Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнче пурӑнакан арҫын машина валли саппас пай туянма хӑтланса улталаннӑ.
Тӳлевсӗр пӗлтерӳ паракан сайтсенчен пӗринче вӑл хӑйӗн ют ҫӗршывра кӑларнӑ автомашини валли саппас пай сутакана шыранӑ. Тавар сутакана унта асӑрханӑ хыҫҫӑн 16 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ. Тавар сутаканни саппас пая ҫывӑх вӑхӑтра ӑсатма шантарнӑ. Ӗҫе пуҫӑннине ӗнентерсе видео та ярса панӑ. Анчах Кӳкеҫ арҫынни тавара кӗтсе илеймен.
Ултавҫа Дон ҫинчи Ростов хулинчи арҫын пулнӑ. Вӑл Шупашкарти йӗрке хуралҫисем патне кӑмӑлпа килменрен ӑна конвойпа илсе килнӗ. 37-ри арҫын хӑйне тӳрре кӑларас тесе телефона ҫухатнине, ӑҫта ярса памаллине пӗлменнине ӗнентерме пӑхнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лексе пысӑк укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл полици уйрӑмне пырса каласа кӑтартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хӗрарӑм ячӗпе такам 1 миллион тенкӗ кредит илесшӗн-мӗн. Ҫак ӗҫе ан туччӑр тесен кирек мӗн чухлӗ кредит илмелле имӗш, ӑна счет ҫине куҫармалла. Кун пирки никама та калама хушман, унсӑрӑн уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ-мӗн.
Анчах хӗрарӑма банк кредит пама хирӗҫленӗ. Ҫапла вӑл хӑйӗн акцийӗсене 2 миллион те 140 пин тенкӗлӗх сутнӑ. Укҫана палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Ку кӑна мар, хӗрарӑм укҫа куҫармалли программа вырнаҫтарас тесе смартфон та туяннӑ.
Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче пӗр арҫын Чӑваш Енри икӗ ҫын патне шӑнкӑравланӑ. Вӑл Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗн ертӳҫи-мӗн. Хайхискер аварие ҫакланнӑ тӗн ҫыннине сипленмешкӗн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра республикӑн митрополичӗ вырӑнта пулман. Варнава владыка ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
34 ҫулти арҫын тата 48-ти хӗрарӑм ӑна ӗненмен, полицие пӗлтернӗ. Ултавҫӑ вӗсенчен 40 пине яхӑн тенкӗ сӑптӑрма шутланӑ.
ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе 33 ҫулти арҫын тума пултарнине палӑртнӑ. Вӑл – Кемӗр облаҫӗнчен, унччен те судпа айӑпланнӑскер.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн, ӑна пӑрахӑҫламалла имӗш. Ҫапла вӑл палламан ҫынна 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ку кӑна мар, хӗрарӑм тӑванӗсене те ҫапла тума сӗннӗ. Пиччӗшӗ 340 пин тенкӗ куҫарса панӑ, тивӗҫлӗ канури амӑшӗ – 145 пин тенкӗ ытла. Ҫапла майпа ҫемье ултавҫӑсене 900 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Вӗсем ҫемье патне 30 ытла номертен шӑнкӑравланӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна икӗ арҫын чаплӑ телефон туянма сӗннӗ. Телефона хӗрарӑм 35 пин тенкӗпе илнӗ. Киле ҫитсен уҫса пӑхать те — паллӑ брендӑн копийӗ иккен.
Пӑтӑрмах пирки хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Тавара сутаканӗсем Самар облаҫӗнчи Жигулевск хулинчи 27 ҫулти каччӑпа Тольяттинчи 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӗсене халӗ тытса чарнӑ.
Йӳнӗ телефонсене вӗсем Мускавра пурӗ 17 штук туяннӑ. Пӗриншӗн 4 пин тенкӗ тӳленӗ. Шупашкарта 35 пиншер тенкӗпе 3 телефон сутнӑ.
Самар тӑрӑхӗнчи ҫынсем тӗлӗшпе ҫынна улталанӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Авиабилет туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Суя сайтсем те пулма пултараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Питӗре вӗҫме билет туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Питӗре вӗҫме палӑртнӑ, сайта кӗрсе билет туяннӑ. Хайхискер заявка ҫырнӑ, банк карттин реквизичӗсене кӑтартнӑ. Счечӗ ҫинчен 13 пине яхӑн тенкӗ илнӗ. Анчах электрон билет ун патне ҫитмен.
Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын билета ултавҫӑсем йӗркеленӗ суя сайтра илнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн компенсаци илме ӗмӗтленнӗ ахӑртнех. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вал полици участокне пырса каласа кӑтартнӑ. Халӑх тетелӗнче ун патне пӗлӗшӗнчен ҫыру килнӗ, лешӗ кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн компенсаци илме май пуррине пӗлтернӗ. Ку ӑна ӗненсе банк карттин реквизичӗсене каланӑ. Кӗҫех унӑн карточки ҫинчен 9 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Чӑннипе вара ҫырӑва пӗлӗшӗ ҫырман, унӑн аккаунтне ют ҫын ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм, шкулта ачасене вӗрентекенскер, ултавҫӑсене ӗненсе самай пысӑк укҫа куҫарса панӑ: 900 пин тенкӗ.
Ку ҫапла пулса иртнӗ: ҫарла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн-мӗн. Вӗрентекен тӳрех ӗненмен. Анчах лешсем унран хӑпман, ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ.
Юлашкинчен ҫамрӑк хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненнӗ, 29 абонент номерӗ ҫине 900 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие заявлени ҫырма кайнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти суту-илӳ центрӗнче ӗҫлекен 35 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса нуши пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ӗҫри телефонӗ ҫине ҫамрӑк арҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл унӑн ӗҫтешӗ-мӗн. Хайхискер баннерсене, реклама стенчӗсене, светодиодлӑ хатӗрсене илсе ҫитернӗшӗн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗненсе кассӑран 50 пин тенке илнӗ те лешӗ каланӑ счет ҫине хунӑ.
Ҫав арҫын ӗҫтешӗ мар, ултавҫӑ пулнӑ иккен. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Екатеринбургри тата Новороссийскри арҫынсем Чӑваш Енри ҫынсене улталанӑ. Вӗсене тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем ҫав регионсене командировкӑна кайнӑ.
Вӗсен серепине Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын лекнӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче вӑл тӗнче тетелӗнче видеокарта сутнине курнӑ та хуҫипе калаҫса унӑн счечӗ ҫине 30 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах тавара хӑй илеймен. Ҫак ӗҫе Екатеринбургри 21 ҫулти каччӑ тунӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ.
Новороссийскри арҫын вара судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ. Вӑл Чӑваш Енри курьерсене телефон номерӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ, тӗл пулсан тавӑрса пама шантарнӑ. Паллах, сӑмахне тытман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |