Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗ Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери «Науруз» театр фестивальне хутшӑнӗ. Вӑл кӑҫал 11-мӗш хут иртет. Фестивале Хусан хулинче йӗркелӗҫ.
К. Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалӑх драмӑпа камит театрӗн сцени ҫинче Чӑваш Енӗн артисчӗсем Николай Коляда пьесипе лартнӑ «Шинель пике» спектакле кӑтартӗҫ. Ӑна Наталия Сергеева лартнӑ (сӑмах май, вӑл хӑй те театр артисчӗ). Сценарине Валерий Яковлев тӗп режиссёр ҫырнӑ. Тумӗсене Галина Герасимова художник шухӑшласа кӑларнӑ.
ЧР Культура министерстви Чӑваш патшалӑх драма театрӗ кун пек пек фестивале пӗрре кӑна мар хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑни пирки аса илтерет. 1998 ҫулта Николай Сидоров пьесипе лартнӑ «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗ» спектакле «культурӑллӑ лартнӑшӑн» Валерий Яковлев режиссёр диплома тивӗҫнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Андреева «Иккӗмӗш планри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Большаков вара актёр ӑнӑҫлӑхӗшӗн парнеллӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарта иртекен халӑхсем хушшинчи VI фестиваль кӑҫал ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫланса 25-мӗшччен иртет. Чӑваш Республикин тӗп хули 30 режиссёра, продюссерсене, Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври актёрсене хӑнана кӗтет. Кинофестивале Дмитрий Астрахан режиссёр, Виктор Мержко сценарҫӑ, Анатолий Кот актёр тата Александр Прошкин кинорежиссёр хутшӑнасси ҫинчен пӗлтернӗ.
Паянхи куна конкурс репертуарӗнче 12 кино. Аса илтерер, асӑннӑ фестиваль пуҫлӑхӗ — паллӑ кинорежиссер Карен Шахназаров, программӑн директорӗ — Сергей Лаврентьев кино тӗпчевҫи.
Пӗлтерхи ҫулсем пекех кӑҫал та кино курма кӑмӑл тӑвакансене кинотеатра тӳллевсӗр кӗртӗҫ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртрӗ. Унта республика шкулӗсенче вӗренекен маттур шкул ачисем пухӑнчӗҫ.
Фестиваль программи темиҫе пайран тӑрать — унта хутшӑнакансен темиҫе тӗрлӗ конкурс витӗр тухмалла: сутмалли юмахсен хуравӗсене те тупмалла, чӑвашла пӗлнине те кӑтартмалла, И.Я. Яковлевӑн кун-ҫулне те лайӑх пӗлмелле. Унсӑр пуҫне пултарулӑх конкурсӗсем те пур: паллӑ классиксен сӑввисене вуласа парасси тата юрласа е ташласа парасси, е ху ҫырнӑ сӑвӑпа паллаштарасси. Пилӗк конкурс витӗр тухнӑ чи маттур ачана вара путёвка лекет — унӑн кану лагерне кайма май пулать.
Виҫӗ ӑмӑрту институт аудиторийӗсенче иртрӗ пулсан, «Пирӗн пултарулӑх» тата «Илемлӗх тӗнчи» — акт залӗнче. Хӑшӗсен пултарулӑхне пӑхатӑн та ним иккеленмесӗр чӑн-чӑн артист ҫитӗннине палӑртма пултаратӑн — юрлама та, ташлама та, сӑвӑ калама та ӑста вӗсем. Вырӑс шкулӗнче вӗренеҫҫӗ пулин те чӑвашла тап-таса калаҫаҫҫӗ (пӗрин-иккӗшӗн акцент пуррине шута илмесен). Чӑн та маттур хӗрсем (арҫын ачасем курӑнмарӗҫ темшӗн.
Вырӑс драма театрӗ Иваново облаҫӗнче (Кинешмере) иртекен пӗтӗм тӗнчери вырӑс классикӑлла драматургин I «Вӗри чӗре» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем фестивальте Лев Толстойӑн «Анна Каренина» романӗпа лартнӑ спектакле кӑтартаҫҫӗ. Спектаклье пӗрремӗш хут тӑватӑ ҫул каялла вылянӑ. Анна Каренина рольне театрӑн ҫамрӑк артистки — Екатерина Мальцева вылять.
«Вӗри чӗре» фестиваль акан 21-мӗшӗччен тӑсӑлать. Пурӗ пӗрле фестивале Раҫҫейпе Литваран килсе ҫитнӗ 11 театр хутшӑнать.
Шӑматкун, акан 13-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш драма театрӗнче пӗрремӗш хут халӑх тумӗн уявӗ иртрӗ. Ку уява чӗртсе яраканӗ — Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ.
Уява хутшӑнма тулайри этнос ушкӑнӗсене те чӗнсе илнӗ. Халӑх тумӗсен хӑйевӗрлӗхне кӑтартас кӑмӑл тӑвакансем шутне: ҫармӑс, мӑкшӑ, чечен, еврей тата ытти халӑхсем кӗнӗ. Пурӗ пӗрле 65 ҫын хӑйсен тумӗсемпе паллаштарнӑ. Чӑвашсем те кая юлман: тури, анатри чӑваш тумӗсемпе, авалхи чӑваш кӗписем тата сцена валли ятарласа ҫӗлеттернӗ тумсемпе куракансене хаваспах паллаштарнӑ.
Унсӑр пуҫне уявра фольклор ташӑ ушкӑнӗсем, юрӑҫӑсем куракансене пӗчӗк пултарулӑх концерчӗпе савӑнтарнӑ.
Куракансен шучӗпе, уяв кӑсӑклӑ тата ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Кун йышши фестивальсем халӑхсем хушшинчи туслӑха самаях ҫирӗплетме пулӑшасси ҫинчен те каласа хӑвармалла.
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Эстонире Tallinn Music Week (чӑв. Таллинри юрӑ-кӗвӗ эрни) фестиваль иртнӗ, унта 200 ытла юрӑ ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Вӗсен шутӗнче чӑвашла поп-рок юрлакан Александр Айдаров на пулнӑ. «Звуки.ру» портал чи кӑсӑклӑ 9 ушкӑна суйланӑ май Александр юррисене те кӗртнӗ.
Александр Айдаров Эстонире ҫуралса ӳснӗ чӑваш. 10 ҫул вӑл вырӑсла рок кӗрлеттернӗ, каярах вара, тӑван кӗвӗ тыткӑнне лекнӗ хыҫҫӑн, чӑвашла рок юрлама пуҫланӑ. Чӑваш халӑх кӗввисемпе чӑваш поэчӗсен сӑввисене кӑмӑллать. Taraj ушкӑн ертӳҫи вӑл, ҫавӑн пекех Palan фолк-ушкӑнӑн ӗҫне те хутшӑнать. Александр час-часах Шупашкара та килсе каять.
Иртнӗ шӑматкунпа вырсарникун Шупашкарти 47-мӗш шкулта республика шайӗнчи ачасен пултарулӑхӗн «Excelsior — 2013» конференци-фестивалӗн курӑмлӑ турӗ иртрӗ. Маларах ӑмӑртӑвӑн икӗ турӗ пулнӑччӗ — хула (район) шайӗнчи тата курӑмсӑр майпа иртнӗскерсем.
Курӑмлӑ пая малтанхи турсенче мала тухнӑ 11–18 ҫулхи ачасем хутшанчӗҫ. Акан 13-мӗшӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекен вӗренекенсем ӑмӑртрӗҫ, акан 14-мӗшӗнче вара — техника ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекенсем. Пурӗ 400 ытла ача хутшӑнчӗ унта.
Конференци 11 сехетре уҫӑлчӗ — сӑмах тухса калакансем хушшинче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, «Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫсен центрӗн директорӗ Панченко Наталия Леонидовна, 47-мӗш шкул директорӗ Фёдорова Алевтина Николаевна пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май шкулти пултаруллӑ ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Шел те, шӑматкунхи кун сцена ҫинчен пӗр чӑваш сӑмахӗ те янрамарӗ — ӑмӑртӑвӗ республика шайӗнче иртрӗ пулин те.
Ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе «Эткер» сайтӗнче паллашма пулать пулӗ, хальлӗхе унта унашкал информаци кӗртмен-ха.
Сӑнсем (38)
Акан 19-20-мӗшӗсенче «Кӗмӗл сасӑ» ӑмӑрту-фестиваль каллех юрӑҫсене пуҫтарӗ — Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче вӑл XIV хут иртӗ. Ирттерекенсен йышӗнче: Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерстви, Чӑваш Республикин Халӑх пултарулахӗн ҫурчӗ.
Паянхи кун тӗлне пурӗ 23 юрӑҫ хутшӑнма тӗв тунӑ — хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Пушкӑртстанпа Тутарстанран, Самар, Сарӑру тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Хӗрлӗ Ҫыр Енӗнчен пур. Чикӗ леш енчен килнӗ хӑнасемсӗр те иртмӗ — Белоруссинчи юрӑҫсем хутшӑнӗҫ.
«Кӗмӗл сасӑ» икӗ кун иртӗ — пӗрремӗшӗнче ӑмӑрту пулӗ, иккӗмешӗнче вара мала тухнӑ юрӑҫсем гала-концертпа савӑнтарӗҫ. Хаклакансен пуҫлӑхӗ — жюри председателӗ — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров.
Фестиваль-ӑмӑрту 18 сехетре пуҫланать!!!
Ӗнер пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ турӗ. Канаш районӗнче те ҫак куна тивӗҫлӗ ирттерчӗҫ — районти культура ҫуртӗнче ӑсталӑх тулашӗнчи театрсен «Всегда театр» (чӑв. «Театр яланлӑха») ятлӑ фестиваль конкурсӗ иртрӗ.
Пурӗ унта районти 11 ушкӑн хутшӑнчӗ, вӗсен пултарулӑхне культура ҫурчӗн директорӗ О.С. Микушина, информаципе меслетлӗх пайӗн заведующийӗ З.С. Николаева, районти куҫса ҫӳрекен культура ҫурчӗн заведующийӗ В.В. Борисова, культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗн режиссёр-постановщикӗ Н.Ф. Антонова хакларӗҫ.
Профессилле мар театр ушкӑнӗсем пӗр пайлӑ пьесӑсем е спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. Ямашри «Ямаш ен» драма ушкӑнӗ (ертӳҫи Краснова М.В.), сӑмахран, Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпҫӑнмасть» спектакль кӑтартрӗҫ. Хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайрӗ — ушкӑн «Чи лайӑх пӗр актлӑ спектакль» номинацире ҫӗнтерчӗ, Мак Макович сӑнарне вылякан Н. Павлова вара «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» номинаци лекрӗ.
Вӑтапуҫри «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн та Н. Сидоровӑн хайлавне лартрӗ — ҫак спектакле (пайне ӗнтӗ) халӑх умӗнче пӗрремӗш хут кӑтартрӗҫ пулин те премьера ӑнӑҫлӑ иртрӗ — «Чи лайӑх спектакль пайӗ» номинацире мала тухрӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех салтак-интернационалистсене асӑнса фестиваль иртет. Афганистан, Чечен ҫӗрӗ ҫинче районти тӑватӑ ҫамрӑк пуҫӗсене хунӑ: Ю. Макаров, В.Быков, Г. Иванов тата С. Эзенкин. Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Совет Союзӗн ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑ кун, ҫамрӑкла пуҫ хунисене асӑнса Хӗрлӗ Чутайра кӑҫалхипе 8-мӗш хут «Пурӑнаканнисем асра тытчӑр, ӑрусем ан манччӑр» ятпа патриотизмла юрӑсен фестивалӗ иртрӗ.
Фестивале 8 ҫултан пуҫласа 22 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксем — ҫирӗме яхӑн юрӑҫ хутшӑнчӗ. Унта Раҫҫей ҫӗршывӗ, ҫар, юлташлӑх, вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен хайланӑ юрӑсем янӑрарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.