Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Культура

Паян, тӑван республикӑмӑр Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ кун, «Славься, Чувашия!» (чӑв. Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен!) юрӑ марафонӗ вӗҫленет. Ҫав видеоролик тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи гимнӗпе, «Алран кайми», юрӑпа пуҫланать. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ артисчӗсем юрлаҫҫӗ.

Марафон ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ. Паллӑ кунпа ҫыхӑннӑ акцие республикӑри мӗнпур районпа хула хутшӑнчӗ, вӗсем хӑйсен гимнӗсене шӑрантарчӗҫ, тӑван тӑрӑхӗн ҫитӗнӗвӗпе кӗскен паллаштарчӗҫ. Эстафетӑна вӗсем пӗрин хыҫҫӑн теприне пачӗҫ. Ҫапла вара акцие ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ муниципалитет хушӑнса пычӗ.

Пӗтӗмлетӳллӗ видеороликпа паллашас тесен ҫак каҫӑпа иртме сӗнетпӗр.

 

Аçтахар Плотников 24.06.2020 08:55 | 6152 хут пӑхнӑ

Паян Чӑваш Республики хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне уявлать. Эпир вара сирӗнпе пӗрле тӗрлӗ кӗтессенче пулса курӑпӑр, республикӑра ҫав уяв — кӑҫалхи юбилее лекекен Республика кунӗ — мӗнле иртни пирки каласа парӑпӑр.

#Республика кунӗ, #уявсем, #юбилейсем, #политика, #истори

Ҫапла май паянхи онлайна вӗҫлемелле пулӗ. Ӑна тепӗр хут, анлӑрах ҫурлан виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче — официаллӑ майпа Шупашкар хула кунӗнче палӑртма шантарнӑччӗ-ҫке — ҫутатӑпӑр.

Тепӗр хут сире Республика пӗр ӗмӗр тултарнӑ ятпа саламлатпӑр! Ӳстӗр пирӗн патшалӑх, чечеклентӗр! Халӑха ырлӑх кӳтӗр, тӗнче шайӗнче тивӗҫлӗ вырнӑ тупма пултартӑр!

Шырарӑм-шырарӑм... Урӑх ҫук пулас. Республика кунне мар, темле область юбилейне паллӑ тӑватпӑр тейӗн. Шел, намӑс-симӗс те ҫук ҫак ҫынсен вӗт-ха! Наци телекуравӗ чӑвашлӑхран питӗ инҫе тӑнине ҫакӑ тепӗр хут ҫирӗплетсе парать ӗнтӗ.

Рунӑллӑ ҫырулӑх пирки каласа панине вырнаҫтарчӗҫ... Унта та пулин хамӑр чӗлхемӗр пирки Алмантай суварист вырӑсла каласа парать.

Наци телекуравӗн Ютубри каналӗнче паян пире уява онлайн кӑтартма шантарчӗҫ. Пӗр купа видео вырнаҫтарчӗҫ. Пурте вырӑсла. Титул ӳкерчӗк ҫине пысӑк саспаллисемпе «УЯВЛАТПӐР» тесе ҫырнӑ пулин те. Чӑвашлине шырас та килместчӗ — ҫавах та Олег Мустаевӑнне пӑхса илесех терӗм. Чӑвашла. Маттур. www.youtube.com/watch?v=0b4sI03XC3g

Ку баннера хулипех ҫакса тултартӑн туйӑнать.

Уяв патне.

Чӑваш автономине туса хунаранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Фёдор Мадуров хӑйӗн килӗнче галерея уҫрӗ.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа «Спортивная Чувашия. Из прошлого в будущее» документлӑ фильм ӳкернӗ. Ӑна ЧР Спорт министерствипе «ЮТВ» телеканал хатӗрленӗ.

Республикӑмӑрӑн кун-ҫулӗ вӑрӑм пултӑр тесе Федор Мадуров чӳк ирттерчӗ.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа тӑван республикӑмӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров, Раҫҫей Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров саламланӑ. Саламлӑ сӑмахсене Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Малалла хуланалла тухса ҫаврӑнмалла пуль тетӗп. Фотосем кӗтӗр :)

www.youtube.com/watch?v=OnAL5KPww6A — Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (вырӑсла).

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗнчен те республикӑмӑра парне пултӑр — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» паянтан 500 пин ытла пуплевӗш! Ку ӳсӗме Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӑн (чӑвашла Александр Галкин куҫарнӑ) сыпӑкне кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫитрӗмӗр.

Леонид Сильвестров юбилей ячӗпе юрӑ хайланӑ. Ӑна вӑл пире ярса пачӗ:

Тӑван Шупашкар

Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа

100 ҫул ҫитнине халаллатпӑр

 

Атӑл шӳлкеми – пирӗн Шупашкар

Шурӑ акӑш пек курӑнать.

Ӗлӗк-авалтан чӑвашпа тутар,

Вырӑс та кунта пурӑнать.

Тахҫанах йышра мӑкшӑпа ирҫе,

Ҫармӑспа пушкӑрт – юнашар.

Тӗрлӗ халӑхсен туслӑ ҫемйинче

Чун-чӗре курать пархатар.

 

Хушса юрламалли:

Мӗншӗн-ха, туссем, инҫете каяс,

Ҫӗр ҫинче пулсан Шупашкар?

Телее кунтах, хамӑрах туптас –

Чӗрере хӗмлентӗр кӑвар!

 

Кӑвак ҫутӑллах хула вӑранать,

Ҫӗн куна васкать тӗл пулма.

Ыр сунса хӗвел пире ачашлать,

Ҫӳллӗрен ҫӳле хӑпарса.

Таврара юхать кайӑксен юрри –

Чӑн симфони пек янӑрать,

Ҫывӑхра ҫавах машшинсен сасси:

Ӗҫ кӗвви чуна тыткӑнлать.

 

Хушса юрламалли.

 

Ентешсем ӗҫчен, хастар пулнӑран

Шупашкар ӳсет ҫулсерен.

Ан мансам, тӑван, килсе хӑналан –

Тарават эпир ӗмӗртен.

Санпала утар каҫхи урампа:

Кун пекки ниҫта эс курман.

Киленсе сывлар шерпет сывлӑшпа,

Ҫӑкасем чечек кӑларсан!

 

Хушса юрламалли.

Леонид Сильвестров

Чӑваш Республики — чӑваш халӑхӗн хальхи вӑхӑтри патшалӑхӗ. Унччен маларах пирӗн мӑн асаттесем Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркелеме пултарнӑ. Историре уйрӑмах Атӑлҫи Пӑлхар тарӑн йӗр хӑварнӑ. Тутар-монголсем тапӑнса килсен пирӗн мӑн асаттесем пӗрремӗш хут вӗсене ҫапса ҫӗмӗрме пултарнӑ.

Хальхи патшалӑхӑн тымарӗсем 1920 ҫултанпа вӑй илме пуҫланӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче В.И. Ленин «Чӑваш автономи облаҫӗ ҫинчен» декрета алӑ пуснӑ. Унта ҫавӑн пекех ВЦИК председателӗн Михаил Калининӑн тата ВЦИК секретарӗн Авель Енукидцен алӑ пуснисем пулнӑ. 1925 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗнчен Чӑваш АССР йӗркеленӗ. 1992 ҫултанпа Чӑваш Республики ята илнӗ.

Паян Светлана Асамат та хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявлать. Саламлатпӑр! Пӗрре — Республика кунӗ ячӗпе, тепре — Ҫуралнӑ кунпа.

Ҫавӑн пекех ҫак кун паллӑ актриса Ольга Ырсем те 1892 ҫулта ҫуралнӑ.

Кану кунӗ паян, сӑмах май, республикӑмӑрта ҫеҫ мар, Раҫҫейӗпех. Сӑлтавӗ вара — ҫак кун Ҫӗнтерӳ парадне ирттерме шут тытнинче. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӑна ирттерме кӑшӑлвирус чӑрмантарнӑ, халь вара ирттерме май пур тесе шутланӑ.

Пирӗн республикӑра вара Ҫӗнтерӳ парачӗ пулмӗ — ӑна ирттерме шӑп ҫав вирус чӑрмантарать те ӗнтӗ.

Юбилейлӑ ҫул пулин те кӑҫал уява паллӑ тума чӑрмантаракан сӑлтав та пур — ку вӑл кӑшӑлвирус. Ҫавах та, республикӑри влаҫ органӗсем пире уява онлайн мелӗпе кӑтартма шантараҫҫӗ. Наци телекуравӗн Youtube каналӗнче пӑхмалла теҫҫӗ: www.youtube.com/channel/UCI7nCDhnZV9B2O5KbzTUV2Q

//шел те, хальлӗхе унта нимӗнле онлайн та асӑрхамарӑмӑр-ха.

Чи малтанах республика Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн салам сӑмахӗсене илсе кӑтартар:

Хаклӑ ентешсем!

Сире Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп.

Ҫак уяв тӑван ене юратакан, унӑн хӑйне евӗрлӗ кун-ҫулӗпе, ӑс-хакӑлӗпе культурин паха еткерлӗхӗпе мӑнаҫланакан мӗнпур ҫын­на пӗрлештерет.

Чӑваш халӑх историйӗ кӑсӑк та пуян, вӑл нумай-нумай ӗмӗре тӑсӑлать. Ҫапах та чӑваш патшалӑхӗн кун-ҫулне уйрӑммӑн илсен, унӑн юлашки 100 ҫулхи тапхӑрӗнче пирӗн аслӑ ҫӗршывӑмӑрта мӗн пулса иртни туллин те уҫӑмлӑн сӑнарланнӑ.

Малалла ҫирӗппӗн аталанма пулӑшакан вӑй пирӗншӗн хуть хӑҫан та халӑхӑмӑрӑн ӗҫченлӗхӗ пулса тӑрать. Вӑрҫӑчченхи ҫулсенче Чӑваш Ен хут пӗлменлӗхе пӗтерес енӗпе малта пыракан автономисенчен пӗри шутланнӑ. Республика ҫав тапхӑрта хытӑ сийлӗ ҫул­сем тӑвас енӗпе малта пынӑ, ҫавӑншӑн ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ.

Чӑваш Ен ывӑлӗсемпе хӗрӗсем Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Тӑван ҫӗршыва аркануран чӗртсе тӑратнӑ, тӗнче уҫлӑхне ҫул хывнӑ.

Халӗ Чӑваш Республики умӗнче ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Вӗсе­не пурнӑҫа кӗртме географи тӗлӗшӗнчен лайӑх вырӑнта вырнаҫни, пирӗн питӗ ырӑ та уҫӑ чунлӑ халӑхӑмӑр, культурӑпа ӗҫ тата ӑслӑлӑх йӑли-йӗркисем пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине эпир ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура, анчах та тивӗҫлӗ кӑтартусемпе кӗтсе илетпӗр. Малта — ҫӗнӗ инҫетсем, ҫӗнӗ тӗллевсемпе ҫитӗнӳсем. Кулленхи ӗҫӗмӗре тата кашнин професси ӑсталӑхне пула пирӗн тӑван ҫӗрӗн вӑй-халӗпе пуянлӑхӗ ӳсет. Сире ырӑ пуҫарусенче ҫитӗнӳсем тума, ҫирӗп сыв­лӑх, ырлӑх тата хастарлӑх сунатӑп. Чӑваш халӑхӗн ҫитӗнӗвӗсемпе тивӗҫлипе мухтанар тата вӗсене ӳстерсе пырар!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев

 

Культура

Республика кунне уявланине Наци телекуравӗ пӗлтӗр те тӳрӗ эфирта кӑтартнӑччӗ. Кӑҫал юбилей – 100 ҫулхи. Кӑшӑлвирус ӑна малтан шухӑшланӑ пек анлӑн уявлама кансӗрлерӗ. Массӑллӑ мероприятисене ҫурла уйӑхне куҫарнӑ. Апла пулин те ыранхи кун хӑш-пӗр пулӑмпа асра юлӗ. Хӑшӗсене онлайн йӗркелӗҫ, хӑшӗсене Чӑваш Ен Наци телекуравӗ кӑтартӗ.

9 сехет те 30 минутра Хӗрлӗ Чутайӗнче Ҫӗнӗ урамра аллея тата Ҫӗнтерӳ лапамӗ уҫӗҫ. 21 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапама юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫӗҫ, ҫутӑ фонтанӗ те ӗҫлесе кайӗ.

15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Аслӑ экономика канашӗн ларӑвне кӑтартӗҫ.

Мероприятисене YouTube видеохостингра та курма май килӗ. Наци радиовӗпе Тӑван радио та тӳрӗ эфира тухма палӑртаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин кинологи служби 111 ҫулхине уявланӑ.

Пирӗн республикӑра та пакунлисене йытӑсем ӗҫре нумай пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем йӗркене пӑсакансене тытса чараҫҫӗ, сирпӗтмелли хатӗрсене, хӗҫпӑшалпа наркотик пытарнине шыраса тупаҫҫӗ. Ҫухалнӑ ҫынсене те тӑватӑ ураллӑ ӑслӑ туссем тупма пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 9 ҫулхи ача ҫӗтнине, ӑна шурлӑхлӑ вырӑнта Персей ятлӑ йытӑ тупнӑччӗ.

Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин Кинологи службин центрне чылай ҫул Алексей Попович ертсе пырать. Кӑҫалхи кӗркунне ведомство Полицейски-кинологсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне хутшӑнма ӗмӗтленет. Ун пек тупӑшӑва 2014 ҫулта пирӗн тӑрӑхра йӗркеленӗ.

 

Хулара
1zoom.me сайтри сӑн
1zoom.me сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра Ҫӗнтерӳ парачӗ иртӗ. Ҫак кун ҫӗршывӗпех кантарӗҫ.

Шупашкарта вара парад пулмӗ, ӑна пӑрахӑҫланӑ. Мӗншӗн тесен республикӑра кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру ҫивӗч-ха.

«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ парад Чӑваш Енре пулмасть. Кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть-ха», - ҫырнӑ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Кӑҫал влаҫ парад ирттерме планламан та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65056
 

Культура

Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалалса БРИО мультстуди 12 ҫул тултарман ачасене «Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем – ачасен куҫӗпе» анимаци проектне хутшӑнма чӗнет.

Ачасем Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем пирки 5 мультфильм хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех пултаруллӑ ҫынсен биографийӗсемпе паллашӗҫ. Проекта хутшӑнакан ачасем чӑн-чӑн мультфильм хатӗрлеме вӗренӗҫ. Вӗсене пурне те стоп-моушен техникӑна тӗпе хурса ӳкерӗҫ.

Проект дистанци мелӗпе ӗҫлӗ. Кӑшӑлвирус чарӑвӗсене пӑрахӑҫласан ачасем студирех тӗл пулма тытӑнӗҫ. Проекта 89083050874 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Электронлӑ почта: e-mail: info@briostudio.ru.

 

Культура

Чӑваш Енре хуткупӑсҫӑсен онлайн-фестивальне ирттерӗҫ. «Битва на Волге» (чӑв. Атӑл хӗрринчи ӑмӑрту) мероприятие Республика кунне халалланӑ.

Фестивале 18 ҫултан аслӑрах хуткупӑсҫӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен заявкисене тата видеороликӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӑратмалла. 4 минутран вӑрӑм мар роликра икӗ хайлав пулмалла. Материалсене pechnikova.08@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Хуткупӑсҫӑсен репертуарӗнче халӑх кӗвви-ҫемми те, хальхи юрӑсем те, халӑх юрри-кӗввине илемлетнӗ хайлавсемпе такмаксем те пулма пултараҫҫӗ. Фестивале хутшӑнакансене дипломсемпе чыслама шантараҫҫӗ.

Фестивале йӗркеленӗ — Чӑваш Республикин халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ҫамрӑк юрӑҫисем Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пынипе видеоклипра ӳкерӗннӗ. Унта вӗсем Раҫҫей гимнне юрланӑ. Клипа Шупашкар хулинчи паллӑ вырӑнта – Амӑшӗн палӑкӗ – патӗнче ӳкернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Паян, Раҫҫей кунӗнче, пирӗн артистсем юрланине пӗтӗм ҫӗршыв курнӑ. Видеоролика «Раҫҫей 1» телеканалпа кӑтартнӑ уяв концертӗнче курма май туса панӑ. Концерт 17 сехетре пуҫланнӑ. Ӑна ҫавӑн пекех «Раҫҫей 24» телеканалпа та кӑтартнӑ.

 

Культура

Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов саламланӑ. Видеосалама вӑл тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗрне вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ паян саламсен марафонӗ пуҫланнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: кӑшӑлвируса пула чылай мероприятие онлайн меслетпе ирттерме тивет. Йӑлана кӗнӗ Акатуй та, ача-пӑча Акатуйӗ те ҫавӑн пек иртӗ.

Тӑван республикӑмӑрӑн ҫуралнӑ кунӗпе ентешӗмӗрсене паян Раҫҫей Геройӗ Евгений Борисов саламланӑ.

Марафона кирек кам та хутшӑнма пултарать. Ун валли саламлӑ видеороликӳкермелле те ӑна #100летЧувашии (чӑв. ЧӑвашЕне100ҫул) хэштегпа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене лартмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CBV5enrgJfT/
 

Культура

Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне кӑҫал та ирттерӗҫ. Кун пирки республикӑн Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫалхи мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Анчах ытти ҫултинчен вӑл расна иртӗ. Пӗтӗм чӑвашсен VIII Акатуйӗн уйрӑмлӑхӗ кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ӑна онлайн ирттерӗҫ.

Унта хамӑр республикӑри тӗрлӗ районпа хулари, ҫавӑн пекех тӗрлӗ регионти халӑх, эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Видеосаламсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ddn21nac@mail.ru тата tania-fill@yandex.ru электрон адрессемпе йышӑнӗҫ.

Видеоматериала #ВместеПӗрле хештегпа Google тата Яндекс дисксем ҫине, «YouTube» видеохостинга, «Контактра», «Пӗркласрисем» халӑх ушкӑнӗсене те вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, [36], 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, ... 157
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем