Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: харкашусем

Пӑтӑрмахсем

Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшнче ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Харкашу вилӗмпе вӗҫленнӗ.

22 ҫулти каччӑ ашшӗне пуҫӗнчен, кӗлеткинчен 32 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Вӑйпитти хытах хӗненӗ хыҫҫӑн арҫын самай шар курнӑ. Йывӑр суранланнӑскер тепӗр кунхине вилсе кайнӑ.

Кайран каччӑна тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӗрлӗ экспертиза та каччӑ айӑплине ҫирӗплетсе панӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енрен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ ҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа ҫӗршыв Президенчӗ амнисти пӗлтернӗ май айӑплисене халӗ каҫарма тытӑнчӗҫ. Анчах пурне те мар.

Йӗпреҫ районӗнче арҫынна унти суд каҫарман. Кун пирки республика прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Хӗненӗшӗн арҫынна ирӗкрен хӑтармасӑр ҫулталӑклӑха сӑнав вӑхӑчӗ парса айӑпламалла тунӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл айӑплава пурнӑҫа кӗртекен инспекцире шутра тӑнӑ. Анчах унта вӑл йӗркеллӗ пырса ҫӳрементен унӑн айӑплав вӑхӑтне пӗр уйӑхлӑха тӑсса панӑ. Сӑнав вӑхӑчӗ вӗҫлениччен арҫын тата тепӗр икӗ хут пуҫтахланнӑ: ҫынна икӗ хутчен хӗненӗ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Ку фактпа арҫын тӗлӗшпе пуҫиле тепӗр икӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене пӗр ӗҫе пӗрлештернӗ те халӗ тӗпчев пырать.

Хӑйсене ҫак арҫын пек тытакансен амнисти пирки шанмалла та мар. Ҫакӑ Йӗпреҫ район этеммине пырса тивнӗ те.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 26

1911
115
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть