
Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Ку Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче алӑ пуснӑ.
Раҫҫейре ку орденпа 8 ҫемьене чысланӑ. Иккӗшӗ — Чӑваш Енрен. Ку ордена Ҫӗмӗрлери Чумеринсем тивӗҫнӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Николаевич — чиркӳ пупӗ. Унӑн арӑмӗ чиркӳре ӗҫлет. Вӗсем 11 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслисем Марийӑпа Дмитрий ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Владимир — Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗренет. Екатерина кӗҫех шкул пӗтерет. Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей, Иван шкулта вӗренеҫҫӗ. Кӗҫенни Алексей ача пахчине ҫӳрет.
Яковлевсем Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен — 7 ача тата 2 мӑнук. Юрий Игнатьевич ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ, вӑл Афган вӑрҫине хутшӑннӑ. Халӗ хуҫалӑх тытса пырать. Нина Геннадьевна васкавлӑ медпулӑшу пульницинче санитаркӑра вӑй хурать. Яковлевсем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Палӑртмалла: 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнисене 100 пин тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.

Чӑваш Ене медицина тытӑмне аталантармашкӑн федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Регионсенче хыснаран укҫа-тенкӗ уйӑрасси пирки РФ Правительствин Председателӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 6 миллиард тенке ҫӗршыври 69 регион хушшинче пайлӗҫ. Ку укҫана пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ парас ӗҫе аталантарас тӗллевпе уйӑраҫҫӗ.
Документпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен валли 31 миллион та 694 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Регионсен хыснинчен вара ку тӗллевпе 29,5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ.

Республикӑра общество инфратытӑмӗн аталанӑвӗн проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Документра ҫынсен пуҫарӑвӗпе проекчӗсем валли республика хыснинчен субсиди уйӑрма палӑртнӑ. «Кӗмӗле» конкурс ирттерсе парӗҫ. Халӑх социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас ӗҫе хутшӑннин ырӑ тӗслӗхӗ Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра пур. Унта вӑл пурнӑҫа ӑнӑҫлӑ кӗрсе пырать.
Укҫана общество инфратытӑмне (ҫав шутра — шывпа, ӑшӑпа, ҫутӑпа, газпа тивӗҫтерессипе, ача пахчисемпе шкулсене, ялти культура ҫурчӗсене, спорт залӗсемпе керменӗсене тытса тӑрассипе) ҫыхӑннӑ ыйтусене татма ярӗҫ. Кӑҫал ку тӗллевпе республика хыснинчен 75 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑслӑлӑха аталантарнӑшӑн паллӑ хирурга Владимир Волкова уйӑхсерен 3 пин тенкӗ парасси пирки хушӑва ала пуснӑ.
Владимир Егорович – 550 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Ҫав шутра – 11 монографи, 17 вӗренӳ пособийӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Владимир Егорович И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хирурги чирӗсен кафедрине халӗ те ертсе пырать.
Владимир Егорович – Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Хирурга пирӗн республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те паллаҫҫӗ.
Паянхи кун Владимир Егорович операци хыҫҫӑнхи йывӑрлӑх хыҫҫӑн лазер терапине аталантарас енӗпе тӑрӑшӑть.

57 ҫулти Светлана Петровӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Министр ҫумӗнче 15 ҫула яхӑн ӗҫленӗскер 2012 ҫулта пӗрремӗш ҫум пуканне йышӑннӑ. Ӑна пӗлекенсенчен хӑшӗсем: «Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть», — теме юрататчӗҫ. Ҫак сӑмаха вӗсем Светлана Владимировна тӗрлӗ министрпа ӗҫлеме пултарнӑран каланӑ-тӑр.
Ӗҫ биографине Светлана Петрова Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унта вӑл 1978–1985 ҫулсенче тимленӗ. Унтан КПСС Шупашкар райкомне куҫнӑ, райӗҫтӑвкомра тӑрӑшнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче темиҫе уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинче ертсе пыракан специалистра вӑй хума тытӑннӑ. Патшалӑхӑн ытти службинче те тӑрӑшнӑ.
Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Хутра Светлана Владимировнӑна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пирки хӑтарнине палӑртнӑ.

Республикӑри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсенче ҫынсене уйӑхра пӗр хутчен тӳлевсӗр йышӑнаҫҫӗ. 2014 ҫултанпа пыракан ырӑ йӑлана килес ҫул та пӑрахӑҫламӗҫ. Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин кун пирки хушу кӑларнӑ.
ФСКсене тӳлевсӗр кӗме юрӗ тесе ҫапла вара ҫак кунсене йышӑннӑ: кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшне, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшне, пуш уйӑхӗн 25-мӗшне, ака уйӑхӗн 22-мӗшне, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшне, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшне, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшне, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшне, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшне, юпа уйӑхӗн 21-мӗшне, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшне, раштав уйӑхӗн 16-мӗшне. Республикӑн Спорт министерстви Физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене ҫул тытиччен ҫапах та малтан вырӑнти ФСКсемпе ҫыхӑнса кунӗ вӑйрах пулнипе пулманнине палӑртма сӗнет.

РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Раҫҫейре хурлану кунӗ пулӗ. Ку Хура тинӗсре РФ Хӳтӗлев министерствин ТУ-154 самолечӗ ӳкнипе ҫыхӑннӑ.
Самолетра 92 ҫын пулнӑ. Ҫав йышра — журналистсем, Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем, ҫар ҫыннисем пулнӑ. Халӑхра Лиза тухтӑр ятпа палӑрнӑ Елизавета Глинка та «Тӗрӗслӗхшӗн пулӑшу» фонд пуҫлӑхӗ) унтах пулнӑ.
Ыран Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӗсем пулӗҫ-и? Хальлӗхе паллӑ мар.

Шупашкар хулинчи загс хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнче кӑна мар, Шупашкарти тӗрлӗ вырӑна ҫитсех ҫынсене пӗрлештерӗ. Ун пеккисене нумаях пулмасть пилӗк лапам палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков нумаях пулмасть ҫирӗплетнӗ.
Пӗрлешес шухӑшлисем малашне «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) мемориал комплексӗнче, «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа кану паркӗнче, Хӗрлӗ лапамра, Юрӑ хирӗнче тата Шупашкарти юханшыв порчӗ умӗнчи лапамра ҫырӑнайӗҫ. Унччен загссем ҫынсене хӑйсен ӗҫ пӳлӗмӗнче кӑна йышӑннӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑм валли палӑртнӑ вырӑнсене хитрелетессишӗн Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗ яваплӑ.
Сӑмах май, маларах Хусанкай ячӗллӗ тата «Салют» культура керменӗсене те ҫырӑнмалли вырӑнсем тесе палӑртнӑ, анчах хальхи йышӑнупа вӗсене ку списокран кӑларнӑ.

Ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе «Елчӗк Ен» район хаҫачӗн тӗп редакторне Николай Алексеева «Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Пичет ӗҫӗнче тӑрӑшма ҫак ҫын 1981 ҫулта пуҫланӑ. Малтан корреспондент пулнӑ, унтан — яваплӑ секретарь. 2004 ҫултанпа ӑна ертсе пыракан должноҫсене шаннӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна район хаҫачӗн тӗп редакторне лартаҫҫӗ.
Пичетре 35 ҫул ӗҫлекенскере вӑл тӑрӑхрисем паллӑ историк тата этнограф евӗр те пӗлеҫҫӗ тесе хыпарланӑ Николай Алексеев пирки Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви. Пултаруллӑ ҫак ҫын кӑҫал хӑйӗн иккӗмӗш кӗнекине — «Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем» ятлине — кӑларнӑ.

Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартас сас-хурана Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерни тӳрре килчӗ.
Аса илтеретпӗр, чӑваш парламенчӗн депутатне Петр Краснова ҫак пукана шанассине Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хыпарланӑччӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Петр Краснова парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ тенӗччӗ ҫав хыпарта. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ.
ЧПГӐИ директорне Петр Краснова лартасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнерех хушу кӑларнӑ. Институтӑн сайтӗнче те ҫӗнӗ пуҫлӑх сӑнӳкерчӗкне тата унӑн биографине вырнаҫтарнӑ.
