Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() О. Беспалов урамӗнчи 2а ҫуртра вырнаҫнӑ «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) КК нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Когда поют солдаты» (чӑв. «Салтаксене юрланӑ чух») салтак юррин фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Кун пирки Шупашкар хулин Мускав районӗн администраци пресс-служби пӗлтерет. Фестиваль 14:00 сехетре пуҫланать. Фестивале ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра Афганистанра пуҫ хунӑ Олег Беспалова асӑнса ирттерӗҫ. Культура мероприятийӗ Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне палӑртнӑ май иртӗ. Фестивале хутшӑнма заявкӑсене солистсем, вокал ушкӑнӗсем, хорсем, ҫавӑн пекех автор юррине юрлакансем ярса пама пултараҫҫӗ. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ — 8 ҫултан пуҫласа. Олег Беспалов — Шупашкар хулинче ҫуралса ӳснӗскер, вӑл Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ (вилнӗ хыҫҫӑн чысланӑ). Унӑн ятне Шупашкарти пӗр урама, ҫавӑн пекех вӑл вӗреннӗ 7-мӗш вӑтам шкула панӑ. Ун ячӗпе унсӑр пуҫне спорт мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |