Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: фестивальсем

Шкулсенче юлашки вӑхатра тӗрлӗрен ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫавсен хушшинче кашни предметпа тенӗ пекех районсенче те, республика шайӗнче те фестивальсем ирттереси те вӑя кӗчӗ. Комсомольски районӗнче ҫак уйӑхра ҫеҫ историпе обществознани, ун хыҫҫӑн ют чӗлхе вӗрентекенӗсен фестивалӗсем иртрӗҫ. Ытларикун вара Тӑван ен культурине вӗрентекенсен районти пӗрремӗш фестивалӗ пулса иртрӗ.

Ирхине ирех, урамра ҫил-тӑман вӗҫтернипе ҫулсене юр шӑлса лартнине пӑхмасӑрах, тӗрлӗ шкулсенчи вӗрентекенсем район центрне ҫул тытрӗҫ. Кунтан ҫул татах та малалла — Асанкасси тӑрӑхне. Пӗрремӗш фестивале Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттерме шутласа хунӑ.

Хуҫасем хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ: Е.М.Яндрова шкул ертӳҫи тата тӑван ен культурине вӗрентекен Л.А.Катмакова. Ӗҫлӗ канашлу хыҫҫӑн пурте классене уҫӑ уроксем итлеме пайланса кайрӗҫ. Икӗ урок тӑршшӗнче пурӗ ултӑ класра вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Л.А.Катмакова (Асанкасси вӑтам шкулӗ) 5-мӗш класра «Чӑваш Енри спорт» темӑпа, В.

Малалла...

 

Кӑҫал, пуш уйӑх пуҫламӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта гитара калас енӗпе Тӗнче шайӗнчи фестиваль-ӑмӑрту иртрӗ. Вӑл «Кӗмӗл обертон—2012» ятлӑ пулнӑ. Ӑмӑрту хаклавҫисем хушинче Челепи хулинчи паллӑ ӑстахҫӑ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Козлов, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Харисов, Мускаври тӗнчипе паллӑ культура ӗҫченӗ Е. Пушкаренко, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Михайлов пулнӑ. Ӑмӑртӑва ҫамрӑксем Мускавран, Чархулинчен (Йошкар-Оларан), Хусантан, Пензӑран, Ивановӑран, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлӗрен тата Шупашкартан хутшӑннӑ. Гитарӑна алла тытса ӑста выляма пултаракан аллӑ ытла ҫамрӑк.

Ҫӗмӗрлӗ хулишӗн кунта Бунова Анастасия 10-12 ҫулхи ачасен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ. Настя вӗрентекенӗ Валентина Муляева каланӑ тарӑх виҫӗ кун виҫӗ сехет евӗр вӗҫсе иртнӗн туйӑннӑ. Ӑмӑртусем вӗҫленсен В. Козлов ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Ҫӗмӗрлӗ хӗрне уйрӑммӑн палӑртса саламланӑ иккен. Эпир те ӗнтӗ Анстасия Бунована чун-чӗререн иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ ятпа саламлатпӑр.

Малалла...

 

Уяв саманчӗсем
Уяв саманчӗсем

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мӑн Этменти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта районти шкул ачисем, вӗрентӳҫӗсем Петӗр Ялкир пурнӑҫне, пултарулӑхне халалласа йӗркеленӗ литература тата пултарулӑх фестивальне ирттерчӗҫ. Кунта шкул ачисем ентешӗмӗр сӑвви-юррисене те янратрӗҫ, хӑйсен ӗҫӗсемпе те паллаштарчӗҫ. Ӑслисемпе тавҫӑруллисем, ҫамрӑк художниксем те тупӑшрӗҫ

 

НАР
26

Пӗр каҫра виҫӗ уяв
 lilicem | 26.02.2012 20:12 |

«Илем» ансамбль юрлать
«Илем» ансамбль юрлать

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче пӗр каҫра виҫӗ уява паллӑ турӗҫ: Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне, Ҫӑварние тата кӑҫал Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа иртттерекен «Ман тӑван кӗтес — ман хавхалану» фестивале. Лӑк тулли пухӑннӑ залти халӑха чи малтан Пӗрҫырланти ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталья Степановапа Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни Аркадий Айдак саламларӗҫ.

Унтан «Илем», «Сӑр ен» ансамбльсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Иван Любимовпа Юлия Еремкина ертсе пыракан асӑннӑ ансамбльсем уяв кӗрекине ҫулсерен илем кӳреҫҫӗ. Владислав Петров «Районӑм 85-ре» сӑввине хавхаланса вуласа пачӗ. Богдан Айдак илемлӗ сассипе курма килнисене тыткӑнларӗ. Глазковсем шӳтпе култарчӗҫ, Юлияпа Валентина Еремкинасем «Коммун юррипе» чуна тыткӑнларӗҫ. Анна Беззубова Инди ташшипе паллаштарчӗ. Номер хыҫҫӑн номер, кӑмӑл хыҫҫӑн кӑмӑл улшӑнса пычӗҫ, паллах, савӑнӑҫ парнелерӗҫ. «Колосок» ача сачӗн коллективӗ ятарласа чӑваш тумӗсем ҫӗлеттернӗ, ҫӗнӗ юрӑсем вӗреннӗ, вӗсене шӑрантарчӗ.

Малалла...

 

Фестивале хутшӑннӑ ачасем
Фестивале хутшӑннӑ ачасем

Ҫӗмӗрлери «Восход» керменӗ ҫирӗм ҫул ӗнтӗ ҫуркуннесерен ҫамрӑксен «Ҫӗмӗрлӗ ҫеҫкисем» юрӑпа ташӑ фестивальне пуҫтарать. Ҫак пулӑма курма мӗн пур хула ҫынни кӗтет ӗнтӗ. Керменте икӗ кун ларма-тӑма вырӑн ҫук теме те юрать. Куракансем калашле, фестивале пӗрре курсан манма питӗ йывӑр, вӑл яланлаха асра юлать.

Фестивале 600 яхӑн ҫамрӑк ача хутшӑнать, 3 ҫултан пуҫласа 18-чченех. Ҫак ӑмӑртура хутшӑнса ҫӗнтерӳҫе тухнисем халь Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсенче те паллӑ. Ҫав ҫӗнтерӳҫӗсене мала кӑларма тӑрӑшнӑ, темӗн чухлӗ тар, сахал мар куҫҫуль тӑкнӑ вӗрентекенсене те асра тытас пулать — вӗсемсӗр ҫамрӑксем хӑйсен ӑсталӑхне туллин кӑтартаймӗччӗҫ те пулӗ. Хавӑрах тӑнлӑр-ха: мала тухас тесен ташшине те вӑтӑр хут ҫӗнӗрен тумалла, юррине те ҫӗр хут юрламалла, кӗпи-тумне те ҫӗлемелле.

Ҫитес ҫуркунне «Ҫӗмӗрлӗ ҫеҫкисем» кӑҫал ХХ-мӗш хут уҫӑлӗ — унта пуне те пырса курма йыхравлатпӑр!

 

НАР
17

Фестиваль
 Галина Зотова | 17.02.2012 09:19 |

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех интернационалистсен кунне ирттереҫҫӗ. «Пурӑнакансем асра тытчӑр та ӑрусем ан манчӑр» (выр. «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят») фестиваль Афганистан вӑрҫинче пуҫне хунӑ Геннадий Ивановпа Юрий Макаров тата Чечен Республикинче пуҫне хунӑ Валериан Быковпа Сергей Эзенкина асӑнса тата ку вӑрҫӑсенче хастарлӑх кӑтартнӑ ветерансем ячӗпе иртрӗ. Пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров саламларӗ, Етӗрнепе Хӗрлӗ Чутай ҫар коиссариачӗн представителӗ Владимир Мареев афганецсене Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юрӑҫсем виҫӗ ушкӑнра ӑмӑртрӗҫ: 8–12, 13–15 тата 16-ран пуҫласа 22 ҫулхисем.

Фестивале хутшӑннӑ кашни юрӑҫ чуна тивмелле илемлӗ юрӑ шӑрантарчӗ, ҫӗнтерӳҫӗ ятне кӗҫӗннисем хушшинче Анна Ейкова, вӑтам ушкӑнра Сабина Доброва, аслӑраххисем хушшинче Екатерина Мурайкина тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Фестивале хутшӑннӑ пур артиста та Хисеп хучӗ парса чысларӗҫ.

Сӑнсем

 

Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче «Ҫӗршыва савса юрлатӑп» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пуҫланчӗ. Фествале уйрӑм ҫын та, ушкӑн та хутшӑнайрать, юрри-ташши те тӗрлӗрен пулма пултарайрать.

Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче фестиваль хӗлхемӗ Тӑванкаса та ҫитрӗ. Вырӑнти клуба пуҫтарӑннӑ халӑх умӗнче хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Тӑван Ен» ансамбль паллаштарчӗ. Юрри те ташши те кӑмӑла кайрӗ ҫынсене — чылайӑшӗпе киленнӗ хыҫҫӑн халӑх ыттисенчен ытларах килӗшнӗ юрра-ташша суйларӗ.

Пӗччен юрлакансен хушшинче Алевтина Ванеевӑпа Алина Тихонова палӑрчӗҫ, ҫапла май фестивалӗн тӗп кунӗнче вӗсен юррине сцена ҫинчен итлеме май пулӗ. Тӑванкассисен илем ертӳҫи Михаил Яковлевич Тихонов палӑртнӑ тарӑх суйласа илнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе ҫитес Акатуйра та савӑнтарӗҫ.

 

Ҫулталӑк пуҫланнӑ-пуҫланман ҫӗмӗрлесем хӑйсен айӑкра вӗренекенӗсене хӗллехи канусене кӗтсе илме тытӑнчӗҫ. Мӗнле вӗренетӗн, мӗнле ҫитӗнӳсем тума пултартӑн, ӗмӗтӳ пури чӗрӳнте: пурне те, ним пытармасӑр каласа параҫҫӗ ачасем.

Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка шкулӗнче вӗренекен Ксенофонтов Женӑн та хӑйӗн ҫинчен тӑван шкул ачисемпе вӗрентекенӗсене каласа пама тиврӗ. Женӑпа ҫӗмӗрлесем чӑнах та мухтанаҫҫӗ. Пӗчӗкренех вӑл Чӑваш енри тата Раҫҫейри музыка конкурсӗсенче чапа тухнӑччӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ача ятарласа музыка шкулӗн фортепиано класӗнче вӗренет. Светлана Лесных, унӑн вӗрентекенӗ, Женйӑна пит ырлать теҫҫӗ. Ик сехет таран, ятарласа тунӑ концертри евӗрлех, сывламасӑр тенӗ пекех ҫӗмӗрлесем Шопенӑн тата Бетховен кӗввине унӑн аллинчен янӑранине итлесе киленчӗҫ.

Кӑҫал Ксенофонтовӑн канма вӑхӑт пулмӗ те пулас. Хусанта фортепиано музыкин фестивальне хутшӑнасшӑн каччӑ. Тур пулӑштӑр ӗнтӗ Сӗмӗрлӗ каччине ҫак минетлӗ ӗҫре.

 

2011 ҫул вӗҫӗнче Мускавра пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк космонавтсен фестивалӗ иртрӗ. Шкул ачисем С.Королев конструктор ячӗллӗ Космонавтика музейӗнче тата М.Ломоносов ячӗллӗ физика институтӗнче тапӑҫнӑ.

Ҫӗмерлӗ хулинчи 8-мӗш гимназире вӗренекенсем Тихонов Александрпа Тарасов Артем та ҫакӑнта хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Космос салтакӗсем» ятлӑ пулнӑ. Ачасем хӑйсен проекчӗпе ҫӗр ытла хутшӑнакан хушшинче мала тухма пултарнӑ. Ҫапла май пӗтӗм Раҫҫейрен пуҫтарӑннӑ 17 ачапа пӗрле пирӗн ҫамрӑк ентешсем те 2012 ҫулта Калугӑри космодромран карапа вӗҫтернине хӑйсен куҫӗпе курма пултарӗҫ.

Ҫӗмӗрлӗ евӗр пӗчӗк вырӑнсенче тухаҫҫӗ те ентӗ ҫӗршыва тата тӗнчене тӗлӗнтерекен хастар ҫынсем.

 

Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ҫак тӑрӑхра фестиваль иртет.

«Мой край родной — мое ты вдохновенье» (чӑв. Тӑван енӗм — эсӗ манӑн хавхаланӑм) фестивале хутшӑнса Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ ҫумӗнчи «Салам» ансамбль районти Мучар ял тӑрӑхӗн культура ҫуртӗнче пысӑк концерт кӑтартнӑ.

Программӑна «Салам» ансамбль уҫнӑ, курма пухӑннисене Елена Шарова, Алина Фёдорова, Надежда Мурзина, Ирина Семёнова шӑрантарнӑ «Ҫимӗк каҫӗ» юрӑ кӑмӑла кайнӑ. Ҫавӑн пекех Ирина Семенова, Екатерина Артемьевна Семёнова, Александр Витальевич Шаров баянҫӑ, Александр Владимиров, Николай Петров куракансене хитре юрӑсемпе савӑнтарнӑ.

Концерта Кӑкшӑм шкулӗн «Звездочка» (чӑв. «Ҫӑлтӑрчӑк») ансамблӗ хутшӑнса юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Залри халӑх уйрӑмах Алены Яковлева чикан ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.

Уйкас ялӗнчи клуб-вулавӑш ӗҫченӗсем те яланах концертсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ку хутӗнче те ҫурт заведующийӗ Сандыркина Рената Порфирьевна тата Шарова Венера явӑҫмасӑр юлмарӗҫ, куракансен кӑмӑлне чӗрене хускатакан юрӑсемпе ҫӗклерӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, [74], 75, 76, 77, 78, 79, 80
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй