
Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗнче Людмила Лоскутова уйрӑм ҫын коллекцийӗнчи картинӑсен «Вернисаж души» (чӑв. Чун вернисажӗ) куравӗ уҫӑлнӑ.
Куракансене унта Чӑваш Енри паллӑ ӳнер ӑстисен живопись тата графика ӗҫӗсемпе, пурӗ 80 картинӑпа, паллаштараҫҫӗ. Унта Николай Карачарсков, Николай Овчинников, Виктор Немцев, Анатолий Рыбкин, Раиса Терюкалова, Нина Алимасова, Станислав Воронов, Анатолий Силов тата ытти художник, пурӗ 33 ҫыннӑн, ӗҫӗсем пур.
Тӑван тӑрӑхӗн ытарайми илемӗпе хавхаланнӑ Людмила Лоскутова ҫав картинӑсене 40 ҫул ытла пухса пынӑ.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорне, Чӑваш Енри художниксен союзӗн пайташне Геннадий Козлова «Чӑваш Республикин халӑх художникӗ» ят панӑ.
Геннадий Васильевич, - педагогика наукисен кандидачӗ, Пӗтӗм тӗнчери психологи наукисен академийӗн член-корреспонденчӗ.
Вӑл Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ университет) ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1992 ҫултанпа асӑннӑ аслӑ шкулта живопись кафедрин доценчӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти ӳнер музейӗн директорӗ пулса 2003 ҫултанпа тӑрӑшать.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӗлӗнмелле ӑста, художник, Валентина Никитина ӗҫлет. Хӑй вӑл Чулхула облаҫӗнче ҫуралнӑ. Унти Павлово хулинчи ӳнер училищинче тимӗре илемлетме вӗреннӗ, ӳнер енӗпе пӗлӗвне каярах Шупашкарти педагогика институтӗнче анлӑлатнӑ.
Валентина Нииктина социаллӑ сферӑра виҫӗ теҫетке ҫул ӗҫлет. Вал чӑваш пуканисем ӑсталать. Унсар пуҫне вал турилккесене чӑвашла эрешпе те капарлатать.

Францире 50 ҫул ытла пурӑннӑ вырӑс художникӗн тата кӗнеке кӑлараканӑн Николай Дронниковӑн ӗҫӗсен куравӗ Чӑваш наци музейӗнче пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ. Унӑн пур ӗҫ те тенӗ пекех чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхи пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ.
2015 ҫулта Николай Дронников (1930-2025) хӑйӗн ҫывӑх тусӗн Геннадий Айхин Парижри архивне (1934-2006) музее панӑ. Музей фондне, сӑмахран, ал ҫырӑвӗсем, сӑвӑсен ҫырӑвӗсем тата наброскисем хушӑннӑ, вӗсенчен франци пуххи йӗркеленнӗ «Отмеченная зима» (чӑв. Каярахпа ҫак документсене тӗпе хурса поэта халалланӑ курав пулчӗ.
«Ҫапах та Николай Дронников ӗҫӗсемпе унччен уйрӑммӑн пӗрт те паллаштарман», — тенӗ Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.

Чӑваш Енри художниксем «ФормАРТ» Аталҫи федераци округӗнчи урамри ӳнер фестивальне хутшӑнӗҫ.
Унта хутшӑнма Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ултӑ регионтан 300 ытла ҫамрӑк художникран заявка пырса ҫитнӗ. Пирӗн республикӑран виҫӗ та художниксем хутшӑнӗҫ.
Урамри ӳнер фестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫа парса хавхалантарӗҫ.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн М.С. Спиридоновӑн мемориаллӑ музей-хваттерне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫнӑ.
Музей Чӑваш Енре изобразительнӑй ӳнере пуҫарса янӑ пултаруллӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарать. «Хрущевкӑри» иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑҫав хваттерте художник хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки 15 ҫулне пурӑнса ирттернӗ.
Музей-хваттере ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уҫнӑ.

Анатолий Силов — живопись тата графика ӑсти. Вӑл 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑнти шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Звенигово поселокӗнчи ремесла училищинче тата Мускаври пир-авӑр институтӗнчи прикладной ӳнер факультетӗнче пӗлӗвне туптанӑ.
Аслӑ шкултан вӗренсе тухсан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче пусма художникӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ.
Паян ватӑ ҫын ҫутҫанталӑкпа киленсе чунне уҫать.

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗнче Праски Витти ӳнерҫӗн «Салтак юррисем» куравӗ уҫӑлнӑ.
«Тӗлӗнмелле ӳкерчӗксем. Хӑвӑрах курма пултаратӑр!» — хыпарланӑ курав пирки хулари шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗнче ӗҫлекен Александр Степанов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Праски Витти – чӑваш халӑх художникӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ. Ӑста шухӑшланӑ тӑрӑх, «салтак юррисем — халӑх поэзийӗн чи ҫӳллӗ шайӗ. Унта — куҫҫуль витӗр тухнӑ сӑмахсем, ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансене юратни».
Художник салтак юррисем сӑмахпа, шалти пуянлӑхпа, этем кӑмӑл-туйӑмӗпе тыткӑнланине палӑртса хӑварнӑ. «Манӑн ӳкерчӗксем текстпа ҫума ҫуммӑн: ҫав сӑмахсем ҫумӗнчи пушӑ вырӑнсене эпӗ сӑрӑпа тултаратӑп», – тенӗ Праски Витти.

Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ 55 ҫул тултарнине халалласа Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗнче Наталия Нагорнова ӳнерҫӗн, педагогӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, курава Наталия хӑйне пӗчӗкрен ӳнер тӗнчине илсе кӗнӗ ашшӗ-амӑшне халалланӑ. «Юлашки ҫулсенче сӑрӑ ӑсти чирлӗ амӑшне пӑхса пурӑннӑ, киҫчӗк тытма та питех вӑхӑчӗ тупӑнман-тӑр. Виҫӗм ҫул Наталия ҫӗнӗ туйӑмпа хавхаланса Владимир Нагорнов паллӑ скульпторпа ҫемье ҫавӑрнӑ, вара унӑн пирӗсем ҫинче урӑх тӗссем ҫуталса кайнӑ», — тесе пӗлтернӗ пултаруллӑ журналист.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Василий Эктел ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл — художник, чӑваш писателӗ, литература критикӗ, СССР Писательсен союхӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Тӑван Атӑл» журнал премийӗн лауреачӗ. Пултарулӑх ҫулӗн малтанхи тапхӑрӗнче лирика сӑввисемпе историпе философи поэмисем ҫырнӑ. Унсӑр пуҫне публицистикӑпа тата прозӑпа та ӗҫленӗ.
Вӑл Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Учительте, Елчӗк районӗн архитекторӗнче, Шупашкарти электроаппарат завочӗн художникӗнче, Чӑваш телекуравӗнче, «Ялав» тата «Пике» журналсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче республикӑри Профессионал писательсен фондне тата «Калем» издательствӑна ертсе пынӑ.
