Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.8 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх

Питӗр хулинчи «Троицки» культура центрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 90 ҫул тултарнине халалласа чӑваш ҫипуҫӗн уявне йӗркеленӗ. Уява Вера Кузьмина хӑй те ҫитнӗ. Унта вӑл паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ.

Чӑваш Енрен килнӗ юратнӑ артистсемпе «Парне» ансамбль ентешсене чӑвашла тата вырӑсла хитре юрӑсемпе савӑнтарчӗ тесе хыпарланӑ Питӗр хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗн сайчӗ.

Асӑннӑ хулара тӗпленнӗ чӑваш хӗрӗсемпе яшӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн наци ҫи-пуҫне кӑтартнӑ: хӗрарӑм тумтирне, арҫынсен кунсерен тата уявра тӑхӑнмалли ҫи-пуҫа. Хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек ҫӗленӗ япаласем те пулнӑ. Кашни пиркиех Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова каласа ӑнлантарса пынӑ.

Сӑнсем (4)

 

Чӑваш чӗлхи Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн
Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн

Виҫӗмкун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗ. Пирӗн тӳре-шара ку кун пирки ытлашшиех пӗлменнипех пулӗ унпа ҫыхӑннӑ мероприятисем сахалтарах иртеҫҫӗ. Ҫавах та пушшех те маннӑ теме май ҫук — хӑш-пӗр халӑх пӗрлӗхӗсем ӑна палӑртаҫҫех.

Ак ӗнер те, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче, ҫак уява халалласа «Хавал» пӗрлӗх конференци ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗн халӑхсен туслӑхӗн пӳлӗмӗнче пуҫланчӗ.

Чи малтанах пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов «Хавалӑн» тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ, вӗсене мӗн ҫине таянса пурнӑҫласси пирки пӗлтерчӗ. Тӗллевӗсене илес пулсан — вӗсем ҫакнашкал: чӑваш халӑхне хӑйӗн культурипе тата чӗлхипе мӑнаҫланма хӑнӑхтарасси, ҫывӑракан чӑвашлӑх туйӑмне вӑратасси тата ытти те. Ку ӗҫе «Хавал» ытти халӑхсене, культурӑсене тата тӗрлӗ тӗнсемпе харпӑр ҫын шухӑшӗсене хисеплесе ӗҫлеме шантарать.

Конференцире «Хавалӑн» проекчӗсене пӑхса тухрӗҫ — вӗсене мӗнле шая туса ҫитернӗ, мӗн чӑрмантарать. Сӑмахран, Forvo проектра чӑвашла сасланӑ сӑмахсене ытти проектрисем хуратнине пӗлтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех хавалҫӑсем чи анлӑ сарӑлнӑ чӑваш ячӗсен кӗнекине хатӗрлессипе, чӑваш чӗлхипе усӑ курман предприятисене ҫыру ҫырассипе, чӑваш чӗлхипе усӑ куракан хуҫалӑхсене тав туса ҫыру ярассипе, тӗрлӗ пӗчӗк видеороликсем тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх Сасӑлав вӑхӑчӗ
Сасӑлав вӑхӑчӗ

Ӗнер Вӑрнар районӗнче Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмне туса хунӑ. Асӑннӑ район пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак шухӑш патне ЧНК пырса тухнӑ. Ун пеккисене ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур районта пуҫарма палӑртнӑ. Ҫапла туни чӑваш чӗлхипе культурине, литературине, ӳнерне, ҫутта кӑлараслӑхне, халӑхӑн эткерлӗхне сарассине, халӑхсен историйӗпе туслӑхне хисеплессине аталантарма пулӑшмалла-мӗн.

Тухса калаҫнисем тӑван чӗлхепе культурине упраса хӑварасси кашнинчен килнине, чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемӗ пулас ӑрусемшӗн те пуянлӑх пултӑр тесен май килнӗ таран йӑлтах тумаллине палӑртнӑ.

ЧНК Вӑрнар районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи пулма «Вӑрнарҫултӑвӑм» обществӑн тӗп директорне Ольга Куликовӑна шаннӑ. Ун пирки вырӑнтисем ҫыравҫӑ тата нумай кӗнеке авторӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Куликовӑна «Хорнзор» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫи Федор Кузьмин ҫум должноҫӗнче пулӑшса пырӗ. Вӑл та чӑваш культурине упраса хӑварассишӗн хыпса ҫунаканскер-мӗн. Пӗлтӗр вӑл тӑван ял историйӗ пирки кӗнеке кӑларнӑ, вӑл пуҫарнипе Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленӗ иккен. ЧНК Вӑрнар районӗнчи уйрӑмӗн пайташӗ пулма вӗрентекенсене, тӗрлӗ шайри тӳрене шаннӑ.

Малалла...

 

Кӳршӗре Маргаритта Литта тунӑ сӑн
Маргаритта Литта тунӑ сӑн

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Тутарстанри Нурлат районӗнче Чӑваш наци культура центрӗн (ЧНКЦ) отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ — кун пирки «Сувар» хаҫат хыпарлать.

Пухура ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ — нурлатсен ӗҫне малашне чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен районти методика пӗрлешӗвне ертсе пыракан Галина Терентьевана ертсе пырӗ. Ҫавӑн пекех канаш йышне те пысӑклатнӑ. Унччен Нурлат районӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Аркадий Клементьев пулнӑ, вӑлах суйлав умӗн иртнӗ тапхӑрта ирттернӗ мероприятисем, пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки каласа панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5633.html
 

Чӑвашлӑх Украинӑри чӑвашсемпе Ҫеҫпӗл тӑван тӑрӑхӗ, Канаш Ен, килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ самант
Украинӑри чӑвашсемпе Ҫеҫпӗл тӑван тӑрӑхӗ, Канаш Ен, килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пуснӑ самант

Кейӳ (Киев) хулинче чӑвашсен вырсарни шкулне йӗркелеме шут тытнӑ. Капла йышӑну патне Пӗтӗм Украинӑри чӑвашсен пӗрлешӗвӗн отчетпа суйлав пухӑвӗнче килсе тухнӑ.

Пухӑва асӑннӑ обществӑн пайташӗсем — пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Надежда Лисовая тата тӗрлӗ хулари ячейкӑсен облаҫри ертӳҫисем тата чӗннӗ хӑнасем пуҫтарӑннӑ.

Пухура иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкерсе кӑҫалхи плансене палӑртнӑ. Пӗтӗм чӑвашсене пӗрлештерсе тӑма вара Надежда Лисоваянах хӑварас тенӗ. Унӑн пулӑшаканӗ пулма Кейӳри ячейкӑн ертӳҫине Валерий Сидорова шаннӑ.

Вырсарни шкулӗ пирки каласан, вӑл чӑвашла вӗрентӳ пособийӗсемпе кӗнекесене хаваспах йышӑнать. Пулӑшас кӑмӑллисем ҫав хатӗрсене Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ «Республика» хаҫат редакцине (вӑл Пичет ҫуртӗнчи 6-мӗш хутра вырнаҫнӑ) кӗртсе пама пултараҫҫӗ.

 

Персона

Эпир пӗрремӗш хут ҫулталӑк ҫыннине суйлас терӗмӗр. Ку ӗҫе пӗрремӗш хут йӗркеленине кура пӗтӗмӗшле сасӑлав ирттерес терӗмӗр — чӑвашлӑхшӑн тивӗҫлӗ ӗҫсем тӑвакансене те асӑнтӑмӑр, ура хураканнисене те. Тӳрех темиҫе ҫыншӑн сасӑлама юрать. Эсир суйланӑ ҫынна кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче палӑртӑпӑр.

Кандидатсене суйланӑ чухне эпир Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫутатнӑ хыпарсене тӗпе хутӑмӑр. Тен, ку йыша кӗмен ҫынсем те ҫак ҫулталӑк тӑршшӗнче ырӑ ӗҫ тунӑ пулӗ, анчах та эпир ҫутатманнине пула вӗсем пирки пӗлместпӗр. Тепӗр тесен ыттисене сӗнме те пултаратӑр — np@chuvash.org адреспа ҫырӑр, эсир сӗнекен ҫын мӗнле пысӑк ӗҫ тунине пӗлтерме ан манӑр, тата ҫакӑн ҫинчен хыпарлакан каҫӑ ярса парӑр. Тӳрех асӑрхаттаратпӑр, Николай Плотникова сӗнме кирлӗ мар (сасӑлав чӑнлӑха кӑтартаймасса пултарӗ). Маларах пӗлтерсен сирӗн кандидатшӑн ытларах ҫын сасӑлама пултарӗ.

Аяларах ҫулталӑк ҫынни пулма тивӗҫлисен йышне курма пултаратӑр. Вӗсене хушамат-псевдоним тӑрӑх йӗркеленӗ (сасӑлавра вӗсем яланхи пек урлӑ-пирлӗ вырнаҫнӑ /скрипт ҫапла йӗркелет/). Ячӗпе хушамачӗ хыҫҫӑн кандидата мӗнле ӗҫе пула тӑратнине кӑтартнӑ (ҫывӑх вӑхӑтра ырӑ ӗҫ пирки пӗлтерекен каҫӑсемпе пуянлатӑпӑр).

Малалла...

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Кама мӗн килӗшни пирки калама хӗн те, эпӗ хам кӑмӑла кайнӑ икӗ самант пирки чарӑнса тӑрасшӑн.

Пӗрремӗшӗ вӑл — Чӑвашра вырӑн ҫитменнипе вӑй питтисем республика тулашӗнче ӗҫлесе ҫӳрени. Михаил Игнатьев кун пек хуласен шутӗнче Мускава, Питӗре, Хусана асӑнса хӑварчӗ. Унта кӑна-и, Уралпа Ҫурҫӗр таранах тухса каякансем пур. Арҫын тени килшӗн тӑрӑшни аван-ха. Анчах ҫичӗ ютра ҫӳрекен ҫын ҫемьепе пӗрле пулманнине йӗркеллӗ теейӗн-ши?

«Ар епле — йыш ҫапла», — терӗ Михаил Васильевич. Ҫемьесем тулли мар тӑрса юлни арӑмӗпе упӑшки хушшинчи хутшӑнусене витӗм кӳнине палӑртрӗ вӑл, пуринчен ытла ҫакӑ ачасене воспитани парас ӗҫе пырса тивет. Пирӗн республикӑра халӑх йышӗ пысӑккине тата ӗҫ вӑйӗ нумаййине пӗлетпӗр. Анчах ҫакӑ тӳрре тухмалли сӑлтав маррине палӑртса хӑварчӗ Михаил Игнатьев. Ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес тата ялта тӑрӑшакансен ӗҫ укҫине ӳстерессипе республика правительствин те, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те, усламҫӑсен те пӗрлехи мерӑсем йышӑнмалла.

Тепӗр самант — чӑвашлӑхпа ҫыхӑнни тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Акӑ епле каларӗ республика Элтеперӗ килес ҫул ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ тесе йышӑнни пирки чарӑнса тӑнӑ май:

«Халӑха сыхласа хӑварас ӗҫ чи малтан кил-йышран, ҫемьерен пуҫланать. Тӑван килте ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗринпе, ҫав хушӑрах ачисемпе те чӑвашла калаҫсан, вӗсене халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, ташши-юррипе мӗн пӗчӗкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вӗрентсен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ.

Патшалӑх органӗсенче вӑй хуракансен, культурӑпа вӗренӳ ӗҫченӗсен, халӑх пӗрлешӗвӗсен пайташӗсен чӑвашлӑха сыхласа хӑварас ӗҫре чи малта пулмалла.

Пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем хамӑрӑн пуян культурӑпа тата историпе мухтанма-мӑнаҫланма пуҫласан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех тӑрсан кӑна халӑхӑмӑр сыхланса юлас шанчӑк пур. Нумай ҫул аталанса пынӑ халӑх ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалмалла мар. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрсах ӗҫлемелле».

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Ҫӗрпӳре этнокультура паркӗ тума пуҫлани пирки пӗлтерет «Чӑваш Ен» ЧПТРК. Ҫак ӗҫе икӗ ҫул хушшинче вӗҫлесшӗн имӗш. Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр кӳлепесене туса лартма та ӗлкӗрнӗ. Хула ертӳҫисем ҫак парк чи илӗртӳллӗ вырӑнсенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ.

Этнокультура паркӗнче уявсем, тӗрлӗ фестивальсемпе концертсем ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Ачасене те ку вырӑн килӗшнӗ — 10–11-мӗш клас пӗтерсен те ҫак вырӑнтах пухӑнма шантарнӑ. Хула ҫыннисем те парка йӗркелессине ырланӑ. «Эпир чӑвашлӑха манса каяс мар тесессӗн пирӗн ӗмӗрхи чӑваш йӑли-йӗркине, унӑн ӗҫӗ-хӗлне пӗлмелле. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек юпа лартни, тата чӑвашӑн авалхи йӑли-йӗркине йӗркелесе пыма шут тытни вӑл пире питӗ хавхалантарать», — тенӗ хула ҫынни Геннадий Никифоров.

Парка Чӑваш Ен культура министерствин грантне выляса илнипе пурнӑҫлама май тупӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑвашла кунталӑк (календарь) кӑларас йӑлана эпир кӑҫал малалла тӑсрӑмӑр. Асаилтеретпӗр, чи пирвайхи чӑвашла календаре эпир виҫӗмҫул кӑлартӑмӑр — ун чухне 2012 ҫулхи паллӑ юбилярсене вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑвашла кунталӑк пӗлтӗр те кӑларса, анчах «Сӑвар» фондпа пӗрле. Ӑна эпир Анатолий Розов ӳнерҫе халалласа хатӗрленӗччӗ.

Кӑҫал вара эпир тахҫанах шухӑшласа хунӑ кунталӑка пичетлесе кӑлартӑмӑр — хальхинче чӑваш уявӗсемпе. Пирӗн кӑҫалхи календарьте эсир хӑҫан Сурхури, хӑш кун Калӑм эрни пуҫланнине, Ҫӑварнине хӑҫан уявламаллине пӗлме пултарайратӑр. Ҫавӑн пекех Кӑшарни, Хӗр сӑри, Мӑнкун, Ҫимӗк, Питрав, Нартукан уявӗсене кунӗсене те палӑртнӑ. Вӗсене уявламалли кунсене тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенче тӗрлӗрен кӑтартаҫҫӗ. Эпир вара уяв кунӗсене Фёдор Мадуровпа тата Виталий Станьялпа канашласа палӑртрӑмӑр.

Кунталӑкра официаллӑ уявсене палӑртма та манса кайман. Унсӑр пуҫне ытти хӑш-пӗр паллӑ кунсене уйӑрнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.i-sum.su/t/44480.html
 

Кӳршӗре

Самар облаҫӗнче чӑвашсем ача йышлӑ ҫуратакан урӑх халӑх ҫук та иккен. Статистсем хӑш халӑх ҫемйинче мӗн чухлӗ ача пулнине тишкернӗ те ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ку кӑтарту паянхи лару-тӑрӑва уҫӑмлатакан цифра мар-ха. Виҫӗ ҫул каяллахиех. Тупнӑ хӑҫанхи пирки калаҫмалли тейӗҫ, тен, теприсем. Ҫапла та пулӗ-ха. Ҫапах та вӑл цифрӑна Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырав тӑрӑх илсе кӑтартнине палӑртмалла — унтанпа халӑх йышне ҫавӑн пек калӑпӑшлӑн шутламан-ҫке.

Самар облаҫӗнче пурӑнакан пин хӗрарӑм пуҫне ике пине яхӑн ача тивет иккен. Ирҫесен ку кӑтрату 1878-па танлашнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — 1787 ачаллӑ казахсем, тӑваттӑмӗшӗнче — 1754-ллӑ узбексем. Вырӑс хӗрарӑмӗсем вара сахал ҫуратаҫҫӗ: пин хӗрарӑм пуҫне пӗтӗмпе те 1410 пепке лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1493.html
 

Страницӑсем: 1 ... 202, 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, [212], 213, 214
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи