
Чӑваш Енри тӳре-шаран уйӑхне 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илме юрамасть. Пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухнехи пирки мар-ха сӑмахӗ. Кайран, ӗҫрен кайсанхи ҫинчен.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, кӑларнӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн правительство пайташӗн патшалӑх служащийӗн должноҫӗнчен кайсан 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илмесси пирки хут ҫырса шантармалла. Хута министрӑн уйрӑм ӗҫӗ ҫумне ҫӗлесе хурӗҫ.
Чару патшалӑх служащийӗн ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи икӗ ҫула пырӗ. Енчен те шалу 100 пин тенкӗрен пысӑкрах ҫӗре вырнаҫас тесен Коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссирен ирӗк илмелле.
Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ коррупципе кӗрешессине вӑйлатас тӗллевпе кӑларнине пӗлтернӗ.

Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Константин Никитина паян ӗҫрен хӑтарнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва ЧР Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Енилина алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Константин Никитина 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лартнӑччӗ. Ун чухне министрта Сергей Павлов тӑрӑшатчӗ. Маларах Константин Никитин Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Патшалӑх службинче ӗҫличчен вӑл слесарьте, савутри цех наладчикӗнче, тӗп бухгалтерта, финанс уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1989-2010 ҫулсенче Константин Никитин Вӑрмарти РАЙПО председателӗнче вӑй хунӑ. Унӑн экономист тата юрист дипломӗсем пур.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче Элтепер Администрацийӗн тулли праваллӑ элчи пулма ҫав тытӑмра ӗҫлекен Юрий Васильева ҫирӗплетнӗ.
Юрий Егорович ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗнче — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫинче тӑрӑшать. Юрий Васильева элчӗне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва регион ертӳҫи Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. 134-мӗш номерлӗ ҫав хушӑвӑн иккӗмӗш пунктӗнче 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи 148-мӗш номерлӗ хушӑва пӑрахӑҫлассине каланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн юстици министрӗ Надежда Прокопьева парламентра текех элчӗ пулмӗ.
Сӑмах май каласан, Надежда Прокопьева республикӑн Патшалӑх Канашне куҫасси пирки сӑмах ҫӳрет. Унта вӑл парламентӑн Аппарачӗн ертӳҫи пулать теҫҫӗ.

Шкул ачисен тата професси пӗлӗвӗ илекенсен пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадисенче ҫӗнтерекенсене хатӗрленӗ республикӑри 48 педагог премие тивӗҫнӗ.
Укҫана Чӑваш Енӗн Элтеперӗн 2005 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи «О дополнительных мерах по поддержке и развитию инновационного, творческого и духовного потенциала системы образования в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци, пултарулӑх тата ӑс-хакӑл пултарулӑхне пулӑшса пыма тата аталантарма хушма мерӑсем уйӑрасси ҫинчен) хушӑвӗпе уйӑраҫҫӗ.
Вӗренӳри пахалӑха шкул ачисем олимпиадӑсенче хайсене епле кӑтартни тарӑх хаклаҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тарӑх, пирӗн республика ку енпе кӑҫал та пӗлтӗрхи шайрах: пӗлтӗр 43 ача ҫӗнтернӗ, кӑҫал — 42-ӗн. Олимпиадӑра ҫӗнтерекенсен шучӗпе 2014-2015-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче пирӗн республика Раҫҫейри чи лайӑх вунӑ регион шутне лекнӗ.

РФ Президенчӗ Владимир Путин Правительствӑна ҫурт-йӗр туянмашкӑн паракан кредит ставкине пӗчӗклетмелли майсем тупма каланӑ. Халӗ ку кӑтарту 12 процентпа танлашать.
Владимир Путинӑн хушӑвне Кремль сайтӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пичетленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Дмитрий Медведев премьер-министрӑн хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ставкӑна пӗчӗклетмелли майсем шухӑшласа кӑлармалла.
Унта ҫапла ҫырнӑ: «Ыйтусене пӑхса тухмалла: ипотека кредичӗсене малашне пӗчӗклетмелли мерӑсем пирки; ҫурт-йӗр строительствин тытӑмӗнче банкӑн тулли праваллӑ элчине палӑртасси ҫинчен. Доклад – 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».
Документра иккӗмӗш рынокри ҫурта туянмашкӑн паракан ипотека пирки те сӑмах хускатнӑ. Ку тӗлӗшпе чиновниксен авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сӗнӳсемпе паллаштармалла.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян темиҫе хушӑва алӑ пуснӑ. Вӗнсенчен пӗринпе, 68-мӗш номерлипе Владимир Доброхотова транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗнчен хӑтарнӑ. Сӑлтавне ӑнлантарман. Анчах кун пирки Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланинче Михаил Игнатьева экс-министра ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫу суннине каланӑ.
Транспорт тата ҫул-йӗр министрне вара Михаил Резникова лартнӑ. Вӑл паянччен Чӑваш Ен правительствинчен премьер-министрӑн ҫумӗ шутланӑччӗ. Министр пуканне шанасси пирки калакан хушура ӑна унчченхи должноҫрен хӑтарассине палӑртнине шута илсен вӑл вице-премьер пулма пӑрахассине пӗлтернине ӑнланма йывӑр мар.
Министр пӳлӗмне Михаил Резникова паянах куҫса ларнӑ, асӑннӑ ведомство структуринче те унӑн хушамачӗ тӑрать.
 
 Ырантан, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен, пуҫласа Чӑваш Республикинче пушар тухасран асӑрханас тӗлӗшпе ятарлӑ режим пуҫланӗ. Хушӑва Иван Моторин ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ку режима йышӑнсан ҫынсен хӑш-пӗр йӗркене пӑхӑнма тивӗ. Ырантан республикӑри вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, кӑмрӑк чӗртсе апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, вӑрманта тата унӑн ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть.
Ҫавӑн пекех типӗ курӑка ҫунтарма та чарнӑ. Кунсӑр пуҫне, пушар тухас хӑрушлӑх IV тата V класа ҫитсен, вӑрмана кӗме юрамасть.

Чӑваш Енри премьер-министра, Иван Моторина, пилӗк ҫын пулӑшса пырӗ. Маларах ку должноҫре иккӗнччӗ: хӑй вӑхӑтнче В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне ертсе пынӑ Михаил Резников, Шупашкар хула администрацийӗнчен куҫнӑ Алла Салаеваччӗ. Сӑмах май каласан, каярах Алла Салаева Шупашкар хула администрацине тепӗр хут таврӑнчӗ.
Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вице-премьер пулма Михаил Игнатьев Элтепер ЧР экономика аталанӑвӗн министрне Владимир Аврелькина тата ЧР строительство министрне Олег Маркова ҫирӗплетрӗ. Вице-премьера финанс министрне Светлана Енилинана шанаҫҫӗ пуль тесе калаҫакансем пулчӗҫ, хӑй вӑхӑтӗнче ку списокра вӑл ҫуккинчен тӗлӗнчӗҫ. Ӗнерхи хушупа вара Светлана Енилинӑна та вице-премьер пуканне шанса панӑ.
 
 Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташне, Чӑваш наци конгресӗн ваттисен канашӗн пайташне Анатолий Кипече «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ писателӗ» хисеплӗ ят панине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха.
Тава тивӗҫлӗ ята ҫав хушупа тивӗҫекенсем тата пулнӑ. Вӗсен хушшинче ҫӳп-ҫап турттаракан машинӑпа ӗҫлекен водитель те пур. Вӑл ҫын Шупашкарти «Эткер» предприятире тӑрӑшать. Гордей Павлова «Чӑваш Республикин халӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Сӑмах май каласан, хисеплӗ ятсене тата Тав хучӗпе Хисеп грамотисене тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансем тивӗҫнине палӑртмалла. Чӑваш парламенчӗн Хисеп хутне, акӑ, официант та илнӗччӗ.
 
 ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канаш чиккине улӑштарассине ҫирӗплетсе саккуна алӑ пуснӑ. Хальхи территори хулана аталанмашкӑн ҫитмест, ӑна пысӑклатмалла. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен пресс-служби хыпарлать.
Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ саккунпа килӗшӳллӗн, Канаш хула округне Хучел ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем те кӗрӗҫ. Монохула унта промышленноҫ тата социаллӑ объектсем хута ярӗ. Территори инвестицисем илӗртмешкӗн май парӗ.
Ку таранччен Канашра инвесторсене илӗртмелли пушӑ ҫӗрсем пулман. Халӗ вара индустри паркӗ валли те вырӑн пур. Унта 800 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, 1,5 миллиард тенкӗлӗх инвестици илӗртесшӗн.
