18 ҫулти студент, Шупашкарта аслӑ шкулта вӗренекенскер, полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Вӑл каланӑ тӑрах, Ватсапра ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Вӑл каланӑ тӑрӑх, каччӑ ячӗпе такам кредит илесшӗн, ҫавӑнпа хӑйӗн кредит илсе ку ӗҫе пӑчлантарма пулӑшмалла имӗш. Каччӑна телефонӗ ҫине ятарлӑ сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла ултавҫӑсем унӑн онлайн-банкӗпе усӑ курнӑ, ҫамрӑк ячӗпе 100 пин ытла тенкӗ кредит илнӗ.
Шупашкарти 53-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненнӗ. Вӑл ун патне ФСБ ӗҫченӗ шӑнкӑравлать тесе шутланӑ.
Хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илме хӑтланнӑ тенине ӗненнӗ. Ҫапла вӑл банкра 5 млн тенкӗлӗх кредит илнӗ те куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗ асӑрхаттарнине те хӑлхана чикмен.
Кун хыҫҫӑн та ултавҫӑсем унран хӑпман. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне 4,7 млн тенкӗпе сутса ярса укҫине куҫарма хушнӑ. Хваттер сутни хут ҫинче кӑна имӗш, кайран вӑл таврӑнмалла.
Хваттере туяннӑ арҫын пырса тӑнӑ, хӗрарӑм ку манӑн хваттер тесе ӑна кӗртмен. Ара, вӑл ӑна хут ҫинче кӑна сутнӑ-ҫке-ха. Арҫын полицие кайнӑ. Хӗрарӑм пакунлисен умӗнче ҫав палламан ҫын номерӗпе шӑнкӑравланӑ та хӑй чӑнах та ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл хваттерсӗр тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 млн кредит тӳлемелле.
Шупашкарти пӗр радиостанци ертӳҫи, 30 ҫулти ҫамрӑк хӗрарӑм, ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл кун пирки полицие пырса каласа кӑтартнӑ.
Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та хӑйсемпе тӗп банк ӗҫченӗ тата Мускаври йӗрке хуралӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискерсем каланӑ тӑрӑх, такам унӑн счечӗ ҫинчи укҫана илесшӗн. Ҫакна каласан хӗрарӑм онлайн майпа кредит илнӗ те палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине 97 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ӗҫне тунӑ хыҫҫӑн кӑна вӑл йӑлтах ӑнланнӑ.
Канашра пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм 15 ҫулти мӑнукне савӑнтарасшӑн пулнӑ. Хӗрача тахҫанах попугай пирки ӗмӗтленнӗ.
Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче Канашра попугая укҫасӑрах паракан ҫынсене тупнӑ. Вӗсемпе ҫыхӑннӑ. Лешсем попугая кӳршӗ регионтан илсе килмеллине каланӑ, куншӑн укҫа тӳлеме ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла хӗрарӑм карточка даннӑйӗсене ҫырса 2800 тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн лешсем ҫырӑннине йӑлтах хуратнӑ, текех ҫыхӑнӑва тухман.
65 ҫулти хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ.
Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи умламҫӑ пухнӑ 4,8 миллион тенкине ултавҫа куҫарса панӑ.
Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӑратсах пӑрахнӑ: счечӗ ҫинчи укҫана такам Украинӑна куҫарма тӑнӑ имӗш. Хайхискере пӗр тӑхтамасӑр укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла вӑл 1 миллион та 800 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти тухтӑр укҫа Украинӑна пулӑшма каять тесе хӑраса ӳкнӗ те 1,7 миллион тенке темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Хӗрарӑм тухтӑр патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе ФСБ ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам унӑн ячӗпе 6 миллилон тенкӗ кредит илме хӑтланать. Ҫапла ан пултӑр тесен 48 ҫулти хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен укҫине илсе парӑма татмалла-мӗн. Унсӑрӑн укҫа-тенкӗ Украинӑна пулӑшма каять имӗш.
Банк ӗҫченӗ хӗрарӑма ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах тухтӑр хваттерте юсав ӗҫӗсем туни пирки суйнӑ. Вӑл банкран 1 миллион кивҫен илнӗ. Ку кӑна мар. Машинине салук хурса 700 пин тенкӗ илнӗ. Ӑна та ултавҫа куҫарса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн 9 ҫулти ывӑлӗ компьютерпа вӑйӑ вылянӑ та амӑшӗн карточки ҫинчи 65 пин тенке куҫарса панӑ. Куншӑн ӑна счет ҫине хушма «фишка» куҫарса парасса шантарнӑ. Анчах ача кӑлӑхах кӗтнӗ.
11 ҫулти арҫын ачан амӑшӗ те ҫапла шар курнӑ. Шӑпӑрлан вӑйӑра промокод илесшӗн пулнӑ, палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Ҫапла счет ҫинчен 30 ытла пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑмӑн харпӑр пурнӑҫӗ ӑнман. Вӑл хӑйне пӑснӑ, тухатланӑ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа тӗнче тетелӗнче астролог номерне тупса унпа канашланӑ.
Лешӗ ӑна чӑнах та пӑснине ҫирӗплетнӗ, пулӑшма шантарнӑ.
Хайхи астролог икӗ эрне темӗнле йӑла-йӗрке ирттернӗ, куншӑн укҫа ыйтсах тӑнӑ. Ҫапла хӗрарӑм ӑна 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи пӗтсен тин вӑл кун пирки юлташне каланӑ. Лешӗ ӑна полицие кайса каласа кӑтартма сӗннӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрнере пурӑнакан хӗрарӑм ҫуртсӑр, укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах – ултавҫӑсене пула.
Ку пӑтӑрмах пирки полицие ҫак хӗрарӑмӑн риелторӗ каласа панӑ. 66-ри хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн укҫине юттисем хапсӑнни пирки каланӑ. Хайхискер 130 пин тенкӗ кредит илсе темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Кун пирки никама та калама хушман – патшалӑх вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗшӗн яваплӑх тыттарассипе хӑратнӑ.
Тепрехинче ун патне ҫулла вӗҫӗнче шӑнкӑравланӑ. Хальхинче ӑна такам унӑн ҫуртне сутма хӑтланни пирки каланӑ. Ҫапла ан пултӑр тесен ҫурта часрах сутмалла та укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн. Ку ӗҫе хӑвӑрт тума пулӑшакан риелторсене те сӗннӗ.
Хӗрарӑм ҫуртне сутса укҫине темӗнле счет ҫине куҫарсан палламан ҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫапла вӑл ҫуртсӑр, 1 миллиона яхӑн тенкӗсӗр юлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 77 ҫулти киемее палламан ҫынсем улталанӑ. Вӑл вӗсене 70 пин тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, суту-илӳ центрӗнче хуралҫӑ вӑл терминал умӗнче такампа телефонпа калаҫса укҫа куҫарнине асӑрханӑ. Ҫапла ун патне пырса ултавҫӑсем пирки ӑнлантарнӑ.
Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах усӑ курнӑ: кинемейӗн счетне такамсем хапсӑнаҫҫӗ, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла-мӗн. Кинемей вӗсене ӗненсе терминал патне пынӑ та.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |