Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чикансем

Хулара

Шупашкарти чикансем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран пулӑшу ыйтнӑ.

Чикан баронӗсене 40 ҫул каялла ҫӗр тара панӑ. Ҫав ҫӗр ҫинчи 20 ҫуртра 150 ача тата ҫавӑн чухлех аслисем пурӑнаҫҫӗ иккен. Аренда вӑхӑчӗ тухнӑран ҫуртсене сӳтесшӗн, чикансене урама хӑваласа кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек ӑнлантарнӑ Алексей Ладыков сити-менеджер патне тӳрӗ линие шӑнкӑравланӑ ҫын. Ҫав этем каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫурт тӗлӗшпе суд пуҫланнӑ.

«Эпир Чӑваш Енре 50 ҫул ытла пурӑнатпӑр, хамӑр та чӑваш тенӗ пек, хамӑр ял», — тенӗ вӑл.

Сити-менеджер ыйтӑва тишкермелле, аппарат ертӳҫи Андрей Петров пулӑшма тӑрӑшӗ тесе хуравланӑ.

 

Раҫҫейре

Ижевскра пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне чикансене сутнӑ. Ачана машинӑна лартнӑ та Пермь хулине илсе кайнӑ.

Хӗрарӑм тӗпренчӗкне 12 пин тенкӗпе сутнӑ. Унта ӑна 15 ҫулти арҫын ачана качча панӑ. Хӗрача кунашкал пурнӑҫа чӑтайман — тапӑртан тарнӑ. Вӑл халӗ Питӗрте пурӑнма пултарать.

Ку тӗлӗшпе следовательсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев пырать. Хӗрарӑмӑн пӗлӗшӗ Оксана каланӑ тӑрӑх, амӑшӗ ача нумай ҫуратнӑ, вӗсене тивӗҫлипе пӑхмасть. Ҫавӑнпа вӑтам хӗрӗ Пермьрен шӑнкӑравласа япӑх пурӑнни пирки пӗлтерсен те, макӑрсан та вӑл пӗрре те кулянман.

Хӗрарӑм кун пек хӑтланнӑ хыҫҫӑн унпа пӗлӗшӗсем калаҫма пӑрахнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39866
 

Культура
Этнофестиваль саманчӗ
Этнофестиваль саманчӗ

Ӗнер, Раҫҫейӗн Конституци кунӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ «Дружба народов» (чӑв. Халӑхсен туслӑхӗ) фестиваль-конкурс ирттернӗ. Тӗрлӗ наци ҫынни пулнине тата тӗрлӗ тӗне ӗненнине пӑхмасӑрах пӗрне-пӗри хисеплессине, ытти халӑх культурине, йӑли-йӗркине хисеплессине ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Кӑҫалхипе мероприяти пиллӗкмӗш хут иртет.

Этнофестивале ҫамрӑксем хӑйсен вӑйӗпе ирттернӗ. Кашни факультет тӗнчери пӗр-пӗр халӑх культури ҫинчен вунӑ минутлӑх хӑтлав хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫамрӑксем Туркменистан, Япони, Шотланди, Аргентина, Греци тата хамӑр ҫӗршывӑн регионсен: Чӑваш Енӗн, Мари Элӗн, Тутарстанӑн, ҫавӑн пекех Кубань казакӗсемпе чикансен культурипе паллаштарнӑ.

 

Хулара Антон Батраков тунӑ сӑн
Антон Батраков тунӑ сӑн

Шупашкарта «Николаев урамӗ» текен чарӑнура ватӑ хӗрарӑм ыйткаласа ларнине ҫынсем асӑрханах пулӗ. «Про Город» редакцине темиҫен те шӑнкӑравланӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, чӑннипе ҫав ҫын ватӑ мар, ҫамрӑк хӗрарӑм-мӗн.

Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Юлия ҫав ҫынна курнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑл арҫын е хӗрарӑм, ыйткалакан ватӑ мар. Ун чухне пӗр хӗрарӑм вӑл суйнине тӑрӑ шыв ҫине куҫарнӑ, анчах лешӗ малалла та ним пулман пекех ларнӑ.

Хаҫат корреспонденчӗсем вырӑна тухнӑ. Хӑйне сӑн ӳкернине курсан ҫавскер пуҫтарӑнма тытӑннӑ. Питне вӑл тутӑрпа хупланӑ, куҫлӑх тӑхӑннӑ. Анчах алли вӑл ҫамрӑкрах пулнине кӑтартать. Тутӑр айӗнчен сӑрланӑ ҫӳҫӗ те курӑнать-мӗн.

Хӗрарӑм хӑйне Украинӑри таркай тесе калать, анчах чикан акценчӗ пур унӑн. Унӑн 8 мӑнук имӗш, анчах тарса килнӗ вӗсем, хальлӗхе пурӑнмалли те, ӗҫ вырӑнӗ те ҫук.

Корреспондентсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вӑл чикан майри, ватӑ хӗрарӑм пек тӑхӑннӑ ҫеҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1410
 

«Вӗсен пурнӑҫ йӑли-йӗрки пирӗннинчен ытла та уйрӑлса тӑрать, ҫавӑнпа та пӗрлештернипе ыйтӑва татса параймӑн. Вӗсенчен чылайӑшне чикӗ леш енне ямалла», — тесе каланӑ иккен Францин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен минситрӗ Манюэль Вальс. Куҫса ҫӳрекен ҫав халӑхӑн пӗчӗк йышӗ кӑна, министр шучӗпе, Францинче тӗпленсе пурӑнас кӑмӑллӑ.

Анчах асӑннӑ ҫӗршывӑн яваплӑ тӳре-шари ҫапла калани Евросоюз ертӳҫисене килӗшмен иккен — союзӑн юстици, никӗс прави тата гражданлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссарӗ Вивиан Рединг Парижӑн официаллӑ пайӗ чикансене ахальтен мар тапӑнать тесе каланӑ-мӗн. Комиссар шухӑшӗпе, хысна пирки сӑмах пынӑ чух хрантсуссем яланах чикансем пирки аса илеҫҫӗ. Халӗ тата, ав, ҫывӑх вӑхӑтра суйлав иртмелле.

Чӑн та, паян Франци правительстви ҫитес ҫул валли бюджет хатӗрленӗ, унта тулаш парӑм тулаш продуктӑн 95,1 проценчӗ таран йышӑнать иккен. Ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗнче ҫӗршывра муниципалитет суйлавӗ иртемелле.

Рединг комиссар каланӑ тӑрӑх, чикансене пӗтӗҫтерме Европа влаҫӗсем асӑннӑ союза кӗрекен ҫӗршывсене ҫулсерен самай укҫа уйӑрса параҫҫӗ. Анчах Вальс министр лайӑх пурнӑҫ шыраса ҫӳрекен чикансен ыйтӑвне татса парасси пирки хайхисем хӑш ҫӗршывран тухса каяҫҫӗ, ҫавсен пуҫ ватмалла тесе шухӑшлать-мӗн.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.itar-tass.com/c1/891209.html
 

Халӑхра чикансене ӗненме юраман каларӑш анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑйсен шӑпине те, пурлӑхне шанса пама хатӗр ҫынсем тупӑнаҫҫех. Чикансемпе ҫыхӑну тытнӑ хыҫҫӑн шанман пӑр ҫинче тӑрса юлнӑ ҫынсем полицине ҫул тытаҫҫӗ. Ҫакна вара тӗпер хут Ҫӗрпӳ хулинче пулса иртнӗ пулӑм ҫирӗплетнӗ.

Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулин полици уйрӑмне 52 ҫулхи хӗрарӑм килнӗ, ШӖМ ӗҫченӗсене унӑн укҫа-тенкине, ылтӑн капӑрлӑхсене вӑрланине пӗлтернӗ. Вӑрра — чикан хӗрарӑмне — хваттере хӑйӗх кӗртнӗ пулнӑ, ара лешӗ ӑна синкер сывлӑша тасатса кӑларап тесе шантарнӑ имӗш. Чикан вара ухмах пулман, хваттер хуҫин пуҫне минретнӗ хыҫҫӑн аллинчен 7 ылтӑн ҫӗрӗ хуса илнӗ тата 9 пин укҫа йӑкӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле шырлӑх суммине 29 пинпе хаклаҫҫӗ.

Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ӗҫӗсене ирттереҫҫӗ, чикан ятне-шывне тӗпчесе пӗлесшӗн тӑрмашаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/64180.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 20

1874
150
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
41
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ