
Чӑваш Енре ҫырла фестивалӗ иртесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун валли сасӑлав мелӗпе ят суйланӑ. Сасӑлав вӗҫленнӗ. Эппин, фестиваль мӗн ятлӑ пуласси те паллӑ.
Вӑл ҫаплах ятлӑ пулӗ: «Чӑваш Енри ҫырла фестивалӗ». Аса илтерер: ӑна Петровкӑра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи «Ивушка» питомник ҫумӗнче ирттерӗҫ.
Ҫак фестивале ҫулсеренех ирттерме, кӑштахран федераци шайне тухма палӑртнӑ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗччен ача-пӑча пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри фестиваль-конкурсӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ йӗркелекен ҫав конкурса хутшӑнма кая юлман-ха.
Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хуласемпе муниципалитет округӗсенчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче вырӑнти ӑстасене суйласа илӗҫ. Унтан вӗсем республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн али витӗр тухӗҫ. Ҫав тӗрӗслев ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль-конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл кун гала-концерт пулӗ.

Муркаш муниципалитет округӗнчи тӗп клуб тытӑмӗ ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Юратсан юрлас килет» фестиваль-конкурс ирттерет.
Муниципалитет шайӗнчи IX уҫӑ фестиваль-конкурса эстрада юрӑҫисем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Юрий Жуков композитор ячӗпе иртет.
Юрий Жуков — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынни.
Юрий Жуков 1950 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкасси Янӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи музыкӑпа педагогика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Етӗрнери тата Муркашри тӗрлӗ шкулта ачасене вӗрентнӗ.
Вӑл кӗвӗленӗ паллӑрах юрӑсенчен ҫаксене асӑнса хӑварма пулать: «Вӑй выляҫҫӗ шевлесем», «Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ», «Хӗрарӑм куҫҫулӗ» тата ыттисем.

Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланӗ. Кӑҫалхипе 17-мӗш хут иртекенскер ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Кӑҫал куракансене Пушкӑртстанри тата Кӑркӑсстанри оперӑпа балет театрӗсен, Питӗрти Леонид Якобсон ячӗллӗ балет театрӗн, Пермьри хореографи училищин артисчӗсем савӑнтарӗҫ.
Тӑхӑр куна тӑсӑлакан фестиваль Чӑваш Енри культура старници ҫинче нумайлӑха ҫырӑнса юлӗ.

Раҫҫейри этнографи музейӗн директорӗ Юлия Купина чӑваш тӗррине тӗрлеме вӗренесшӗн. Ҫакӑн пек каланӑ вӑл республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан.
Мускавран пирӗн пата килнӗ хӑнапа Олег Николаев «Вышитая Россия» (чӑв. Тӗрленӗ Раҫҫей) пӗтӗм Раҫҫейри фестивале Чӑваш Енре ирттерессине сӳтсе явнӑ. Фестивале пирӗн республикӑра йӗркелеме ҫӗршывӑн культура министрӗ Ольга Любимова кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче сӗннӗ.
Аса илтерер: Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине хатӗрлессипе ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи 260 ӑста ӗҫленӗ. Ӗҫре 50 ытла материалпа усӑ курнӑ.

Пирӗн республикӑра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци апат-ҫимӗҫӗн фестивалӗ иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионтан хутшӑнӗҫ. Фестивале ирттерессишӗн явапли — Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене ака уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма май килӗ. Мероприяти хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн те, хӑнасемшӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.

Чӑваш Енре кӑҫал ҫырла фестивальне пӗрремӗш хут йӗркелесси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелеме палӑртнӑ.
Хальлӗхе фестиваль ятне суйламан. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви 10 ят шутласа тупнӑ. Вӗсенчен пӗрне суйламалла. Сасӑлав «Уҫӑ хула», «Халӑх тӗрӗслевӗ», «Госуслуги» порталсенче пушӑн 31-мӗшӗччен иртет.
Министерство ҫак ятсене сӗнет: Фестиваль «Ягода», Ягодная Чувашия, Ягодный фестиваль Чувашии, Ягодный день, Ягодный бум, Ярмарка ягод, ЯгодаFest, Ягодный микс, Фестиваль ягод «Поляна», Сказочные ягоды Чувашии.

Кӑҫал Чӑваш Енре ҫырла фестивальне йӗркелесшӗн. Ку таранччен ун пекки пулман.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкар районӗнчи «Ивушка» питомник ҫумӗнче утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ. Кунашкал куравсем Британире, АПШра, Финляндире, Канадӑра, Японире ирттереҫҫӗ. «Халӗ ун пеккине Чӑваш Енре йӗркелемелле, пӗтӗм Раҫҫей пирӗн пата килтӗр», - тенӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамнов.
Унта ҫырла ӑстисем хӑйсен продукцине сутма, кӑтартма пултараҫҫӗ. Фестиваль ҫав вӑхӑтрах агротуризмпа паллаштарӗ. Хальлӗхе ҫырла фестивалӗн ячӗ ҫук, ӑна ҫывӑх вӑхӑтра суйлӗҫ.

Пуш уйӑхӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗнче пирӗн республикӑра «Черчен чечексем» фестиваль-конкурс иртӗ. Ача-пӑчан художество пултарулӑхӗн республика шайӗнчи V фестиваль-конкурсне Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ йӗркелет.
Конкурса ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен муниципалитет округӗсенче йӗркелӗҫ, иккӗмӗш тапхӑрӗн вӑхӑтӗнче видеоӗҫсене Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ хаклӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен гала-концерчӗ иртӗ.

Педагогика ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхне тӑтӑш ӳстерекен «Ашмарин-центрта» паян тӑван чӗлхене вӗрентес ыйтусене пӑхса тухнӑ. Инҫет мелпе унта «Тӑван чӗлхене вӗрентес тӗлӗшпе чи лайӑх практикӑсем» иртнӗ. Иккӗмӗш хут иртекен фестивале «Ашмарин-центр» тата Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикинчи вӗрентекенсем кӑна мар, ытти тӑрӑхсенчисем те пулнӑ. Лилия Мусина, сӑмахран, тӑван чӗлхепе литература урокӗнче (вӑл тутар чӗлхине вӗрентет) проект ӗҫне мӗнле йӗркелемелли ҫинчен каласа панӑ. Калмыкири Нина Коксунова УДЕ технологипе усӑ курса вӗрентӳ ӗҫне мӗнле пахарах ирттересси пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех тухса калаҫакансем Ҫӗнҫӗпӗр, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Перӗм крейӗнчен, Карачаево-Черкесси Республикинчен пулнӑ. Педагогсен самай пысӑк йышӗ Чӑваш Республикинчен пулнӑ.
