Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -18.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: фестивальсеМ

Культура

Шупашкарта кӑҫал та «Атӑл юмахӗ» фестиваль иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ ирттернӗ конкурса хутшӑнса пултарулӑх мероприятине ирттерме 360 пин тенке тивӗҫнӗ.

Фестиваль чӳк уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртӗ. Мероприятин учредителӗ – республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ. Фестивале ирттерме республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ пулӑшӗ.

Раҫҫейри театрсен чи лайӑх спектаклӗсемпе паллашма май килӗ. Артистсем, режиссерсем, артист пулма вӗренекенсене ГИТИСри педагогсем ӑсталӑха вӗрентӗҫ, Мускаври, Чулхулари, Ӗпхӳри, Индинчи Вриндаванти режиссерсемпе театроведсем те фестивале хутшӑнӗҫ.

 

Культура
kino-cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kino-cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫулсерен ирттерекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале килес ҫул хӑҫан ирттересси паллӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.

Кинофестивале Раҫҫейри халӑхсен культурипе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Килес ҫулхи кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче иртӗ.

Мероприятие йӗркелесе ирттерессишӗн Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗ яваплӑ. Ҫакна хушура палӑртса хӑварнӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тӗрлӗ харпӑрлӑх формӑллӑ организацисене те кинофестивале йӗркелеме хутшӑнма сӗннӗ.

 

Персона

Шупашкарта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тараватлӑ Чӑваш Ен» регионсен хушшинчи фестивалӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫитнӗ.

«Кунта ытти регионти паллӑ ӑстасем пухӑннӑ, хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсем тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ», — тенӗ Элтепер.

Фестивалӗн финалне 13 ушкӑн тухнӑ. Наци апат-ҫимӗҫне кулинари ӗҫӗнчи паллӑ та сумлӑ экспертсем хакланӑ. Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн ертӳҫи Виктор Беляев чӑваш тӗпелӗ паха апат-ҫимӗҫрен пуяннине асӑнса хӑварнӑ.

Уявра Олег Николаев шеф-поварпа пӗрле хуран кукли пӗҫерсе тутанса курнӑ.

 

Культура

Наци апат-ҫимӗҫӗн «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Тарават Чӑваш Ен) пӗтӗм чӑвашсен регионсем хушшинчи фестивалӗ пуҫланнӑ.

Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программӑра — фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫса хупни, Чӑваш Енре тавар туса илекенсен апат-ҫимӗҫӗпе паллаштаракан куравсем тата апат-ҫимӗҫе туянма май туса пани, чи лайӑх апат хатӗрлекенсен конкурсӗ, шӳрпе пӗҫерме вӗрентни тата ӑна тутанса пӑхма май туса пани.

Мероприятие гостеприимнаячувашиякухня.рф сайтра онлайн пӑхма пулать. Унта онлайн-трансляцисен программи те пур.

 

Вӗренӳ

Паян Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта 2019-2020 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулне видеоконференцҫыхӑну мелӗпе тишкернӗ.

Лару пуҫланас умӗн аслӑ шкулти преподавательсен «Открытая лекция» (чӑв. Уҫӑ лекци) республикӑри IX фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. 1-мӗш вырӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисене пӗлӗвӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Николай Петренко тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисемпе ют чӗлхесен кафедрин преподавателӗ Николай Петренко, виҫҫӗмӗшӗнче — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрӑн аслӑ преподавателӗ Олеся Чеченешкина тата И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Драндрова.

 

Республикӑра
Фарит Гибатдинов архивӗнчи сӑн
Фарит Гибатдинов архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енри тутарсен наци автономийӗн председателӗ Фарит Гибатдинов пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

«Татар-информ» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Шупашкарти пульницӑна ӳпке шыҫҫипе илсе ҫитернӗ. Кун пирки Фарит Гибатдинов халӑх тетелӗнчи страницинче те пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче унӑн инфаркт пулни пирки хыпарланӑ.

Фарит Гибатдинов 1959 ҫулта Комсомольски районӗнчи Урмаелте ҫуралнӑ. Вӑл пуҫарнипе республикӑра тутар юррисен «Урмай моны» ҫамрӑксен фестивалӗ 25 ҫул иртнӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн тата Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65391
 

Культура

Чӑваш Енре хуткупӑсҫӑсен онлайн-фестивальне ирттерӗҫ. «Битва на Волге» (чӑв. Атӑл хӗрринчи ӑмӑрту) мероприятие Республика кунне халалланӑ.

Фестивале 18 ҫултан аслӑрах хуткупӑсҫӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен заявкисене тата видеороликӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӑратмалла. 4 минутран вӑрӑм мар роликра икӗ хайлав пулмалла. Материалсене pechnikova.08@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Хуткупӑсҫӑсен репертуарӗнче халӑх кӗвви-ҫемми те, хальхи юрӑсем те, халӑх юрри-кӗввине илемлетнӗ хайлавсемпе такмаксем те пулма пултараҫҫӗ. Фестивале хутшӑнакансене дипломсемпе чыслама шантараҫҫӗ.

Фестивале йӗркеленӗ — Чӑваш Республикин халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ.

 

Культура

Шупашкар хулинче «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурса хатӗрленме пуҫланӑ. Кӑҫал вӑл куҫӑн мар майпа иртӗ.

2020 ҫулхи фестивале 5 ҫултан пуҫласа 14 ҫула ҫитичченхисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Шкулта вӗренекен ача-и, культура учрежденийӗ ҫумӗнчи пӗр-пӗр клубра пултарулӑха туптать-и, юрлас-ташлас енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илет-и — хутшӑнма никама та чармӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне «Янра, чӑваш юрри!» номинацире вокал ӑсталӑхӗ енчен хаклӗҫ, «Айтӑр пӗрле ташлар-и!» ятлинче – хореографи ӳнерне; «Чӑваш паттӑрӗ» – вӑйлӑ ачасем валли; «Этно-кроссворда» суйласан чӑваш историне, йӑли-йӗркине тата культурине пӗлнине кӑтартма тивӗ.

Фестиваль-конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗн «Контактра» ушкӑнӗнчи страницинче пӗтӗмлетӗҫ.

 

Культура
Оперӑпеа балет театрӗ. Валери Туркай тунӑ сӑн
Оперӑпеа балет театрӗ. Валери Туркай тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 3-мӗшпе 12-мӗшӗнче иртмелли Пӗтӗм тӗнчери XXIV балет фестивале пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет. Фестивале COVID-2019 коронавирус алхаснине пула ирттермӗҫ: Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ нумай пулмасть вӑл пандемие ҫаврӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра пӗр чирлӗ ҫынна та тупман пулин те вирус инфекцине сарӑлма парасран фестивале пӑрахӑҫланӑ.

Фестивале хӑйне Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ. Йӗркелӳҫӗсем икӗ концерт, ҫавӑн пекех пилӗк балет хатӗрлеме палӑртнӑччӗ: «Баядерка», «Эсмиральда» (Самар коллективӗ), «Корсар» (Чулхула), «Акӑш кӳлли», «Дон Кихот». Фестивале Раҫҫей балечӗн ҫӑлтӑрӗсем те, пӗтӗм тӗнчери сцена ӑстисем те хутшӑнмалла пулнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чулхула чӑвашӗсем наци культурисен фестивальне хутшӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ.

Чулхула облаҫӗнчи Канавинск районӗнчи «Мы вместе!» (чӑв. Эпир пӗрле) VII фестиваль Маргарита Назарова ячӗллӗ Чулхулари циркра иртнӗ.

Кӑҫалхи фестивале Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Мероприятие Чулхула тӑрӑхӗнчи 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Фестивале вӑрҫӑ ветеранӗсем те курма пынӑ. Халӑха савӑнтарма 15 наци диаспорин, общество организацийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ. «Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономийӗ» общество организацийӗн «Чулхула чãвашēсем» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.

Алина Артемьева пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль вырӑнти циркӑн асра юлмалли программипе вӗҫленнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, [31], 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, ... 85
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 06

1938
88
Чекушкин Виталий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын