӳлемелле пулӗ.
Ҫӗнӗ квитанци форминче пайӑр счёт номерне, расчетлӑ тапхӑр кӑтартӑвне, тарифне, куҫарнӑ суммӑна, парӑма, ҫӗнӗрен шутланӑ кӑтартусене палӑртнӑ. Тӳлекенӗн вара «Тӳлев тапхӑрӗшӗн шутланӑ пӗтӗмӗшле сумма» (выр. «Итого к оплате за расчетный период») графапа укҫа кӑларса хума тивӗ.
— Ҫӗнӗ хурмӑ халӑха самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Малашне энергипе усӑ кураканӑн миҫӗ тенкӗ тӳлемеллине хӑйӗн шутлас хуйхӑ пулмӗ, квитанцине те ҫырса тултарма мар пулӗ. Абонемент кӗнекипе усӑ курнине илес пулсан малашне чӗретре те тӑмалла мар пулӗ. Тӳлемелли ятарлӑ йыхрава тӳлевсӗрех киле илсе ҫитерӗҫ. Йӑнӑшпа тепӗр ҫын вырӑнне тӳлессе ярасси те тӳлеве ҫухатасси те сайрарах малашне тӗл пулӗҫ, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн энергипе тивӗҫтерекен компанийӗн пурнӑҫа кӗртекен директорӗ Александр Гончаров.
Чӑваш Енӗн Министрсен кабинечӗ «Ача-пӑчаллӑ граждансене пособисемпе тивӗҫтересси» саккуна ҫӗнӗ хут пӑхса тухнӑ пулнӑ. Чирлӗ, хавшак сывлӑхлӑ ача-пӑчасене усрава илекенсен йышне ӳстерес тӗллевсемпе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен опекунсемпе ачана усрава илнӗ ашшӗ-амӑшсене пособи укҫине 10% хӑпартма палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне тата ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пособийӗн индекс-дефляторне ӳстерӗҫ, вӑл 5,5% пулӗ.
Асӑннӑ тӗллев валли республика бюджетӗнчен 8 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Шӑпӑрлансене тивӗҫлипех ӳстермен ашшӗ-амӑшӗсенчен 2,8 миллион тенкӗ илнӗ. Ҫавӑн пек кӑтартусем патне тухнӑ суд приставӗсем алиментсене тӳллетерес акцине ирттернӗ хыҫҫӑн.
Шел пулин те ҫуралнӑ ача яланах тулли ҫемьере ӳссеймест. Нумай чухне ашшӗсем тӗрлӗ сӑлтавсене пула ҫемьене пӑрахса тухса каяҫҫӗ. Хыҫҫӑн вара алимента вӑхӑтра тӳлесе тӑманни те час-часах тӗл пулать. Ҫавӑнпа та суд приставӗсем валли яланах ӗҫ тупӑнать.
Ачасене хӳтӗлемелли кунӗ тӗлнелле те суд приставӗсем парӑмлӑ ҫынсем патне «хӑнана» кайса килнӗ. Пурӗ те 189 ҫын ҫеҫ парӑма татма пултарнӑ, ыттисемпе тӗрлӗрен пӗтӗмлетӳсемпе асӑрхаттарусем тума тивнӗҪ. 56 парӑмҫӑсене администраци явапне тыттарнӑ, 47 ҫын тӗлешпе пуҫиле ӗҫ уҫнӑ, 127 ҫынсен пурлӑхне арестленӗ, 407 парӑмҫӑна пуҫиле ӗҫ пуҫлассипе асӑрхаттарнӑ. Тепӗр 120 парӑмҫӑн вара ют ҫӗршывсене каяс чухне чӑрмав тухӗ, вӗсен маларах алименчӗсене тӳлеме тивӗ.
Чӑваш Енри пысӑк компанисенчен пӗрне, «Экра» ӑслӑлӑхпа производство предприятине, нумаях пулмасть 90 миллион тенкӗсӗр тӑратса хӑварнӑ. Ку вӑл малтанласа шутланӑ тӑрӑх.
Кам ҫапла хӑтланни пирки хальлӗхе уҫӑмлатман-ха, анчах предприяти счёчӗ ҫинчи «кӗмӗле» ют ҫын куҫ хывманни пирки пӗлтереҫҫӗ. Укҫа ҫухалнине предприятин хӑрушсӑрлӑх служби сиснӗ иккен. Кайран ун пирки Федерацин хӑрушсӑрлӑх службине пӗлтернӗ, айӑплисене халӗ ҫав тытӑм шырать.
Нумаях пулмасть суд приставӗсем Турцие канма каякансемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫу вырӑнне Шупашкарти аэропорта суйласа илнӗ.
Мӗн шухӑшпа тӗл пулнӑ-ши тетӗр-и? Ӗҫпе паллах. Чикӗ леш енне канма тухса каякансен парӑмсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме. Ара, парӑмлисене тытса чарма саккун ирӗк парать мар-и? Чӑн та, парӑмлисем тупӑннӑ. Хӑшӗсен Пенси фондне тӳлевсем пухӑнса кайнӑ иккен, хӑшӗсен — налукпа. Палӑртса хунӑ канӑва пӑсас мар тесе вӗсем парӑма аэропортрах тӳлесе татнӑ.
Тупӑш пирки налук органӗсене деклараци тӑратни тӑрӑх хакласан, Чӑваш Енре миллионерсен шучӗ унчченхиллех тесе калама пулать. Ҫулталӑкри тупӑш 1 миллион тенкӗрен иртнисен шучӗ 2 387 ҫынпа танлашать иккен. Ку вӑл пӗлтӗрхи кампани вӑхӑтӗнчен шӑп та лӑп пӗр ҫын сахалтарах. Тата миллионпа миллион пӗр маррине шута илмелле. Акӑ, 500 миллион тенкӗрен нумайрах тупӑш курнисем пӗлтӗр 3 ҫын пулнӑ иккен.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх фончӗ ака уйӑхӗнче Раҫҫейӗн 19 регионне укҫа уйӑрассине чарса лартни пирки хӑшӗсем илтнӗ те пулӗ. Ҫав «хура списока» Чӑваш Ен те лекнӗччӗ. Сӑлтавӗ ҫулталӑк отчечӗсене тивӗҫлипе пурнӑҫламанни тесе пӗлтернӗччӗ ун чух.
Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗплӗн юсассипе 2012 ҫулхи плана, сӑмахран, Канаш хули пурнӑҫламанччӗ. Унта пӗр ҫуртнӑ малти пайне сӑрламасӑр хӑварнӑ иккен. Элӗкпе Йӗпреҫ районӗсем ишӗлекен ҫуртсенчен ҫынсене вӑхӑтра куҫарса ӗлкӗрмен. Ҫав кӑлтӑксемшӗн республикӑна темиҫе миллиард тенкӗсӗр чутах хӑварман. Халӗ вӗсем ҫитменлӗхсене пӗтернӗ. Кирлӗ хутсене Мускава ярса панӑ. Пӗлтӗрхипе вӗҫне-хӗрне тухса пӗтсен республика кӑҫалшӑн укҫа илме заявка тӑратӗ.
Иртнӗ ҫул республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев 2,9712 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Сӑмах май, унӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ виҫӗм ҫулхинчен 15,3% ӳснӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн харпӑрлӑхри пуянлӑх шучӗ унчченхиллех юлнӑ: унӑн 50 599 тӑваткал метр ҫӗр, пурӑнмалли икӗ пӳрт — пӗри 216,2 тӑваткал метр пысӑкӑш, тепри — 95,4 тӑваткал метр пур. Кунсӑр пуҫне мӑшӑрӗпе иккӗшӗн харпӑрлӑхӗнче — виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, вӗсем 2 000, 623 тата 5 000 тӑваткал метрлӑскерсем. Унсӑр пуҫне Михаил Игнатьев 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн хуҫи. Республика Элтеперӗн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук.
Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ вара хӑйӗн тӗп вырӑнӗнче 220,3 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ытти тупӑш та пур унӑн. Вӑл 4,174 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн мӑшӑрӗ 88,4 тӑваткал метр пысӑкӑш хваттерне сутса 282,6 тӑваткал метрлине туяннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 25 300 тӑваткал метр ҫӗр, «Мерседес Бенц В 170» автомашина, гараж боксӗ пур.
Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи тӑрахсемпе танлаштарсан чи йӳнӗ ҫӑкӑрпа ҫӗрулми — Чӑвашра. Ҫапла хыпарлать Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министерстви Чӑвашстат пӗлтернине тӗпе хурса.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи хаксене пӑхсан, хура тата хурапа шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑрӑн пӗр килограмм хакӗ 24 тенкӗ те 88 пус тӑрать. Чи хакли — Самар тӑрӑхӗнче. Пирӗн патӑмӑрта ҫӑкӑр унтинчен чӗрӗк пая яхӑн, тӗрӗсрех, 22,5 процент, йӳнӗрех-мӗн. Ҫӗрулмин килограмӗшӗн Чӑвашра вӑтамран 17 тенкӗ те 37 пус кӑларса хумалла. Ҫӳлерех асӑннӑ тӑрӑхсене илсен ҫак культура Пермь крайӗнче ытларах «ҫыртать» — унта вӑл 22 тенкӗ те 99 пус тӑрать.
Ытти ҫимӗҫ хакне те тишкернӗ. Шурӑ ҫӑнӑх, панулми, сысна какайӗ, шӑнтнӑ пулӑ, чӑх тата ӗне ашӗ, хӑйма, сахӑр песукӗ те пирӗн патра ытла хаклӑ мар тесе пӗтӗмлетнӗ.
Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫи панине пурте пӗлетпӗр. Ҫав тупрапа тӗллевлӗ усӑ курмалли пирки те паллӑ. Сӑмахран, пӳрт хӑпартма е хваттер илме, ачасене вӗрентме, амӑшӗн пулас пенсийӗ валли уйӑрма юрать.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 37-ри хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ҫав тупран пӗр пайне — 62 пин ытларах тенке — илме шут тытнӑ. Пенси фончӗн вырӑнти управленийӗнче вӑл ҫав «кӗмӗле» пӳрт юсама уйӑрма шантарнӑ. Анчах ҫур ҫул ытларах иртсен хӗрарӑм суеҫтерни ҫиеле тухнӑ. Тупрана вӑл пӳрт юсама мар, мунча тума тӑкакланӑ иккен. Мунча та кирлӗ хуралтах-ха. Анчах амӑш капиталне мӗн тӗллевпе тӑкакланине ӑнлантарса паракан Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ хутра мунча тума юрани пирки пӗр сӑмах та каламан.
Нумаях пулмасть хӗрарӑмӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивнӗ. Айӑплавӗ ытла кӑра мар та, ҫапах та ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн статйипех айӑплани паллӑ. Ҫӗмӗрлери прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма суд 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ, кунсӑр пуҫне мунча тума янӑ 62 пин тенкӗ ытларах укҫана шыраса илмелле тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.